Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иез 43

Раздел: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 13:57

Предложений: 27; Слово: 608

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Кайран мана хапха патне, тухӑҫ енне тухакан хапха патне, илсе пычӗ. 2. Акӑ тухӑҫ енчен Израиль Туррийӗн мухтавлӑхӗ килет, Унӑн сасси — пысӑк шывсен сасси пек, Унӑн мухтавлӑхӗпе ҫӗр ҫуталса кайрӗ. 3. Ку эпӗ унччен курни пекех пулчӗ, хула пӗтесси ҫинчен пӗлтерме килсен, эпӗ шӑп та шай ҫапла курнӑччӗ, мана Ховар шывӗ хӗрринче те ҫапла курӑннӑччӗ. Эпӗ вара ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӑм. 4. Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ тухӑҫ енне тухакан хапха витӗр Турӑ Ҫуртне кӗчӗ. 5. Мана Сывлӑш ҫӗклерӗ те шалти картишне илсе кӗчӗ, акӑ Ҫӳлхуҫа мухтавлӑхӗ пӗтӗм Ҫурта тулчӗ.

6. Эпӗ хама Турӑ Ҫуртӗнчен такам каланине илтрӗм (леш ҫын вара ман ҫумра тӑратчӗ).

7. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ Манӑн аслӑ пукан вырӑнӗ, Манӑн ура саккийӗн вырӑнӗ, Эпӗ кунта ӗмӗр-ӗмӗрех Израиль ывӑлӗсем хушшинче пурӑнӑп; Израиль килӗ, — вӗсем те, вӗсенӗн патшисем те, — суя туррисемпе аташса, патшисен виллисене сӑрчӗсем ҫине пытарса Манӑн ятӑма урӑх ирсӗрлемӗҫ, терӗ. 8. Вӗсем хӑйсен алкумӗсене Манӑн алкумӗ патнех, алӑкӗсен юписене Манӑн юпамсем ҫумнех лартатчӗҫ, ҫапла вара Манпа вӗсем хушшинче пӗр хӳме анчахчӗ, Манӑн сӑваплӑ ятӑма хӑйсен йӗрӗнчӗк ӗҫӗсене туса ирсӗрлетчӗҫ, ҫавӑншӑн Эпӗ вӗсене Хамӑн ҫиллӗмпе пӗтертӗм. 9. Халӗ ӗнтӗ вӗсем Манран аташса ҫӳреме пӑрахӗҫ, патшисен виллисене аякка куҫарӗҫ, вара Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех вӗсем хушшинче пурӑнӑп.

10. Эсӗ, этем ывӑлӗ, Израиль халӑхне ҫак Турӑ Ҫурчӗ ҫинчен пӗлтер, вӗсем хӑйсен йӗркесӗр ӗҫӗсемшӗн намӑсланччӑр, Турӑ Ҫуртне виҫсе тухчӑр. 11. Вӗсем хӑйсем мӗн тунинчен пуринчен те намӑсланаҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсене Турӑ Ҫурчӗн ӗлкине-сӑнне, вӑл мӗнле ларнине, унӑн тухмалли-кӗмелли вырӑнӗсене, унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине, пӗтӗм сӑнарне, унӑн пӗтӗм саккунне кӑтарт, вӗсем унӑн пӗтӗм сӑнне, пӗтӗм йӗркине сыхла са хӑварччӑр, ҫавсене тытса пурӑнччӑр тесе, ҫакна пӗтӗмпе вӗсен куҫӗ умӗнче ҫырса хур, терӗ. 12. Турӑ Ҫурчӗн саккунӗ ҫакӑ: ту тӑрринчи пӗтӗм уҫлӑх, Турӑ Ҫурчӗн пӗтӗм тавралӑхӗ — Сӑваплӑран Сӑваплӑ Вырӑн; Турӑ Ҫурчӗн саккунӗ ҫакӑ!

13. Пысӑк чикепе, — вӑл ахаль чикерен ал тупанӗ чухлӗ вӑрӑмрах, — шутласан, парне сӗтелӗ ҫакӑн пек пулмалла: никӗсӗ пӗр чике, сарлакӑшӗ те пӗр чике, унӑн хӗррипе йӗри-тавра пӗр шитлӗ карлӑк ҫавӑрнӑ; ҫакӑ парне сӗтелӗн хыҫал енӗ пулать. 14. Ҫӗр айӗнчи никӗсрен аялти хысака ҫитиччен икӗ чике, унӑн сарлакӑшӗ пӗр чике; пысӑк хысакран пӗчӗк хысака ҫитиччен тӑватӑ чике, унӑн сарлакӑшӗ — пӗр чике. 15. Парне сӗтелӗ хӑй — тӑватӑ чике ҫӳллӗш; парне сӗтелӗнчен ҫӳлелле тӑватӑ мӑйрака кӑнтарӑнса тӑрать. 16. Парне сӗтелӗн тӑршшӗ вуникӗ чике, сарлакӑшӗ те вуникӗ чике; вӑл тӑватӑ енлӗ, тӑватӑ кӗтеслӗ. 17. Ҫӳлти лаптӑкӗ тӑваткал, тӑршшӗ вунтӑватӑ чике, сарлакӑшӗ те вунтӑватӑ чике, тӑватӑ енчен те ҫавӑн пек, хӗррипе ҫур чикеллӗ карлӑк ҫавӑрнӑ, никӗсӗ пур енчен те пӗр чике, парне сӗтелӗ патне тухӑҫ енчен картлашкапа хӑпармалла.

18. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: парне вырӑнӗн йӗрки акӑ ҫакӑн пек: вӑл парне вырӑнне — ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳме, ун ҫине юн сирпӗтме — туса ҫитернӗ кун валли пултӑр. 19. Левий йӑхӗн Садок ӑрӑвӗнчен тухнӑ священниксене, Мана ӗҫлесе тӑма Ман патӑма ҫывӑхаракансене, ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру пар, тет Ҫӳлхуҫа. 20. Пӑру юнне ил те ӑна парне вырӑнӗн тӑватӑ мӑйраки ҫине, парне сӗтелӗн тӑватӑ кӗтесне, таврари карлӑк ҫине сирпӗтсе тух, парне вырӑнне ҫапла тасат, ҫапла тасалӑх тивлечӗ кӳр. 21. Ҫылӑх парни валли пӑру ил те ӑна Турӑ Ҫурчӗ тулашӗнчи ятарлӑ вырӑнта ҫунтар. 22. Тепӗр кунне ҫылӑхшӑн кӳрекен парне валли качака кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр качака таки илсе кил, парне вырӑнне пӑрупа тасатнӑ пек тасатчӑр. 23. Ҫапла тасатнӑ хыҫҫӑн вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӑру, сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр сурӑх таки илсе кил; 24. вӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче парне кӳр; священниксем вӗсем ҫине тӑвар сапӗҫ, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса, ҫакна Ҫӳлхуҫана парне кӳме ҫӗклесе хурӗҫ. 25. Ҫичӗ кун хушши ҫылӑх парни, кунне пӗр качака таки, парса тӑр; ҫавӑн пекех вӑкӑр кӗтӗвӗнчен пӗр пӑру, сурӑх кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӗр сурӑх таки парса тӑччӑр. 26. Парне вырӑнне вӗсен ҫичӗ кун хушши тасатмалла, тасалӑх тивлечӗ кӳмелле, хӑйсен аллине ҫапла тултармалла. 27. Ҫав ҫичӗ кун иртсен, саккӑрмӗш кунне тата малашне те, священниксем сирӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисене парне сӗтелӗ ҫине ҫӗклесе хурӗҫ; Эпӗ сирӗншӗн ырӑлӑхлӑ пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней