Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять

Автор: Дмитрий МОИСЕЕВ

Источник: «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Добавлен: 2016.06.04 16:31

Предложений: 114; Слово: 1157

Тип текста: Интервью

По-русски Тема: Культура

Ҫил урӑх енчен вӗрессине туйсан унран хӳтӗленме ҫӳллӗ стена хӑпартмалла маррине, кун пек чухне ҫил арманӗ ҫӗклемеллине ЮТВ телеканал директорӗ Юрий ГУРЬЯНОВ питӗ лайӑх чухлать. Пасар саманинче вӑл чӑвашлӑха телекурав урлӑ аталантарма патшалӑх пулӑшу парасса кӗтсе лармарӗ, хӑйӗн хваттерне сутрӗ те ЮТВ канал хута ярса ӑна кӗске хушӑрах халӑх патне ҫитерчӗ. Ҫак телеканал эфирӗнче паян — вун-вун кӑларӑм. Вӗсенчен чылайӑшӗ чӑваш юрри-кӗввине, йӑли-йӗркине упраса хӑварассипе, халӑхӑмӑрӑн ӑмсанмалла пуян историйӗ пирки хальхи ӑрӑва каласа кӑтартассипе ҫыхӑннӑ.

Этем пурнӑҫӗнче, ахӑртнех, паллӑ икӗ кун пур: вӑл ҫуралнӑ тата мӗншӗн ҫуралнине ӑнкарнӑ кунсем. Юрий Аркадьевич ҫут тӗнчери хӑйӗн тӗллевне чунӗпе, ӑсӗпе ӑнланнӑ та ӑна куллен пурнӑҫа кӗртет. Ҫак тӗллеве ума картса хунӑ чухне нимрен те шикленмен-ши вӑл? Ҫавӑн чухлӗ ҫӗнӗ шухӑш епле майпа ҫуралать унӑн пуҫӗнче? Паян мӗнлерех ӗмӗтсемпе пурӑнать?.. Ҫак тата ытти ыйту тавра уҫҫӑн калаҫрӗ «Хыпарӑн» паянхи хӑни.

Талӑкӗпех — ура ҫинче

— Телеканал уҫма тӗллев палӑртнӑ чухне нимрен те хӑрамарӑр-и?

— Ҫемье канашне пуҫтартӑм та халӑха кирлӗ тӗрлӗ енлӗ телеканал йӗркелемеллине каларӑм. Паллах, унта культурӑпа, искусствӑпа ҫыхӑннӑ кӑларӑмсем пулмаллине пӗлтертӗм. Мӑшӑрӑмпа Ольгӑпа, ывӑлсемпе Алексейпе тата Степанпа передачӑсем ӳкерме тытӑнтӑмӑр. Талӑкне 24 сехет тенӗ пек ура ҫинчеччӗ. Кӑнтӑрла — ӳкерӳре, ҫӗрле вара монтаж тӑваттӑмӑр, эфира тухма хатӗрленеттӗмӗр. Пирӗнччен малтан Интернет-телеканал никам та йӗркелемен. Тата пӗр вӑхӑт «Волгателеком» хӑйӗн кабель каналӗпе усӑ курма ирӗк пачӗ. 2012 ҫулта вара ЮТВ телеканал эфира тухрӗ. Пӗчӗккӗн ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Чӑваш эстрада артисчӗсене хӑйсен пултарулӑхне халӑх патне ҫитерме уҫӑ лапам йӗркелес килчӗ. Чӑваш халӑх артисткипе Людмила Семеновӑпа «Ӗмӗр сакки сарлака» проект хута ятӑмӑр. Паянхи куна эпир 100 ытла кӑларӑм ӳкертӗмӗр ӗнтӗ. Ҫамрӑксен пурнӑҫне, спортри ҫитӗнӳсене, культурӑри ҫӗнӗлӗхсене уҫса паракан передачӑсем хатӗрлерӗмӗр, публицистика кӑларӑмӗсем хушӑнчӗҫ.

— Эсир профессипе — историк. Журналистика мӗнпе илӗртме пултарчӗ?

— Чӑнах та, шкулта, вузра вӗреннӗ чухне эпӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе кӑсӑкланман. Ку туртӑм салтакран таврӑнсан, Чӑлха-трикотаж фабрикинче ӗҫлеме пуҫласан ҫуралчӗ. Предприятин нумай тиражлӑ хаҫачӗ валли статьясем ҫыраттӑм. Хаҫат пачах тӑкаксӑр пулса тӑчӗ. Кайран фабрикӑн телеканалне уҫрӑмӑр. Никам та вӗрентмен мана, хам тӗллӗн ӑс пухса аталантӑм. Ҫавна пулах хамӑн телеканала уҫас тӗллев патне ҫитсе тухрӑм. Ӑна пурнӑҫа кӗртме вунӑ ҫултан кӑна пиҫсе ҫитрӗм. Хам вӗреннипе пӗрлех ҫамрӑк журналистсен студине уҫрӑм, шкул ачисене журналистика вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштартӑм.

— ЮТВ йӗркелесе тӑватӑ ҫултах самай пысӑк аудиторие ҫӗнсе илтӗр, телепередачӑсем нумай енлине кура сире тӗрлӗ ӳсӗмри куракансем килӗштереҫҫӗ.

— ЮТВна курма кӑмӑл пуррине систерсе республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен шӑнкӑравлатчӗҫ. Пире кабель сечӗ урлӑ тата Интернетра курма пулать. Шел те, спутниксенче ЮТВ сигналӗ ҫук. Ҫынсен шӑнкӑравӗсене шута илсе 2012 ҫултах питӗ тӗрӗс йышӑну турӑмӑр. Smart TV сериллӗ Samsung, LD телевизорсенче Vintera хушӑм /приложени/ пур. Тӗп провайдера тупса унта ЮТВ телеканал сигналне кӗртме май килчӗ. Раҫҫейре, тӗнчере кун йышши телевизор пин-пин кӑна мар, вун-вун миллион. Ҫынсем ҫав маркӑллӑ телевизорсене Интернетпа ҫыхӑнтараҫҫӗ те чӑвашла талӑкӗпех калаҫакан канала кураҫҫӗ. Пӗр тӗслӗх илсе кӑтартатӑп. «Ентешсем. Питӗр хули» телекӑларӑма ӳкерме кайсан Питӗрти чӑваш культура автономийӗн ертӳҫи Владимир Живов хӑй те ҫакӑн йышши телевизор туяннине, ӗҫрен таврӑнмассерен ЮТВ янине пӗлтерчӗ. Кӑмӑллӑ-ҫке. Юлашки вӑхӑтра Тюмень облаҫӗнчен те нумаййӑн шӑнкӑравларӗҫ. Вӗсен ыйтӑвне тивӗҫтерсе Мускавпа калаҫусем ирттеретӗп, пирӗн сигнала унта та кабель телекуравӗ урлӑ курмашкӑн ярса партарасшӑн эпӗ. Пушкӑртстанри, Самар, Чӗмпӗр облаҫӗсенчи йӑхташсене те чӑваш телеканалне ҫак мелпе курма ҫитес вӑхӑтра майсем туса парӑпӑр. Тутарстанра вара урӑхларах аталанаҫҫӗ. Чӑваш ялӗсенче пурӑнакансем тӗп каналсемпе пӗрлех пире те приставкӑсем урлӑ тест режимӗпе кураҫҫӗ. Ку меслете ытти регионта та вӑй илтерсен тем пекехчӗ.

Нимӗнле рекламӑсӑрах

— Телеканала рекламӑламасӑрах куракансен хисепне епле майпа ҫӗнсе илтӗр? Паян сире мӗн чухлӗ ҫын курать?

— Интернет-канал пек ӗҫленӗ чухнех асӑрханӑччӗ — куракансен йышӗ уйӑхсерен ӳсрӗ. Чӑнах та, хамӑра рекламӑламан эпир, йӑлтах хӑй еккипе пулса пычӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ телевизорсенчен пирӗн канала курма май туса паракан тӗп провайдер иртнӗ калаҫура тӗлӗннине пытармарӗ. «Раҫҫейри нихӑш регион-хула каналне те сирӗннине пӑхнӑ пек пӑхмаҫҫӗ. Рейтинг куллен ӳсет. Вӑрттӑнлӑх мӗнре иккенне хӑвӑр пӗлетӗр-и?» — ыйтрӗ вӑл. «Чӑваш халӑхӗ хӑй йышӗпе Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑнта. Пирӗн йӑхташсем тӗрлӗ региона саланнӑ. Вӗсем тӑван чӗлхене итлесшӗн, чӑвашлӑх мӗнле аталаннине сӑнаса тӑрасшӑн», — хуравларӑм эпӗ. Куракан нумайланнӑшӑн савӑннипе пӗрлех хамӑрӑн та юлхавланмалла мар. Эпӗ ӑсталӑха кунран-кун аталантарма тӑрӑшатӑп, тележурналистсенчен те ҫавнах ыйтатӑп. Куллен вӗренекен ҫын ҫеҫ паха сюжетсем, кӑларӑмсем ӳкерейӗ, проектсем шухӑшласа кӑларса вӗсене халӑх патне ҫитерме тӑрӑшӗ.

— Интернет, телекоммуникаци технологийӗсем питӗ хӑвӑрт аталанаҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма та ҫук...

— Ӗлкӗрсе пымалла. Паянхи лару-тӑрӑва, тӗрӗссипе, ҫӗнӗ ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫулӗсемпе танлаштарма та йывӑр. Уйрӑмлӑх — калама ҫук пысӑк. Телекоммуникаци хатӗрӗсем урӑх шая хӑпарнӑран федераци, регион шайӗнче ҫӗнӗ телеканалсем уҫӑлчӗҫ. Паян ӑна йӗркелеме пысӑк укҫа та кирлӗ мар — хыпарлав техники-аппаратурине туянас шухӑш ҫук. Малашлӑхра Интернет-хыпарлав вӑй илсех пырӗ, телекурав HD формат ҫине куҫни те — савӑнтаракан пулӑм.

— Эсир эфира вун-вун тӗрлӗ проект кӑларсан та куракансен хушшинче кӑмӑлсӑрланакансем пур. Тиркекен ҫын чӑх ҫӑмартин сарринче те ҫӳпӗ тупать-ха та, ҫапах вӗсен сӑмахӗнче тӗрӗслӗх пурах-тӑр...

— Паянхи куракан питӗ тимлӗ. Ҫапла, ҫынсем передачӑсене мӗнле хак панине шӑнкӑравласа калаҫҫӗ, асӑрхаттараҫҫӗ те. Пирӗн эфира тухнӑ концертра артистсем тӗрӗс мар юрланӑшӑн, килӗшӳсӗр тӑхӑннӑшӑн ятлаҫҫӗ, ертсе пыракансем вырӑсла-чӑвашла сӑмахсемпе перкелешнӗшӗн тарӑхаҫҫӗ. Телепрограммӑсенчи хӑнасем хӑйсене епле тытни те, ертӳҫӗсем уҫӑмсӑр ыйтусем пани те вӗчӗрхентерет вӗсене. Ку тӗрӗсех — лайӑххин чикки ҫук. Пирӗн вара ун патне ҫитме тӑрӑшмалла. Пултарулӑх ушкӑнӗпе куллен калаҫатпӑр, ҫитменлӗхсене сӳтсе яватпӑр, йӑнӑшсене тӳрлететпӗр. Ресторан тытса тӑракансем клиента тутлӑ апатпа сӑйласа хаваслӑх парнелеме тӑрӑшнӑ пекех пирӗн те куракансен кӑмӑлне тивӗҫтермелле, вӗсене илӗртме пӗлмелле.

Халӑха кирлӗ кӑларӑмсем

— «Ӗмӗр сакки сарлака» телеярӑм пирки асӑнтӑр. Юлашки вӑхӑтра эсир тата нумай телепроект пуҫартӑр. Вӗсем пирки те калаҫар-ха.

— Культура, искусство, театр, кино тытӑмӗсенчи пултарулӑх ҫыннисемпе ӗҫлеме кӑмӑллатӑп. Данила Ленский шоумен, Ольга Семенова юрӑҫ, Петр Ермолаев кулӑш ӑсти тата ыттисем пирвайхи ҫулсенчех темиҫешер проект шухӑшласа кӑларчӗҫ, халӗ те хастар ӗҫлеҫҫӗ. «Открытие года» вокал енӗпе ӑсталӑха туптакан ачасемпе ҫамрӑксене пултарулӑх ҫулӗ ҫине тухма пулӑшӗ. Иртнӗ ҫул ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗпе Анатолий Никитин композиторпа мӑшӑрӗ Надежда Ивановна Альбина Юрату сӑвӑҫ-журналистпа пӗрле передача хатӗрлеме тытӑнчӗҫ. Телекӑларӑмсен ярӑмӗ куракансене килӗшет, вӗсем черетлӗ программа эфира тухасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен халӑха пӑшӑрхантаракан ӗҫ-пуҫ тавра тӗплӗн калаҫҫӗ. Юрӑ-кӗвӗпе, эстрадӑпа, чӗлхепе, автор правипе, искусство аталанӑвӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хускатаҫҫӗ. «Ҫиларман» ушкӑн юрӑҫисем Олег Вунберовпа Александр Никифоров ача-пӑча кӑларӑмӗ хатӗрлеме кӑмӑл пуррине систерчӗҫ. Калаҫрӑмӑр, тӗллевсене палӑртрӑмӑр, ӗҫлеме пуҫларӑмӑр. Александр Арсентьевпа Иван Архипов юрӑҫсен шухӑшӗ те кӑмӑла килчӗ. Вӗсем халӗ «Чӗрӗ сасӑ» проекта пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ, паянхи артистсене эфирта фонограммӑпа мар, хӑйсен сассипе юрлаттараҫҫӗ.

— Сирӗн пирки тепӗр хыпар та илтрӗм — эсир ЮТВ-Крым телеканал уҫнӑ иккен.

— Хамӑн телеканала мӗншӗн хута ятӑм-ха? Тӗнче тӑрӑх саланнӑ чӑваш халӑхне телекурав урлӑ ҫыхӑнтарас килчӗ манӑн. 2014 ҫулта Крым Республикипе Севастополь Раҫҫей йышне кӗрсен кӑмӑл ҫӗкленчӗ, хавхалану ҫуралчӗ. Крымра чӑвашсем йышлӑн пурӑннине шута илсе унчченех палӑртнӑ тӗллеве чӑна ҫавӑрма ҫула тухрӑмӑр — «Ентешсем. Крым» телекӑларӑм ӳкертӗмӗр. Чӑннипех те эксклюзивлӑ материалсем пухма май килчӗ унта. Сӑмах май, ку проекта пурнӑҫлама укҫа самай кирлӗ пулсан та тӑкакланатпӑр, мӗншӗн тесен ку пире, чӑвашсене, кирлӗ. Иккӗмӗш хут кайсан Ялтӑпа Керчь хулисенчи чӑвашсем пирки телепередача ӳкертӗмӗр. Тин ҫеҫ Севастополь, Симферополь хулисенчи йӑхташсене ӳкерсе таврӑнтӑмӑр. Икӗ ҫул ҫыхӑну йӗркелерӗмӗр, кӑҫал ҫӗнӗ телеканал уҫрӑмӑр. ЮТВ-Крым туризм телеканалӗ пулӗ. Ун урлӑ Раҫҫей ҫыннисем Крымри кану маршручӗсем, паллӑ вырӑнсем, музейсемпе курав центрӗсем ҫинчен тӗплӗн пӗлӗҫ. Вырӑнти халӑхсен йӑли-йӗркипе, кухнипе паллаштарӑпӑр, ҫав шутра — чӑвашсеннипе те. Халӗ эфира тухмалӑх передачӑсем хатӗрлетпӗр. Шел те, ҫак ӗҫе кӗске хушӑрах тума ӑста кадрсем ҫитмеҫҫӗ. Тӗрӗссипе, республикӑра ку ыйту питӗ ҫивӗч. Тен, Чӑваш Енри массӑллӑ информацин ертсе пыракан хатӗрӗсен пӗр шухӑшлӑ пулса ҫамрӑк журналистсен студи шкулне уҫмалла? Ун чухне пултаруллӑ журналистсене хамӑрах вӗрентсе кӑларайӑпӑр...

Сайт:

 

Статистика

...подробней