Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пеккисем (тĕпĕ: пекӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫут тӗнче аслӑ вӑл, хамӑр пеккисем те, курӑн акӑ, пӗр ҫӗр ҫын кӑна мар тупӑнӗҫ.

Белый свет-то просторный, и нас, таких вот, найдется, гляди, не одна сотняга.

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун пеккисем ҫук кунта.

Нету тута таких.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав сӑмахсене ӑҫтан илтнине тӗпчеме пуҫларӑм та — пӗлтӗм: виҫӗмкун Войсковойран пӗр манашкӑ килнӗ-мӗн, Тимофей Борщев патӗнче ҫӗр выртса кайнӑ, ҫавӑ вара ҫапла каласа хӑварнӑ: чӑхсене пурне те лапша тума хулана ӑсатма пуҫтараҫҫӗ имӗш, карчӑксене валли вара хӑйне майлӑ пукан пеккисем тӑваҫҫӗ те улӑм сарса параҫҫӗ, ҫавӑнта хайхискерсене вӑйпах ҫӑмартасем ҫине лартса чӗпӗ кӑларттараҫҫӗ, хирӗҫ тӑраканнисене пукан ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ пулать.

Начал допрашивать, откедова слухом пользовались, дознался: с Войскового монашка позавчера пришла в хутор, ночевала у Тимофея Борщева и рассказывала им, что, мол, для того и курей сбирают, чтобы в город всех отправить на лапшу, а старухам, дескать, такие стульцы поделают, особого фасону, соломки постелют и заставют яйца насиживать, а какие будут бунтоваться, энтих, мол, к стулу будут привязывать.

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Атту теприсем каясшӑнах мар, унашкал именекеннисем те пур, акӑ, Тимофей Борщев пеккисем

А то иные не хотят, есть такие совестливые, вот как Тимофей Борщев…

11-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑпах ҫакӑн пеккисем, вырӑнти условисене пӗлменнисем, килеҫҫӗ те вара… — Секретарь ытлашширех каласа хурасран тытӑнса тӑчӗ, унтан, хулленреххӗн, малалла тӑсрӗ.

Вот такие приезжают, без знаний местных условий… — Секретарь сдержался и уже тише продолжал.

2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ежели, калӑпӑр, вилнӗ пулсан, вилнисем патне, чӗрӗ пулсан, чӗррисем патне, ӑнлан вара сирӗн пеккисем каланине.

Ежели, скажем, помер, то за упокой, коли жив, то о здравии… пойми вот вашего брата!

Кӑткӑс ӗҫ // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 95–99 стр.

Ҫавӑн пеккисем, чӗррисемех, урампа теҫеткен ҫӳреҫҫӗ-и, тен, эсӗ вӗсене куратӑн, анчах та хӑйсем ҫинчен нимӗн те пӗлместӗн… вӗсем ҫумӗнче санӑн ним ӗҫ те ҫук… иртеҫҫӗ те иртеҫҫӗ…

По улице они такие, может, десятками живые ходят, ты их видишь, а не знаешь про них ничего… и тебе нет до них дела… идут они и идут…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ку йӑла лешсене кӳрентернӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна; «Эсӗ туртӑнтарман уххӑн ҫивчӗлетмен сӑнни-ха, пире сан пеккисем пинӗ-пинӗпе тата санран икӗ хут аслисем те ҫавӑн чухлӗнех хисеплесе, пӑхӑнса тӑраҫҫӗ», тенӗ.

Это оскорбило их, и они, назвав его неоперенной стрелой с неотточенным наконечником, сказали ему, что их чтут, им повинуются тысячи таких, как он, и тысячи вдвое старше его.

I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Сан пеккисем нумай-ҫке-ха вӗсем!..

Чай, таких-то, как ты, — много!

II сыпӑк // Ҫемен Элкер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 20–49 стр.

Анчах ун пеккисем сайра.

Но таких было немного.

32-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пур ҫав ҫут тӗнчере ҫавӑн пеккисем… — Хӗрача аллине кофта айне чикрӗ, унтан пилоткине туртса кӑларса сӗтел ҫине печӗ.

— Есть такие на белом свете… — Девочка сунула руку под кофту, вытащила пилотку и кинула ее на стол.

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫут тӗнчере пулаҫҫӗ-ҫке ҫакӑн пеккисем! — шухӑшларӗ вӑл, ун ҫине шиклӗн тенӗ пекех пӑхса. —

Бывают же такие на свете! — думал он, глядя на нее почти испуганными глазами.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Чиновниксем-и вӗсем, ун пеккисем?

 — Чиновники, что ли, такие?

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах ҫавӑн пеккисем сайра хутра кӑна пулкалаҫҫӗ, ҫакнашкал ӑнсӑртлӑхсене хирӗҫ килте сӑнаса тунӑ майсем пулнӑ: суранланнӑ вырӑна ҫӑлри мӑкпа е сывлӑмпа сӑтӑраҫҫӗ, турӑ шыве сыптараҫҫӗ, е чӗлхе вӗреҫҫӗ те — пурте иртсе каять.

Но все это случалось редко, и против таких нечаянностей употреблялись домашние испытанные средства: ушибленное место потрут бодягой или зарей, дадут выпить святой водицы или пошепчут — и все пройдет.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Ун пеккисем нимӗҫ хушшинче нумай, — кӑмӑлсӑррӑн каларӗ Захар.

— Из немцев много этаких, — угрюмо сказал Захар.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Паллах, ун чухне карапӗсем те хальхи пеккисем пулман.

Конечно, не такие, как сейчас.

Вунвиҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Ун пеккисем яланах камӑн та пулин ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӑраҫҫӗ.

За таким всегда стоит какая-нибудь сила.

Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив

Унтан вара вӑл эпӗ хӑш ҫӗртен аманнине ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, йывӑрччӗ-и суранӑм, шӑмма лекнӗ-и, тата ытти ҫавӑн пеккисем ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ.

Он стал спрашивать, куда я ранен, тяжело ли, задета ли кость, и так далее.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чи лайӑх лашасем, ун пеккисем ниҫта урӑх ҫук.

Самые лучшие кони, нет таких нигде!

18 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑн пеккисем пур:

Сохранились такие:

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней