Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Дан 11

Раздел: Библи –> Даниил пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 14:17

Предложений: 43; Слово: 1002

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эпӗ ӑна Миди ҫынни Дарий патшана ларнӑ ҫулхинех пулӑшрӑм, хунтӑларӑм. 2. Халӗ эпӗ сана чӑнлӑх пӗлтеретӗп.

Перси ҫӗрӗнче тата виҫӗ патша ҫӗкленӗ; кайран тӑваттӑмӗшӗ ҫӗрме пуянлӑхӗпе пуринчен те иртсе кайӗ, пуянлӑхӗпе вӑйланса ҫитсессӗн, ыттисене пурне те Греци патшалӑхне хирӗҫ тӑратӗ. 3. Вара хӑватлӑран хӑватлӑ патша ҫӗкленӗ, вӑл анлӑ ҫӗрсене ярса илӗ те мӗн тӑвас тет, ҫавна тӑвӗ. 4. Вӑл ҫапла ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн унӑн патшалӑхӗ арканса кайӗ те тӗнченӗн тӑватӑ енне кура пайланӗ, хӑйӗн тӑхӑмне куҫмӗ, ӗнтӗ ун вӑхӑтӗнчи пек пулаймӗ, мӗншӗн тесессӗн унӑн патшалӑхӗ пайланса кайӗ; унӑн патшалӑхне туртса илӗҫ те юттисене парӗҫ. 5. Кайран кӑнтӑр патши вӑйланса кайӗ, анчах унӑн аслӑ ҫарпуҫӗ унран вӑйлӑрах пулса тӑрӗ те тата анлӑрах ҫӗрсене ярса илӗ. 6. Анчах та темиҫе ҫултан вӗсем ҫывӑхланӗҫ; ҫав килӗшӗве ҫирӗплетмешкӗн кӑнтӑр патшийӗн хӗрӗ ҫурҫӗр патшине качча кайӗ; анчах вӑл пысӑк вӑя хӑйӗн аллинче тытса тӑраймӗ, унӑн ӑрӑвӗ те сыхланса юлаймӗ: ӑна хӑйне те, унпа пӗрле килнисене те, унӑн ачине те, ӑна хунтӑлакана та пӗтерӗҫ. 7. Анчах та унӑн тымарӗнчен тухнӑ хунавсенчен пӗри патшана ларӗ; вӑл, ҫурҫӗр патшин ҫарне хирӗҫ кайса, унӑн ҫирӗплетнӗ хулисене ҫитсе кӗрӗ, вирлӗ тапӑнса вӗсене парӑнтарӗ, 8. вӗсен туррисен кӗлеткисене те, шӑратса тунӑ йӗрӗхӗсене те, хаклӑ савӑчӗсене те — ылтӑн та кӗмӗл савӑтсене — ярса илсе Египета илсе кайӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл темиҫе ҫул хушши ҫурҫӗр патшине чӑрмантармӗ. 9. Лешӗ вара кӑнтӑр патшийӗн патшалӑхне тапӑнса пӑхӗ, анчах каялла хӑйӗн ҫӗрне таврӑнӗ. 10. Кайран унӑн ывӑлӗсем вӑрҫӑ пуҫлӗҫ, нумай йышлӑ ҫар пуҫтарӗҫ; вӗсенчен пӗри, хӑвӑрттӑн кайса, талай пек капланса кӗрӗ, малалла кайса, тӑшмансен ҫирӗплетнӗ вырӑнӗ патне ҫитӗ. 11. Кӑнтӑр патши вара, талӑрса кайса, ҫурҫӗр патшипе ҫапӑҫма тухӗ. Лешӗ пысӑк ҫар кӑларса тӑратӗ, анчах унӑн ҫарӗ кӑнтӑр патшийӗн аллине лекӗ. 12. Ҫурҫӗр патшин ҫарне аркатсассӑн, кӑнтӑр патшийӗн чӗри мӑнаҫлӑланса кайӗ; вӑл тӑшманӗсене пинӗ-пинӗпе тӗп тӑвӗ, анчах та унӑн вӑйӗ нумайлӑха пымӗ. 13. Ҫурҫӗр патши ҫӗнӗрен ҫар пуҫтарӗ, ку унчченхинчен те йышлӑрах пулӗ; темиҫе ҫултан питӗ лайӑх хатӗрленнӗ пысӑк ҫарпа килсе тапӑнӗ. 14. Ҫав вӑхӑтра чылайӑшӗ кӑнтӑр патшине хирӗҫ ҫӗкленӗ. Эсӗ мӗн курни чӑна тухтӑр тесе, сан халӑхун пӑлхавлӑ ывӑлӗсем те ҫӗкленӗҫ, анчах вилсе пӗтӗҫ. 15. Ӗнтӗ ҫурҫӗр патшийӗ ҫитӗ, тӑпрас хӑпартӗ те ҫирӗплетнӗ хулана ярса илӗ: кӑнтӑр вӑйӗ хирӗҫ тӑраймӗ, унӑн чи паха ҫарӗ те тӳсеймӗ; хирӗҫ тӑма вӑй ҫитеймӗ. 16. Кам та кам ӑна хирӗҫ тухӗ — вӑл хушнӑ пекех тума пуҫлӗ, никам та ун умӗнче тытӑнса тӑраймӗ; вара мухтавлӑ ҫӗр ҫине хӑйӗн йышӗпе вырӑнаҫӗ; пӗтӗм ҫӗр унӑн аллине лекӗ. 17. Вӑл ӗнтӗ пӗтӗм кӑнтӑр патшалӑхне ярса илме шухӑш тытӗ, хӑйӗн тӑшманӗпе килӗшӳ тӑвӗ, пӗтерес шухӑшпа ӑна хӑйӗн хӗрне качча парӗ — ӗҫ тухмӗ унӑн, усси пулмӗ. 18. Вара вӑл утравсем енне ҫул тытӗ те чылайӑшне ярса илӗ, анчах та пӗр ҫулпуҫ унӑн чӑрсӑрлӑхне чарса лартӗ — хӑйне кӑтартнӑ мӑшкӑла ӑна каялла тавӑрса парӗ. 19. Вӑл каялла хӑй ҫӗршывӗнчи керемсем енне ҫул тытӗ, анчах ӑна аркатса тӑкӗҫ, такӑнӗ, кайса ӳкӗ, йӗрӗ те юлмӗ. 20. Ун вырӑнне тепӗри патшана ларӗ, патшалӑх илемне ҫаратса тухмашкӑн вӑл хырҫӑ пуҫтаракана кӑларса ярӗ; кӑштах вӑхӑт иртӗ те — пӗтерӗҫ ӑна, анчах уҫҫӑн та мар, ҫапӑҫура та мар. 21. Ун вырӑнне тепӗри — ирсӗрскер — патшана ларӗ; ӑна патшана тивӗҫекен чап-мухтав пулмӗ, вӑл пӗр шӑв-шавсӑр килӗ, йӑпӑлтатса патшалӑха ҫавӑрса илӗ. 22. Пӗтӗмпех таптаса ура айне тӑвакан эшкерсене таптӗ те аркатӗ вӑл, халал ҫулпуҫне хӑйне парӑнтарӗ; 23. чее шухӑшпа вӑл килӗшӳ тӑвӗ; ҫынни сахал пулӗ те, анчах вӑй пухӗ. 24. Лӑпкӑ пурӑнӑҫлӑ та тулӑх ҫимӗҫлӗ ҫӗршывсене пырса кӗрӗ, унта вӑл хӑйӗн ашшӗсемпе ашшӗсенӗн ашшӗсем туманнине тӑвӗ; туртса илнине, ҫаратса тултарнӑ пурлӑха тата пуянлӑха хӑйсеннисемпе пӗрле салатса пӗтерӗ, ӗнтӗ керемсене ярса илме те шухӑш тытӗ, анчах та ку вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулӗ. 25. Вӑл пӗтӗм вӑйне, хӗрӳлӗхне кӑнтӑр патшине хирӗҫ ярӗ, ӑна кӑнтӑр патши пысӑк йышлӑ ҫарпа ҫитсе тапӑнӗ; йышлӑ та питех те вӑйлӑ ҫарпа вӑрҫа тухӗ, анчах тӳссе тӑраймӗ, мӗншӗн тесессӗн ӑна хирӗҫ кавар тӑвӗҫ. 26. Ӑна хӑйӗн сӗтелӗ хушшинче ӗҫсе-ҫисе тӑнисемех пӗтерӗҫ; ҫарӗ талай ҫитсе ҫапнӑ пек саланӗ, нумайӑшӗ вилсе пӗтӗ. 27. Икӗ патша, усал шухӑш тытнӑскерсем, пӗр сӗтел хушшинче пӗр-пӗрне суеҫтерсе ларӗҫ, анчах та ӗҫ тухмӗ вӗсен, мӗншӗн тесессӗн пӗтес вӑхӑт ҫитмен-ха. 28. Вара вӑл, питех те пысӑк тупӑш илсе, сӑваплӑ халала хирӗҫ тӑшманла шухӑш тытса, хӑйӗн ҫӗршывнелле ҫул тытӗ, мӗн шухӑшланине тӑвӗ вӑл, унтан хӑйӗн ҫӗршывне таврӑнӗ. 29. Палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл каллех кӑнтӑра вӑрҫӑпа кайӗ, анчах урӑх унчченхи пек пулмӗ; 30. вӑл вӑрҫӑпа тухнӑ вӑхӑтрах Киттим карапӗсем пырса ҫитӗҫ; вара вӑл шикленсе ӳкӗ те каялла таврӑнӗ; сӑваплӑ халала кураймасӑр, хӑй шухӑшланине пурӑнӑҫлӗ, сӑваплӑ халалран уйрӑлса кайнисемпе каллех килӗшӳ тӑвӗ. 31. Вӑл унта хӑйӗн эшкерӗсене ярӗ, ҫавсем аслӑ хӑватӑн сӑваплӑ Ҫуртне ирсӗрлетӗҫ, куллен парне кӳрессине чарса лартӗҫ, ҫавӑнта йӗрӗнчӗк лартса хурӗҫ. 32. Сӑваплӑ халалран пӑрӑннӑ йӗркесӗр ҫынсене вӑл, йӑпӑлтатса, хӑй майлӑ ҫавӑрӗ; анчах хӑйсен Туррине манӑҫламаннисем вӑй илӗҫ те ӗҫе пикенӗҫ. 33. Ӑсчахсем халӑха вӗрентӗҫ, вӗсене пӗр вӑхӑт хӗҫпе те, вут-кӑварпа та, тыткӑна илсе кайса та, ҫаратса та тертлентерӗҫ; 34. ҫавӑн пек асапланнӑ вӑхӑтра вӗсене кӑштах пулӑшу пулӗ, чылайӑшӗ вӗсен майлӑ тӑрӗ, анчах ҫакна чун-чӗререн тумӗҫ вӗсем. 35. Ӑсчахсенчен хӑшӗ-пӗри — тӗрӗслев витӗр тухмашкӑн, тасалмашкӑн, шуралса ҫитмешкӗн — юлашки вӑхӑт ҫитичченех асап тӳсӗ, мӗншӗн тесессӗн палӑртса хуни ҫитиччен вӑхӑт пур-ха. 36. Леш патша вара хӑй мӗн тӑвас тенине тӑвӗ; мӑнаҫланса кайӗ, хӑйне кирек епле турӑран та ҫӳле хурӗ, турӑсен Туррине те хурлама тытӑнӗ, ҫилӗ кунӗсем ҫитиччен вӑл ӑнӑҫтарсах пырӗ: ӗнтӗ мӗн палӑртса хунӑ, ҫавӑ пулатех. 37. Вӑл ашшӗсенӗн туррисене те, хӗрарӑмсем юратаканскерне те, нимӗнле урӑх турра та хисепе хумӗ, мӗншӗн тесессӗн хӑйне пуринчен те ҫӳле хурӗ. 38. Вӗсем вырӑнне вӑл керемсен туррине — хӑйӗн ашшӗсем пӗлмен турра — чыс тӑвӗ, ӑна вӑл ылтӑнпа та кӗмӗлпе, хаклӑ чулсемпе, хаклӑ парнесемпе чысласа тӑрӗ, 39. ют турӑпала вӑл ҫирӗп керемсене аркатӗ, хӑйне парӑннисенӗн ятне-чапне ӳстерӗ, нумайӑшне вӗсенӗн аллине парӗ, вӗсене ҫӗр парнелесе валеҫсе парӗ. 40. Юлашки вӑхӑт ҫитӗ — кӑнтӑр патши ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ; ҫурҫӗр патши ӑна ҫил-тӑвӑл евӗр ҫитсе тапӑнӗ — вӑрҫӑ ураписемпе, утлӑ ҫарпа, йышлӑ караппа; вӑл тӗрлӗ ҫӗршыв витӗр талай пек иртсе кайӗ. 41. Вӑл чи илемлӗ ҫӗршыва пырса кӗрӗ, темӗн чухлӗ ҫӗре тустарса тухӗ, Эдом, Моав тата Аммон ывӑлӗсен пысӑк пайӗ ҫеҫ ун аллинчен сыхланса юлӗ. 42. Аллине тӗрлӗ ҫӗршыв еннелле тӑсӗ; Египет ҫӗрӗ те хӑтӑлаймӗ. 43. Хаклӑ мула — ылтӑн-кӗмӗле, Египетӑн пӗтӗм пуянлӑхне — ярса илӗ; Ливи ҫыннисемпе Эфиопи ҫыннисем ун ури умне ӳкӗҫ. 44. Анчах тухӑҫран та ҫурҫӗртен ҫитнӗ хыпарсем ӑна хӑратса пӑрахӗҫ те, вӑл, урса кайса, ҫавӑнталла ҫул тытӗ, аркатӗ, ҫӗмӗрӗ вара, нумайӑшне тӗп тӑвӗ; 45. вӑл хӑйӗн патша чатӑрӗсене тинӗспе мухтавлӑ сӑваплӑ Ҫуртӑн тӑвӗ хушшине карса тухӗ; анчах хӑйӗн вӗҫӗ тӗлне ҫитсе тӑрӗ, ӑна никам та пулӑшмӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней