Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫакан (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ейӳ илнӗ вӑрман айлӑмӗнче, тирек йывӑҫҫисен шупка симӗс вуллисене чӑпӑл туса, юман тӗмӗсемпе ҫамрӑк ӑвӑссен аяла пулнӑ тӑррисене тикӗссӗн чӳхентерсе, шыв шӑппӑн шӗпӗлтетсе выртрӗ; ун айне пулнӑ кӳлӗсенче юхӑм авса хунӑ хӑмӑш шереписем чӑшӑлтатрӗҫ; шыв илнӗ вырӑнсенче, улах затонра, Дон таппи, ҫӑлтӑрлӑ каҫӑн тӗксӗм ҫутине хӑй ҫине ӳкерсе, такам тухатнӑ пек хускалмасӑр йӑлтӑртатса тӑнӑ вырӑнсенче, аран илтӗнмелле сасӑпа тикӗшсем кӑшкӑрчӗҫ, шӑркалчӑ аҫисем ыйхӑллӑн шӑхӑркаласа илчӗҫ, хушшӑн-хушшӑн тата ирӗк ҫӗрте ҫӗр каҫакан, урӑх вырӑнсене ҫул тытакан акӑшсем кикаклатни янӑраса кайрӗ.

Глухо ворковала вода в затопленном лесу, омывая бледно-зеленые стволы тополей, мерно раскачивая потонувшие вершинки дубовых кустов и молодого осинника; шуршали наклоненные струей метелки камыша в залитых озерах; на разливе, в глухих заводях, — там, где полая вода, отражая сумеречный свет звездного неба, стояла неподвижно, как завороженная, — чуть слышно перекликались казарки, сонно посвистывали чирковые селезни да изредка звучали серебряные трубные голоса заночевавших на приволье пролетных лебедей.

I // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ман юратнӑ вальс! — тенӗ те Лиза хӑех зал урлӑ каҫакан каччӑ патнелле утнӑ.

— Мой любимый вальс! — проговорила Лиза и сама двинулась навстречу пересекавшему наискосок зад партнеру.

18 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Сӑрт тайлӑмӗнче хура плющ саплӑкӗ пек курӑнса выртакан ҫӗртме пусси пӑспа йӑсӑрланать; чӗлтӗрти ӑрша Дон хӗрринчи сӑрт тӗмескисем ҫийӗн вӗлтӗртетсе юхать; ҫул тӗлӗнчех шӑнкӑрчӑ киленсе юрлать; ҫул урлӑ чупса каҫакан тыркассем шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ.

Долевой клин зяби, лежавший на склоне бугра плюшево-черной заплатой, курился паром, струистое марево рождалось и плыло над буграми обдонских гор, над самой дорогой упоенно заливался жаворонок, тоненько посвистывали перебегавшие дорогу суслики.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсемпе пӗр пӳртре ҫӗр каҫакан казаксем ҫӗрӗпех мӑкӑртатса тавлашрӗҫ, картишне лашисем патне, ҫенӗке чӗлӗм туртма тухкаласа кӗчӗҫ, калаҫса выртрӗҫ.

Казаки, ночевавшие в этой хате, всю ночь колготились, выходили к лошадям и курить в сенцы, лежа разговаривали.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Емельян Дон урлӑ каҫакан вырӑнта тилхеписене карӑнтарса тытрӗ, ҫилпе хӗрелсе кайнӑ пичӗпе Кошевой еннелле ҫаврӑнчӗ; — Мӗн тӑвас-ха?

Но на переезде Емельян натянул вожжи, повернул опаленное ветром лицо к Кошевому: — Что делать?

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем Мелеховсен тӗлне ҫитрӗҫ те, чарӑнса тӑрса, пӗр вӑхӑт Дон урлӑ каҫакан вырӑна, Донпа чӑнкӑ сӑрт хушшине хӗсӗннӗ хура сукмак пек йӗр ҫине, сӑнаса пӑхкаларӗҫ, каялла ҫаврӑнса кайрӗҫ.

Они на рысях дошли до мелеховского база, — приостановившись, оглядели переезд за Дон, чернотрупный проследок, стиснутый Доном и горой, повернули обратно.

XVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Айлӑм урлӑ каҫакан пӗр тип ҫырма патӗнче Подтелков лав ҫинчен сикрӗ те кӗскен кӑшкӑрса пӗлтерчӗ.

Возле одной из поперечных балок, пересекавших лощину, Подтелков прыгнул с подводы, коротко кинул остальным.

XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Анчах ҫакӑнта вара, урам тӑваткалӗнче, пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен пӑтӑрмахла ӗҫ пулса иртрӗ: урам урлӑ чупса каҫакан сысна ҫури, ҫул урлӑ каҫса кайма ӗлкӗреймесӗр, утсен ури айнех лекрӗ, нӑриклетсе илчӗ, унтан, таптанса лапчӑннӑскер, вичкӗннӗн ҫухӑрса, хуҫса пӑрахнӑ ҫурӑм шӑммине ҫӗклеме тӗрмешсе, аяккала шуса кайрӗ.

Но тут-то, на первом перекрестке, случилось неладное: поросенок, бежавший через улицу, замешкался, попал под копыта лошадей, хрюкнул и откатился раздавленный, повизгивая, норовя приподнять переломленный хребет.

XIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Иван Алексеевич куҫ илмесӗр ингуш офицерӗн тискер кайӑкла йӗрсе хунӑ шурӑ шӑлӗсемпе сулахай тӑнлавӗ тӑрӑх чалӑшшӑн каҫакан кӑвак ҫӗвеке ҫине пӑхса тӑчӗ.

Иван Алексеевич глядел неотрывно на ингуша-офицера, на зверино-белый оскал его зубов, на косую серую полоску пота, перерезавшую левый висок.

XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Лачака кӳлӗ хӗррине хӑйӑр ярӑмӗ пулса пырса тӗртӗнекен тӗмеске ҫине хӗлле, каҫсерен хура вӑрманта хӗл каҫакан кашкӑр ҫурисем тухаҫҫӗ те лашасене хӑратса ӳлеҫҫӗ.

Зимой на бугор, упиравшийся в леваду выпуклым песчаным мысом, ночами выходили волчьи выводки, зимовавшие в Черном лесу, выли, пугая лошадей.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Базкипеле Громов хуторӗ хушшинче Митька Дон урлӑ каҫакан кашкӑра пуринчен малтан асӑрхарӗ.

Между Базками и Громковским хутором Митька первый увидел перебиравшегося через Дон волка.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Картиш урлӑ вӗҫсе каҫакан хура ҫӑхан пӗтӗм пыр тулли тухакан хулӑн сассипе кӑранклатса хӑварчӗ.

Горловой полнозвучный крик уронил, пролетая над двором, ворон.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ку Отто Кугель — Мускав ҫывӑхӗнчи фронтра пирӗн енне тарса каҫакан пӗрремӗш нимӗҫ пулчӗ…

Это был Отто Кугель — первый немецкий перебежчик на подмосковном фронте…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ну, калӑпӑр, Усть-Невинскинчен пуҫласа Яман-Джалгана ҫитиччен ҫеҫенхир урлӑ тӳрӗ йӗрпе каҫакан пысӑк вольтлӑ электролини.

Ну, например, от Усть-Невинского до Яман-Джалгана протянулась высоковольтная электрическая линия, идущая по прямой через степь.

XXV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Хамӑрӑн малти крайран нимӗҫсем патне, унтан каялла — ку еннелле ним сиенсӗр вӗҫсе каҫакан хура кураксем ҫине Травкин чӑн-чӑн ӑмсану евӗрлӗ туйӑмпа пӑхса ларнӑ.

С чувством, похожим на подлинную зависть, смотрел Травкин на черных грачей, безнаказанно перелетавших с нашего переднего края на немецкий и обратно.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Ун тӑрӑх чупкаласа каҫакан нимӗҫсене вӑл аран-аран хулпуҫҫи таран кӑна пулнӑ.

Перебегающим по ней немцам она едва доходила до плеч.

Иккӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Кӗпер ҫинче васкаса каҫакан беженецсем ҫеҫ юлнӑ.

Через мост валом валили одни беженцы.

XXVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Кӗпертен анатарахра беженецсем: каҫаҫҫӗ; мӗнле май килнӗ ҫапла каҫакан ҫынсем хушшинче лашасемпе ӗнесем те пур.

Ниже моста переправлялись беженцы; среди людей, пересекавших реку на чем попало, были лошади и коровы.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Йӑлӑм тӑрӑх каҫакан ҫул ҫинче ҫаплах пӗр ҫын та курӑнмарӗ.

Но по дороге, пролегавшей через долину, еще не прошло ни одного путника.

VI. Хыпарҫӑ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Дико хӗл каҫакан ҫурт айлӑмри тӳремлӗхре; аяккинчен ҫавӑрса илнӗ ҫӳл тусем ӑна ҫилрен хӳтӗлеҫҫӗ.

Зимовье Дико стояло на ровной площадке в низине; высокие горы защищали его от ветров.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней