Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI сыпӑк

Раздел: Олеся

Автор: Антал Назул

Источник: Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Добавлен: 2019.10.07 22:07

Предложений: 115; Слово: 1534

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫав кунран пуҫласа эпӗ чӑх ури ҫинче ларакан ҫуртӑн час-час евӗклекен хӑни пулса тӑтӑм. Эпӗ килсен, хӑйӗн хӑнӑхнӑ тытӑнкӑллӑ тивӗҫлӗхӗпе кӗтсе илет мана Олеся кашни хутӗнчех. Анчах яланах вӑл, мана курать те, савӑнса, хӗпӗртесе каять, ҫакна эпӗ унӑн пӗрремӗш хусканӑвӗ тӑрӑхах лайӑх асӑрханӑ. Карчӑк тем калать, ҫав-ҫавах сӑмси айӗн мӑкӑртатма чарӑнмасть, анчах мӑнукӗ хам хута кӗнине пула, — ҫакна эпӗ курасса курман, ҫапах та ку тӗлӗшпе иккӗленесси ҫук, — ыр сунманнине пит уҫҫӑн палӑртсах каймасть; ҫаплах тата хампа пӗрле хӑшпӗр чухне илсе килекен парнесем те — е ӑшӑ тутӑр, е варени тултарнӑ банка, е чиерен тунӑ пӗрер кӗленче наливка — сахал мар усӑ кӳчӗҫ мана. Пирӗн, Олеҫҫӑпа иксӗмӗрӗн, пӗр-пӗринпе сӑмахсӑрах калаҫса татӑлнӑ тейӗн, эпӗ киле кайнӑ чух, вӑл мана Ирин шляхӗ патне ҫити ӑсатса ярасси йӑлана кӗрсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Яланах тата пирӗн шӑп ҫав вӑхӑтра питӗ чӗрӗ, питӗ интереслӗ ка лаҫу хускалса каять те, эпир вара, шӑп-шӑпӑрт ларакан вӑрман хӗррисемпе май килнӗ таран ерипен утса, ҫулӑмӑра ирӗксӗрех тӑсма тӑрӑшатпӑр иксӗмӗр те. Ирин шляхӗ патне ҫитсен, эпӗ ӑна ҫур ҫухрӑмсене майлӑ каялла ӑсататӑп, ҫапах та, сывпуллашиччен малтан, хыр лӑссисенчен пулнӑ ҫивӗч шӑршӑллӑ лупас айӗнче татах чылайччен калаҫса тӑратпӑр-ха эпир.

Илем кӑна мар тӗлӗнтерсе тыткӑнланӑ мана Олеҫҫӑра, унӑн пӗр-пӗтӗм, хӑйне уйрӑм, ирӗклӗ кӑмӑлӗ те, унӑн ӑсӗ, пӗр вӑхӑтрах тӑп-тӑрӑ та еткерле тӗшмӗшлӗхпе ним кисретейми хӳптӗрленсе ларнӑскер, ачалла айӑпсӑрскер, ҫаплах тата хитре хӗрарӑмӑн чеелӗхне ҫухатман илӗртмӗшӗ те. Хӑйӗн сӗм-авалхилле, нимӗнпе пӑтранман-вараланман, ялт-ҫутӑ шутлавне мӗн кӑсӑклантарнипе пӑлхантарнине пӗтӗмпех ывӑнма пӗлмесӗр ыйтса тӗпчет вара вӑл манран тӗпӗ-йӗрӗпе: ҫӗршывсемпе халӑхсем, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсем ҫинчен, ҫӗрпе тӗнче тытӑмӗ, вӗреннӗ ҫынсем, пысӑк хуласем пирки… Нумайӑшӗ ӑна ытла юмахрилле, шанса пӗтерме ҫукла пек туйӑнать. Анчах эпӗ хамӑр паллашӑвӑн чи пуҫламӑшӗнчех унпа тивӗҫлӗн, чӗререн тата ансаттӑн калаҫма тытӑннӑччӗ те, ман калавсене вӑл хавассӑн йышӑнса, ним иккӗленмесӗрех ӗненсе пычӗ. Тепӗр чух, ӑна мӗн те пулин тӑнлантарса пама йывӑртарах вӑхӑтсенче, ман шутпа, унӑн ҫурма ютшӑнчӑк пуҫӗшӗн тавҫӑрса пӗтерме ҫукларах пек туйӑнакан самантсенче (хӑш чух вӗсем хамшӑн та пит паллах марччӗ-ха), вӑл ҫӑткӑнланса паракан ыйтусене хирӗҫлеме пӑхаттӑм эпӗ: «Куратӑн-и мӗнлерех… Каласа параймӑп эпӗ сана куна… Ӑнланса пӗтереймӗн эсӗ мана», — текелеттӗм.

— Ҫук, тархасшӑн, тархасшӑн, — йӑлӑнма тытӑнать вӑл мана кунашкал чухне, — эпӗ тӑрӑшӑп… Эсир хуть мӗнле те пулин калӑр… хуть ӑнланмалла пулмасан та…

Шалт тӗлӗнтерсе яракан хӑрушӑ танлаштарусем тума, чи чӑрсӑр тӗслӗхсем илсе кӑтартма тиветчӗ вара ман ирӗксӗрех, эпӗ тивӗҫлӗ хурав тупса калаймасан, йышӗпе ҫумӑр пӗрчинчен те кая мар чӑтӑмсӑр ыйтӑвӗсемпе хӑех пулӑшатчӗ вӑл мана, — тытӑнчӑк калаҫакан ҫынна, калас тенӗ сӑмахӗ хӗсӗннипе тарӑхать пулсан, пулӑшнӑ чухнехи евӗр. Чӑн та, ун пиҫӗ, чӗрӗ ӑсӗпе тап-таса шутлавӗ ман хевтесӗр вӗрентеслӗхӗме ҫӗнтеретчӗҫ-ҫӗнтеретчӗҫех юлашкинчен. Хӑй йышши ҫынсем хушшишӗн, хӑйне пӑхса ӳстернӗ шайшӑн (е, тӗрӗсрех каласан, вӑл пулманнипе пулӗ) унӑн тӗлӗнсе каймалла пысӑк пултарулӑх пуррине ирӗксӗрех ӗненсе палӑртаттӑм вара эпӗ.

Пӗррехинче эпӗ, сӑмах май тенӗ евӗр кӑна, Питӗрпур пирки темӗн асӑнса илсеттӗм. Ҫийӗнчӗх кӑсӑклантарса ячӗ ҫакӑ Олеҫҫӑна:

— Мӗн вӑл Питӗрпур? Пӗр-пӗр местечкӑ-и?

— Ҫук, ку вӑл местечкӑ мар; ку вӑл вырӑссен чи пысӑк хули.

— Чӑн пысӑкки-и? Пуринчен те, пуринчен те чи пысӑкки-и? Унран пысӑкраххи урӑх ҫук та-и вара? — айванларах ҫыпҫӑнчӗ вӑл ман ҫумма.

— Ҫапла… Пӗтӗм тӗп пуҫлӑх пурӑнать унта… пысӑк господасем… Ҫуртсем унта пурте чулран, йывӑҫҫисем ҫук.

— Ну, паллах, пирӗн Степаньрен чылай пысӑк ӗнтӗ? — шанӑҫлӑн ыйтрӗ Олеся.

— О, ҫапла… кӑшт пысӑкрах… пӗр пилӗкҫӗр хут. Хӑшпӗр ҫуртӗнче, унта ҫавнашкал ҫуртсем те пур, кашнинчех халӑх пӗтӗм Степаньринчен икӗ хут нумайрах пурӑнать.

— Ай, тур ҫырлахах! Мӗнле ҫуртсем вара вӗсем? — хӑранӑ пекех ыйтрӗ Олеся.

Манӑн, яланхи йӑлапа, танлаштару енне сулӑнма тиврӗ.

— Акӑш-макӑш хӑрушӑ ҫуртсем. Пилӗк, ултӑ, атту тата ҫичшер те хутлӑ. Ав ҫав хыра куратӑн-и?

— Чи пысӑккине-и? Куратӑп.

— Вӑт шӑпах ҫакнашкал ҫӳллӗ ҫуртсем. Хӑйсем ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫынсемпе тулса ларнӑ. Пурӑнаҫҫӗ ҫав ҫынсем, читлӗхри кайӑксем пек, пӗчӗк йӑвасенче, кашнинчех вуншарӑн, тӳррипе илсен, пурин валли сывлӑш та ҫитеймест. Теприсем тата аялта, ҫӗр айӗнче, нӳрлӗхре те сивӗре пурнаҫҫӗ; хӑйсен пӳлӗмӗсенче ҫулталӑкӗпе хӗвел курманни те пур.

— Ну, хам вӑрмана вара эпӗ сирӗн хулӑрпа ним тусан та улӑштарман, пулӑттӑм, — пуҫне сулкаласа каларӗ Олеся. — Эпӗ Степане пасара кӑна каятӑп та, мана унта та йӑлтах тӑвӑнтарса ҫитерет. Тӗрткелешеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫаҫҫӗ… Тунсӑх питӗ вӑйлӑ пусса илет мана вӑрман тепӗр енче, — пӗтӗмпех пӑрахас та пӗр ҫаврӑнса пӑхми тарас килет… Ҫӑва тӗпне ӑна, сирӗн хулӑра, эпӗ унта нихҫан та пурӑнма килӗшессӗм ҫук.

— Ну, калӑпӑр, сан упӑшку хуларан пулать? — кӑшт кулкаласа ыйтрӑм эпӗ.

Унӑн куҫ харшийӗсем пӗркеленсе тӗксӗмленчӗҫ, сӑмсин ҫӳхе ҫунаттисем сиккелесе илчӗҫ.

— Тупнӑ тата! — йӗрӗнерех каласа хучӗ вӑл. — Нимӗнле упӑшка та кирлӗ мар мана.

— Эсӗ ӑна халӗ ҫеҫ ҫапла калатӑн, Олеся. Хӗрсем пурте тенӗ пекех ҫакнашкал калаҫҫӗ, хӑйсем вара пурте качча тухаҫҫӗ. Кӗт кӑштах: кампа та пулин тӗл пулатӑн та, акӑ, юратса пӑрахатӑн — ун чух унпа хулана ҫеҫ мар, тӗнче хӗрринех те кайӑн.

— Ах, ҫук, ҫук… Тархасшӑн, калаҫмастпӑр кун пирки, — аллисене кӳренӗҫлӗн сулкаларӗ вӑл. — Ну, мӗн тума-ха ку калаҫу?.. Ыйтатӑп сиртен, кирлӗ мар.

— Мӗнле кулӑшла эсӗ, Олеся. Нивушлӗ эсӗ пурнӑҫра нихӑҫан арҫынна юратмӑп тесе шутлатӑн? Эсӗ — ҫакнашкал ҫамрӑкскер, хитрескер те вӑйлӑскер. Юну вӗресе кайрӗ пулсан, тупасем айккинелле пӑрӑнса юлаҫҫӗ вара унта.

— Ну мӗнех, — юратӑп та! — куҫӗсене ялтӑртаттарса, чӑрсӑррӑн тавӑрчӗ Олеся. — Никамран ыйтсах та тӑмӑп…

— Апла пулсан, качча та каятӑн, — йӗкӗлтешрӗм эпӗ.

— Куна эсир, тен, чиркӳ пирки калатӑр? — тавҫӑрса илчӗ вал.

— Паллах, чиркӳ пирки… Священник аналой тавра ҫаврӑнтарать, тияккӑн «Исаия, савӑн» юрласа ярать, сан пуҫу ҫине венчет калпакӗ тӑхӑнтартаҫҫӗ…

Олеся куҫ хупанкине антарчӗ те, йӑвашшӑн кулса, пуҫне сулкаласа хирӗҫлерӗ:

— Ҫук, кӑвакарчӑнӑм… Эп мӗн калани сире, тен, килӗшмӗ те, анчах пирӗн йӑхра никам венчете тӑман: анне те, кукамай та унсӑрах пурӑннӑ… Чиркӗве кӗрсе ҫӳреме юрамасть те пирӗн…

— Хӑвӑр тухатмӑшлӑхра пулах ӗнтӗ ҫакӑ?

— Ҫапла, хамӑр тухатмӑшлӑхшӑнах, — лӑпкӑ ҫирӗплӗхпе тавӑрчӗ Олеся. — Чун манӑн ҫуралсанах ӑна сутӑннӑ пулсан, чиркӳре курӑнмашкӑн епле хӑюллӑх ҫитерейӗп, ара, эпӗ?

— Олеся… Чунӑмҫӑм… Ӗненсем мана, эсӗ хӑвна ху улталатӑн… Ку вӗт, эс калани, тискер, кулӑшла.

Олеся пичӗ ҫинче хӑй шӑпин вӑрттӑнлӑхне питӗ ӗненсе те чуралла пӑхӑннине кӑтартакан эп тахҫан пӗрре асӑрханӑ апӑршалла сан палӑрчӗ каллех.

— Ҫук, ҫук… Эсир ӑна ӑнланма пултараймастӑр, куна эпӗ туйсах тӑратӑп… Ак ҫакӑнта, — аллине кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн хӗссе тытрӗ вӑл, — чӗремре туятӑп. Пӗтем йӑха ылханнӑ пирӗнне ӗмӗрлӗхех. Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр эсир, унсӑр пуҫне пире кам пулӑшать? Эп тӑвакан ӗҫе ахаль ҫын тума пултараять-и тата ҫав? Пирӗн вӑй пӗтӗмпех унран килет.

Пирӗн калаҫу, ҫак расна уйрӑм темӑна тӗкӗнне-тӗкӗнменех, ҫаплалла вӗҫленсе пычӗ вара кашни хутӗнчех. Кӑлӑхах сая ятӑм эпӗ Олеся тавҫӑрма тивӗҫ мӗнпур шухӑша иле-иле кӑтартса, кӑлӑхах ансатлатса калаҫрӑм гипнотизм доктор-психиатрсемпе Инди факирӗсем ҫинчен, кӑлӑхах физиологи йӗркипе ӑнлантарса парасшӑн тӑрӑшрӑм ун хӑйӗн хӑшпӗр опычӗсене, сӑмахран, юна вӗрни-сурнине, ӑна вена ҫине пӗлсе меллен пуснипех ҫав тери ансаттӑн тума пулать-ҫке-ха, — Олеся, мана ытти енӗпе йӑлтах, пӗтӗмпех шанаканскер, чӑхӑмлӑ вушарлӑхпа ҫине тӑрсах, пикенсех сире-сире ячӗ ман мӗнпур тӗслӗхсемпе ӑнлантарусене… «Ну, юрать, юрать, юна вӗрни-сурнине эпӗ пултӑрах эппин, сире парнелӗп, — сӑмах хӗрсе кайнипе сассине хӑпартсах калаҫрӗ вӑл, — анчах тепри ӑҫтан илӗнет вара, э? Эпӗ пурӗ те юн вӗрме-сурма кана пӗлетӗп-ши-мӗн? Кирлӗ-и, эпӗ сире пӗр кун хушшинче мӗнпур шӑшипе таракана хаттӑран хуса кӑларса паратӑп? Кирлӗ-и, эпӗ сирӗн мӗнпур тухтӑрӑр чӗртме пултӑрайман ҫав тери вӗрӗлнӗ ҫынна ахаль шывпах икӗ кунра сыватса тӑрататӑп? Кирлӗ-и, хӑвӑр пӗлсе тӑракан мӗнле те пулин сӑмахах пач манса каймалла тӑватӑп? Тӗлӗксен пӗлтерӗшне мӗншӗн тупатӑп тата эпӗ? Пулассине мӗншӗн пӗлетӗп?»

Ку тавлашу эпӗ те, Олеся та пӗр-пӗрне шалти вӗчӗхлӗ шӑртлӑхпа хирӗҫлесе шӑпланнипе вӗҫленсе пычӗ вара яланах. Чӑн та, хамӑн пысӑках мар наукӑмпа эпӗ унӑн тӳнтерле ӑсталӑхӗнчи нумай-нумай енсене ӑнлантарса пама пӗлеймен. Олеся хӑй айванла шанӑҫлӑхпа каланӑ вӑрттӑнлӑхсенчен ҫуррине чухлаять-и, ҫук-и те, эпӗ ӑна пӗлместӗп тата калама та пултараймастӑп, анчах хам куҫпа час-часах курнисем мана ҫакна ним иккӗленӳсӗрех ӗнентерме пуҫларӗҫ: тӑнпуҫпа мар, инстинкт урлӑ, ӑнсӑртла сӑнавсенчен кӗнӗ тӗтреллӗ те тӗлӗнтермӗшле пӗлӳсем Олеҫҫӑн пур, пурах, вӗсем, тӗрес наукӑсенчен ҫӗршер ҫул мала иртсе кайнӑскерсем, кулӑшла та тискер ӗненӳсемпе хутӑшса, ҫав тери пысӑк вӑрттӑнлӑх евӗр, ӑруран ӑрӑва куҫса, тӗттӗм те хупӑнчӑк халӑх йышӗсенче пурӑнаҫҫӗ.

