Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XX

Раздел: Мӗн тумалла? –> Виҫҫӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.11.29 00:04

Предложений: 156; Слово: 1982

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ку ирхине Дмитрий Сергеичӑн арӑмне чей ӗҫме чӗнме тухма тивмерӗ: Верочка кунтах, ун ҫумӗнчех, тӗршӗнсе выртать; вӑл вӑранман-ха, Лопухов ун ҫине пӑхса: «Мӗн пулчӗ ӑна, мӗнрен хӑранӑ-ха вӑл, ӑҫтан ун пек тӗлӗк курӑннӑ-ха ӑна?» тесе шухӑшласа ларчӗ.

— Юл кунта, Верочка, эпӗ чей кунта илсе килӗп; ан тӑр, савнӑ тусӑм, эпӗ сана тӑмасӑрах ҫӑвӑнтарӑп.

— Юрать, тӑмастӑп эпӗ, выртатӑп, мана кунта питӗ лайӑх: епле ӑслӑ эсӗ, савнӑ тусӑм, епле юратрӑм эпӗ сана. Акӑ эпӗ ҫӑвӑнтӑм, халӗ ӗнтӗ кунта чей илсе кил; ҫук, ытала-ха мана унччен! — Вера Павловна упӑшкине нумайччен ыталаса ларать. Ах, савнӑ тусӑм, епле кулӑшла эпӗ! Епле чупса килтӗм эпӗ сан патна! Маша мӗн шухӑшлать ӗнтӗ халӗ? Ҫук, эпӗ сан патӑнта вӑранни ҫинчен ӑна пӗлтермӗпӗр эпир. Ман платьене илсе кил-ха кунта.

Ачашла мана, савнӑ тусӑм, ачашла мана, манӑн сана юратас килет, манӑн сана юратас пулать! Эпӗ сана нихҫанхинчен те хытӑрах юратӑп!

Вера Павловна пӳлӗмӗ ӑшӑ. Вера Павлова упӑшки пӳлӗмӗнче пурӑнма пуҫларӗ, кӑна вӑл Машӑран пытарса тӑмарӗ. «Епле ҫепӗҫ вӑл, епле ачашлать вӑл, манӑн савни, ӑна юратмастӑп тесе епле шухӑшлама пултарнӑ-ха эпӗ? Епле кулӑшласкер эпӗ!»

— Верочка, савнӑ тусӑм, халӗ эсӗ лӑплантӑн ӗнтӗ; виҫӗмкун тӗлӗкре мӗн курнине кала-ха?

— Ах, нимӗн те мар! Эпӗ сана тӗлӗкре: «Эсӗ мана сахал ачашлатӑн», — терӗм, ҫавӑ ҫеҫ. Халӗ мана лайӑх. Мӗншӗн яланах ҫапла пурӑнман-ши эпир санпа? Ун чухне эпӗ ҫав ирсӗр те хӑрушӑ тӗлӗке курман пулӑттӑм, ирсӗрскер, асра тытас килмест манӑн ӑна!

— Ӑна курман пулсан, хальхи пек пурӑнас ҫукчӗ-ҫке-ха эпир.

— Чӑнах; эпӗ ӑна, ирсӗрскере, питӗ тав тӑватӑп: ирсӗр мар вӑл, лайӑх.

— Кам «вӑл»? Санӑн ӗлӗкхи сар пикесӗр пуҫне тата ҫӗнӗ юлташ-хӗр пур-и?

— Ҫапла, ҫӗнӗ юлташ. Ман пата темӗнле ҫӗнӗ хӗрарӑм килчӗ, тӗлӗнмелле хитре саслӑскер, Бозиоран темиҫе хут лайӑх вӑл, аллисем тата епле унӑн! Ах, епле илемлӗ, ҫав тери тӗлӗнмелле! Эпӗ ун аллине ҫеҫ куртӑм: хӑй вӑл чаршав хыҫӗнче пытанса тӑчӗ, тӗлӗк курнӑ пиркиех вӑл вырӑн ҫинчен тӑрса кайрӑм эпӗ, — ман вырӑн тавра чаршав пур пек, хӑна ҫав чаршав хыҫне пытанса тӑнӑ пек курӑнчӗ; епле тӗлӗнмелле хитре алӑ, савнӑ тусӑм! Вӑл юрату ҫинчен юрларӗ, мана юрату мӗн иккенне каласа кӑтартрӗ. Халӗ эпӗ, савнӑ тусӑм, ӑнлантӑм ӗнтӗ. Епле айван хӗрача пулнӑ эпӗ, ҫав тери айван хӗрача, ҫапла-и?

