Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иез 24

Раздел: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 13:38

Предложений: 22; Слово: 512

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Тӑххӑрмӗш ҫулта, вуннӑмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вуннӑмӗш кунӗнче, мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! ҫакӑ кун ятне, шӑп ҫакӑ кун ятне ҫырса хур: шӑп ҫакӑ кун Вавилон патши Иерусалима тапӑнӗ. 3. Пӑлханакан халӑха ытарлӑн каласа пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр; 4. унта аш татӑкӗсем яр, чи лайӑх татӑксене, пӗҫӗсемпе хулӗсене, яр, унтан хурана паха шӑмӑ тултар; 5. чи лайӑх сурӑхсене суйласа ил, хуран айне вӗсен шӑммисене хур, чӗртсе яр та — вӗрет, хуранти шӑмӑсем ирӗличчен вӗрет.

6. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: юн хулине хуйхӑ ҫитӗ! тӗпне ларнӑ хурана, кӑмӗ кайман хурана, хуйхӑ ҫитӗ! шӑпа ярса суйламасӑр, вӑл хурантан татӑк хыҫҫӑн татӑк кӑларса ывӑтӑр. 7. Ҫак хула юнӗ хӑй хушшинче; вӑл ҫара чул ҫине юн хӑварнӑ; ӑна ҫӗр ҫине тӑкмарӗ, ҫӗр ҫине тӑкнӑ пулсан, вӑл тусанпа хупланнӑ пулӗччӗ. 8. Тавӑру валли ҫилӗ пуҫарас тесе, юн куҫран ан ҫухалтӑр тесе, Эпӗ унӑн юнне ҫара чул ҫинчех хӑвартӑм. 9. Ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: хурлӑх ҫитӗ юн хулине! Эпӗ пысӑк вут чӗртӗп. 10. Тата вутӑ хур, чӗртсе яр, аша ирӗлсе кайиччен пӗҫер; шывӗ пӗтӗмпе вӗресе пӗттӗр, шӑммисем те ҫунса пӗтчӗр. 11. Хуран ҫапла пушансассӑн, ӑна кӑвар ҫине ларт, хӗртӗр вӑл, пӑхӑрӗ хӗрсе кайтӑр, унти тасамарлӑх шӑранса-ирӗлсе пӗттӗр, унӑн пӗтӗм кӑмӗ ҫухалтӑр. 12. Ӗҫӗ йывӑр пулӗ; анчах та хуранти пысӑк кӑм пӗрех тасалмӗ; вутра ҫунса та, хуранта кӑм юлӗ. 13. Санӑн тасамарлӑху епле йӗрӗнчӗк! Эпӗ сана мӗн чухлӗ тасататӑп, эсӗ пӗрех таса мар; Хамӑн хаярлӑхӑма сан ҫинче пусариччен эсӗ малашне те хӑвӑн тасамарлӑхунтан тасалса ҫитес ҫук. 14. Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ калатӑп: ҫакӑ пулӗ, Эпӗ тӑвӑп; каялла тумастӑп, хӗрхенместӗп, каҫармастӑп. Сана ху мӗнле ҫулсемпе ҫӳренине кура, мӗнле ӗҫсем тунине кура сут тӑвӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

15. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 16. этем ывӑлӗ! акӑ Эпӗ сан куҫу йӑпанӑҫне чирпе илсе кайӑп; анчах эсӗ ан ӳпкелеш, ан макӑр, куҫҫулӗ ан тухтӑр санӑн; 17. пӗр чӗнмесӗр ассӑн сывла, вилӗ хӳххи ан хӳхле, пуҫ ҫыххи ҫых, уруна ура сырри сыр, сухална ан хупла, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ан ҫи, терӗ. 18. Ирхине эпӗ халӑха Турӑ сӑмахне пӗлтернӗ хыҫҫӑн каҫхине ман арӑмӑм вилсе выртрӗ, тепӗр кунне эпӗ хама мӗнле хушнӑччӗ, ҫапла турӑм.

19. Халӑх мана каларӗ: каламӑн-ши пире, эсӗ туни-кӑтартни пире мӗн ҫинчен пӗлтерет? терӗ. 20. Вара эпӗ вӗсене каларӑм: мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑччӗ: 21. Израиль килне кала: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: акӑ Эпӗ Хамӑн сӑваплӑ Ҫуртӑма, сирӗн вӑй-халӑр тӗрекне, сирӗн куҫӑрсен йӑпанӑҫне, сирӗн чунӑрсен савӑнӑҫне, ирсӗрлетме парӑп, эсир пӑрахса хӑварнӑ ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсем вара хӗҫ айне ӳксе пӗтӗҫ. 22. Эсир вара эпӗ мӗн тунине тӑватӑр; сухалӑра хупламӑр, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ҫимӗр; 23. хӑвӑр пуҫ ҫыххи пуҫӑр ҫинче пулӗ, хӑвӑр ура сырри урӑрта пулӗ; ӳпкелешмӗр, йӗмӗр, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хухса типетӗр, пӗр-пӗрин умӗнче ассӑн сывлатӑр, тесе каларӗ те. 24. Иезекииль ӗнтӗ сирӗншӗн паллӑ пулӗ: вӑл мӗн тунине эсир те тӑвӑр; ҫакӑ пурте тӳрре килсен, Эпӗ Ҫӳлхуҫа Турӑ иккенне пӗлӗр.

25. Сан патна вара, этем ывӑлӗ, Эпӗ вӗсен чапӗн илемне, вӗсен куҫӗсен йӑпанӑҫне, вӗсен чунӗсен савӑнӑҫне, вӗсен ывӑлӗсене, вӗсен хӗрӗсене илнӗ кун — 26. ҫав кун сан патна лерен хӑтӑлса килнӗ ҫын хӑлхунтан хыпар пӗлтерме ҫитӗ. 27. Вӑл кун ҫав хӑтӑлса юлнӑскер умӗнче санӑн чӗлхӳ-ҫӑвару уҫӑлӗ те, эсӗ калаҫма пуҫлӑн, чӗлхесӗр пулмӑн урӑх, вӗсемшӗн астутаракан паллӑ пулӑн, Эпӗ Ҫӳлхуҫа иккенне пӗлӗҫ вара, тесе каларӗ те.

Сайт:

 

Статистика

...подробней