Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 Ҫулс 30

Раздел: Библи –> Ҫулсеренхи иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.05 18:09

Предложений: 27; Слово: 576

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Езекия патша Израиль Турри ячӗпе Пасха уявне уявлама Ҫӳлхуҫа Ҫуртне, Иерусалима, килме чӗнсе Израильпе Иудея ҫӗрӗн пур кӗтесне те ҫын ҫитернӗ, Ефремпа Манассия патне те ҫыру ҫырса янӑ. 2. Патшапа унӑн аслӑ улпучӗсем тата Иерусалима пухӑннисем канашланнӑ та ҫапла йышӑннӑ: Пасхӑна иккӗмӗш уйӑхра ирттермелле, 3. мӗншӗн тесессӗн священниксен йышӗ пӗтӗмпех тасалса ҫитейменнипе тата Иерусалима халӑх пӗтӗмпех пуҫтарӑнманнипе Пасхӑна вӑхӑтра ирттереймен пулнӑ. 4. Ҫапла йышӑнни патшана та, унта пухӑннӑ халӑха та килӗшнӗ. 5. Израиль Турри ячӗпе Пасха ирттерме Иерусалима пухӑнмалли ҫинчен пӗтӗм Израилӗпех — Вирсавияран тытӑнса Дан таранах — пӗлтерме килӗшсе татӑлнӑ; ӗнтӗ Пасхӑна тахҫантанпах саккун хушнӑ пек ирттермен пулнӑ. 6. Вара патшапа унӑн аслӑ улпучӗсен ҫырӑвӗсене илсе, хыпарҫӑсем пӗтӗм Израиль ҫӗрне, пӗтӗм Иудея ҫӗрне саланнӑ, патша хушнипе ҫапла каланӑ: эй Израиль ачисем! Ҫӳлхуҫа енне — Авраам, Исаак тата Израиль Турри енне — ҫаврӑнӑр, вара Вӑл Ассири патшисен аллинчен ҫӑлӑнса юлнӑ йӑлкӑм енне ҫаврӑнӗ. 7. Хӑвӑр аҫӑрсем пек, хӑвӑр тӑванӑрсем пек ан пулӑр: вӗсем ашшӗсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче саккуна пӑсса пурӑннӑ; ҫавӑншӑн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗпе вӗсене ҫаратса-тустарса тухнине эсир хӑвӑрах куратӑр. 8. Халӗ хӑвӑр аҫӑрсем пек чурӑс ан пулӑр, Ҫӳлхуҫана парӑнӑр, Унӑн Ҫуртне, Вӑл ӗмӗрлӗхе тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта, ҫӳрӗр, хӑвӑрӑн Ҫӳлхуҫа Туррӑра ӗҫлесе тӑрӑр, вара Вӑл Хӑйӗн хаяр ҫиллин ҫулӑмне сирӗн патӑртан сирсе ярӗ. 9. Эсир Ҫӳлхуҫа енне ҫаврӑнсассӑн сирӗн тӑванӑрсене тата сирӗн ачӑрсене хӑйсене тыткӑна илсе кайнисем патӗнче ҫӑмӑллӑх [пулӗ], вӗсем ҫакӑ ҫӗр ҫине таврӑнӗҫ: сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ, эсир Ун енне ҫаврӑнсассӑн Вӑл сире тӳртӗн тӑмӗ, тенӗ хыпарҫӑсем. 10. Хыпарҫӑсем Ефремпа Манассия ҫӗрӗсенче хуларан хулана ҫӳренӗ, Завулон ҫӗрӗ патнех ҫитнӗ, анчах вӗсенчен кулнӑ кӑна, мӑшкӑлланӑ ҫеҫ. 11. Ҫавах та Асир, Манассия тата Завулон йӑхӗсен ҫыннисем хӑшӗ-хӑшӗ ӳкӗте кӗнӗ те Иерусалима пынӑ. 12. Ҫӳлхуҫа каланӑ пек, Иудея ҫинче Турӑ алли пулнӑ, иудейсем патшапа пуҫлӑхсем хушнине пурӑнӑҫлаччӑр тесе, Вӑл вӗсене пӗр чӗреллӗ тунӑ.