— Савнӑ тусӑм, кӑвакарчӑнӑм, кашни япалан хӑйӗн вӑхӑчӗ пур. Эпир ку таранччен пӗрле пурӑнни те вӑл — юрату; халӗ тепӗр юрату кирлӗ. Ҫапла, тусӑм, эсӗ халӗ хӗрарӑм пулса тӑтӑн ӗнтӗ, сана ку таранччен кирлӗ мар пулни халӗ кирлӗ пулса тӑчӗ.

Пӗр эрне, икӗ эрне иртет. Вера Павловна ачашланса выртать; халӗ вӑл упӑшки килте ҫук чухне е вӑл ӗҫленӗ чухне ҫеҫ хӑйӗн пӳлӗмӗнче канать, — апла мар; ӗҫленӗ чухне те ун кабинетӗнче час-часах ларать; хӑй чӑрмантарнине, упӑшки тимлӗн ӗҫлемеллине сиссессӗн, ун чухне мӗншӗн чӑрмантармалла-ха? Анчах ун пек ӗҫ кашниннех нумай мар-ҫке, ученӑй ӗҫӗн нумайрах пайӗ те — ахаль ӗҫ кӑна; ҫавӑнпа Вера Павловна хӑй вӑхӑчӗн 3/4 пайне упӑшки патӗнче ларса ирттерет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӗсем пӗр-пӗрне ачашлаҫҫӗ те. Пӗр ӗҫ ҫеҫ тумалла пулнӑ: упӑшкин диванӗнчен пӗчӗкрех тепӗр диван илмелле пулнӑ. Акӑ ӗнтӗ Вера Павловна кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн хӑйӗн диванӗ ҫинче ачашланса выртать; диван патӗнче ларакан упӑшки ун ҫине пӑхса савӑнса ларать.

— Савнӑ тусӑм, мӗншӗн чуптӑватӑн эсӗ ман алӑсене? Юратмастӑп вӗт эпӗ ӑна.

— Ҫапла-и? Эпӗ хам сана кӳрентернине маннӑ иккен, апла пулсан, малашне те кӳрентерем.

— Савнӑ чунӑм, эсӗ мана иккӗмӗш хут ҫӑлатӑн ӗнтӗ: мана усал ҫынсенчен хӑтартӑн, эсӗ мана хамран хӑтартӑн! Ачашла мана, тусӑм, ачашла мана!

Пӗр уйӑх иртет. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн Вера Павловна хӑйсен пӳлӗмӗнче, урӑхла каласан, упӑшки кабинетӗнче, хӑйӗн сарлака, пӗчӗк, ҫемҫе диванӗ ҫинче ачашланса выртать. Лопухов диван ҫине ларнӑ, Вера Павловна ӑна ыталанӑ, пуҫне упӑшкин кӑкӑрӗ ҫине хунӑ та Вера шухӑша кайнӑ; упӑшки ӑна чуптӑвать, анчах вӑл шухӑшлама пӑрахмасть, ун куҫӗнчен куҫҫуль тапса тухас пек тӑрать.

— Верочка, савнӑ тусӑм, мӗн пит шухӑша кайнӑ эсӗ? Вера Павловна йӗрет, чӗнмест. Ҫук, вӑл куҫҫульне шӑлса типӗтрӗ.

— Ҫук, ан ачашла, савнӑ тусӑм! Ҫитет. Тав тӑватӑп ҫана! — вӑл упӑшки ҫине ачашшӑн, хӑйӗн шухӑшне ним пытармасӑр пӑхать. — Тав тӑватӑп сана, эсӗ маншӑн ҫав тери ырӑ ҫын.

— Ырӑ ҫын тетӗн-и, Верочка? Мӗн ку, мӗне пӗлтерет ку?

— Ырӑ ҫын эсӗ, савнӑ тусӑм; ырӑ ҫын.

Икӗ кун иртет. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Вера Павловна каллех ачашланса выртать, ҫук, ачашланмасть, шухӑшласа кӑна выртать, выртасса вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче, хӑйӗн кравачӗ ҫинче выртать. Ун ҫумӗнче ларакан упӑшки ӑна ыталаса тытнӑ, вӑл та шухӑшласа ларать.

«Тем, кунта мӗн те пулин пур пулас. Кун пек шухӑш манӑн ҫук», — шухӑшлать Лопухов.

«Епле ырӑ вал, епле тав тума пӗлмен ҫын эпӗ!» — шухӑшлать Вера Павловна.

Акӑ мӗн шухӑшлаҫҫӗ вӗсем.

Вера Павловна калать: — Савнӑ тусӑм, кай ху пӳлӗмне, ӗҫле е кан, — ҫак сӑмахсене унӑн салху мар сасӑпа калас килет, вӑл вӗсене салху мар сасӑпа калама пӗлет те.

— Верочка, мӗншӗн хӑвалатӑн-ха эсӗ мана? Мана кунта та лайӑх, — ҫак сӑмахсене Лопуховӑн хавас сасӑпа калас килет, вӑл вӗсене хавас сасӑпа калама пӗлет те.

— Ҫук, каях, тусӑм. Эсӗ ман валли ҫителӗклех ӗҫлетӗн. Кай, кансамччӗ.

Лопухов ӑна чуптӑвать те, Вера Павловна хӑйӗн шухӑшӗсене манса каять, вара ӑна каллех ҫав тери лайӑх та сывлама ҫав тери ҫӑмӑл пулса тӑрать.

— Тавтапуҫ сана, савнӑ тусӑм, — тет Вера Павловна.

Кирсанов ҫав тери телейлӗ. Хальхинче кӗрешӳ йывӑртарах пулчӗ, анчах ун вырӑнне мӗн чухлӗ савӑнтарчӗ вӑл ӑна; ҫак савӑнӑҫ кӗрешӳпе пӗрле иртсе каймӗ, вӑл унӑн кӑкӑрне нумайччен, мӗн виличченех, ӑшӑтса тӑрӗ. Вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын. Ҫапла. Вӗсене туслаштарчӗ. Ҫапла, чӑнах та туслаштарчӗ. Кирсанов диван ҫинче туртса выртать, шухӑшлать: «Тӳрӗ кӑмӑллӑ пул, урӑхла каласан, шутласа пӑхма пӗл, шутланӑ чухне йӑнӑш ан ту, суммӑна асту, сумма хӑйӗн пайӗнчен пысӑкрах пулнине, урӑхла каласан, санӑн хӑвӑн сӑн-сӑпату саншӑн кашни уйрӑм туртӑмунтан вӑйлӑрах, кирлӗрех пулнине асту, санӑн кашни уйрӑм туртӑмун тупӑшӗсем хӑвӑн тупӑшусемпе мӗнле те пулин хирӗҫеҫҫӗ пулсан, эсӗ хӑвӑн тупӑшусене вӗсенчен ытларах хакла, — акӑ, мӗн пурӗ те ҫакӑ ҫеҫ, ҫакна калаҫҫӗ те ӗнтӗ ахаль каласан: тӳрӗ кӑмӑллӑ пул та, пурте питӗ лайӑх пулӗ, тесе. Пӗр правило ҫеҫ, епле ансат правило, — акӑ наукӑн пӗтӗм результачӗ, акӑ телейлӗ пурнӑҫӑн мӗнпур законӗсем. Ҫапла, ҫак ансат правилӑна ҫӑмӑлах ӑнланас туртӑмпа ҫуралнисем телейлӗ, эпӗ те ку тӗлӗшпе ҫителӗклех телейлӗ. Паллах, хамран ытларах эпӗ хам аталаннине тивӗҫлӗ. Ку вара ерипен аталанса пӗтӗм воспитанирен, пурнӑҫри пӗтӗм условисенчен килекен кулленхи правило пулса тӑрать. Ҫапла, ун чухне тӗнчере пурӑнма, халӗ мана ҫӑмӑл пулнӑ пек, пурне те ҫӑмӑл пулӗ. Ҫапла, эпӗ килӗшетӗп. Анчах вӗсем патне кӗрес пулать-ха: пӗр виҫӗ эрне пулман ӗнтӗ эпӗ. Мана кӗме кӑмӑлсӑр пулсан та, вӑхӑт ҫитнӗ. Манӑн вӗсем патне каяс та килмест ӗнтӗ. Анчах кайма вӑхӑт. Ҫитес кунсенче ҫур сехетлӗхе кӗрсе тухатӑп. Е пӗр уйӑха хӑвармалла мар-ши? Юрать пек туйӑнать. Ҫапла, кирлӗ чухлӗ чакнӑ, маневрсене туса ирттернӗ; ҫухалтӑм вӗсенчен, халӗ вӗсем эпӗ хӑйсем патӗнче мӗн чухлӗ пулнине те асӑрхас ҫук — виҫӗ эрне пулман-и е виҫӗ уйӑх-и. Ху улталаман ҫынсем ҫинчен инҫетре шутлама кӑмӑллӑ иккен. Тунӑ ҫитӗнӳсемпе киленсе канатӑп».

Лопухов тепӗр икӗ-виҫӗ кунтан, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑн, Верочкӑна хӑй пӳлӗмне, оттоманка ҫине йӑтса каять: «Кансам ҫакӑнта, тусӑм», — савӑнса пӑхать вӑл ун ҫине. Верочка йӑл кулса кӑтӑш пулать; Лопухов вуласа ларать. Верочка ӗнтӗ каллех куҫӗсене уҫать те шухӑшлать:

«Епле тирпейленӗ вӑл пӳлӗмне: кирлисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук. Ҫук, унӑн та кирлӗ мар япаласем пур: акӑ эпӗ ӑна пӗлтӗр парнеленӗ сигарӑсем темӗн пысӑкӑш ещӗкне, пуҫламан-ха вӑл ещӗке, хӑй вӑхӑтне кӗтсе ларать. Ҫапла, сигарӑсем вӗсем пӗртен-пӗр кирлӗ мар тата ытлашши япала. Ҫук, акӑ тата тепӗр ытлашши япала: ҫак старикӗн сӑнӳкерчӗкӗ; епле ырӑ кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ старик, епле ун куҫӗсенче, ун пӗтӗм сӑн-сӑпатӗнче ӑшӑ кӑмӑлпа витӗр курма пӗлни палӑрать. Ҫав сӑнӳкерчӗке тупма мӗн чухлӗ тӑрӑшмалла пулчӗ Дмитрийӗн, Овен портречӗсем ниҫта та, никамӑн та ҫук-ҫке-ха. Виҫӗ ҫыру ҫырчӗ, ҫырӑва илнӗ ҫынсенчен иккӗшӗ старике шыраса тупайман, виҫҫӗмӗшӗ тупнӑ та сӑнӳкерчӗк, чӑнахах, питӗ лайӑх тухиччен мӗн чухлӗ асаплантарнӑ вӑл ӑна, сӑн-ӳкерчӗкне тата «святой старикрен» (вӑл ӑна ҫапла чӗнет) ҫыру илсен, Дмитрий ҫав тери савӑнчӗ, вӑл ҫырура, Дмитрий сӑмахӗсем тӑрӑх, Овен мана мухтать иккен. Акӑ тата тепӗр капӑрлӑх — манӑн портрет: ӑна лайӑх художнике ӳкерттерес тесе, Дмитрий ҫур ҫул хушши укҫа пухрӗ, вара вӗсем мана ҫав ҫамрӑк художникпе мӗн чухлӗ асаплантармарӗҫ пулӗ. Икӗ портрет ҫеҫ — урӑх нимӗн те ҫук. Нивушлӗ манӑнни пек гравюрӑпа фотографи илме хаклӑ тӑнӑ пулӗччӗ-ши? Ман пӳлӗмре чечексем пите нумай, унӑн чечексем те ҫук; нивушлӗ эпӗ хӗрарӑм пулнӑран ку? Пустуй япала! Е ку Дмитрий питӗ йӗркеллӗ, вӗреннӗ ҫын пулнӑран-и? Кирсанов та йӗркеллӗ те вӗреннӗ ҫын, анчах унӑн гравюрӑсем те, чечексем те пур.

Тата мӗншӗн-ха вӑхӑта манпа пӗрле ирттерме ӑна кичем? Ҫакна тӑвасси уншӑн ҫӑмӑл маррине пӗлетӗп эпӗ. Нивушлӗ вӑл питӗ йӗркеллӗ те вӗреннӗ ҫын пулнӑран? Анчах Кирсанов… Ҫук, ҫук, вӑл ырӑ, ырӑ, вӑл маншӑн темӗн те турӗ, маншӑн вӑл хаваслансах темӗн тума та хатӗр! Кам вӑл юратнӑ пек юратма пултарать мана? Эпӗ те юрататӑп ӑна, эпӗ те ун валли темӗн тума та хатӗр…»

— Верочка, тӗлӗрместӗн-и ӗнтӗ эсӗ, тусӑм?

— Тусӑм, мӗншӗн санӑн пӳлӗмре чечексем ҫук?

— Юрать, тусӑм, эпӗ чечексем тупӑп. Ыранах. Манӑн ун пирки, чечексемпе лайӑхрах пуласси пирки, шухӑшласа пӑхма тӗл килеймен-ха. Ку вара питӗ лайӑх.

— Тата акӑ мӗн каласшӑн эпӗ сана: хӑвна валли фотографисем ил, е эпӗ сан валли хам укҫапа чечексем те, фотографисем те илӗп.

— Ун чухне вӗсем чӑнах та мана кӑмӑллӑ пулӗҫ. Эпӗ ахаль те юрататӑп вӗсене, анчах ун чухне вӗсем маншӑн тата та кӑмӑллӑрах пулӗҫ. Анчах, Верочка, эсӗ шухӑша кайнӑччӗ, эсӗ хӑвӑн тӗлӗкӳ ҫинчен шухӑшланӑ. Сана хӑратса пӑрахнӑ ҫав тӗлӗк ҫинчен каласа пама пултаратӑн-и эсӗ мана?

— Тусӑм, халӗ эпӗ ун ҫинчен шухӑшламан. Ӑна аса илме мана питӗ йывӑр.

— Анчах, Верочка, ӑна пӗлни, тен, мана усӑллӑ пулӗ?

— Юрать, тусӑм. Эпӗ тӗлӗк куртӑм: оперӑна кайманран, эпӗ ун ҫинчен, Бозио ҫинчен, шухӑшланӑран мана кичем пулнӑ пек. Малтан ман пата темӗнле хӗрарӑм пычӗ те яланах манран пытанса ҫӳрерӗ, эпӗ ӑна малтан Бозио тесе шутларӑм; вӑл мана хамӑн дневнике вулаттарчӗ; унта йӑлтах эпир пӗр-пӗрне мӗнле юратни ҫинчен ҫырнӑ, анчах вӑл аллипе страницӑсене сӗртӗннӗ чухне вӗсенче эпӗ сана юратманни ҫинчен калакан ҫӗнӗ сӑмахсем куртӑм.

— Каҫар мана, савнӑ тусӑм, тата акӑ мӗн ыйтатӑп эпӗ санран: эсӗ тӗлӗкре ҫеҫ курнӑ-и кӑна?

— Савнӑ тусӑм, тӗлӗкре ҫеҫ мар пулсан, сана каламӑттӑм-и эпӗ вара? Кӑна эпе сана ун чухнех каларӑм-ҫке.

Ҫакна ҫав тери ачашшӑн; чунтан-чӗререн каланӑ пирки Лопухов хӑйӗн кӑкӑрӗнче пылак та ӑшӑ туйӑм чӳхенсе илнине туйса илчӗ, телейлӗ пулнӑ ҫын ҫав туйӑма нихҫан та манас ҫук. Епле шел ҫав туйӑма упӑшкасенчен сахалӑшӗ, питӗ сахалӑшӗ пӗлме пултарни! Телейлӗ юратӑвӑн мӗнпур савӑнӑҫӗсем те ун умӗнче нимӗн те мар: вӑл ҫын чӗрине ӗмӗрлӗхех тап-таса килӗшӳлӗхпе, чи таса мӑнкӑмӑллӑхпа тултарать. Вера Павловнӑн кӑшт салхуллӑн каланӑ сӑмахӗсенче ӳпкелени илтӗнчӗ; анчах ӳпкелени ҫакна пӗлтернӗ-ҫке-ха: «Савнӑ тусӑм, эпӗ сана пӗтӗмпех шанса тӑнине нивушлӗ пӗлместӗн эсӗ? Арӑмӗн хайӗн чӗринчи вӑрттӑнлӑхне упӑшкинчен пытарса пурӑнас пулать: вӗсем хушшинчи ҫыхӑнусем ҫавӑн пек ӗнтӗ. Анчах эсӗ, савнӑ тусӑм, хӑвна питӗ лайӑх тытрӑн, санран нимӗн пытарса тӑма та кирлӗ мар, манӑн чӗре санӑн умӑнта хамӑн умра уҫӑ пулнӑ пекех уҫӑ». Ку вӑл упӑшкан аслӑ та тава тивӗҫлӗ ӗҫӗ; ҫак хаклӑ парнене таса шухӑш-кӑмӑллӑ пулнипе кӑна тивӗҫлӗ пулма пулать; кам ҫакна тивӗҫ пулнӑ, ҫав хӑйне ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ ҫын тесе шутлама пултарать, ӑна намӑс маррине тата нихҫан та намӑс пулас ҫуккине, вӑл яланах паттӑр та хӑюллӑ пулассине, пур тӗрӗслӳсенче, кирек мӗнлисенче пуринче те вӑл лӑпкӑ та ҫирӗп юлассине, шӑпа унӑн чун-чӗрине пӑхӑнтарма пултарас ҫуккине, ӑна темӗнле йывӑрлӑхсем пырса ҫапсан та, ҫак чыса тивӗҫлӗ пулнӑ вӑхӑтран пуҫласа пурнӑҫри юлашки минута ҫитичченех вӑл хӑйӗн чысӗпе телейлӗ пулассине ҫав ҫын хӑюллӑнах шанса тӑма пултарать. Эпир халӗ Лопухова ҫителӗклех пӗлетпӗр ӗнтӗ, вӑл ытлашши ҫемҫе кӑмӑллӑ ҫын мар, анчах арӑмӗн ҫак сӑмахӗсене илтсен, унӑн питҫӑмартийӗ хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ.

— Верочка, тусӑм, эсӗ мана ӳпкелерӗн, — унӑн сасси пурнӑҫра иккӗмӗш хут тата юлашки хут чӗтрерӗ; малтан унӑн сасси хӑй тавҫӑрса илтӗм тесе шухӑшласа иккӗленнӗ чухне чӗтрерӗ, халӗ вӑл савӑннипе чӗтрерӗ, — эсӗ мана ӳпкелерӗн, анчах ҫак ӳпкев мана юратса каланӑ пур сӑмахран та хаклӑрах. Эпӗ сана ыйту парса кӳрентертӗм, анчах ман ухмах ыйту мана ҫакӑн пек ӳпкелеттернӗшӗн епле хавас эпӗ! Пӑх-ха, ман куҫсенче куҫҫуль, хамӑн пурнӑҫра мӗн ачаранпа пуҫласа пӗрремӗш куҫҫуль!

Лопухов ҫӗрӗпех Вера ҫинчен куҫ илмерӗ; анчах ҫак каҫ упӑшки мӗнпур вӑйран ирӗксӗр ачаш пулма тӑрӑшни ҫинчен Верочка шухӑшламарӗ, ҫак каҫ унӑн пурнӑҫӗнчи чи телейлисенчен, кирек мӗнле пулсан та, ку таранчченхи чи телейлисенчен пӗри пулчӗ. Эпӗ унӑн ҫинчен каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн темиҫе ҫултан унӑн ҫавӑн пек кунсем, уйӑхсем, ҫулсем нумай пулӗҫ: ку вӑл унӑн ачисем ӳссе ҫитсессӗн пулӗ, вӑл вара вӗсем телее тивӗҫлине тата телейлӗ ҫынсем пулнине курӗ. Ҫак савӑнӑҫ ҫыннӑн мӗнпур ытти савӑнӑҫӗсенчен те пысӑкрах; ҫыннӑн ытти кирек мӗнле савӑнӑҫӗ те, сайра тӗл пулса, питӗ хӑвӑрт иртсе каять пулсан, ку савӑнӑҫ вара кулленхи савӑнӑҫ пулӗ.

Анчах ку вӑл Верӑн пулас пурнӑҫӗнче-ха.

Сайт:

 

Статистика

...подробней