Поиск
Шырав ĕçĕ:
49. Иуда вара ҫар ҫыннисене кашнийӗ вӑрҫа хатӗрленсе тӑтӑр тесе пӗлтерме хушнӑ; 50. ҫар ҫыннисем ӗнтӗ, вӑрҫа ҫӗкленсе, хулана ҫавӑрса илнӗ, вӗсем ӑна ҫав кун кунӗпех, ҫӗрле те ҫӗрӗпех хупӑрласа тӑнӑ, юлашкинчен хула Иудӑна парӑннӑ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫакӑ хыпар Ниневи патши патне ҫитнӗ, вӑл та аслӑ пукан ҫинчен тӑнӑ та, патша тумне хывса пӑрахса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса, кӗл ҫине ларнӑ, 7. патша ячӗпе тата хӑйӗн улпучӗсен ячӗпе Ниневире ҫапла пӗлтерме, ҫапла калама хушнӑ: «ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те, вӑкӑрсем те, сурӑхсем те нимӗн те ан ҫиччӗр, кӗтӳлӗхе ан кайччӑр, шыв та ан ӗҫчӗр, 8. ҫынсем те, выльӑх-чӗрлӗх те хуйхӑ тумӗ витӗннӗ пулччӑр, Турра хытӑ тархаслаччӑр, кирек кам та хӑйӗн усал ҫулӗнчен пӑрӑнтӑр, хӑйӗн алли пусмӑрласран сыхлантӑр. 9. Кам пӗлет, тен, Турӑ кӑмӑлӗ ҫаврӑнӗ, Вӑл тулса ҫитнӗ ҫиллине пирӗн ҫинчен сирӗ те, вара эпир пӗтмӗпӗр» тесе калама хушнӑ.
Иона 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫӳлхуҫа Турӑ Эдом ҫинчен ҫапла калать: эпир Ҫӳлхуҫаран хыпар илтрӗмӗр, ӗнтӗ халӑхсене: «ҫӗкленӗр те, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухатпӑр!» тесе пӗлтерме хыпарҫӑ та янӑ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Тӳресем иккӗшӗ те кӑмӑлӗпе аскӑнлӑх енне туртӑннӑ, анчах хӑйсен шухӑшне пӗр-пӗрне уҫса паман, 11. мӗншӗн тесессӗн Сусаннӑпа хутшӑнма тӗмсӗлни ҫинчен пӗлтерме намӑсланнӑ.
Дан 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Халӗ вара эпӗ юлашки вӑхӑтра санӑн халӑхна мӗн-мӗн пулассине пӗлтерме килтӗм, мӗншӗн тесессӗн эсӗ мӗн курни вӑл — ҫав кунсем ҫинчен, терӗ.
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсӗ кӗлтума пуҫласанах хурав пулчӗ, эпӗ сана, суйласа илнӗ ҫынна, ҫавна пӗлтерме килтӗм.23. В начале моления твоего вышло слово, и я пришел возвестить его тебе, ибо ты муж желаний;
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ку эпӗ унччен курни пекех пулчӗ, хула пӗтесси ҫинчен пӗлтерме килсен, эпӗ шӑп та шай ҫапла курнӑччӗ, мана Ховар шывӗ хӗрринче те ҫапла курӑннӑччӗ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Сан патна вара, этем ывӑлӗ, Эпӗ вӗсен чапӗн илемне, вӗсен куҫӗсен йӑпанӑҫне, вӗсен чунӗсен савӑнӑҫне, вӗсен ывӑлӗсене, вӗсен хӗрӗсене илнӗ кун — 26. ҫав кун сан патна лерен хӑтӑлса килнӗ ҫын хӑлхунтан хыпар пӗлтерме ҫитӗ.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ман ҫинче — Ҫӳлхуҫа Турӑ Сывлӑшӗ: мӗскӗнсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн Ҫӳлхуҫа Мана ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене лӑплантарма, тыткӑнрисене ирӗке тухасси ҫинчен пӗлтерме ячӗ, хупса хунисене тӗрме алӑкӗ уҫӑласси ҫинчен, 2. Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхӗн вӑхӑчӗ ҫитессе, Туррӑмӑрӑн тавӑру кунӗ ҫитессе пӗлтерме, пур кулянакана та йӑпатма ячӗ, 3. Сион ҫинче хуйхӑрса пурӑнакансене пулӑшма: вӗсене кӗл вырӑнне пуҫкӑшӑль, куҫҫуль вырӑнне савӑнӑҫ ҫӑвӗ, хурлӑх вырӑнне мухтав тумӗ парнелеме ячӗ; вӗсене вара чӑнлӑхпа вӑйлисем, Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мухтавӗшӗн лартнӑ йывӑҫсем тейӗҫ.
Ис 61 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫакӑ вара ҫынсене илӗртнӗ: вӗсем, е ӑнсӑртлӑха, е хаяр патшана пӑхӑнса, пӗлтерме юраман Ята чулсемпе йывӑҫсем ҫине куҫарнӑ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫанӑн хӑватлӑхӗ ҫинчен кам каласа парайӗ, Ӑна тивӗҫлӗ мухтава кам пӗлтерме пултарайӗ?
Пс 105 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара Елиуй — Варахиил ывӑлӗ, Вуз ҫынни — ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ ҫамрӑк, эсир — ватӑ ҫынсем; ҫавӑнпа сире хамӑн шухӑшӑма пӗлтерме хӑяймарӑм, шиклентӗм.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Патша ҫӗрӗсене пур вырӑна та «килте упӑшки хуҫа пултӑр» текен хут янӑ, ӑна ӑҫта мӗнле халӑх пурӑнать, ҫав халӑхӑн ҫырулӑхӗпе-чӗлхипе ҫырнӑ, ҫакна кашни ҫынна унӑн тӑван чӗлхипе пӗлтерме хушнӑ.
Эсф 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мӗн пулса иртнине пӗлтерме, пурте тӑшмансене хыҫран хӑвалаччӑр, пӗтерччӗр тесе, Озия ӗнтӗ Ветомасфем хулине, Вивая, Ховая, Хола текен вырӑнсене тата Израиль ҫӗрӗнчи пур кӗтесе те хыпар янӑ.
Иудифь 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ Олоферн патне, сирӗн ҫарӑн ҫулпуҫӗ патне, тӗрӗс сӑмах пӗлтерме, тӗрӗс ҫул кӑтартма каятӑп, ҫав ҫулпа кайсан вӑл хӑйӗн ҫарӗнчи пӗр ҫынна, пӗр чуна ҫухатмасӑр пӗтӗм ту-сӑртлӑ ҫӗршыва ярса илӗ, тенӗ.
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль Турри ячӗпе Пасха ирттерме Иерусалима пухӑнмалли ҫинчен пӗтӗм Израилӗпех — Вирсавияран тытӑнса Дан таранах — пӗлтерме килӗшсе татӑлнӑ; ӗнтӗ Пасхӑна тахҫантанпах саккун хушнӑ пек ирттермен пулнӑ.
2 Ҫулс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫиччӗмӗш кунхине ача вилнӗ, тарҫисем Давида ача вилсе кайни ҫинчен пӗлтерме хӑранӑ; вӗсем ҫапла каланӑ: ача пурӑннӑ чухне эпир ӑна йӑпатса калаҫаттӑмӑр, вӑл пире ун чухне те итлемерӗ, «ача вилчӗ» тесе мӗнле калас-ха ӑна?
2 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вара Иоав ҫапӑҫу мӗнле иртни ҫинчен Давида пӗлтерме ҫын янӑ.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ку хӗрарӑмӑн ҫие юлнӑ та, вӑл Давид патне «эпӗ йывӑрлантӑм» тесе пӗлтерме ҫын янӑ.5. Женщина эта сделалась беременною и послала известить Давида, говоря: я беременна.
2 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Унтан Авенир Израильпе пӗтӗм Вениамин килӗ мӗн шухӑшланине Давида пӗлтерме Хеврона кайнӑ.И пошел Авенир в Хеврон, чтобы пересказать Давиду все, чего желали Израиль и весь дом Вениаминов.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.