13. Иккӗмӗш уйӑхра Иерусалима тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявне халӑх йышлӑ, шутсӑр нумай пухӑннӑ. 14. Ӗнтӗ Иерусалимри чӳк парнисен вырӑнӗсене ҫӗмӗрсе тухнӑ, [йӗрӗхсене] тӗтӗрмелли пӗтӗм хатӗр-хӗтӗре те ҫапса аркатнӑ та Кедрон юхӑмне кайса пӑрахнӑ; 15. иккӗмӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Пасха путекне пуснӑ. Намӑсланнӑ священниксемпе левитсем вара тасалнӑ та Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнесем илсе пынӑ, 16. йӗркене пӑхӑнса, Турӑ ҫыннин Моисейӗн саккунӗ хушнӑ пек, вӗсем хӑйсен вырӑнӗсене йышӑннӑ. Священниксем вара левитсен аллинчен [илсе тӑнӑ] юна сирпӗтнӗ. 17. Пухӑннисем хушшинче тасалманнисем те нумай пулнӑ; левитсем, Ҫӳлхуҫана халалласа, тасалманнисемшӗн Пасха путекӗ пуснӑ. 18. Халӑх хушшинче чылайӑшӗ — ытларах Ефремпа Манассия, Иссахарпа Завулон йӑхӗнчисем — тасалман пулнӑ; апла пулин те, йӗрке тӑрӑх туман пулин те, вӗсем те Пасха апатне ҫинӗ. 19. Ӗнтӗ Езекия вӗсемшӗн кӗлтуса ҫапла каланӑ: эй Ҫӳлхуҫа, Эсӗ ырӑ. Ҫак ҫынсене каҫарсам, вӗсем тасалман пулин те пӗтӗм чун-чӗререн Ҫӳлхуҫа Турра, ашшӗсен Туррине, пуҫҫапма килнӗ, тенӗ. 20. Ҫӳлхуҫа Езекияна илтнӗ, Вӑл халӑха каҫарнӑ.

21. Иерусалима пухӑннӑ Израиль ывӑлӗсем вара тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши савӑнса-хӗпӗртесе уявланӑ; левитсемпе священниксем кашни кунах Ҫӳлхуҫана кӗвӗ сӑпрайӗ каласа мухтанӑ. 22. Ҫӳлхуҫашӑн тӑрӑшса ӗҫлекен левитсене Езекия чӗререн тухакан сӑмахсемпе хавхалантарнӑ. Канӑҫлӑх парнисем парса, ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине мухтаса уяв апатне ҫичӗ кун хушши ҫинӗ. 23. Пӗтӗм халӑх тата ҫичӗ кун хушши уяв тума йышӑннӑ, вара ҫав ҫичӗ кунне те савӑнӑҫлӑн ирттернӗ, 24. мӗншӗн тесессӗн Езекия, Иудея патши, пухӑннӑ халӑх валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; патшанӑн ҫывӑх ҫыннисем те пухӑннисем валли пин пӑру тата вунӑ пин пуҫ вак выльӑх уйӑрса панӑ; ӗнтӗ чылай священник тасалмаллипех тасалса ҫитнӗ. 25. Иудейӑран пуҫтарӑннисем те, священниксемпе левитсем те, Израильрен килнӗ пӗтӗм халӑх та, Израиль ҫӗрӗнчен пырса Иудейӑра пурӑнакансем те — пурте савӑннӑ-хӗпӗртенӗ. 26. Иерусалимра калама ҫук пысӑк хаваслӑх тӑнӑ, кунашкал уяв Иерусалимра Соломон — Давид ывӑлӗ, Израиль патши — вӑхӑтӗнче пулнӑранпа урӑх пулман. 27. Священниксемпе левитсем тӑнӑ та халӑха пиллӗх панӑ; Турӑ вӗсен сассине илтнӗ, вӗсем кӗлтуни Унӑн тӳпери сӑваплӑ килнех ҫитнӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней