Поиск
Шырав ĕçĕ:
Марийка мала тухса тӑнӑ, аллипе пилӗкӗнчен ярса тытнӑ та, купӑс калаканӗ чӗлӗхсен шурӑ тӳмисене выляткаланӑ хушӑра, хӗр-тантӑшӗсене хуллен ҫеҫ чее куҫпа пӑхса илнӗ, унтан ҫивӗтне силлентернӗ, — вара унӑн кӑкӑрӗ ҫинчи кӑлтӑркисем чӗтренме пуҫланӑ:
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Огнянов ҫавӑнтах пилӗкӗнчен икӗ пӑшал туртса кӑларчӗ.
XXIV. Аслати умӗнхи тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Ха-ха-ха!.. — ахӑлтатрӗ вӑл пилӗкӗнчен тытӑнса, ҫак мӑнтӑр Гедеон аттене пӑхнӑ май.— Ха-ха-ха!.. — неудержимо хохотал он, хватаясь за бока и глядя на тучного отца Гедеона.
VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Темиҫе минут иртсен, Жюли Верочкӑна фортепьяно калама чарчӗ, ӑна пилӗкӗнчен тытса, унпа зал тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ, унтан ӑна ун пӳлӗмне илсе кайрӗ.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ехлетсе, юриех ахлатса, сулахай аллипе пилӗкӗнчен тытса, вӑл ҫӳлти картлашка ҫине улӑхрӗ, ҫенӗхе кӗрсен ҫеҫ кӑкӑрне чӑнласах аллипе чӑмӑртарӗ те, минутлӑха куҫне хупса тӑчӗ, шурӑхса кайнӑ тутипе: «Сире пурсӑра та тем тери ылханатӑп эпӗ!» — тесе пӑшӑлтатса илчӗ.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Макар гимнастеркин аркине айккинелле туртса пӑхрӗ; чӑнах та иккен, унӑн гимнастеркин сылтӑм енне, пилӗкӗнчен ҫӳлерех, пуля шӑтарнӑ.
IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Шӑпах ҫав вӑхӑтра Любишкин Титока пилӗкӗнчен пырса ыталаса илчӗ, анчах вӑйӗ сахал мар пулин те, вӑл ӑна тытса чараймарӗ.
8-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Менелник-мӗнсене те обязанность тӑрӑх тухса ҫӳрекен сивӗ, юнсӑх педагогсем хушшинче шыв кӑпӑкӗнчен ӳтленсе тухнӑ ҫӗнӗ Афродита пуррине курах кайрӑмӑр: аллисемпе пилӗкӗнчен тытса утать, юрлать, ташлать…
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Сулӑна-сулӑна каякан хӗрарӑма пилӗкӗнчен ыталаса, нӳрӗ стенаран тыткаласа, йӑлмака пусма картлашки тӑрӑх антӑм та тӗттӗмре кӗҫҫе ҫапнӑ алӑкӑн хӑлӑпне хыпашласа тупрӑм, шалалла кӗме хӑяймасӑр, тӗттӗм шӑтӑк анинче чарӑнса тӑтӑм.
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Хӑюллӑн ҫӳре! — васкавлӑн ӑнлантарса парать ӑна Коновалов, хӑй ҫаплах алӑк патӗнче, аллисене сарса ямасӑр, хӗре мӑйӗнчен, пилӗкӗнчен ыталаса тӑрать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Вара сасартӑк пӗлӗтсем сирӗлчӗҫ, ун умне праҫник пекех ҫутӑ, хӗвелпе ҫиҫсе, йӑлкӑшса тӑракан симӗс сӑртсемлӗ, кӗмӗл пек ҫырмаллӑ Обломовка тухса тӑчӗ; вӑл Ольгӑпа, шухӑша кайса, ӑна пилӗкӗнчен ыталаса, вӑрӑм аллея тӑрӑх утать, беседкӑра, терраса ҫинче ларать…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Унтан шалпар сюртук е мӗнле те пулин пиншак тӑхӑнатӑп та, арӑма пилӗкӗнчен ыталаса, вӗҫӗ-хӗррисӗр те тӗксӗм аллея тӑрӑх шалалла кӗрсе каятпӑр; хуллен, шухӑша кайса, сӑмахсӑр е илтӗнмеллех шухӑшласа пыратпӑр, ӗмӗтленетпӗр, юн тымарӗ тапнине шутланӑ пек, телей минучӗсене шутлатпӑр; чӗре мӗнле тапнине, чарӑннине итлетпӗр; ҫутҫанталӑк хамӑр хута кӗнине шыратпӑр… вара сисмесӗрех ҫырма хӗррине… уй-хире тухатпӑр…
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Анчах Гаврик пӗр хӑрамасӑр, сывӑ мар ҫынна пилӗкӗнчен аллисемпе хытӑ ыталаса тытса каллех койка ҫине вырттарасшӑн.
XIX. Кӗрепенке ҫурӑ ҫакӑр // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
«Ав, ҫав ката патӗнче», терӗ мана шӑлавар тӑхӑннӑ сандружинница; пилӗкӗнчен хӑй пысӑк наган ҫакса янӑ; вӑл мана вӗтлӗх вӑрманалла кӗнӗ енне тӑсса кӑтартрӗ, тата леререхре, хӗвел ҫути ҫинче ҫиҫсе, хурӑн кати курӑнатчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хӗр ҫемҫен кулса илчӗ, ним каламасӑрах хӑйне валли те черкке тултарчӗ, унтан ӑна ҫинҫе пилӗкӗнчен тытса, шухӑша кайнӑ пек пулса, Алексейпа шаккаса илчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Татӑк урисене кровать пуҫӗ айне чиксе, аллисемпе пилӗкӗнчен тытса, вӑл пӗрре авӑнчӗ, тепре тӳрленчӗ, кашнинчех авӑнас-тӳрленес хӑвӑртлӑха чакарса, «пуҫ таяссине» ӳстерсе пычӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑнпа та Мересьев хӑйне валли урӑхла зарядка системи шухӑшласа кӑларчӗ: вӑл сехечӗ-сехечӗпе, аллисемпе пилӗкӗнчен тытса, малалла пӗшкӗнчӗ, аллисемпе хирӗнсе каялла каҫӑрӑлчӗ, кӗлеткине унталла-кунталла пӑркаларӗ, пуҫне ҫурӑм шӑмми шатӑртатиччен енчен енне ҫавӑрчӗ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кинжалӑн сӑран йӗннине Алексей эсэсовец пилӗкӗнчен вӗҫерсе илчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл Биденко патнелле ыткӑнчӗ, ӑна аллисемпе пилӗкӗнчен ыталаса илчӗ, пичӗпе унӑн тӗтӗм шӑрши кӗрекен хытӑ шинелӗ ҫумне йӑпшӑнчӗ те — куҫӗсенчен куҫҫулӗсем юхма тапратрӗҫ.
26 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Юркка хӗрарӑм патне ҫывхарать, ҫывхарать те Тамарӑна пилӗкӗнчен тытма тесе аллисене тӑсать.Юра приближается к Тамаре, протягивает руки, чтобы обнять её.
Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив