Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Эй Филиппӑ ҫыннисем, эсир хӑвӑр та пӗлетӗр: эпӗ Ырӑ Хыпар пӗлтерме пуҫланӑ чухне, Македони витӗр тухсассӑн, сирӗнсӗр пуҫне мана пӗр ӗненекен ушкӑн та ҫавӑн пек пулӑшмарӗ, вӗсемпе манӑн хушшӑмра парасси-илесси пулмарӗ; 16. манӑн ҫитменнине кура, эсир Фессалоникие те пӗр-икӗ хут та пулӑшу пара-пара ятӑр.
Флп 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Турӑ мана — сӑваплӑ ҫынсенчен пуринчен те кӗҫӗнскере — ҫав тивлете панӑ: 9. мана ӑна суя тӗнлисене Христосӑн пӗлсе пӗтерме ҫук ырӑлӑхӗ ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме тата пурне те Иисус Христос урлӑ туса ҫитернӗ Туррӑн ӗмӗр никама та каламасӑр тӑнӑ вӑрттӑнлӑхне пӗлтерме панӑ, 10. ӗненекен ушкӑн урлӑ халӗ ӗнтӗ тӳпери пуҫлӑхсемпе хӑватсене те Туррӑн тӗрлӗ ӑслӑлӑхне пӗлмелле тунӑ; 11. ҫав ӗҫ Турӑ ӗмӗртен малтанах хушнипе пулнӑ, Турӑ ӑна Христос Иисус Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ туса ҫитернӗ; 12. Ун урлӑ эпир хӑюллӑ пултӑмӑр, Ӑна ӗненнипе Турӑ умне шанса пыратпӑр.
Эф 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Пачах урӑхла: Петра ӳт кастарнисене Ырӑ Хыпар пӗлтерме шаннӑ пек, мана ӳт кастарманнисене Ырӑ Хыпар калама шаннине курсассӑн 8(Петра ӳт кастарнисем патӗнче апостол ӗҫне Тума Пулӑшаканӗ мана та суя тӗнлисене вӗрентме пулӑшрӗ), 9. мана панӑ тивлет ҫинчен пӗлсессӗн, тӗн тӗрекӗ шутланакан Иаков, Кифа тата Иоанн пире, Варнавӑпа иксӗмӗре, пӗр ӗҫ тӑватпӑр тесе алӑ пачӗҫ, эпир суя тӗнлисем патне, вӗсем ӳт кастарнисем патне кайма пултӑмӑр; 10. тата пире чухӑнсене асра тытса тӑма хушрӗҫ, эпӗ ҫакна тӗп-тӗрӗс пурӑнӑҫлама тӑрӑшрӑм.
Гал 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпир ытлашши мухтанмастпӑр, эпир сирӗн пата Христос ҫинчен Ырӑ Хыпар пӗлтерме килмен пулсассӑн, пире ҫапла айӑплама пулатчӗ.
2 Кор 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ларакансенчен пӗрне Турӑ мӗн те пулин пӗлтерсен, ҫав вӑхӑтра калаканӗ калама чарӑнтӑр: 31. пурте вӗренччӗр, пурин чунӗ те лӑплантӑр тесе эсир пурсӑр та пӗрин хыҫҫӑн тепӗри Турӑ сӑмахне пӗлтерме пултаратӑр.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Юратуллӑ пулӑр; чунтан-вартан Сывлӑш хастарне илесшӗн тӑрӑшӑр, уйрӑмах Турӑ сӑмахне пӗлтерме тӑрӑшӑр.1. Достигайте любви; ревнуйте о дарах духовных, особенно же о том, чтобы пророчествовать.
1 Кор 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Эпӗ Христосӑн Ырӑ Хыпарне пӗлтерме вӑтанмастӑп: ҫав Хыпар — Турӑ хӑвачӗ, ӗненекене вӑл кирек кама та — малтан иудее, унтан эллина та — ҫӑлать.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ эллинсене те, ытти ют халӑхсене те, ӑслисене те, пӗлменнисене те вӗрентме тивӗҫ; 15. ҫавӑнпа эпӗ хам кӑмӑлӑмпа сире те, Римра пурӑнакансене, Ырӑ Хыпар пӗлтерме хатӗр.
Рим 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вӑл вара мана каларӗ: «хамӑр аттемӗрсенӗн Турри сана Хӑйӗн ирӗкне пӗлтерме тата Сӑваплине куртӑр, Унӑн ҫӑварӗнчен тухнӑ сасса илттӗр тесе малтанах суйласа илнӗ: 15. Ун ҫинчен ху мӗн илтнине, мӗн курнине эсӗ пур ҫын умӗнче те каласа кӑтартакан пулӑн. 16. Эппин, мӗншӗн вӑраха яратӑн?
Ап ӗҫс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир те — сирӗн пек ҫынсемех; эпир сире ҫак суя турӑсене пӑрахтарса Чӗрӗ Турӑ енне, тӳпепе ҫӗре, тинӗсе, вӗсенче мӗн пуррине пултарнӑ Чӗрӗ Турӑ енне, ҫавӑрасшӑн Ырӑ Хыпар пӗлтерсе ҫӳретпӗр; 16. Вӑл халӑхсен унчченхи тӑхӑмӗсене харпӑр хӑй ҫулӗпе ҫӳреме чарман, 17. ҫавах та Вӑл пире тӗрлӗ ырӑлӑх кӑтартса, тӳперен ҫумӑр ҫутарса, тырӑ-пулӑллӑ ҫулсем ярса, ҫимӗҫпе тӑрантарса, пирӗн чӗрене савӑнтарса Хӑй ҫинчен пӗлтерме чарӑнман, тенӗ.
Ап ӗҫс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Вӑл пире ҫынсене вӗрентсе ҫӳреме хушрӗ тата Хӑй Турӑ палӑртса хунӑ Тӳре — чӗррисенӗн те, вилнисенӗн те Тӳри — иккенне пӗлтерме хушрӗ.
Ап ӗҫс 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа ӑна каланӑ: кай, вӑл — Манӑн суйласа илнӗ савӑтӑм; Эпӗ ӑна Хамӑн ятӑм ҫинчен халӑхсем, патшасем, Израиль ывӑлӗсем умӗнче каласа пӗлтерме суйласа илтӗм.
Ап ӗҫс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ӑна Исаия пророк кӗнекине панӑ; Вӑл кӗнекене уҫнӑ та ҫапла ҫырнӑ вырӑна тупнӑ: 18. «Турӑ Сывлӑшӗ Ман ҫинче: Вӑл Мана мӗскӗнсене Ырӑ Хыпар пӗлтермешкӗн ҫу сӗрчӗ, Мана хуйхӑпа касӑлнӑ чӗреллисене сыватма ячӗ, тыткӑнрисене ирӗке кӑларасса, суккӑррисем куракан пуласса, пусмӑртисене хӑтарасса, 19. Ҫӳлхуҫанӑн ырӑлӑх кӑтартас вӑхӑчӗ ҫитессе пӗлтерме ячӗ».
Лк 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ангел ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпӗ — Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил, мана санпа калаҫма, сана ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ; 20. ман сӑмахсене — вӑхӑчӗ ҫитсен вырӑна килес сӑмахсене — ӗненменшӗн акӑ эсӗ ҫав ӗҫ пулас кунччен чӗнейми, калаҫайми пулса пурӑнӑн, тенӗ.
Лк 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме кайнӑ чухне акӑ вӗсене Иисус тӗл пулнӑ та: савӑнӑр! тенӗ.9. Когда же шли они возвестить ученикам Его, и се Иисус встретил их и сказал: радуйтесь!
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вӗсем вара васкасах тупӑклӑх патӗнчен кайнӑ та, хӑраса та савӑнса ӳкнӗскерсем, Унӑн вӗренекенӗсене пӗлтерме чупнӑ.8. И, выйдя поспешно из гроба, они со страхом и радостью великою побежали возвестить ученикам Его.
Мф 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
43. Эпӗ ҫапла хуравласа каларӑм: малтан пултарнисене те, халӗ пурӑнаканнисене те, ӳлӗм пулассисене те Эсӗ пӗрле пуҫтарса ҫыхӑнтараймӑн-и, ҫапла вӗсене хӑвӑн суту ҫинчен хӑвӑртрах пӗлтерме пултараймӑн-и? терӗм.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ермон, ахаль те чарма ҫук сӑлансене эрехпе латӑн панӑ хыҫҫӑн тулӑххӑн шӑварса, ирхине ҫакӑн ҫинчен патшана пӗлтерме кермене кӗнӗ.
3 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Кайран, иудейсем ӑна канашпа аслӑ ҫынсен ятӗнчен саламлама, парнесем пама тата пулса иртнишӗн хӑйсем епле савӑннине пӗлтерме элчӗсем ярсассӑн, вӑл вӗсем патне мӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах ҫитме кӑмӑл тунӑ.
3 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ӗлӗк Дарий [Арей] янӑ ҫырура ҫапла ҫырнӑ: 20. «Спарта патши аслӑ священника Онияна савӑнӑҫ сунать. 21. Спарта ҫыннисемпе иудейсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесенче вӗсем Авраам йӑхӗнчен тухнӑ тӑвансем тесе ҫырнине тупнӑ. 22. Халӗ ӗнтӗ, хамӑр ҫакна пӗлнӗ хыҫҫӑн, эсир пирӗн патӑмӑра хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен ҫырса ярсассӑн аван тунӑ пулӑттӑр. 23. Хамӑр енчен эпир сире ҫакна пӗлтеретпӗр: сирӗн выльӑх-чӗрлӗхӗрпе сирӗн пурлӑхӑр — пирӗн; пирӗн мӗн пурри вара — сирӗн. Эпир сире ҫавӑн ҫинчен пӗлтерме хушрӑмӑр» тенӗ.
1 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.