Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I сыпӑк

Раздел: Изергиль карчӑк

Автор: Александр Алга

Источник: Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.

Добавлен: 2019.10.24 21:25

Предложений: 159; Слово: 2044

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Эпӗ ку калавсене Аккерман ҫывӑхӗнче, Бессарабире, тинӗс хӗрринче илтсеттӗм.

Пӗр каҫхине, иҫӗм-ҫырли пуҫтарса кун ирттернӗ хыҫҫӑн, пӗрле ӗҫленӗ молдавансем тинӗс хӗррине кайсан, эпир Изергиль карчӑкпа иксӗмӗр виноград йывӑҫӗсен сулхӑнне юлсаттӑмӑр та, тинӗс хӗрринелле утакан ҫынсен мӗлкисем тӗттӗмре ҫухалса пынине пӑхса, чӗнмесӗр выртаттӑмӑр.

Ҫынсем юрла-юрла, кула-кула утса иртеҫҫӗ, арҫынӗсем — пӑхӑр ӳт-тирлӗ, кӑпӑшка та йӑм-хура мӑйӑхлӑ, ҫӑра та кӑтра ҫӳҫӗсем хулпуҫҫи таран, кӗске пиншаклӑ, шалпар шӑлаварлӑ; хӗрарӑмӗсемпе хӗрӗсем — хаваслӑ, тӑп-тӑп пӳ-силлӗ, тӗксӗмрех кӑвак куҫлӑ, арҫыннисем пекех пӑхӑр ӳт-тирлӗ. Йӑм-хура та пурҫӑн ҫӳҫӗсем сапаланчӑк, ӑшӑ та ҫӑп-ҫӑмӑл ҫил вӗсемпе вылять те, ҫӳҫ-пуҫа эрешлеме ҫакса тултарнӑ тенкӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ. Ҫил пӗр тикӗссӗн вӗрет, хутран-ситрен ҫеҫ, тем чӑрмавӗ урлӑ сиксе каҫнӑ пек, вӑр-вар ҫаврӑнкаласа илет те, хӗрарӑмсен пуҫӗсем тавра ҫӳҫӗсем юмахри ҫилхе пек ҫӗкленсе варкӑшаҫҫӗ. Хӗрарӑмӗсем хӑйсем те юмахри пек тӗлӗнмелле курӑнаҫҫӗ. Вӗсем пирӗнтен инҫетрен инҫете каяҫҫӗ, каҫ тата фантази вӗсене илемлӗрен илемлӗ тӗспе ҫупӑрлать.

Такам сӗрме купӑс калать… Хӗр ачаш та хулӑн сасӑпа юрлать, кулӑ илтӗнет…

Сывлӑш тинӗсӗн ҫӑра шӑршипе тата нумай пулмасть каҫ пуласпа ҫуса кайнӑ ҫумӑр нӳретнӗ ҫӗр шӑршипе тулнӑ. Пуҫ тӑрринче халӗ те-ха кӑпӑшка та тӗрлӗ тӗслӗ катрам-катрам пӗлӗт татӑкӗсем йӑсӑрланаҫҫӗ; пӗр ҫӗрте вӗсем тӗтӗм пек ҫепӗҫ те кӗл пек кӑвак, тепӗр ҫӗрте — ту татӑкӗ пек хытӑ, шупкарах хура е хура-хӗрлӗн курӑнаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче ылтӑн ҫӑлтӑрсемпе эрешленнӗ янкӑр тӳпен хура-кӑвак татӑкӗсем ачашшӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ. Ҫаксем ӗнтӗ пурте — сасӑсем те, шӑршӑ та, пӗлӗтсемпе ҫынсем те — тӗлӗнмелле хурланчӑклӑ та илемлӗ, чуна хумхантараҫҫӗ, ытарайми юмах пуҫламӑшӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Вӗсем пурте пӗр самантлӑха чарӑнса тӑнӑ пек, вилнӗ пек пулчӗҫ; ҫывӑхри хаваслӑ сасӑсем, таҫта инҫете кайнӑҫем, салхуланса пычӗҫ те ассӑн сывланӑ сасӑсем пек илтӗнчӗҫ.

— Эсӗ мӗншӗн вӗсемпе пӗрле каймарӑн? — пуҫне сулса ыйтрӗ Изергиль карчӑк.

Вӑрӑм ӗмӗр ӑна ҫурмаран хуҫса хутлатнӑ, ӗлӗк чух йӑм-хура пулнӑ куҫӗсем халь тӗссӗрленнӗ те шывланса тӑраҫҫӗ. Унӑн типӗ сасси тем ҫӑтӑртатнӑ, пек илтӗнет; карчӑк чӗлхипе мар, шӑмӑсемпе калаҫнӑ пек туйӑнать.

— Каяс килмест! — терӗм эпӗ ӑна.

— У… эсир, вырӑссем, ҫуралассах ватӑ ҫуралатӑр. Пурте тӗксӗм, эсрелсем пек… Хӑраҫҫӗ санран пирӗн хӗрсем. Ху эсӗ ҫамрӑк, вӑйлӑ…

Уйӑх тухрӗ. Вӑл ҫаврака, пысӑк, юн пек хӗрлӗ; вӑл хӑй ӗмӗрӗнче нумай ҫын ӳчӗпе юнне ҫӑтнӑ ҫеҫенхир тӗпӗнчен тухнӑ пек, ҫавӑнпах-и тен, ҫавнашкал мӑнтӑр та хӗп-хӗрлӗ курӑнать. Изергиль карчӑкпа иксӗмӗр ҫине ҫулҫӑсен чӗнтӗр пек мӗлкисем ӳкеҫҫӗ те, эпир сӗрекепе витӗннӗ пек пулатпӑр. Акӑ, уйӑхӑн кӑвак ҫутипе витӗр курӑнакан пулнӑ пӗлӗт мӗлкисем ҫеҫенхир тӑрӑх пирӗнтен сулахаялла шӑвӑнса иртеҫҫӗ.

— Кур, авӑ, Ларра пырать.

Эпӗ, карчӑк хӑйӗн кукӑр пӳрнеллӗ, чӗтревлӗ аллине тӑсса кӑтартнӑ ҫӗрелле ҫаврӑнса пӑхрӑм та акӑ мӗн куртӑм: унта мӗлкесем шӑвӑна-шӑвӑна иртеҫҫӗ, питӗ нумаййӑн вӗсем; вӗсенчен пӗри, ыттисенчен хулӑнтараххи, шӑвасса та хӑйӗн тӑванӗсенчен аяларах пырса, хӑвӑртрах шӑвать, — вӑл мӗлке, ыттисенчен ытларах ҫӗре ҫывӑх пырса, васкавлӑрах юхакан пӗлӗт татӑкӗнчен ӳкет-мӗн.

— Унта никам та ҫук! — терӗм эпӗ.

— Эсӗ манран, карчӑкран та, суккӑртарах. Кур — ав, тӗксӗмми, хир тӑрӑх чупать.

Эпӗ тепӗр хут пӑхрӑм та каллех, мӗлкесӗр пуҫне, урӑх нимӗн те кураймарӑм.

— Мӗлке вӑл! Эсӗ мӗншӗн ӑна Ларра тетӗн?

— Мӗншӗн тесен вӑл — Ларра. Вӑл ӗнтӗ мӗлке пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ,— вӑхӑт! Пин ҫул пурӑнать вӑл. Унӑн ӳтне, юнне те шӑмшакне хӗвел типӗтсе пӗтернӗ те, ҫил вӗҫтерсе кайнӑ. Акӑ мӗн тума пултарать иккен турӑ ҫынна, унӑн мӑнкӑмӑлӗшӗн!

— Каласа пар-ха, мӗнле пулнӑ ку япала? — ыйтрӑм эпӗ карчӑкран, ҫеҫенхирте хайланӑ тӗлӗнмелле юмахсенчен пӗрне илтме ӗмӗтленсе.

Вӑл вара мана ҫак юмаха каласа пачӗ.

«Ку ӗҫ пулнӑран вара темиҫе пин ҫул та иртсе кайнӑ. Таҫта инҫетре, тинӗс леш енче, хӗвелтухӑҫ еннелле кайсан, пысӑк шыв юхса выртакан ҫӗр пур; ҫав ҫӗршывра кашни йывӑҫӑн тунипе ҫулҫи хӗртсе хӗвел пӑхнӑ вӑхӑтри тӳсме ҫук шӑрӑхра этеме пытанмалӑх мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ сулхӑн парать.

Мӗн кирлӗ, ҫавна пӗр хӗрхенмесӗр параҫҫӗ иккен ҫав ҫӗршыври ҫӗрсем!

Унта пӗр вӑйлӑ йӑх пурӑннӑ. Ҫынсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе выльӑх усранӑ тата, паттӑр та хӑюллӑскерсем, тискер кайӑксем тытма сунара ҫӳренӗ; сунартан таврӑнсан ӗҫкӗ-ҫикӗ туса ирттернӗ, юррисене юрланӑ, хӗрсемпе вылянӑ. Хӗрӗсем вара вӗсен, ҫулӑм пек, чипер пулнӑ.

Пӗррехинче ҫапла, ӗҫкӗ ӗҫнӗ чухне, пӗлӗт ҫинчен ӑмӑрткайӑк вӗҫсе аннӑ та, каҫ пек ачаш чунлӑ хура ҫӳҫлӗ хӗре тытса, каялла вӗҫсе кайнӑ. Арҫынсем ӑна ухӑсемпе пенӗ, анчах мӑнтарӑн ухӑ сӑннисем сиен кӳреймен ӑна! каллех ҫӗре ӳкнӗ. Вара ҫав хӗре шырама тухса кайнӑ, анчах та — тупайман. Ҫӗр ҫинче хӑть мӗн ҫинчен те маннӑ пек, маннӑ вара ҫав хӗр ҫинчен те».

Карчӑк йывӑррӑн сывласа илчӗ те калаҫма чарӑнчӗ. Унӑн ҫатӑртатса тухакан сассинче манӑҫа юлнӑ ӗмӗрсен, халь асаилӳсем пулса карчӑк чӗрине пуҫтарӑннӑ ӗмӗрсен, кӳленӗҫлӗ сасси илтӗннӗн туйӑнчӗ. Тинӗс, хӑйӗн хӗрринче-и тен ҫуралнӑ авалхи юмахсенчен пӗрин пуҫламӑшне карчӑк хыҫҫӑн тепӗр хут шӑппӑн каланӑн пӑшӑлтатса, тӗлӗрсе выртать.

«Ҫирӗм ҫул иртсен вӑл, ӗнтӗ типсе-хӑрса кайнӑскер, хӑех каялла таврӑннӑ. Унпа пӗрле хӑй ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех мӗнле пулнине аса илтерекен илемлӗ вӑйлӑ ҫамрӑк каччӑ пулнӑ. Ку таранччен ӑҫта пурӑнтӑн, тесе ыйтсан, вӑл хӑйне ӑмӑрт-кайӑк тусем ҫине илсе кайса, унпа арлӑ-арӑмлӑ пурӑнни ҫинчен каласа панӑ. Акӑ ун ывӑлӗ, ашшӗ ҫук ӗнтӗ, тенӗ; халсӑрланса ҫитме тытӑнсан, вӑл юлашки хут ҫӳлӗ пӗлӗте вӗҫсе хӑпарчӗ, унтан, ҫуначӗсене пуҫтарса, шӗвӗр ту хысакӗ ҫине ӳксе ҫапӑнчӗ те вилчӗ… тенӗ.

Пурте ӑмӑрткайӑк ывӑлӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхса илнӗ те, вӑл хӑйсенчен нимӗн чухлӗ те лайӑхрах маррине, куҫӗсем ҫеҫ унӑн вӗҫен кайӑк патшинни пек сивӗ те мӑнкӑмӑллӑ иккенне асӑрханӑ. Ҫынсем унпа калаҫнӑ, хӑй вӑл екки килнӗ чух чӗннӗ е чӗнмесӗр ирттерсе янӑ, аслисем пырса тӑрсан, вӑл вӗсене хӑйпе пӗр хисепе хурса калаҫнӑ. Ку йӑла лешсене кӳрентернӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна; «Эсӗ туртӑнтарман уххӑн ҫивчӗлетмен сӑнни-ха, пире сан пеккисем пинӗ-пинӗпе тата санран икӗ хут аслисем те ҫавӑн чухлӗнех хисеплесе, пӑхӑнса тӑраҫҫӗ», тенӗ. Вӑл вӗсене хирӗҫ хӑюллӑн пӑхнӑ та: «Ман пекки урӑх ҫук, сире пурте хисеплеҫҫӗ пулин те, ӑна манран ан кӗтӗр», тенӗ. О!.. Кун хыҫҫӑн ваттисем йӑлтах ҫиленсе кайнӑ вара. Ҫиленнӗ те ҫапла каланӑ: «Пирӗн хушӑмӑрта ӑна валли вырӑн ҫук! Ан тив, тухса кайтӑр хӑй ӑҫта каяс тенӗ ҫӗре».

Вӑл кулса илнӗ те уттара панӑ хӑй ӑҫта каяс тенӗ ҫӗре — хӑйӗн ҫине тинкерсе пӑхса тӑракан пӗр илемлӗ хӗр патнелле ҫитсе тӑнӑ та ун умне, ыталаса илнӗ. Вӑл хӗр ҫав каччӑпа хирӗҫ калаҫнӑ аслисенчен пӗрин хӗрӗ пулнӑ. Хӗр, каччи илемлӗ пулин те, ашшӗнчен хӑранипе, ӑна хӑй ҫумӗнчен тӗртсе янӑ. Тӗртсе янӑ та пӑрӑнса кайма тӑнӑ, анчах ҫав самантра каччӑ ӑна ҫапса ӳкернӗ, урипе кӑкӑрӗ ҫине тӑнӑ та, хӗр ҫӑварӗнчен юн ҫӳлелле сирпӗнсе тухнӑ; хӗр йывӑррӑн сывласа янӑ, ҫӗлен пек явкаланса илнӗ те — вилнӗ.

Ҫакна курса тӑракансем пурте хӑраса ӳкнӗ — хӗрарӑма ҫапла вӗлернине вӗсем пирвайхи хут курнӑ. Куҫӗсене уҫса выртакан юнлӑ туталлӑ хӗр ҫине тата ун ҫумӗнче, хӑй пӗччен пурне те хирӗҫ пулса, пуҫне усмасӑр, мӑнкӑмӑллӑн тӑракан каччӑ ҫине ҫынсем вӑрахчен чӗнмесӗр пӑхса тӑнӑ. Унтан, мӗн пулса иртнине ӑнланса илсен, тытнӑ та ҫав йӗкӗте, ҫавӑнтах ҫыхса пӑрахса хӑварнӑ, — ӑна ҫийӗнчех, ахаль ҫеҫ вӗлерни ҫынсене ҫырлахтарма пултарайман».

Каҫ тӗттӗмленнӗҫем тӗттӗмленсе пычӗ, тӗлӗнмелле шӑппӑн илтӗнекен сасӑсемпе тулчӗ. Ҫеҫенхирте тыркассем хурлӑхлӑн шӑхӑркаларӗҫ, виноград ҫулҫисем хушшинче, кӗленче пек сассине чӗтрентерсе, шӑрчӑксем чӗриклетрӗҫ, тулли уйӑх, малтан юн пек хӗрлӗ пулнӑскер, ҫӳлелле хӑпарнӑҫем шупкаланса пычӗ те тӗттӗм-кӑвак сӑнлӑрах ҫеҫенхир ҫине нумайран нумай ҫутӑ сапма пуҫларӗ…

«Акӑ ҫынсем, ҫав тискер ӗҫшӗн тивӗҫлипе хӑрушӑ вилӗм шухӑшласа тупас тесе, пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ… Лашасемпе туртса ҫуркалас тенӗ — ку та ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ; ун ӳтне кашни пӗр ухӑ сӑнни персе тирӗнтерес тесе шухӑшланӑ — куна та хирӗҫленӗ; ҫунтарса ярас — анчах апла тӑвас пулсан, вут-ҫулӑмран тухакан тӗтӗм вӑл асапланнине курма чӑрмантарӗ, тенӗ; сӗнӳ нумай пулнӑ, анчах пурин кӑмӑлне те килекеннине шухӑшласа тупайман. Каччӑ амӑшӗ вӗсен умӗнчех, чӗнмесӗр, чӗркуҫленсе тӑнӑ. Каҫару ыйтса йӑлӑнмалӑх унӑн куҫҫулӗ те пулман, сӑмахӗ те тупӑнман. Вӑрахчен калаҫнӑ вӗсем, акӑ тинех, пайтахчен шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, пӗр ӑслӑ ватӑ ҫын:
— Ҫав тискер ӗҫе вӑл мӗншӗн тунине хӑйӗнчен ыйтса пӑхар, — тенӗ.

Ыйтнӑ та, лешӗ ҫапла каланӑ:

— Мана ҫыхса пӑрахнӑ. Каплипе калаймастӑп. Салтӑр! — тенӗ.

Ӑна салтса янӑ та, вӑл:
— Мӗн кирлӗ сире? — тесе, ҫынсене чура вырӑнне хунӑ пек, кӑшкӑрса ыйтнӑ.

— Эсӗ илтрӗн… — тенӗ аслисем.

Мӗншӗн каласа парам-ха сире хам мӗн туни ҫинчен?

— Пирӗн пӗлес килет. Итле-ха эс, мӑнкӑмӑллӑскер! Санӑн пурпӗрех вилмелле вӗт… Ӑнлантарса пар пире ху мӗншӗн ун пек хӑтланнине. Эпир пурӑнас ҫынсем, пирӗн хальхинчен ытларах пӗлес пулать…

— Юрӗ эппин, каласа парӑп, анчах мӗн пулса иртнине эпӗ хам та тӗрӗсех ӑнланса илейместӗп-и, тен. Вӑл хӗр хама тӗртсе янӑ пек астӑватӑп, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна вӗлертӗм пулас… Хӑй вӑл кирлӗччӗ мана.

— Анчах вӑл санӑн мар! — тенӗ ӑна хирӗҫ.

— Эсир хӑвӑрӑн мӗн пур, ҫавӑнпа кӑна усӑ куратӑр-им? Куратӑп эпӗ: кашни этемӗн хӑйӗн чӗлхи-ҫӑварӗ, алли-ури пур… Анчах этем тени хӑй аллинче выльӑх-чӗрлӗхсене, хӗрарӑмсене, ҫӗрсене… тата ытти нумай япаласене те тытса тӑрать.

Ку сӑмахсене хирӗҫ ваттисем: «Ҫын пурнӑҫран хӑйне мӗн кирлине пӗтӗмпех илет пулсан, вӑл уншӑн ӑсне, вӑйне, хӑшпӗр чух — пурнӑҫне те хӗрхенмест», тенӗ. Лешӗ куна хирӗҫ: «Эпӗ хама тӗрӗс-тӗкелех упраса хӑварасшӑн», тенӗ.

Ҫынсем вӑрахчен калаҫнӑ унпа, юлашкинчен, вӑл ҫӗр ҫинче пӗр хӑйне ҫеҫ этем вырӑнне хунине, хӑйсӗр пуҫне, вӑл урӑх нимӗне те курманнине туйса илнӗ. Вӑл хӑйне хӑй тӑр-пӗччене тӑратса хӑварни ҫынсене ҫӳҫентерсе илнӗ. Унӑн йӑх-тӗпӗ те, амӑшӗ те, паттӑрла ӗҫӗсем те, выльӑх-чӗрлӗхӗ те, арӑмӗ те пулман; ҫакӑншӑн кулянман та вӑл.

Ҫакна туйса илнӗ те ҫынсем, каллех ӑна мӗнле айӑпласси ҫинчен шухӑшлама тытӑннӑ. Анчах та хальхинче вӑрах калаҫса тӑман, — леш, ӑслӑскер, суд тунӑ ҫӗрте ҫынсене кансӗрлеменскер, хӑй калаҫма пуҫланӑ.

— Чарӑнӑр! — тенӗ вӑл. — Мӗнле айӑпламалли тупӑнчӗ. Ку — тӳсме ҫук йывӑр айӑплани пулать; эсир ӑна пин ҫул шухӑшласан та шутласа кӑларас ҫук! Ун айӑпӗ — хӑйӗнче! Ярӑр ӑна ирӗке кӑларса. Айӑплани ҫакӑ пултӑр.

Сасартӑк пысӑк ӗҫ пулса иртнӗ вара. Тӑр-кӑнтӑрла, янкӑр тӳпере аслати кӗмсӗртетсе илнӗ. Ҫак пӗлӗтри вӑйлӑ сасӑ ӑслӑскерӗн сӑмахӗсене тӗрӗсе кӑларнӑ пек пулса тӑнӑ. Ҫынсем тайӑлса пуҫҫапнӑ та килӗсене саланнӑ. Ҫав каччӑ вара — ӑна ӗнтӗ Ларра тесе чӗннӗ, — ку ҫынна ушкӑнран уйӑрнине, хӑваласа янине пӗлтерет, — хӑйне пӑрахса каякан ҫынсем ҫине пӑхса, ахӑлтатса тӑрса юлнӑ. Вӑл ӗнтӗ тӑр-пӗччен, хӑй ашшӗ пекех — ирӗкре. Анчах ашшӗ ун — этем пулман… Ку — ҫын. Акӑ вӑл, ирӗк вӗҫен кайӑк пек, пӗччен пурӑнма пуҫланӑ. Вӑл, ҫав йӑх вырнаҫса тӑнӑ ҫӗре пырса, выльӑх-чӗрлӗхе, хӗрсене — мӗн кирлӗ ҫавна вӑрла-вӑрла кайнӑ. Ӑна ухӑсемпе пенӗ, анчах ҫав пысӑк айӑппа айӑплапнӑ хыҫҫӑн, ухӑ сӑннисем унӑн ӳтне тирсе шӑтарайман. Вӑл, тискер-кайӑк пек, вӑйлӑ, хаяр та усал пулнӑ, ҫынсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулман, хӑйне те инҫетрен кӑна курнӑ, Ҫапла нумай ҫулсем хушши темиҫе вуншар ҫул хушши пӗр-пӗччен ҫапкаланса ҫӳренӗ вӑл ҫынсен таврашӗнче, ҫывӑха пымасӑр. Анчах пӗррехинче ҫывхарнӑ та, ҫынсем тытас тесе хӑйне тапӑнсан, вырӑнтан та хӑпман, хӑйне сыхласшӑн пулнине ним чухлӗ те палӑртман. Вара ҫав ҫынсенчен пӗри вӑл мӗншӗн аплине ӑнланса илнӗ те ҫапла кӑшкӑрса каланӑ:

— Ан тивӗр ӑна! Унӑн вилесси килет! — тенӗ.

Пурте чарӑнса тӑнӑ: хӑйсене нумай усал тунӑскере ӗнтӗ вӗлересшӗн пулман, — вӑл унӑн шӑпине ҫӑмӑллатни пулӗччӗ. Тапӑнма чарӑннӑ та, ун еннелле пӑхса, кулса тӑнӑ. Вӑл ҫынсем ахӑлтатнине илтсе чӗтресе тӑнӑ, аллисене хӗвне чиксе, унта тем шыранӑ пек, кӑкӑрне хыпашланӑ. Унтан сасартӑк чул илнӗ те ҫынсем ҫинелле сиксе ӳкнӗ. Анчах лешсем вӑл ҫапасран пӑрӑна-пӑрӑна тӑнӑ, хӑйсем ӑна ҫаплах тивмен; каярахпа вӑл, халран кайнӑскер, пит хурлӑхлӑ сасӑпа кӑшкӑрса ярса ҫӗре ӳксен, аяккарах кайса ун еннелле пӑхса сӑнама пуҫланӑ. Акӑ вӑл ура ҫине тӑнӑ, хӑйӗнпе тытӑҫнӑ самантра ӳкнӗ такам ҫӗҫҫине илнӗ те унпа хӑй кӑкӑрне чикнӗ. Ҫӗҫҫи, чула пырса тивнӗ пек, хуҫӑлнӑ. Хӑй вара каллех ҫӗре ӳкнӗ те, вӑрахчен пуҫӗпе ҫӗр ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна, тапаланса выртнӑ. Анчах ҫӗр те, ун пуҫӗнчен тарса, шалтан шала пута-пута кӗнӗ.

— Вӑл вилме пултараймасть! — тенӗ ҫынсем савнӑҫлӑн.

«Пӑрӑннӑ та кайнӑ вара, ӑна пӗччен хӑварса. Вӑл месерле ҫаврӑнса выртнӑ та курнӑ: ҫӳл тӳпере, хура пӑнчӑсем пек курӑнса, ӑмӑрткайӑксем ярӑнса ҫӳренӗ. Унӑн куҫӗсенче калама ҫук пысӑк тунсӑх пулнӑ, вӑл тӗнчери мӗнпур ҫынсене наркӑмӑшласа вӗлерме те ҫитӗ, тейӗн… Ҫапла, ҫавӑнтан вара вӑл тӑр-пӗччен, ирӗке тӑрса юлнӑ, хӑйӗн вилӗмне шыраса ҫӳрет. Ҫӳрет те ҫӳрет, ҫитмен ҫӗр хӑвармасӑр… Куратӑн-и, вӑл ӗнтӗ мӗлке пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫапла пулмалла вӑл! Вӑл этем чӗлхине те, унӑн ӗҫне-хӗлне те ӑнланмасть. Тем шырать яланах, ҫӳрет те ҫӳрет… Уншӑн пурнӑҫ та ҫук, вилӗм те илмест ӑна. Ҫынсем хушшинче те вырӑн ҫук… Ак мӗнле асап курмалла тунӑ ҫынна хӑйӗн мӑнкӑмӑлӗшӗн!»

Карчӑк йывӑррӑн сывласа ячӗ, калаҫма чарӑнчӗ; пуҫӗ, кӑкӑрӗ ҫине ӳксе, темиҫе хутчен темле сулкаланса илчӗ.

Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм. Карчӑка ыйхӑ пусса илнӗн туйӑнчӗ мана. Вара, темшӗн, ӑна питӗ хӗрхенес килсе кайрӗ. Калавӗн вӗҫне ҫитеспе вӑл сассине ҫӗклентерсе, такама хӑратас пек калаҫрӗ, ҫапах та ҫав хушӑрах, шикленсе пупленӗ чухнехи пек, хӑюсӑр тухакан сасӑсем те илтӗнчӗҫ.

Тинӗс хӗрринче юрӑ илтӗнсе кайрӗ, — тӗлӗнмелле юрласа ячӗҫ унта. Малтан пӗри ҫепӗҫ те хулӑн сассине янӑратрӗ, — вӑл пӗр-ик ҫаврӑм тусанах, тепри ҫав юррах ҫӗнӗрен пуҫларӗ, малтанхи малаллах кайрӗ… — виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш, пиллӗкмӗш те ҫав майлах, пӗрин хыҫҫӑн тепри хутшӑнса пычӗҫ. Сасартӑк, ҫав юррах, каллех ҫапла малтан пуҫласа арҫынсен хорӗ юрласа ячӗ.

Кашни хӗрарӑм сасси хӑйне уйрӑммӑн янӑрать, кашниех вӗсем, пӗрле темиҫе сасӑллӑ шӑнкӑр шыв пек пулса, сиксе туха-туха, янӑра-янӑра, таҫтан ҫӳлтен пусмасем тӑрӑх анаҫҫӗ пек, ҫӳлелле янӑраса хӑпаракан арҫын сассисен ҫӑра хумӗпе хутшӑнса, вӗсен ӑшне путаҫҫӗ, унтан каллех ҫиеле тухса, арҫын сассисене хуплаҫҫӗ те, таса та вӑйлӑскерсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри инҫете ҫӳле янӑраса каяҫҫӗ.

Юрра пула, хумсем шавлани илтӗнми пулать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней