Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑйӗн вӑрӑм пурнӑҫӗнчи юлашки кунӗсене вӑл шӑппӑн та канӑҫлӑн ирттерет.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кунта манӑн ҫынна ырӑ тӑвас текен шухӑш пулнӑ, ку шухӑшра вара, ырӑ шухӑшра, ҫын ҫутҫанталӑкӗнчи пурнӑҫӗнчи пӗрлехи закон хӑй ӗҫне ҫынсен уйрӑмлӑхӗсене шута илсе тумасть; кунта эпӗ ху чипер ӗҫ тунине туйса тӑрасси чуна килентерекен япала пулнине туйса илтӗм, е, урӑхла каласан, ята-мӗне уяса тӑрса мар, Иванӑн е Петӗрӗн кӑна мар, кашни ҫыннӑнах тума тивӗҫлӗ чипер ӗҫ чуна яланах килентернине туйса илтӗм: ху ҫын, Иван мар, Петӗр мар, ахаль ҫын пулнине туйма питӗ кӑмӑллӑ вӑл.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов ҫӗрӗпех Вера ҫинчен куҫ илмерӗ; анчах ҫак каҫ упӑшки мӗнпур вӑйран ирӗксӗр ачаш пулма тӑрӑшни ҫинчен Верочка шухӑшламарӗ, ҫак каҫ унӑн пурнӑҫӗнчи чи телейлисенчен, кирек мӗнле пулсан та, ку таранчченхи чи телейлисенчен пӗри пулчӗ.
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ун пурнӑҫӗнчи хурлӑхлӑ ӗҫсен тӗвви ҫак самантран пуҫласа салтӑнма тытӑнчӗ…С этого момента и стала разматываться цепь горестных приключений в его жизни…
XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ку вара ун пурнӑҫӗнчи чӑн-чӑн кисренӳ пулнӑ пулӗччӗ!Вот это была бы уже по-настоящему страшная катастрофа в его жизни!
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тен, ӑна ҫак яланах ӗҫлӗ те ҫиллес пек курӑнакан, ҫынсенчен кӑштах пӑрӑнакан ҫын халӗ, хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки тӗл пулура, тата урӑх енчен лайӑх курӑнчӗ пулӗ?
XI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Пурнӑҫӗнчи тата нумай-нумай ӗҫ-пуҫ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ Соломон хӑйӗн савнине, ҫавсене ытти ҫынсенчен никам пӗлмен, Суламифь те вӗсене хӑйпе пӗрле масара илсе кайнӑ.
IX сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Варенька портретне сӗтел ҫине хӑй патне илсе пырса лартнӑ, пӗрмаях ман пата ҫӳрет, ҫемьеллӗ пурнӑҫ — тӑрмӑш ҫинчен, мӑшӑрлану — пӗлсе тумалли пысӑк пусӑм пулни ҫинчен калаҫкаласа ларать, час-часах Коваленкосем патӗнче пулкалать, анчах хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йӑлисене ним те улӑштармасть.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Ҫынсем, каҫхи тӗттӗмре хуллен-хулленех курӑнми пулса, куҫран ҫухалса пӗтнӗ, килӗсенелле саланнӑ, хӑйсем халиччен курман шиклӗхпе таврӑннӑ; хӑрамалла пат пӗччен тӑрса юлнӑ пек туйӑннӑ вӗсене; хӑйсен пурнӑҫӗнчи драмӑна, хӑйсен пурнӑҫӗ вӑл — чурасен ним правӑсӑр, ухмахла пурнӑҫӗ иккенне кӑшт чухласа илнӗ пек пулнӑ… унтан тата хӑйсене мӗн усӑллӑ пек, мӗн аван пек пулать, ҫавӑнпа пуринпе те майлашса пурӑнма хатӗр пулнӑ…
Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.
Юратакан арӑмӗ унӑн пурнӑҫӗнчи кашни самантах тем пек сыхланӑ пулин те, яланхи канӑҫ, яланхи шӑплӑх, кунтан-кун юлхавланса пыни пурнӑҫ машинине чарса лартнӑ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах кунта ӗҫӗ пӗр унран кӑна килмест, кунта урӑххи пур, ҫав урӑххи ӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи лайӑх, чи хаклӑ ӗмечӗсене Ольгӑпа ҫыхӑнтарать.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку вӑл — юратакансен пурнӑҫӗнчи чи кӗске те савӑнӑҫлӑ самант, чи пысӑк телей — ун ҫинчен лакейсем, кучерсем калаҫма пуҫларӗҫ, анчах хамӑр нимӗн те шут татман-ха, ялтан ответ та килмен, хамӑн укҫа карманӗ пуш-пушах, хваттер те тупса хуман…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
, «Надежда Кириллова пурнӑҫӗнчи виҫӗ «А», «Япӑх ҫырас килмест, лайӑххи вара пулмасть», «Ҫав тери интереслӗ — пурте экзамен тытатпӑр», «Хӑйне уйрӑм тӗнчере», «Театр шурлӑх ҫеҫ мар, океан та…» калаҫусенче (интервьюсенче), грантсем илме тӑратнӑ проектсенче, хаҫат-журналта тухнӑ статьясенче, сӑвӑ каҫӗсене хакланисенче артисткӑн пурнӑҫӗ, академи театрӗпе поэзи театрӗн хутшӑнӑвӗ, илеме, тивӗҫе, тӗллеве, пурнӑҫа мӗнле ӑнланни аван курӑнса пырать.
«Ыр шухӑш яланах ҫӗнтерӗ йывӑрлӑха пӑхмасӑрах...» // Виталий Станьял. https://chuvash.org/content/4896-%C2%AB% ... C2%BB.html
Ут-пӗвӗнче нимӗн те ытлашши пулман пекех, вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗнчи йӑла-тирпей тӗлӗшпе те практикӑпа шухӑш-кӑмӑл туртӑмне шайлаштарса пыма тӑрӑшать.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫак куна, 1899 ҫулхи мартӑн 4-мӗшне Макаров хӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи телейлӗ кунсенчен пӗри тесе шутланӑ.Этот день, 4 марта 1899 года, Макаров считал одним из самых счастливых дней своей жизни.
Вунулттӑмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Энск чаҫӗнчи летчиксем сталинла соколсене — Григорьев капитана — коммуниста, Карпенко стрелок радиста тата сывлӑшра перекен Ершова — яланах асра тытса тӑрӗҫ, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки минучӗччен тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешрӗҫ».
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Энск чаҫӗнчи летчиксем сталинла соколсене — Григорьев капитан коммуниста, Лури штурмана, Карпенко стрелок-радиста тата сывлӑшра перекен Ершова яланах асра тытса тӑрӗҫ, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки минучӗччен тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешрӗҫ».
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӑн ӗнтӗ, этемӗн пурнаҫӗнчи пысӑк событисем ҫакӑн пек йеркеллӗ килсе тӑмаҫҫӗ, анчах этем, унӑн ӳсӗмӗ тӗрӗс аталанса пырать пулсан, хӑй пурнӑҫӗнчи кашни хирӗҫтӑру умне ҫитӗнерех, ӑслӑрах, чӑнлӑха лайӑхрах пӗлекен пулса тухса тӑрать.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Вӑл пире граждӑн вӑрҫи ҫинчен, Котовскипе пӗрле ҫапӑҫни ҫинчен, красноармеецсен малтанхи спектакле ҫинчен, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи чи малтанхи ролӗ — казак есаулӗн рольне мӗнле выляни ҫинчен кала-кала пачӗ.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мана ҫар пурнӑҫӗнчи кулӑшла халлапсене каласа пачӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940