Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: «Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм»

Автор: Валентина СМИРНОВА

Источник: «Хыпар», 2015.10.07, 196№

Добавлен: 2016.10.10 12:58

Предложений: 58; Слово: 875

Тип текста: Публицистика

По-русски Тема: Не указано

Сирӗн пата ҫыравҫӑ васкать

Октябрӗн 1-мӗшӗнче пӗтӗм Раҫҫейри пекех пирӗн республикӑра та халӑх микроҫыравӗ пуҫланчӗ. Кӑҫалхи халиччен ирттернӗ мероприятисенчен мӗнпе уйрӑлса тӑрать? - ҫакна уҫӑмлатрӗ Чӑвашстат ертӳҫи Эльвира Максимова республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсен журналисчӗсем валли ирттернӗ пресс-конференцире. Унта ЧР ШӖМӗн яваплӑ ҫыннисем Юрий Митрофанов тата Марина Сергеева хутшӑнчӗҫ.

Асӑннӑ мероприяти октябрь уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлать. Эльвира Геннадьевна палӑртнӑ тӑрӑх - вӑл Пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗн 2020 ҫулхи ҫыравне хатӗрленмелли пӗлтерӗшлӗ тапхӑр шутланать.

Пӗтӗмӗшле ҫыравсем халӑхпа, унӑн йышӗпе тата социаллӑ-демографи тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ информацин тӗп ҫӑлкуҫӗ пулса тӑраҫҫӗ. ПНО кӑҫал 2020 ҫулхи ҫыравсен раунчӗ пуҫланнине пӗлтернӗ, унӑн тапхӑрӗнче /2015-2024 ҫулсенче/ тӗнчери кашни ҫӗршывра ҫакнашкал мероприятие пӗр хут та пулин йӗркелемелле. Вӗсене шута илсе тӗнчери халӑх ҫыравӗн кӑтартӑвӗсене хатӗрлеҫҫӗ. Ҫапах та унашкаллисен пӗтӗмлетӗвӗ кӗске тапхӑртах кивелет, уйрӑмах ҫамрӑксене пырса тивекеннисем. Вунӑ ҫулта халӑх хушшинче ҫын ҫуралнипе, вилнипе, мӑшӑрланнипе, уйрӑлнипе, пурӑнмалли вырӑна ҫӗнетнипе ҫыхӑннӑ информацие ҫырӑнса юлмалли пысӑк улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ.

Чылай ҫӗршыв - Канада, Япони тата ытти - ҫырава 5 ҫултан ирттереҫҫӗ, вӗсен хушшинче суйласа илнӗ тишкерӳсем тӑваҫҫӗ.

Халӑхпа ҫыхӑннӑ хальхи информацие пухас тата укҫа-тенке перекетлес тӗллевпе Раҫҫейре 2015 ҫулхи октябрьте микроҫырав йӗркелеме йышӑннӑ. Унӑн тӗллевӗ - ҫӗршывра пурӑнакансен хальхи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен ҫыравсен хушшинчи социаллӑ-демографин пӗлтерӗшлӗ информацине пухасси. Вӗсемпе ҫынсене ятран хӳтӗлемелли, сывлӑх сыхлавӗпе вӗрентӳ пулӑшӑвӗсен пахалӑхне ӳстермелли мерӑсене хатӗрлемешкӗн усӑ курӗҫ.

Шутлав саманчӗ октябрӗн 1-мӗшӗнче 0 сехетре пуҫланнӑ. Ыйтӑм ҫын пурӑннӑ вырӑнта иртет, унӑн адресӗ регистрацире тӑнипе пӗр килмесен те пултарать. Микроҫырав пурне те пырса тивмест: Раҫҫейре 1985 тата 1994 ҫулсенчи тӗпчевсенче пӗр вырӑнта ялан пурӑнакан халӑхӑн 5 проценчӗ хуравланӑ, кӑҫал - 1,7, ҫав шутра Чӑваш Енре - 1,9. Урӑхла каласан пирӗн республикӑра 24 пин ҫыннӑн хӑйсем ҫинчен пӗлтерме тивет.

Чӑваш Енре шутлавӑн 60 участокне уҫнӑ: 9 хулара - 34, 38 ялта - 26. Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене илес-тӗк, Калинин районӗнчи Ярмӑркка, Декабристсен, Кадыков урамӗсенчи, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи, Ленин районӗнчи Мир, Иван Яковлев, Кӑкшӑм, Энгельс, Шевченко, Ильбеков урамӗсенчи, Ленин проспектӗнчи, Мускав районӗнчи Анисимов, Константин Иванов, Павлов мичман, Гузовский, Энтузиастсен урамӗсенчи, Ҫамрӑклӑх бульварӗнчи тата Юханшыв, Парк, Энергетиксен, Коммунистсен, Совет, Хӗвел, Первомайски урамӗсенчи, Химиксен тӑкӑрлӑкӗнчи уйрӑм ҫуртсенче пурӑнакансем микроҫырава хутшӑнаҫҫӗ.

Кашни ҫыравҫӑн маршрут листӗнче ял-хула, урам ячӗсене, ҫурт, хваттер номерӗсене палӑртнӑ. Сӑмах май, ыйтӑма ятарласа вӗрентнӗ 60 ҫыравҫӑ тата 15 инструктор ирттерет. Пӗрремӗшӗсем октябрӗн 1-31-мӗшӗсенче ӗҫлеҫҫӗ, иккӗмӗшӗсем - октябрӗн 1-ноябрӗн 3-мӗшӗсенче. Вӗсемпе ҫирӗплетнӗ контрактпа килӗшӳллӗн ҫыравҫӑсене уйӑхра - 16,5 пин, инструкторсене 18 пин тенкӗ тӳлеҫҫӗ.

Октябрь уйӑхӗн кунӗсенчен пӗринче шутлав участокне кӗрекен кашни ҫурта ҫыравҫӑ ҫитӗ, ҫынсем каланине тӗпе хурса хурава электронлӑ листа кӗртӗ, унта уйрӑм ҫыннӑн ячӗ-шывне, адресне кӑтартмаҫҫӗ, респондент сӑмах вӗҫҫӗн пӗлтернине документпа ҫирӗплетме сӗнмеҫҫӗ.

Халӑх пирки информаци пухакансене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес енӗпе ЧР ШӖМӗпе килӗшсе татӑлнӑ. Унӑн район-хулари уйрӑмӗсене микроҫыравӑн шутлав участокӗсен списокне ярса панӑ, тӗрӗслеве лекнӗ ҫуртсен адресӗсене кӑтартнӑ. Инструкторсемпе ҫыравҫӑсем полици уполномоченнӑйӗсемпе ҫыхӑнмалли телефонсене пӗлеҫҫӗ. Тӑнӑҫсӑр ҫынсем пурӑнакан ҫуртсене маршрут лисчӗсенче уйрӑммӑн палӑртнӑ. Ун йышшисене участокри уполномоченнӑйсемпе пӗрле ҫӳреме сӗннӗ.

Ҫыравҫӑсене ятарлӑ удостоверенипе /ӑна паспортпа пӗрле кӑтартсан кӑна вӑйра тӑрать/, кӑвак тӗслӗ сумкӑпа тата тӗттӗмре ҫутатакан ятарлӑ, «Росстат» тесе ҫырнӑ браслетпа тивӗҫтернӗ. Сирӗн хваттере е килӗре чӑннипех Чӑвашстатӑн шаннӑ ҫынни пынине 39-78-90 телефонпа уҫӑмлатма пулать.

Ыйтӑм ирттермешкӗн «Обложка» тата Л формӑллӑ листсем хатӗрленӗ. Вӗсен тӗслӗхӗсене Чӑвашстат сайтӗнче /chuvash.ks.ru/ «Халӑх микроҫыравӗ» пайра вырнаҫтарнӑ. Хут листинчи ыйтусем электронлисемпе пӗрешкелех.

Кӑҫалхи микроҫырав 2002 тата 2010 ҫулсенче ирттернисен тӑсӑмӗ теме юрать, ҫапах та унӑн программи пӗлтерӗшлӗ уйрӑм блок тӗлӗшпе анлӑрах. Электронлӑ листа 28 ыйту кӗртнӗ, 17-шӗ - малтанхисем евӗрех, 11-шӗ - ҫӗнӗрен палӑртнисем. Урӑхла каласан арлӑх, ӳсӗм, мӑшӑрланура тӑни, вӗренӳ шайӗ, кил хуҫалӑхӗн тытӑмӗ, пурнӑҫа тытса пымалли ҫӑлкуҫ, экономикӑна пуҫаруллӑ хутшӑнни, наци, гражданлӑх, чӗлхе пирки пӗлтернисӗр пуҫне репродуктивлӑ тӗллевсем ҫинчен - миҫе ача пулни тата вӗсен йышне ӳстерме ӗмӗтленнин сӑлтавӗ, кун-ҫула тытса пымашкӑн кансӗрлекен чир-чӗрпе нушаланни, ҫавна пула пулӑшу кирли, инвалидлӑх ушкӑнӗ пурри ҫинчен хуравлама тивет. Пӗтӗмӗшле ҫыраврипе танлаштарсан ку хутӗнче ыйтӑм листне Раҫҫей гражданлӑхне йышӑннин историйӗпе, пурӑннӑ чӑн тата саккунлӑ вырӑнпа, чӗлхесене пӗлнипе тата вӗсемпе куллен усӑ курнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех хуҫалӑхӑн аякра пурӑнакан членӗ килте мӗн сӑлтавпа пулманнипе, унӑн социаллӑ-демографи сӑнлавӗпе, тӑванлӑх тата ҫемье хутшӑнӑвӗсемпе интересленеҫҫӗ.

Планшет компьютерӗн программине пӗр ыйтуран теприне шухӑш енӗпе куҫса пымалла йӗркеленӗ. Тӗслӗхрен, аслӑ ӑру ҫыннисенчен репродукци тӗллевӗсем ҫинчен ыйтмаҫҫӗ, вӑраха кайнӑ чир ҫуккисем тӗлӗшпе пулӑшу кирли пирки кӑсӑкланмаҫҫӗ. Ыйтӑм листне хуравлама 15 минут ҫителӗклӗ.

Пухнӑ информацие сарма юрамасть, ӑна налук, ҫурт-йӗр е патшалӑхӑн ытти органне пӗлтермеҫҫӗ, кӑтартусене пӗтӗмӗшле таблицӑсем тумашкӑн кӑна усӑ кураҫҫӗ. Материалсене автоматизациленӗ майпа тишкермешкӗн тата информаци ресурсӗсене йӗркелемешкӗн регион шайӗнче кӑҫалхи ноябрь-декабрь уйӑхӗсенче хатӗрлеҫҫӗ.

Микроҫырав пӗтӗмлетӗвне Раҫҫей Федерацийӗ, унӑн субћекчӗсем тӑрӑх, хула-район халӑхӗн тӳпине палӑртса тӑваҫҫӗ, официаллӑ йӗркепе 2016 ҫулхи тӑваттӑмӗш кварталта - 2017 ҫулта пичетлеҫҫӗ. Чӑваш Республикин кӑтартӑвӗсене Чӑвашстат сайтне вырнаҫтараҫҫӗ, вӗсемпе пурте усӑ курма пултараҫҫӗ.

Республикӑра пурӑнакансем ҫыравҫӑсене 2010 ҫулта кӑмӑлпа кӗтсе илнӗччӗ, кӑҫал та асӑннӑ тишкерӗве яваплӑха туйса тата ӑнланса хутшӑнасса шанас килет.

Мероприятие микроҫырав тетпӗр пулин те ӗҫӗ пысӑк, пухнӑ кӑтартусем халӑх кун-ҫулне ырӑ улшӑнусем кӗртмешкӗн тата республикӑн, ҫӗршывӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантармашкӑн кирлӗ. Асӑннӑ мероприяти «Манӑн килӗм - манӑн ҫӗршывӑм» тӗллевпе иртниех ҫакна аван ҫирӗплетет.

ЧР ШӖМӗн пай пуҫлӑхӗ Юрий Митрофанов пӗлтернӗ тӑрӑх - микроҫырав тапхӑрӗнче право йӗркине пӑсассине сирес тӗллевпе ятарлӑ ушкӑн туса хунӑ, унӑн тӗллевӗсене палӑртнӑ. Сӑмах май, ҫыравҫӑсене суйласа илнӗ чухнех ӗҫе пикеннӗ йӗрке сыхлавҫисем, вӗсенчен иккӗшӗ маларах ултав тунӑшӑн судпа айӑпланнине тупса палӑртнӑ.

Марина Сергеева граждансене хӑйсене асӑрхануллӑрах пулма сӗнчӗ: ҫыравҫӑ ячӗпе витӗнсе хваттере ултавҫӑсем лекме пултарас теветкеллӗх пысӑк. Кунашкал тӗслӗх пӗрре кӑна мар пулнӑ: социаллӑ ӗҫчен пек кӑтартса е укҫа реформи ирттереҫҫӗ тенипе сӑлтавласа аслӑ ӑру ҫыннисем патне ултавҫӑсем пынӑ, пулӑшма шантарнӑ.

ШӖМ специалисчӗн шухӑшӗпе - хваттере ют ҫынна кӗртиччен алӑка яри уҫмалла мар, унран документ ыйтмалла. Укҫапа ҫыхӑннӑ операцисене сивлемелле. Ултавҫӑ серепине лексен вара килти телефонпа - 02 е карас телефонӗпе 020 номерпе шӑнкӑравласа пулӑшу ыйтмалла.

Эльвира Максимова ҫирӗплетнӗ тӑрӑх - кунашкал пӑтӑрмах ҫыравсен вӑхӑтӗнче халиччен пулман. Ҫапах та асӑрханулӑх кирлех.

Сайт:

 

Статистика

...подробней