Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иуд 1

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Иуда апостолӑн мӗнпур ӗнекене янӑ ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.18 15:09

Предложений: 18; Слово: 465

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Иисус Христос чури, Иаков шӑллӗ Иуда — Атте Турӑ чӗнсе илсе тасатнисене, Иисус Христос сыхласа усранисене: 2. сирӗн ырӑлӑх, канӑҫлӑх, юрату ӳссех пытӑр.

3. Эй савнӑ тӑванӑмсем! манӑн сирӗн пата пурте ҫӑлӑнасси ҫинчен темӗн тӗрлӗ ҫырса ярас кӑмӑлӑм пур, ҫавӑнпа халӗ эпӗ сире сӑваплӑ ҫынсене пӗрре ӗмӗрлӗхе панӑ тӗншӗн тӑрӑшма кирли ҫинчен ӳкӗтлесе ҫырса ярасах терӗм. 4. Сирӗн хушшӑра хӑш-пӗр йӗркесӗр ҫынсем пырса кӗчӗҫ, вӗсем айӑпа юлмаллине авалах палӑртса хунӑ, вӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне тӳрре кӑларасшӑн Туррӑмӑр тивлечӗ ҫинчен урлӑ-пирлӗ ӑнлантараҫҫӗ, пӗртен-пӗр Патша Турӑпа Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑра пӑрахса пурӑнаҫҫӗ.

5. Хӑвӑр пӗлсе тӑратӑр пулсассӑн та, эпӗ сире акӑ ҫакна астутарас тетӗп: Ҫӳлхуҫа халӑха Египет ҫӗрӗнчен хӑтарса кӑларнӑ та ӗненменнисене кайран пӗтернӗ; 6. хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан кайнӑ ангелсене те Вӑл аслӑ кунхи сут валли ӗмӗрлӗх ҫыхӑра сӗмлӗхре тытать; 7. Содомпа Гоморрӑна та, вӗсем пекех аскӑнланса ирсӗрленнӗ таврари хуласене те, пурте вӗсене пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмпа тӗп тунӑ; 8. ҫак ҫынсене те, кирлӗ мара ӗмӗтленекенскерсене, ҫаплах пулӗ; вӗсем ӳтне ирсӗрлетеҫҫӗ, тӳпери пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ, тӳпери вӑйсене хурлаҫҫӗ.

9. Моисей ӳчӗшӗн шуйттанпа тавлашнӑ чухне Михаил архангел та ӑна хурласа айӑплама хӑйман, «Ҫӳлхуҫа чартӑр сана» тесе анчах каланӑ. 10. Кусем вара хӑйсем пӗлменнине хурлаҫҫӗ; вӗсене, чӗлхесӗр выльӑх пек ӳт сисӗмӗпе пурӑнаканскерсене, хӑйсем мӗн пӗлнийӗ ирсӗрлетет. 11. Хуйхӑ ҫитӗ вӗсене: вӗсем Каин ҫулӗпе ҫӳреҫҫӗ, Валаам пек, мул илӗртни хыҫҫӑн каяҫҫӗ, Корей пек чурӑс пулнӑран пӗтеҫҫӗ.

12. Тӑвансемшӗн юратса тӑвакан сирӗн каҫхи ӗҫкӗ-ҫикӗрте вӗсем ыттисене пӑсаҫҫӗ; сирӗнпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ чухне вӗсем пӗр вӑтанмасӑр хӑйсене хӑйсем самӑрлатса лараҫҫӗ. Вӗсем — ҫил хӑваласа ҫӳрекен шывсӑр пӗлӗтсем; ҫимӗҫ кӳмен, икӗ хут хӑрнӑ, кӗркунне кӑларса пӑрахмалли йывӑҫсем; 13. вӗсем — ирсӗрлӗхпе кӑпӑкланакан хаяр тинӗс хумӗсем; вӗсем — аташса ҫӳрекен ҫӑлтӑрсем: вӗсем валли ӗмӗрлӗх сӗмлӗх хатӗр тӑрать. 14. Адамран кайран ҫиччӗмӗш сыпӑкра пулнӑ Енох та вӗсем ҫинчен малтанах пӗлтерсе хунӑ: «акӑ Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сӑваплӑ ангелӗсен шутсӑр пысӑк йышӗпе килет — 15. пурне те сут тума килет; Вӑл йӗркесӗр ҫынсене йӗркерен тухса кайса тунӑ мӗнпур усал ӗҫшӗн, ҫав ҫылӑхлӑ ҫынсене Хӑйне хирӗҫ каланӑ пур чӑрсӑр сӑмахшӑн та питлӗ» тенӗ. 16. Вӗсем яланах ӳпкелешеҫҫӗ, вӗсене яланах темӗскер ҫитмест, вӗсем ӳчӗ кӗленӗ хыҫҫӑн кайса Турра хисеплемесӗр, йӗркерен тухса пурӑнаҫҫӗ; вӗсенӗн чӗлхи-ҫӑварӗ вара мӑнаҫлӑн калаҫать; пайташӑн тӑрӑшса ҫынна йӑпӑлтатаҫҫӗ. 17. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн апостолӗсем малтанах каласа хунине асӑрта тытса тӑрӑр. 18. Вӗсем сире ҫапла каланӑ: «юлашки вӑхӑтра хӑйсен ӳчӗ кӗлени хыҫҫӑн ҫӳрекен усал мӑшкӑлҫӑсем килӗҫ» тенӗ. 19. Вӗсем хӑйсене хӑйсем пӗр пӗтӗм тӗнрен уйӑрнӑ, вӗсем выльӑхпа пӗр, вӗсенче Таса Сывлӑш ҫук. 20. Эй савнӑ тӑванӑмсем, эсир вара Таса Сывлӑшпа кӗлтуса хӑвӑрӑн чӑн таса тӗнӗре ҫирӗп тытса тӑма вӗренсе пырӑр, 21. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн ӗмӗрлӗх чӗрӗлӗхе кӳртекен ырӑлӑхне кӗтсе Турра юратса пурӑнӑр. 22. Иккӗленекенсене хӗрхенӗр; 23. теприсене вут-ҫулӑмран туртса илсе ҫӑлса хӑварӑр; хӑшӗсенчен вара, вӗсене хӗрхеннӗ чухне те, сыхланӑр, вӗсенӗн ӳтпе ирсӗрленнӗ тумтирӗнчен те йӗрӗнсе тӑрӑр.

24. Сире пӑсӑласран сыхласа хӑварса, Хӑйӗн мухтавӗ умне тасан та савӑнӑҫлӑн тӑратма Пултаракан, 25. пӗртен-пӗр Турӑ, пире Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ Ҫӑлакан пур ӗмӗртен малтан та, халӗ те, ӗмӗртен ӗмӗре те мухтавлӑ, аслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ. Аминь.

Сайт:

 

Статистика

...подробней