Поиск
Шырав ĕçĕ:
Чи малтан кунта рубежӑн сулахай флангӗнче тӑнӑ ротӑсем, пӗтӗм йышӗпе тенӗ пек, килсе ҫитрӗҫ, — хыпаланма юратман, лӳппертерех Журавский капитан, пуринчен ытларах ҫапӑҫнӑ пулин те, хӑй батальонӗнчи йыша лайӑхрах упраса хӑварнӑ.
I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хурт-кӑпшанкӑсен ҫак мӗльюншар ушкӑнӗ чӑтма ҫук пуян та тискер ӳсентӑрансемпе, вӑрмана тултарса тӑракан тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксен ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр йышӗпе, ҫак тӗттӗмӗн курӑнакан ешӗллӗхӗпе, ҫак тутлӑ шӑршлӑ та вӗри сывлӑшпа, Терекран пур ҫӗрте те сӑрхӑнса тухакан тата ӑҫта килчӗ унта лапсӑркка ҫулҫӑсем айӗнче шӑнкӑртатакан пӑтранчӑк шывлӑ ҫак канавсемпе ҫав тери килӗшсе тӑрать, лӑп та шӑп малтан тискер те чӑтма юрӑхсӑр пек курӑнакан япаласем халь вара Оленин кӑмӑлне кая пуҫларӗҫ.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Мана пурӗ те унӑн йышӗпе йыт кӗтӗвӗ чухлӗ чухӑн ҫемйине шеллени ҫеҫ чарса тӑнӑ: Ярмолана тивӗҫекен тӑватӑ тенкӗ шалу ҫапах та ӑна выҫӑ вилесрен хӑтарса усраять-ҫке-ха.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Шалт тӗлӗнтерсе яракан хӑрушӑ танлаштарусем тума, чи чӑрсӑр тӗслӗхсем илсе кӑтартма тиветчӗ вара ман ирӗксӗрех, эпӗ тивӗҫлӗ хурав тупса калаймасан, йышӗпе ҫумӑр пӗрчинчен те кая мар чӑтӑмсӑр ыйтӑвӗсемпе хӑех пулӑшатчӗ вӑл мана, — тытӑнчӑк калаҫакан ҫынна, калас тенӗ сӑмахӗ хӗсӗннипе тарӑхать пулсан, пулӑшнӑ чухнехи евӗр.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эрне ӗнтӗ ӑна пӗтӗм колхоз йышӗпе пӑхатпӑр, ҫапах та хускалма та пултараймасть вӑл.Полную неделю всем колхозом его отхаживаем, а он шевелиться не может.
17 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чӑваш Республикин патшалӑх статистикин кӑҫалхи ултӑ уйӑхри кӑтартӑвӗсем Вӑрнар районӗ сӗт туса илессипе тата ӗнесен йышӗпе республикӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннине ҫирӗплетеҫҫӗ.
Республикӑра – 2-мӗш // Елена ПОРФИРЬЕВА. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ, 2019.07.24
Ҫирӗм пӗрмӗш ӗмӗрӗн ҫирӗммӗш ҫулталӑкӗ чӑваш халӑхне — Раҫҫей Федерацийӗнче йышӗпе пиллӗкмӗшне — тепӗр тӗрӗслев витӗр кӑларӗ.
Тӑван чӗлхе хӗрнӗ хурҫӑ пулайӗ-и? // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2019.07.16, 78(27511) №
Хаяр ҫапӑҫусене ҫав ҫулах июньте Калинин фрончӗ йышӗпе кӗнӗ.В тот же год в июне вступил в жестокие бои в числе Калининского фронта.
Тӑванлӑх йӗрне кӗнекесем упрӗҫ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/2730-t-v ... ekesem-upr
Бюджет тӑкакӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерес тата Раҫҫейри чи уҫӑ финанс тытӑмӗсенчен пӗрне туса хурас тӗллевпе Чӑваш Ен йышӗпе нумай мар регион шутӗнче вӑрах вӑхӑтлӑх тӗллевлӗ программӑсенчен патшалӑх программисем ҫине куҫасси пирки йышӑну ҫирӗплетрӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Пӗтӗмӗшле ҫыравсем халӑхпа, унӑн йышӗпе тата социаллӑ-демографи тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ информацин тӗп ҫӑлкуҫӗ пулса тӑраҫҫӗ.
«Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2015.10.07, 196№
Пӗрремӗш ушкӑна халӑхпа, ял йышӗпе ирттернӗ чӳксенче (уй чӳкӗнче, ҫумӑр чӳкӗнче т.ыт.те) каланӑ сӑмахсене кӗртнӗччӗ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
Фестивалӗн иккӗмӗш кунӗнче эпир офицерсен пысӑках мар йышӗпе пухӑнтӑмӑр та Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ ҫар ҫыннисен тӗлпулӑвне нарӑсӑн 23-мӗшӗнче йӗркелеме йышӑнтӑмӑр.
Иван Николаев - Тӑван ҫӗршывӑн мухтавлӑ ывӑлӗ // Елена Светлая. «Хыпар», 2016.06.21, 96№
«Чӑваш халӑхӗ хӑй йышӗпе Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑнта. Пирӗн йӑхташсем тӗрлӗ региона саланнӑ. Вӗсем тӑван чӗлхене итлесшӗн, чӑвашлӑх мӗнле аталаннине сӑнаса тӑрасшӑн», — хуравларӑм эпӗ.
Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№
Культура пайӗ, йышӗпе обкомра чи пӗчӗкки шутлансан та, ӗҫӗпе ыттисенчен хавшак пулман.
Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№
14. Адамран кайран ҫиччӗмӗш сыпӑкра пулнӑ Енох та вӗсем ҫинчен малтанах пӗлтерсе хунӑ: «акӑ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе килет — 15. пурне те сут тума килет; Вӑл йӗркесӗр ҫынсене йӗркерен тухса кайса тунӑ мӗнпур усал ӗҫшӗн, ҫав ҫылӑхлӑ ҫынсене Хӑйне хирӗҫ каланӑ пур чӑрсӑр сӑмахшӑн та питлӗ» тенӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Кам та кам ӑна хирӗҫ тухӗ — вӑл хушнӑ пекех тума пуҫлӗ, никам та ун умӗнче тытӑнса тӑраймӗ; вара мухтавлӑ ҫӗр ҫине хӑйӗн йышӗпе вырӑнаҫӗ; пӗтӗм ҫӗр унӑн аллине лекӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Унта — Мешехпе Фувал хӑйсен пӗтӗм пысӑк йышӗпе; ун тавра — вӗсен тупӑкӗсем, пурте — ӳт кастарманнисем, хӗҫ айне пулса пӗтнӗскерсем, мӗншӗн тесессӗн вӗсем чӗррисен ҫӗрне сехӗрлентерсе тӑнӑ.
Иез 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫак самантра каллех Моляков сас пачӗ - ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн йышӗпе цифрӑсем асӑнсах кӑсӑкланчӗ.
«Пыйтлă» çыннăн мунча шухăш // Николай Коновалов. «Хыпар», 2016, нарӑс, 26; 26№