Ҫак пӗртен-пӗр пунктра килӗшӳ тупаймарӑмӑр пулин те, — ку тӗлӗшпе пирӗн хушӑра каҫса каймалла мар тарӑн ҫырмаччӗ, — эпир пӗр-пӗрин патне вӑйлӑраххӑн та ҫирӗпреххӗн туртӑнма пуҫларӑмӑр. Юрату пирки пирӗн ҫӑвартан пӗр сӑмах та тухман-ха, анчах пӗр-пӗринсӗр тӑма пултараяс ҫукки иксӗмӗршӗн те тахҫанах паллӑ ӗнтӗ, ку вӑл пирӗншӗн ҫӑкӑрпа пӗрех хаклӑ, ҫавӑнпах пулӗ-и, ним чӗнмесӗр тӑнӑ чух, пӗр-пӗрин ҫине ӑнсӑртран харӑсах пӑхса илнӗ самантсенче, Олеся куҫӗсем нӳрелнине тата ун тӑнлавӗнчи ҫинҫе кӑна кӑвак тымар мӗнлерех йӑлтлатса тапнине час-часах курнӑ эпӗ…

Ун вырӑнне Ярмолӑпа хутшӑнасси-явӑҫасси йӑлтах пӑсӑлса кайрӗ манӑн. Эпӗ чӑх ури ҫинчи ҫурта кая-кая килнисемпе каҫхине Олеҫҫӑпа уҫӑлса ҫӳренисем пач та вӑрттӑнлӑх пулман ӗнтӗ уншӑн: хӑй вӑрманӗнче мӗн пулса иртнине вӑл пӗтӗмпех тӗлӗнсе хытмалла лайӑх пӗлет. Кӗҫех эпӗ вӑл хамран пӑрӑнма тапратнине асӑрхама пуҫларӑм. Эпӗ вӑрмана кайма пуҫтарӑнсан, кашнинчех, хӑй ҫилленни пирки пӗр самах каласа кӑтартман пулин те, ӳпкевлӗн те кӑмӑлсӑррӑн йӗрлесех тӑраҫҫӗ вара ун хура куҫӗсем ман хыҫҫӑн инҫетрен. Кулӑшла тӑрӑшулӑхпа пуҫланнӑ хут пӗлеслӗх пирӗн пӗтсе ларчӗ. Тепӗр чух эпӗ каҫ-каҫӑн вӗренме чӗнсен те Ярмола аллине ҫех сулать.

— Ӑҫта унта! Ниме тӑман ӗҫ ку, паныч, — калаҫать вӑл ӳркевлӗ йӗрӗнӳпе.

Сунара та ҫӳреми пултӑмӑр эпир. Эпӗ кун пирки калаҫу пуҫарсан, Ярмолӑн хирӗҫлеме кашни хутӗнчех мӗнле те пулин сӑлтав тупӑнсах тӑчӗ: е пӑшалӗ ҫӗмрӗк унӑн, е йытти чирлӗ, е хӑй ерӗҫеймест. «Пӗр пушӑ сехет те ҫуккӑ, паныч… суха пуссине хуратмалла паян», — тавӑрать вӑл ман йыхрава хирӗҫ час-часах; чӑннипе вара хӑй нимӗнле суха пуссине те «хуратмасть», куна эпӗ лайӑх пӗлетӗп, ун вырӑнне вӑл, кам та пулин хӑналасса иккӗленӳллӗ шанӑҫпа кӗтсе, пӗтӗм кунне монополи таврашӗнче ирттерет. Ