Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XLVI

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 3-мӗш кӗнеке –> Улттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Добавлен: 2020.03.19 23:54

Предложений: 457; Слово: 4434

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Пушӑ та кичем Татарскинче казаксемсӗр. Вӑхӑтлӑха вӗсен ҫуран сотнине 5-мӗш дивизие кӗрекен пӗр полкпа пӗрлештернӗ иккен те унтан вара Донӑн сулахай енне куҫарса кайнӑ.

Балашовпа Поворинран пулӑшма килсе ҫитнӗ ҫар вӑйӗсемпе ҫирӗпленнӗ хӗрлӗ чаҫсем пӗр вӑхӑтра ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен ӑнӑҫлах ҫӗнтерсе пычӗҫ, Елански станицӑн чылай хуторӗсене йышӑнса илсе, Елански станици умне ҫитрӗҫ. Анчах унта пырса кӗмелли ҫулсем ҫинче тытӑҫса кайнӑ хаяр ҫапӑҫура повстанецсем ҫиеле тухрӗҫ. Ҫӗнтерессе вӗсем хӗрлӗармеецсен Мускав полкӗпе утлӑ ҫарӑн икӗ эскадронӗ хӗснипе каялла чакакан Еланскипе Букановски полкӗсене пулӑшма вӑйлӑрах ҫар чаҫӗсене илсе пынипе ҫӗнтерчӗҫ. Вешенскинчен Донӑн сулахай енӗпе 1-мӗш дивизи 4-мӗш повстанчески полкӗ (ун шутӗнче Татарски хуторӗн сотни те пур), виҫӗ орудиллӗ батарея тата резерври икӗ юланутлӑ сотня Елански патне килсе ҫитрӗҫ. Унсӑр пуҫне Еланскинчен — Дон урлӑ — тӑват-пилӗк ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Плешаковпа Матвеевски хуторӗсем патне сылтӑм ҫыранпа самаях вӑйлӑ ҫар чаҫӗсене туртса пычӗҫ. Кривски мӑкӑрӗ ҫине оруди взводне вырнаҫтарчӗҫ. Пӗр наводчикӗ, казакӗ Кривски хуторӗнченех, питӗ тӗл пенипе чапа тухнӑскер, пӗрре кӗрӗслеттерсех хӗрлӗармеецсен пулеметне сирпӗнтерсе ячӗ, ҫӳҫесем хушшинче сапаланса выртакан хӗрлӗармеецсем ҫине темиҫе черет шрапнель кӑларса ярса, пурне те ура ҫине тӑратрӗ. Ҫапӑҫу повстанецсем ҫӗнтернипе пӗтрӗ. Хӗрлисен каялла чакакан чаҫӗсене ҫине-ҫинех тапӑнса, повстанецсем вӗсене Еланка леш енне хӳтерсе кӑларчӗҫ; хыҫалтан йӗрлесе кайма утлӑ ҫарӑн вунпӗр сотнине ячӗҫ те, ҫав сотньӑсем вара, хӗрлӗармеецсен эскадронне Затоловски хуторӗ ҫывӑхӗнчерехри сӑрт ҫинче хӑваласа ҫитсе, пӗр ҫын юлмиччен тураса тӑкрӗҫ.

Ҫавӑнтан вара Татарски хуторӗн «пластунсем» хӑйӑр кӗрчӗсем тӑрӑх таҫта сулахай ҫыранра ҫапкаланса ҫӳрерӗҫ. Сотньӑран казаксем отпуска пыманпа пӗрех темелле. Мӑнкун тӗлне ҫеҫ вӗсем, калаҫса татӑлнӑ пек пӗр харӑс, ҫур сотньӑна яхӑн хутора кӗпӗртетсе ҫитрӗҫ. Казаксем килӗсенче пӗр кун пурӑнчӗҫ, ӳте кӗчӗҫ те, аялти кӗпи-йӗмӗсене улӑштарса, салӑ, сухари тата ытти апат-ҫимӗҫ илсе, турра пуҫҫапма кайнӑ пек (туясем вырӑнне ҫеҫ винтовкӑсем йӑтнӑ) эшкерленсе, Дон леш енне касса кайрӗҫ, Елански еннелле сулланчӗҫ. Вӗсене арӑмӗсем, амӑшӗсем, йӑмӑкӗсем Татарски тӑвайккийӗ тӑрринчен, Дон хӗрринчи сӑрт ҫинчен пӑхса тӑрса ӑсатрӗҫ. Хӗрарӑмсем ӳлесе йӗрчӗҫ, макӑрса хӗрелнӗ куҫӗсене явлӑксен, шаль тутӑрсен вӗҫӗсемпе шӑлчӗҫ, нӑшлата-нӑшлата, аялтан тӑхӑнакан юбка аркисем ҫине сӑмса шӑнкартрӗҫ… Донӑн тепӗр енче, ҫурхи шыв илнӗ вӑрман хыҫӗнче, Христоня, Аникушка, Пантелей Прокофьевич, Степан Астаховпа ытти казаксем хӑйӑр кӗрчӗсен тӗмескисем тӑрах кӑштӑртатса утрӗҫ. Пӑрса хунӑ винтовка штыкӗсем ҫинче апат-ҫимӗҫ тултарнӑ пир хутаҫҫисем сулланса пычӗҫ, ҫил ҫинче ҫеҫенхир юррисем чапӑр шӑрши пек салхуллӑн вӑркӑшса юхрӗҫ, казаксем хушшинчи калаҫу сӳрӗккӗн сӳтӗлсе тӑсӑлчӗ… Хутортан вӗсем кичеммӗн, анчах тутӑ хырӑмпа, таса кӗпе-йӗмпе тухрӗҫ. Праҫник умӗн арӑмӗсемпе амӑшӗсем, шыв ӑшӑтса, ӳт ҫумӗнче ҫулланса ларнӑ кирӗкӗсене ҫуса ячӗҫ, служивӑйсен юнне каҫса кайсах юратакан пыйтӑ-шӑркана тасатрӗҫ. Мӗнтен япӑх пултӑр-ши килте эпекленсе-савӑнса пурӑнма? Анчах мӗн тӑвӑн, каймаллах ҫав ӗнтӗ вилӗме хирӗҫ… Каяҫҫӗ те. Ҫамрӑк, тин кӑна повстанецсен ретне илнӗ вунултӑ-вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗтсем, аттисемпе пушмакӗсене хывса, ӑшӑ хӑйӑр тӑрӑх ҫара уран ҫатлаттарса утса пычӗҫ. Хӑйсене мӗншӗн савӑнӑҫлине ӑнланмарӗҫ вӗсем, пӗр-пӗрин хушшинче хаваслӑ сӑмах-юмах та шӗкӗлченсех пычӗ, ларсах ҫитмен улшӑнчӑк сасӑпа юрласа та илчӗҫ. Вӑрҫӑ вӗсемшӗн — ҫӗнӗ япала-ха, ача вӑййи майлӑ туйӑнаканскер. Вӗсем малтанхи кунӗсенче пуля шӑхӑрнине те пӗчӗк кӑна окоп хӗрринчи нӳрӗ тӑпрас хыҫӗнчен пуҫӗсене ҫӗклесе тӑнлаҫҫӗ. Окоп алтма, пеме, хӑйсен япалисене походра чух типтерлӗ илсе ҫӳреме, унтан тата лайӑхрах хӳтлӗх суйлама вӗрентнӗ чух фронт тути-масине астивсе курнӑ казаксем вӗсене тиркесе те илеҫҫӗ: «Симӗс манка!» — тесе ятлаҫҫӗ; тавҫӑрусӑр ҫамрӑк-кӗрӗме вут ҫинче пыйтӑ-шӑркана питӗ ӑста вӗтелеме, ура ывӑннине ан туйччӑр, атӑ ӑшӗнче «лӑкӑш-лакӑш ан ҫуретчӗр» тесе, тӑлавар сырма та вӗрентеҫҫӗ. «Манка ҫури» хӗрлӗармеец пули тирсе кайичченех хӑйне хупӑрласа тӑракан вӑрҫӑ тӗнчи ҫине кайӑкӑнни евӗр тӗлӗнсе хытса кайнӑ куҫпа пӑхать, ҫав самантсенчех, пӗлес килнипе ҫунса, «хӗрлисене» лайӑхрах курса илме тӑрӑшса, окопран пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле тинкерет. Пуля вилмеллех пырса сӑхрӗ пулсан, ҫав вунултӑ ҫулхи «салтак» кӗлеткине йӑрӑст тӑсса хурать те, ниепле те вара ӑна хӑйӗн кӗске кӑна вунултӑ ҫулне параймастӑн. Пӑхатӑн та — ав еплескер, ачалла алӑллӑ, урлӑ хӑлхаллӑ, тӗрекленсе ҫитеймен ҫинҫешке мӑйӗ ҫинче анчахрах кӑна карланки мӑкӑрӑлма пуҫланӑ пысӑк арҫын ача кӗлетки выртать. Унтан ҫамрӑк йӗкӗте аслашшӗсемпе ватӑ аслашшӗсен шӑмми-шакки ҫӗрсе пӗтнӗ масар ҫине пытарма тӑван хуторне турттарса кайӗҫ. Амӑшӗ ӑна аллисене сарса кӗтсе илӗ те, вилнӗ ывӑлӗшӗн нумай хушӑ хӳхле-хӳхле, хӑйӗн кӑвак пуҫӗнчи тӑрмаланчӑк ҫӳҫ пайӑркисене тӑпӑлтарӗ. Унтан, ывӑлне ҫӗре чикнӗ масар тӗмески ҫинче тӑм типсе хытӑрканӑ хыҫҫӑн, вӑл, ватӑлса кайнӑскер, амӑшӗн лӑпланма пӗлми хуйхи-суйхине пула кӗлеткипе кукӑрӑлса пӗкӗрӗлнӗскер, чиркӗве ҫӳреме, хӑйӗн «пуҫне ҫинӗ» Ванюкне е Ҫумккине асӑнса кӗлтутарма пуҫлӗ.

Пулать-ҫке-ха — пуля пӗр-пӗр Ванюка е Ҫумккана вилмеллех мар сӑхса кайӗ те, ҫавӑн чухне тин вӑл вӑрҫӑн хӗрхенӳсӗр хаярлӑхне ӑнланса ҫитӗ. Унӑн тӗксӗм мамӑкпа сырӑннӑ тути вара, туртӑнса илсе, йӳҫҫӗн чалӑшӗ. Мулкачӑнни майлӑ, ача сассине аса илтерекен сасӑпа ҫак салтак: «Ай питӗ ап-ап-ҫке, анне!» тесе ҫухӑрса ярӗ те, унӑн куҫӗсенчен вӗтӗ-вӗтӗ куҫҫуль тумламӗсем йӑпӑртатса юхӗҫ. Санитари урапи ӑна ҫулсӑр-мӗнсӗр хирти лакӑм-тӗкӗмсенче силлесе пырӗ, суранне ыраттарӗ. Ӑна-кӑна пайтах астивсе курнӑ сотня хвершӑлӗ пуля е снаряд ванчӑкӗ шӑтарса кӗнӗ вырӑна ҫуса тасатӗ, кула-кула, пӗчӗк ачана йӑпатнӑ пек: «Мяукӑн та пи-пи пултӑр, чакакӑн та ап-ап пултӑр, Ванюкӑн ҫеҫ сывалтӑр», — тесе йӑпатӗ. Ванюк «салтак» макӑрӗ, киле яма тархасласа йӑлӑнӗ, амӑшне кӑшкӑра-кӑшкӑра чӗнӗ. Пӗр те пӗр суранӗ тӳрленсе тепӗр хут сотньӑна лекес пулсан, вӑл вӗренсе ҫитӗ вара пурне те тӑнч ӑнланма. Пӗр-икӗ эрне стройра, ҫапӑҫусемпе тытӑҫусенче пулса курӗ, чунӗпе хытӗ те, унтан, кур ав, тыткӑна илнӗ хӗрлӗармеец патне пырса тӑрӗ, урисене чармакласа, аяккалла чӑртлаттарса сурса, пӗр-пӗр кӑйӑк чӗреллӗ вахмистр пек, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарма, улшӑнчӑклӑ хулӑн сасӑпа ыйтма пуҫлӗ:  — Ну мӗнле ӗнтӗ, мужик, лекрӗн-и, апла-капласкер? Ха-а-а! Сӗр кирлӗ пулчӗ-и сана? Пӗртанлӑх? Эсӗ кӑмунян пулӗ-халӗ? Тӗрӗссине кала, ҫӗлен! — унтан хӑйӗн теветкелне, «казакла» шухӑшлӑхне кӑтартас тесе винтовкине ҫӗклӗ, совет влаҫӗшӗн, коммунизмшӑн, ҫӗр ҫинче нихҫан та вӑрҫӑ-харҫӑ тӑвас маршӑн ҫапӑҫнӑ тата Дон ҫӗрӗ ҫинче вилӗме йышӑннӑ ҫынна персе вӗлерӗ.

Вара ҫав хӗрлӗармеецӑн ӑҫта та пулин Мускав е Вятка кӗпӗрнинче аслӑ Совет Раҫҫейӗнчи пӗр-пӗр паллӑ мар ялта пурӑнакан амӑшӗ, ывӑлӗ «ӗҫхалӑхне улпут-хуҫасемпе капиталистсен пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларассишӗн шурӑгвардеецсене хирӗҫ ҫапӑҫса пуҫ хуни…» ҫинчен хыпар илсе, хурлӑхлӑн хӳхлесе макӑрса ярӗ. Вӗри хуйхӑпа хупланӗ амӑшӗн чӗри, куҫҫульпе шӑварӑнӗҫ унӑн сӳнӗк куҫсем, унтан кашни кунах, яланах ҫапла, вилсе выртичченех вӑл тахҫан хӑй варӗнче йӑтса ҫӳренӗ, чӗп-чӗр юн пулса тата хӗрарӑм асапӗпе асапланса ҫуратнӑ, кайран таҫти пӗлмен-туман Дон ҫӗрӗнче тӑшман аллинчен пӗтнӗ ывӑлне асӑнса пурӑнӗ…

Акӑ ӗнтӗ ҫулсӑр-мӗнсӗрех Татарски пехотин фронтран тарнӑ ҫурма сотни утса пырать. Хумлӑн-хумлӑн явӑнакан хӑйӑр ярӑмӗсем тӑрӑх, хӑмла ҫырли тӗсӗпе йӑлтӑртатакан хӗрлӗ ҫӳҫесем хушшипе утать вӑл. Ҫамрӑксем — хаваслӑн, нимӗн шухӑшсӑр, кулса-тӑрӑхласа «гайдамаксем» тесе ят панӑ стариксем ассӑн хашлатса, чӗмсӗррӗн пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗсене ыттисенчен пытарса утаҫҫӗ; ӗнтӗ суха тума, сӳрелеме, акма вӑхӑт ҫитнӗ; ҫӗр хӑй патне йыхӑрать, кунӗн-ҫӗрӗн канӑҫ курмасӑр чӗнет, кунта ав ҫапӑҫма тивет, ирӗксӗр ҫӗртенех ӗҫсӗр аптӑраса, хӑраса-сехӗрленсе, нуша тӳссе тата хуйхӑрса, ют хуторсем тӑрӑх вилесле асапланса ҫӳрес пулать. Ҫавӑнпа вӗресе тӑкӑнать те куҫҫуль сухаллӑ ватӑсен, ҫавӑн пиркиех кӑмӑлсӑррӑн утаҫҫӗ те вӗсем малалла. Кашниех хӑйӗн пӑрахса тухса кайнӑ хуҫалӑхне, выльӑх-чӗрлӗхне, ака-суха хатӗрӗсене аса илет. Пурин патне те арҫын алли кирлӗ, пурте кил хуҫи куҫӗсӗр юлнӑшӑн йӗрет. Мӗнех ыйтӑн-ха хӗрарӑмсенчен? Типсе каять акӑ ҫӗр, акса ӗлкӗреймеҫҫӗ вӗсем, тепӗр ҫул вара выҫлӑхпа юнаса хӑратать. Ахальтен мар ҫав халӑхра «хуҫалӑхра чике-старик те ҫамрӑк арӑмран ирттерет», тенӗ.

Сӑмах чӗнмесӗр утаҫҫӗ хутор тӑрӑх стариксем. Пӗр ҫамрӑк пӑшалпа персе ярсан тин вӗсене чун кӗнӗ пек пулчӗ. Усӑсӑр пӗтернӗ патронӑн (кун пирки повстанецсен вӑйӗсен командующийӗн приказӗнче хытӑ хытарса каланӑ) стариксем айӑпа кӗнӗ йӗкӗте ӑс кӗртме шутларӗҫ. Ҫилӗ ҫавӑн ҫине куҫрӗ, ӑна лайӑх кӑна ислетрӗҫ.

— Хӗрӗх хутчен хулӑпа! — сӗннӗччӗ Пантелей Прокофьевич.

— Ытла пит нумай!

— Ҫитесси пулмасть вара унтан!

— Шеш-над-цать! — ҫирӗппӗн татса каларӗ Христоня.

Вунулттӑпа, мӑшӑрлӑ хисеппе, килӗшрӗҫ. Айӑпа кӗнӗ йӗкӗте хӑйӑр ҫине тӑсса пӑрахрӗҫ, йӗмне антарчӗҫ, Христоня, юрӑ ӗнӗрлесе, пекӗпе сарӑ мамӑклӑ кӑчкӑ кӑларнӑ чӗрӗ хулӑсем касрӗ, хӗнекенни Аникушка пулчӗ. Ыттисем ҫывӑхра чӗлӗм туртса ларчӗҫ. Унтан каллех малалла кайрӗҫ. Хулӑпа хӗненӗ йӗкӗт, йӗмне туртса ҫыхнӑ май куҫҫульне шӑлкаласа, чи хыҫалта сӗтӗрӗнсе пычӗ.

Хӑйӑр ярӑмӗсенчен иртсе кӑвак тӑмлӑ ҫӗр ҫине тухсанах шӑкӑл-шӑкӑл сӑмах-юмах пуҫланчӗ.

— Ав вӑл, ҫӗр-анне, хӑйӗн хуҫине кӗтет. Хуҫин хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫук, эсрелсем сӑрт-тӑвайкки тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳреҫҫӗ, вӑрҫӑ вӑрҫать, — хашлатса ячӗ пӗр мучи, кӗрхи ҫӗртме тунӑ, типсе пыракан ҫӗр лаптӑкӗ ҫинелле кӑтартса.

Суха ани патӗнчен ҫаврӑнса иртрӗҫ. Кашниех ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ, ҫурхи хӗвел шӑрши ҫапнӑ типӗ тӑпрана алла илсе, ватса пӑхрӗ, хуйхӑллӑн хаш-хаш сывлас мар тесе тӑрӑшрӗ.

— Ӗлкӗрсе ҫитрӗ ҫӗр!

— Лӑпах вӑкӑр кӳлсе тухма вӑхӑтчӗ.

— Виҫӗ талӑк ирттерсе яр та, унта вара акма юрӑхлӑ та пулмасть.

— Пирӗн патра, леш енче, кӑшт иртерех.

— Ара-ҫке, иртерех! Пӑх ав, Дон хӗрринчи ҫырмасенче халӗ те юр выртать.

Унтан канма чарӑнчӗҫ, кӑнтӑрлахи апат турӗҫ. Пантелей Прокофьевич чӗр хулӑпа вӗтсе илнӗ йӗкӗте хӑймине пуҫтарса илнӗ «ҫӗве» турӑхӗпе хӑналарӗ. (Ӑна вӑл винтовка кӗпҫи ҫумне ҫыхса хунӑ уртмахпа йӑтнӑччӗ те, шывӗ ҫул тӑршшипех сӑрхӑнса юхса пычӗ. Аникушка шӑл йӗрме те ӗлкӗрчӗ: «Сана, Пантелей Прокофич, йӗр тӑрӑхах тупма пулать, — терӗ. — Сан хыҫран вӑкӑр чӗҫ туса пынӑ пек йӗпе йӗр йӑрласа пырать».) Хӑналарӗ те сумлӑн каларӗ:

— Эсӗ ан ҫиллен ваттисене, ухмах пуҫ. Ну, хӗнерӗҫ, мӗнех-ха уншӑн! Тӑн вӑл патакпа кӗрет.

— Хӑвна ҫавӑн пек ӑшалантарасчӗ, Пантелей мучи, ун чух урӑх сасӑпа юрламаллаччӗ!

— Мана хытӑрах та лектернӗ, йӗкӗт.

— Хытӑрах?

— Ара ҫав, хытӑрах та. Кам пӗлмест, ара: ӗлӗк хальхи пек мар хӗнетчӗҫ.

— Хӗнетчӗҫ сана.

— Паллах, хытӑ хӗнетчӗҫ. Пӗрре ҫапла атте ҫурӑм тӑрӑх туртапа та туртса панӑччӗ, ҫапах та пурпӗр сывӑ юлтӑм, йӗкӗт.

— Туртапа!

— Калатӑп-ҫке, туртапа тесе, сначчӑт, — туртапах. Э, тунката! Ҫи, ара, сӗтне, мӗн куҫупа ман ҫӑвара пӑхса ларатӑн? Кашӑку авӑрсӑр, хуҫса пӑрахрӑн пулӗ-ха? Тӑрпалттай мар-и! Сахал пачӗҫ-ха паян сана, йытӑ ҫури!

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн чуна ҫӑмӑл та эрех пек ӳсӗртекен ҫурхи сывлӑшра тӗлӗрсе илме шутларӗҫ. Ҫурӑмӗсемпе хӗвеле майлӑ выртрӗҫ, кӑштах харлаттарса илчӗҫ те унтан каллех вара, ҫулсенчен пӑрӑнса, тӳртен тӳрӗ, хӑмӑр ҫеҫенхирпе, пӗлтӗр вырнӑ тырӑ пуссисем тӑрӑх, тӑсӑлса утрӗҫ. Ҫийӗнче вӗсен курткӑсем, шинельсем, сӑхмансемпе укӑртнӑ кӗрӗк пиншаксем; урисенче — атӑсем, пушмаксем; шӑлавар вӗҫӗсене шурӑ чӑлхасем ӑшне ҫавӑрса чикнӗ; урана ним тӑхӑнманнисем те пур. Штыксем ҫинче апат-ҫимӗҫ чикнӗ хутаҫсем сулланса пыраҫҫӗ.

Сотньӑна таврӑнакан дезертирсен ытла та сӳрӗк сӑнӗсене курса, тӑрисем те, аслӑ тӳпен кӑвӑк тинӗсӗнче чӗвӗлтетсе тӑраннӑ хыҫҫӑн, иртсе пыракан ҫурма сотня ҫывӑхнех, курӑк ҫине, ана-ана лараҫҫӗ.

* * *

Григорий Мелехов хуторта пӗр казака та курмарӗ. Ирхине пӑртакҫах ӳснӗ Мишаткине лаша ҫине утлантарчӗ те ӑна Дон хӗррине илсе кайса шӑварма хушрӗ, хӑй Натальйӑпа пӗрле Гришака мучипе хунямӑшне курма кайрӗ.

Лукинична кӗрӳшне куҫҫульпе макӑрса кӗтсе илчӗ.

— Гришенька, ывӑлӑм! Пӗтетпӗр эпир хамӑр Мирон Гриторьевичсӑр, чунӗ ҫӳлти патшалӑхра пултӑрччӗ!.. Ну, кам ӗҫлӗ-ха халӗ пирӗн хирте? Вӑрлӑхӗ кӗлетсем тулли, акма пӗри те ҫук. Эй ҫав, мӗскӗн пуҫӑм! Тӑлӑха юлтӑмӑр эпир, никама кирлӗ мар пултӑмӑр халӗ, пуриншӗн те ют та ытлашши… Кур-халӗ, епле арканса кайрӗ пирӗн хуҫалӑх! Ним патне алӑ ҫитмест…

Хуҫалӑхӗ чӑнахах та хӑвӑрт япӑхса пырать: вӑкӑрсем картишӗнчи ҫатан картана темиҫе ҫӗртен сӗксе йӑвантарнӑ, хӑш-пӗр тӗлте чаракӗсем ӳкнӗ; ҫурхи шыв ҫисе кайнипе сарайӑн саман стени йӑтӑнса аннӑ; анкарти вӗрлӗкӗ ҫук, картишне тасатман, сарай лупасӗ айӗнче тутӑхса пӗтнӗ лобогрейка ларать, ҫавӑнтах хуҫӑлса кайнӑ ҫава тимӗрри йӑваланса выртать… Пур ҫӗрте те юхӑнчӑклӑх йӗрӗсем курӑнаҫҫӗ.

«Йӑлтах пит хӑвӑрт япӑхнӑ хуҫисӗр», — сӳрӗккӗн шухӑшларӗ Григорий, Коршуновсен килне-ҫуртне пӑхса ҫаврӑнса.

Вӑл пӳрте таврӑнчӗ.

Наталья амӑшне темӗн пӑшӑлтатса калатчӗ, анчах Григорие курчӗ те шӑпланчӗ, йӑпӑлтатнӑ пек йӑл кулса илчӗ.

— Анне йӑлӑнса калать, Гриша… Эсӗ кӗҫех уя кайма шутлаттӑнччӗ… Тен, вӗсене те темиҫе теҫеттин акса паратӑн, э?

— Мӗн акмалли-ха сирӗн, анне? — ыйтрӗ Григорий. — Ахаль те тулӑ сирӗн пӳлме туллиех.

Лукинична ҫавӑнтах аллисене сарса пӑрахрӗ.

— Гришенька! Ҫӗрпе мӗн пулӗ вара, ай? Хуняҫу кӗркунне виҫӗ хут сухаланӑ ӑна.

— Ҫӗрпе мӗн пултӑр? Пӑсӑлать-и-мӗн нумай выртса? Чипер сывӑ пулсан, килес ҫул акӑпӑр-ха.

— Мӗнле-ха апла? Ҫӗр уссӑр выртать.

— Фронтсем пӗтеҫҫӗ те акӑ, ун чухне акатӑр, — ӳкӗте кӗртме пӑхрӗ хунямӑшне Григорий.

Анчах Лукинична хӑпмарӗ унран, Григорие кӳреннӗ пек пулса, чӗтреме пуҫланӑ тутине пӗркелентерсе хучӗ.

— Мӗн ҫав ӗнтӗ, санӑн вӑхӑт ҫук е, тен, тата пире пулӑшассу килмесен…

— Юрӗ-ҫке! Ыран хамӑрӑнне акма каятӑп та сирӗнне те пӗр-ик теҫеттин сапса хӑваратӑп. Вӑл та ҫитет сире… Гришака мучи сывах-и тата?

— Тавах сана куншӑн, пӳлӗхҫӗм! — хӗпӗртесе ӳкрӗ Лукинична, сӑнӗпе йӑлкӑшма пуҫласа. — Грипашкӑна каласа хуратӑп: паянах вӑрлӑх турттарса кайтӑр… Му-чу-и? Ниепле турӑ хӑй патне илмест ӑна. Сывви сывах та, юлашки вӑхӑтра ӑсӗпе тайӑла пуҫларӗ темӗн. Кунӗ-ҫӗрӗпе ниҫта тапранмасӑр турӑ кӗнекисем вулать. Тепӗр чух пакӑлтатса каять те, ним ӑнланма ҫук, йӑлт чиркӳ чӗлхипе пуплет… Курса калаҫасчӗ сан унпа. Курницӑра ларать вӑл.

Натальӑн тулли пичӗ тӑрӑх куҫҫуль шӑрҫи йӑрласа юма анчӗ.

Куҫҫуль витӗр кулкаласах каласа пачӗ.

— Нумай пулмасть-ха, кӗтӗм те ун патне, калать ҫак мана: «Мур хӗрӗ! Ма, тет, килсе курмастӑн? Кӗҫех вилетӗп эпӗ, чунӑм. Саншӑн, тет, мӑнукӑмшӑн, чун тухсанах турра сӑмах калатӑп. Ҫӗре кӗрес килет, Натали, тет… Ҫӗр хӑй патне чӗнет. Вӑхӑт!» — тет.

Григорий курницӑна кӗчӗ. Ладан, пӑнтӑх, ҫӗрӗк шӑршипе ватӑ ҫыннӑн таса мар шӑрши тӳрех ун сӑмсине кӳ! ҫапрӗ. Гришака асатте ҫухи ҫумне хӗрлӗ петлицӑсем ҫӗленӗ кивӗ кӑвак мундирнех тӑхӑннӑ, путмар сакки ҫинче выртать. Ҫийӗнчи шалпар шӑлаварне типтерлӗн сапланӑ, шӑтнӑ ҫӑм чӑлхине ҫиппе сӑртакласа ҫӗленӗ. Аслашшӗне пӑхасси халь самаях ӳссе кайнӑ Грипашкӑна куҫнӑ та, вӑл ӑна, тахҫан хӗр чух Наталья пӑхнӑ пекех, тирпейлӗ те юратса пӑхса усрать.

Гришака асатте чӗрҫине библи кӗнеки хунӑ. Вӑл симӗсленсе кайнӑ пӗр харшӑллӑ куҫлӑх айӗпе Григорий ҫинелле пӑхса илчӗ те, йӑл кулса, шурӑ шӑллӑ ҫӑварне уҫрӗ.

— Служивӑй? Чиперех пуль? Упраса хӑварчӗ-ха апла пӳлӗхҫӗ усал пульӑран? Ну, тавах турра. Ирт, лар.

— Сывлӑху мӗнлерех, мучи?

— Аҫ?

— Сывлӑху мӗнле, тетӗп?

— Камит! Туршӑн-хӗвелшӗн те камит эсӗ! Ӑҫтан сывлӑх пултӑр ман ҫулсенче? Эпӗ ӗнтӗ ҫӗр патнелле каҫрӑм. Ҫапла, ҫӗр ҫул ҫине… Пурӑнса ирттертӗм пурнӑҫа — хам та сисмерӗм. Ӗнер анчах эпӗ, ҫамрак та ҫирӗпскер, сарӑ тӗпеклӗ ҫӳҫлӗ ҫӳренӗ пек. Паян вӑранса кайнӑ та ав, хӑрӑк-харӑк кӑна пӗр… Вӗлтлетсе илчӗ те пурнӑҫ ҫуллахи кӑвак хуппи майлӑ, ҫук та вӑл… Ут-пӳ хавшаса ҫитрӗ. Темиҫе ҫул ӗнтӗ кӗлетре тупӑк ларать, турри ав маннӑ пулас ман ҫинчен. Тепӗр чух эпӗ, ҫылӑхлӑ чун, тархаслатӑп та ӑна: «Ҫаврӑнса пӑх, тетӗп, туррӑмҫӑм, хӗрхенӳллӗ куҫупала хӑвӑн чуру Григорий ҫине! Эпӗ те ҫӗршӗн ытлашши чӑрмав, тетӗп, вӑл та маншӑн ҫапах…»

— Татах пурӑнатӑн-ха, асатте. Шӑлу ҫӑвар тулли.

— Аҫ?

— Шӑл нумай-ха сан!

— Шӑл-и? Ха, ухмах! — ҫилленсе кайрӗ Гришака асатте. — Чун ӳте пӑрахса кайма тӑрсан, ӑна шӑлпа ҫыртса чараймастӑн… Ҫаплах вӑрҫатӑн-и, йӗксӗк?

— Вӑрҫатӑп.

— Пирӗн Мӗтри те ҫавах. Курса тӑр ак, нуши пайтах, вӗри куҫҫуль тӑкмалӑхах пулать.

— Ара ҫав.

— Ҫавна калатӑп та. Мӗн тесе вӑрҫатӑр-ха ӗнтӗ? Хӑвӑр та пӗлместӗр! Йӑлтах турӑ каланӑ пек пулса пырать. Пирӗн Мирон мӗншӗн вилчӗ, тетӗн? Турра хирӗҫ пынӑран, халӑха влаҫа хирӗҫ хускатса янӑран. Влаҫӗ вӑл, кирек хӑшӗ пулсан та, — турӑран килет. Хуть влаҫӗ ку атихрист влаҫӗ те-ха, ҫапах турӑ панӑскер. Эпӗ ун чухнех каларӑм ӑна: «Мирон! Эсӗ ан пӑтрат казаксене, — терӗм, — влаҫа хирӗҫ ан тӑрат, ҫылӑха ан кӗрт!» — терӗм. Вӑл пур — мана: «Ҫук, атте, чӑтаймастӑп! Восстани тумалла, ку влаҫа пӗтерсе тӑкас пулать, вӑл пире чӗнкелеме кӑларса ярать. Этемле пурӑнтӑмӑр, халӗ ак ыйткалакана тухатпӑр», — тет. Чӑтса тӑраймарӗ вӗт-ха. Хӗҫ тытакан ҫын хӗҫренех пуҫне ҫиет. Чӑнах ҫапла ку. Ҫынсем калаҫҫӗ-ха, эсӗ, Гришка, генералта ҫӳретӗн, дивизи тытса пыратӑн, теҫҫӗ. Тӗрӗсех-и, ай ҫук?

— Тӗрӗс.

— Командир апла?

— Ну, командир.

— Апла ӑҫта сан еполетсем?

— Эпир пӑрахӑҫ турӑмӑр вӗсене.

Эх, мур пуҫӗсем! Пӑрахӑҫлаҫҫӗ! Мӗн генералӗ пултӑр вара санран? Инкек пӗр! Епле генералсем пурччӗ — пӑхма савӑкчӗ вӗсем ҫине. Самӑрччӗ, мӑн хырӑмлӑ, сумлӑччӗ! Халӗ эсӗ ак… Тьху — чӗлхе ҫине урӑх сӑмах килмест! Ҫийӗнту шинель те лапӑртанса пӗтнӗскер, ҫара пылчӑк, хулпуҫҫи ҫинче еполетсем те, кӑкӑр ҫинче шурӑ кантрасем те ҫук. Ҫӗвӗсенче пыйтӑ кӑна шӑкӑри пулӗ-ха.

Григорий ахӑлтатса кулса ячӗ. Анчах Гришака асатте хӗрсех малалла калаҫрӗ:

— Эсӗ ан кул, эсрел ҫури! Ҫынсене вилӗм ҫине ертсе каятӑн, халӑха хирӗҫ ҫӗклетӗн. Ху ҫине пысӑк ҫылӑх илетен, шӑл йӗрсе тӑма мар унта! Аҫ?.. Ну, ҫапла ҫав. Ҫавах сире пӗтерсе тӑкаҫҫӗ, сирӗнпе пӗрле — пире те. Турӑ сире хӑй ҫулне кӑтартать. Ҫак пирӗн пӑтранчӑк вӑхӑтсем ҫинчен каламан-и-мӗн библире? Ну, итле-халӗ, вуласа кӑтартам сана Еремий пророк каланине…

Старик сарӑхнӑ пӳрнисемпе библин сарӑ страницисене уҫса кайрӗ; питӗ майӗпен, сӑмахӑн кашни сыпӑкне тата-тата, вула пуҫларӗ:

— «Возвестите то языцах и слышато сотворите, воздвигните знамение, возопийте и не скрывайте, рцыте: пленен бысть Вавилон, посрамися Вил, победися Меродах, посрамишаяся изваяния его, сокрушишаяся кумиры их. Яко приде нань язык от севера, той положит землю его в запустение и не будет живяй в ней от человека даже и до скота: подвигнушася отидоша»… Тӑнлантӑн-и, Гришака? Ҫурҫӗртен килеҫҫӗ те акӑ сирӗнне пурсӑрӑнне те, турра маннӑскерсенне, янахӑрсене пӑра-пӑра яраҫҫӗ. Итле ак татах: «В тыя дни и в то время, глаголет господь, приидут сынове израилевы тии и сынове иудины, вкупе ходяще и плачуще, поймут и господа бога своего взыщут. Овцы погибшие быше людие мои, пастыри их совратиша их, и сотвориша сокрытися по горам: с горы на холм ходиша».

— Ку тата мӗне пӗлтерет? Мӗнле ӑнланмалла ӑна? — ыйтрӗ Григорий, чиркӳ-славян чӗлхине начар тӗшмӗртекенскер.

— Эсир, халӑха пӑтратакансем, сӑрт-тусем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрессе, эппин, йӗксӗк ҫури. Тата эсир казаксемшӗн кӗтӳҫсем те мар, тӑнсӑр такасенчен те ухмах, хӑвӑр мӗн хӑтланнине хӑвӑр та чухлаймастӑр… Итле малалла: «Забыша ложа своего, вси обретающая их снедаху их». Ку та шӑпах тӗл килет! Пыйтӑ ҫимест-и-ха сире, ай?

— Пыйтинчен чӑнах ҫӑлӑнӑҫ ҫук, — йышӑнчӗ Григорий.

— Ҫапла пулса тухать те вӑл. Унтан ак тата мӗн ҫырнӑ: «И врази их рекоша: не пощадим их, зане согрешиша господу. Отыдите от среды Вавилона и от земли Халдейски, изыдите и будете яко возлица пред овцами. Яко се аз воздвину и приведу на Вавилон собрания языков великих от земли полунощныя, и ополчатся нань: оттуда пленен будет, яко же стрела мужа сильна, искусна, не вазвратится праздна. И будет земля Халдейска в разграбление, вси грабители ее наполнятся, глаголет».

— Григорий мучи! Сан мана вырӑсла куҫарса каласчӗ, капла ӑнланаймастӑп эпӗ, — пӳлчӗ Григорий.

— Анчах старик тутине мӗкӗлтеттерсе илчӗ, ун ҫинелле сӳнӗк куҫӗпе пӑхса каларӗ:

— Халех пӗтеретӗп, итле: «…Скакаете бо яко тельцы на траве и бодосте яко же волы. Поругана бысть мати ваше зело, и посрамися родившая вас: се последния во языцех пуста и непроходна, и суха. От гнева господня не поживут вовек, но будет весь в запустение, и всяк ходай сквозе Вавилон подивится и позвиждет над всякою язвою его».

— Мӗнле ӑнланмалла-ши куна? — каллех ыйтрӗ Григорий, кӑштах кӳренсе.

Гришака асатте нимӗн те хуравламарӗ, библине хупса хучӗ те путмар сакки ҫине тайӑнса выртрӗ.

«Ӗмӗр ҫынсем ҫапла, — шухӑшларӗ Григорий курницӑран тухнӑ май: — яш чух ураҫҫӗ, эрех пехлеҫҫӗ, ыттипе те пайтах ҫылӑха кӗреҫҫӗ, ватӑласпа вара ҫамрӑк чух хӑйсем мӗнле тискер пулнӑ — ҫавӑн пекех турӑ хыҫне пытанаҫҫӗ. Гришака мучиех ак. Шӑлӗсем — кашкӑрӑнни пек. Каланӑ тӑрӑх, ҫамрӑк чух, службӑран таврӑнсан, ӑна пула хуторти мӗнпур хӗрарӑм макӑрнӑ, теҫҫӗ, ал айне лекни пурте ун пулнӑ. Халӗ ак… Э, ҫук, эхер те хам ватӑличчен пурӑнас пулсан, ҫав йӑх-яха вуласа лармастӑпах! Библисемпе йӑпанакан йышши мар эпӗ».

Хунямӑшӗ патӗнчен таврӑннӑ чухне Григорий Гришака асаттепе калаҫнӑ сӑмахсем ҫинчен, библири ытарлӑ, ӑнланмалла мар «пуплевсем» ҫинчен шухӑшласа пычӗ. Наталья та сӑмах хушмарӗ. Хальхинче вӑл упӑшкине яланхи пек мар сиввӗн кӗтсе илчӗ — Григорий Каргински станици тӑрӑх хӗрарӑмсемпе асса-тӗссе ҫӳрени ҫинчен сас-хура унӑн хӑлхине те ҫитнӗ, ахӑр. Григорий таврӑннӑ кун вӑл, каҫхине, ӑна курницӑри кравать ҫине вырӑн сарса пачӗ те хӑй, кӗрӗк витӗнсе, арча ҫине выртрӗ. Анчах ӳпкелешсе пӗр сӑмах та каламарӗ, нимӗн те ыйтса пӗлмерӗ. Хӑйсен хушшинчи ҫавӑн пек нихҫан пулман сивӗ ютшӑнун сӑлтавӗсем пирки халех пӗлме ир тесе, Григорий те шӑпӑрт шарламӑсӑр ҫӗр каҫрӗ.

Вӗсем, пӗр-пӗринчен нихҫанхинчен те ютскерсем, пушӑ урампа сӑмах чӗнмесӗр утса пычӗҫ. Кӑнтӑр енчен ӑшӑ та йӑваш ҫил вӗрет, хӗвелтухӑҫӗнче ҫӑра, ҫуркуннехилле шурӑ пӗлӗтсем капланнӑ. Вӗсен сахӑр тӗслӗрех ҫутӑ сенкер тӳписем, тӗтӗм пек мӑкӑрланса, хӑйсен кӳлеписене улӑштараҫҫӗ, Дон айккинче симӗсленсе кайнӑ сӑрт хӗррисем патнелле юхса пырса кӗпӗрленеҫҫӗ. Малтанхи аслати кӗмсӗртеткелесе илет, хуторта йывӑҫсен кӳпчеме пуҫланӑ папкисен, ирӗлнӗ хура тӑпран уҫӑ шӑрши сарӑлнӑ. Донӑн кӑвак ытамӗнче шурӑ ҫилхеллӗ хумсем явӑнаҫҫӗ. Анат енчен вӗрекен ҫил чуна ҫӗклентерекен нӳрӗ варкӑш, ҫӗршӗнекен ҫулҫӑсемпе йӗпе йывӑҫсен хӗрхӳ шӑршине илсе килет. Сӑрт тайлӑмӗнче хура плющ саплӑкӗ пек курӑнса выртакан ҫӗртме пусси пӑспа йӑсӑрланать; чӗлтӗрти ӑрша Дон хӗрринчи сӑрт тӗмескисем ҫийӗн вӗлтӗртетсе юхать; ҫул тӗлӗнчех шӑнкӑрчӑ киленсе юрлать; ҫул урлӑ чупса каҫакан тыркассем шӑхӑра-шӑхӑра илеҫҫӗ. Хӑватлӑ пулӑх тапса тӑракан, пурнӑҫ ырлӑхӗн иксӗлми вӑйӗпе сывлакан ҫак пӗтӗм аслӑ тӗнче тӳпинче вара, — ҫӳллӗ те мӑнаҫлӑ хӗвел.

Сӑрт ҫинчен кӗрлесе анакан ҫурхи шыв, ачалла хаваслӑхпа шавласа, Доналла ыткӑнса юхакан ҫырма ҫинчи кӗпер патӗнче, хутор варринче, Наталья чарӑнса тӑчӗ. Пушмак пӳшкӗнне хытарам пек туса, тӗрӗссипе питне Григорирен пытарасшӑн пулса, ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ, ыйтрӗ:

— Мӗн ним шарламасӑр пыратӑн?

— Мӗн калаҫас санпа?

— Калаҫмалли пур… Каласа кӑтартасчӗ ху Каргин таврашӗнче мӗнле ӳсӗр ҫӳрени, йӑкӑл-якӑл хӗрарӑмсемпе аскӑнни ҫинчен…

— Эсӗ пӗлетӗн те-и?.. — Григорий табак енчӗкӗ кӑларса, чикаркка ҫавӑрма пуҫларӗ. Килти табакпа хутӑштарнӑ илепертен ырӑ шӑршӑ ҫапрӗ. Григорий тӗтӗме ӑша ҫӑтрӗ, тепӗр хут ыйтрӗ:  — Пӗлетӗн-ха эппин? Камран?

— Пӗлетеп, калатӑп пулсан. Пӗтӗм хутор пӗлет, хыпарлакансем пур.

— Пӗлетӗн пулсан, мӗн каласа парас тата?

Григорий сарлака утӑмсемпе утса кайрӗ. Хӑма сарнӑ кӗпер ҫинче, ҫуркунннхи таса шӑплӑхра, унӑн сайран илтӗнекен ури сассисемпе ӑна хӑваласа ҫитме васкакан Наталья вӗтӗртетни янӑраса тӑчӗ. Кӗпер урлӑ каҫсан, Наталья хӑвӑрт йӑрласа анакан куҫҫульне шӑла-шӑла илсе, шӑпӑрт пычӗ, унтан, ӗсӗклес килнине ҫӑтса, тытӑнчӑклӑн ыйтрӗ:

— Каллех ӗлӗкхине пуҫлатӑн-и?

— Чарӑн, Наталья!

— Карӑнманскер, тӑранми кӗрт пуҫӗ! Мӗншӗн мана каллех асап кӑтартатӑн?

— Такам лӑпӑр-лапӑрне сахалтарах итлесчӗ сан.

— Ху йышӑнтӑн-иҫ!

— Сана чӑн пулни ҫумне темтепӗр хушса суйса тултарнӑ пулас. Ну, кӑштах айӑплӑ сан умра… Пурнӑҫӗ хӑй айӑпа кӗртет вӑл, Наташка… Пӗрехмай вилӗмпе юнашар ҫӳретӗн, ну, пулать вара тепӗр чух чикӗрен тухасси…

— Ачусем ав мӗн пысӑкӑш! Мӗнле намӑс мар сана куҫна мӗкӗлтеттерме!

— Хӑ! Намӑс! — Григорий кӑпӑк пек шурӑ шӑлӗсене йӑлкӑштарса кулса ячӗ. — Ун ҫинчен шухӑшлама та маннӑ эпӗ. Пӗтӗм пурнӑҫ кутӑн-пуҫӑн пӗтӗрӗнет пулсан, мӗн унта намӑс-симӗсӗ… Ҫынсене вӗлеретӗн… Тем тума кирлӗ ку пӑтрану… Мӗнле калам-ха сана? Ӑнланмастӑн эсӗ! Сан ӑшунта халь хӗрарӑм тарӑхӗ вӗчӗлтетет, ман чуна мӗн хӑйранине, мӗскер ман юна ӗмнине ӑнкарма пултараймастӑн эсӗ. Эпӗ акӑ эрех патне те туртӑнакан пултӑм. Нумай пулмасть мана тытамак та тытрӗ. Пӗр хушӑ чӗре тапма пӑрахрӗ, ӳт-пӳ сӳлетсе кайрӗ… — Григорий сӑнӗпе тӗксӗмленчӗ, сӑмахӗсем асаплӑн тӑвӑнса тухрӗҫ:  — Йывӑр мана, ҫавӑнпа мӗнпе те пулин — эрехпе-и е хӗрарӑмпа йӑпанса — манса каяс тесе, ҫӳретӗн те ҫапкаланса… Чим эсӗ! Пар каласа пӗтерме: манӑн ав ак ҫакӑнта сурса ыратать, пӗрмаях чуна вӑтӑрса хӗсет… Тӗрӗс мар пурнӑҫӑн ҫулӗ-сукмакӗ. Тен, эпӗ те айӑплӑ пулӗ унта… Халех ак хӗрлисемпе ҫураҫмаллаччӗ те — кадетсем ҫинеччӗ. Мӗнле тӑватӑн-ха куна? Кам пире совет влаҫӗпе мирлештерӗ? Пурсӑмӑр тарӑхне мӗнле ирттерсе ямалла? Казаксем ҫурри яхӑн Донец леш енче ҫӳреҫҫӗ, кунта юлнисем — урса кайрӗҫ, хӑйсен ури айӗнчи ҫӗре кӑшлаҫҫӗ… Ман пуҫра йӑлтах пӑтранса пӗтрӗ, Наташка… Гришака аслаҫу та библи тӑрӑх вуласа кӑтартрӗ акӑ, эпир тӗрӗс мар тунӑ, пӑлханма кирлӗ пулман, тет. Аҫуна вӑрҫса пӗтерчӗ.

— Асатте — вӑл йӳтенӗ ӗнтӗ! Халӗ сан черет.

— Пӗр ҫапла калаҫма кӑна пӗлетӗн ҫав эс. Урӑххи патне ӑсу ҫӗкленеймест…

— Эх, сӗтӗрес марччӗ сан мана армантан вӑрмана! Асса-иртӗхсе ҫуренӗ, айӑпа кӗнӗ, халӗ ак пурне те вӑрҫӑ ҫине йӑвантаратӑн. Пурте ҫавӑн йышши эсир! Сана, эсреле пула, сахал нуша чӑтрӑм-и эпӗ? Шеллетӗп халӗ, ун чух вилмеллех касӑлайманшӑн…

— Урӑх ним ҫинчен те калаҫаймастӑн санпа. Енчен пит йывӑр пулсан, макӑр, эппин, кӑшкӑрса, сирӗн хӗрарӑмсен хуйхине куҫҫуль яланах пусаракан. Эпӗ йӑпатмастӑп сана. Ют юнпа пуҫ тӳпи таран вараланнӑ та, эпӗ ӗнтӗ никама шеллеме пултараймастӑп. Ачасене тесен, вӗсене те шеллеместӗппе пӗрех, хама шеллес пирки шухӑшламастӑп та. Вӑрҫӑ мана йӑлтах ӗмсе кӑларчӗ. Эпӗ хамшӑн хам хӑрушӑ пулса ҫитрӗм… Кӗрсе курасчӗ санӑн ман чуна, унта пушӑ ҫӑл тӗпӗнчи пек хура…

Ҫывхарса ҫитнӗ хамӑр кӑйӑк пӗлӗт ластӑкӗнчен шултра ҫумӑр чалӑшшӑн тӑкӑнма пуҫланӑ тӗле вӗсем киле ҫитнипе пӗрехчӗ ӗнтӗ. Ҫумӑр ҫул ҫинчи хӗвел шӑршиллӗ ҫӑмӑл тусана вырттарчӗ, хуралтӑ тӑррисем ҫинче тӑкӑртатрӗ, сывлӑша варкӑшса тӑракан сивӗ юхӑмпа уҫӑлтарчӗ. Григорий шинель тӑхисене вӗҫертрӗ, ӗсӗклесе макӑракан Натальйӑна хӑрах аркӑпа пӗркентерсе, хулпуҫҫийӗнчен ыталарӗ. Чашлаттарса ҫӑвакан ҫурхи ҫумӑр айӗнче вӗсем, пӗр шинелпе пӗркеннӗскерсем, пӗр-пӗрин ҫумне ҫӑтӑ пӑчӑртаннипех картишне кӗчӗҫ.

Каҫхине Григорий запашника майларӗ, сеялка тимӗррисене тыткаласа пӑхрӗ. Чукун Ҫеменӗн тимӗрҫе вӗреннӗ вунпилек ҫулхи ывӑлӗ (вӑл восстани пуҫланнӑ хыҫҫӑн Татарскинче пӗртен-пӗр тимӗрҫӗ юлнӑ) Мелеховсен кивӗ акапуҫне аран майлакаласа тӗрен лартса пачӗ. Ҫурхи ӗҫсем валли йӑлтах хатӗр ӗнтӗ. Вӑкӑрсем самӑр хӗл каҫнӑ, Пантелей Прокофьевич хатӗрленӗ утӑ вӗсене ытлашшипех ҫитсе пынӑ.

Ирхине Григорий ҫеҫенхире кайма пуҫтарӑнчӗ. Ильиничнӑпа Дуняшка, сухаҫӑ валли шуҫӑм ҫути килнӗ тӗле ҫимеллисем пӗҫерсе хатӗрлес тесе, каҫа хирӗҫ вут хутса ячӗҫ. Григорий пӗр пилӗк кун хирте ӗҫлеме, хӑйсенне тата хунямӑшӗнне акма, тепӗр икӗ теҫеттинне кавӑн-арпуспа хӗвелҫаврӑнӑш валли сухаласа пӑрахма, унтан вара ака-суха ӗҫӗсене пӗтерме ашшӗне сотньӑран чӗнсе илме шутларӗ.

Пӳрт мӑрйинчен ҫутӑ кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса тухать, хуранай вӗҫерме типӗ шанкӑ пухса, картиш тӑрӑх Дуняшка вӗткеленсе ҫӳрет. Хӗр чухнехи пурнӑҫ ӑна чиперлентерсе-тӗреклентерсе янӑ. Григорий унӑн чӑмӑр пӗвӗ-сийӗпе ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем ҫине сӑнасарах пӑхса илчӗ те салхуллӑн та кӳренерех шухӑшларӗ: «Пӑх-халӗ, мӗнешкел хӗр ӳсрӗ пирӗн! Эх, йӑлттам лаша пек вӑркӑнса иртет пурнӑҫ. Нумай пулать-и Дуняшка манкине те шӑлма пӗлмен хӗрачаччӗ; ҫӳретчӗ чупса, ҫурӑмӗ хыҫӗнче пӗчӗк ҫивӗтӗсем шӑши хӳри пек пӗтӗлтететчӗҫ, халӗ пӑх ав епле вӑл, паян тесен паян хӑть качча пар. Мана ӗнтӗ кӑвак пӗрчӗсем сырса илчӗҫ, пурте ман каялла кайса пырать… Тӗрӗс каларӗ Гришака мучи «пурнӑҫ ҫуллахи кӑвак хуппи пек ялтлатса иртрӗ» тесе. Этеме пурнӑҫ ҫулӗпе утнӑ ахаль те ӗнтӗ кӗске вӑхӑт уйӑрса панӑ, кунта ав ӑна та чакарма тивет… Кама кирлӗ ҫак мӑшкӑл! Вӗлерсен хуть — хӑвӑртрах вӗлерччӗринччӗ».

Ун патне Дарья пырса тӑчӗ. Петро вилнӗ хыҫҫӑн вӑл ытла та хӑвӑрт юсанса кайнӑ. Малтанхи вӑхӑтра салхуччӗ, хуйхӑпа сарӑхса кайнӑччӗ, хӑштах ватӑлнӑ пек те туйӑнатчӗ. Акӑ ӗнтӗ ҫурхи ҫил вӗрсе ячӗ те, хӗвел ӑшшӑнрах пӑхма пуҫларӗ, — Дарйӑн хуйхи-суйхи те ҫурхи юрпа пӗрлех сӗвӗрӗлсе-сирӗлсе кайрӗ. Тӑрхаларах питҫӑмартисем черченнӗн хӗрелсе ҫуталчӗҫ, унччен тӗссӗрленнӗ куҫӗсем йӑлкӑшакан пулчӗҫ; утасса та малтанхи пекех ҫӑмӑллӑн пӑркаланса утать… Ӗлӗкхи йӑли-хӑнӑхӑвӗ те ҫӗнӗрен таврӑнчӗ: ҫинҫе куҫ харшисен пӗкечисем каллех ӗнтӗ хуралчӗр, питҫӑмартисем ҫӳхе ҫу сийӗпе йӑлтӑртатса ҫуталчӗҫ; каллех вӑл шӳтлесе калаҫма, кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе Натальйӑна вӑтантарма тапратрӗ; тути хӗррисем тӑтӑшрах та тӑтӑшрах темскере кӗтекен тӗтреллӗ кулӑпа ирӗлчӗҫ… Пурнӑҫ хӑвачӗ каллех ӗнтӗ ӑна ҫӗнтерсе илчӗ.

Дарья, ӑшшӑн йӑлкӑшса кулса, Григорий патне пырса тӑчӗ. Унӑн писев сӗрнӗ питӗнчен ӳсӗртсе ямалла уҫӑ шӑршӑ ҫапрӗ.

— Тен, пулӑшмалла сана мӗн те пулин, Гришук?

— Ним те пулӑшмалла мар.

— Ах Григорий Пантелевич! Мӗн тери эсир манпа; тӑлӑх арӑмпа, хаяр калаҫакан пултӑр! Кулса та кӑтартмастӑр, хӑть хулпуҫҫие те пулин сиктерсе илместӗр.

— Апат кайса пӗҫересчӗ, шӑлйӗрен!

— Ах, кирлех пуль пит!

— Натальйӑна пулӑшасчӗ. Мишатка ав хуп-хура ҫӳрет.

— Ха тата мӗн! Эсир ҫуратӑр та вӗсене, манӑн тасатса тӑмалла-и сирӗн хыҫран? Ытла пит селӗм! Натали сан крулькка ами пекех. Вӑл татах ак сана тепӗр вуннӑ ҫӑвӑрласа парӗ-ха. Апла эпӗ, вӗсене ҫӑва-ҫӑва тасатса, алӑсӑр та юлӑп.

— Ҫитӗ, ҫитӗ сана! Кай!

— Григорь Пантелевич! Эсир халӗ пӗтӗм хуторӗпе пӗр казак. Хӑваласах ан ярӑр-ха ҫав ӗнтӗ. Аякран та пулин хӑвӑрӑн илӗртӳллӗ мӑйӑхӑрсем ҫине пӑхма парӑр.

Григорий кулса ячӗ, усӑнса аннӑ ҫӳҫне тарланӑ ҫамки ҫинчен пуҫӗпе сулса каялла ывӑтрӗ.

— Йытӑ ҫиесшӗ чӗлхӳне! Мӗнле пурӑннах санпа Петро… Туртсан тӑпӑлас ҫук пулӗ.

— Ан кулянӑр! — мӑнкӑмӑллӑн ҫирӗплетсе каларӗ те Дарья кӑштах хӗстернӗ куҫӗсене выляткаласа Григорий ҫине тинкерчӗ, хӑраса ӳкенҫи пулса, пӳрт еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Ай, мана темскер Наталья тухнӑ пек туйӑнса кайрӗ… Мӗн тери кӗвӗҫ вӑл сан, — манерӗ ҫук! Паян, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, пӗрре ҫеҫ пӑхса илтӗм сан ҫине — вӑл йӑлт сӑнран улшӑнса кайрӗ. Мана калаҫҫӗ ав ӗнер ҫамрӑк арӑмсем: «Мӗнле-ха ку? Казаксем ҫук, — теҫҫӗ. — Сирӗн Гришка курма килчӗ те арӑмӗ ҫумӗнчен те хӑпаймасть. Пирӗн, теҫҫӗ, мӗнле пурӑнмалла вара? Вӑл аманса пӗтнӗ те-ха, ӗлӗкхинчен шутласан, ҫурри ҫеҫ юлнӑ, ҫавах эпир ҫав ҫур Гришкӑна та хӗпӗртесех ҫупӑрланӑ пулӑттӑмӑр, теҫҫӗ. Астутар ӑна: ҫӗрле хутор тӑрӑх пит ан ҫӳретӗр, атту ярса тытатпӑр та, унран йӗпе шӑши кӑна юлӗ!» — теҫҫӗ. Каларӑм вара вӗсене: «Ҫук, инкесем, пирӗн Гришка ют хуторсем тӑрӑх ҫеҫ кӗске урипе уксахлать, терӗм, килте чух ниҫта хӑпмасӑр Натали аркинчен тытса ҫӳрет. Вӑл пирӗн юлашки вӑхӑтра ҫветтуях тухса кайрӗ-ха, терӗм…»

— Кӗрт ами те иккен эсӗ! — ним тарӑхмасӑр кулса каларӗ Григорий. — Чӗлхӳ сан — кӑмака мӗлкипе пӗрех!

— Турӑ мӗнле панӑ ӗнтӗ. Санӑн чиперкке Наташку ав пит тасаскер, ӗнер ямарӗ вӗт-ха сана хӑй патне? Ҫапла кирлӗ те сана, йыт аҫине: ан ирт саккун йӗркинчен!

— Акӑ мӗн калатӑп сана… Пӑрӑн эсӗ, Дашка, ҫын пурнӑҫне ан хутшӑн.

— Ҫук, хутшӑнмастӑп эпӗ. Ухмах вӑл сан Натали, акӑ мӗншӗн калатӑп. Упӑшки килнӗ, вӑл пур, пуҫне каҫӑртать, хуҫкаланать, пӗр пуслӑх пӗремӗк пек, арча ҫине кайса выртрӗ… Эпӗ пулсан, казака йышӑнмасӑр тӑрас ҫукчӗ! Лексе пӑх-ха ман алла… Эпӗ санашкал паттӑра та чӑм тара ӳкернӗ пулӑттӑм!

Дарья шӑлне кӑчӑрт тутарчӗ те ахӑлтатса ячӗ, кулкаласа та намӑсланса тӑракан Григорий ҫинелле ҫаврӑнса пӑхса, ылтӑн алкисене йӑлкӑштарса, пӳртелле кӗрсе кайрӗ.

Телейлӗ пултӑн вилсе, Петро пичче… — шухӑшларӗ хавасланса кайнӑ Григорий. — Дарья мар ку, шуйттанран та шуйттан иккен! Ӑна пула пурпӗрех эсӗ вӑхӑтсӑр вилсе выртаттӑн!»

Сайт:

 

Статистика

...подробней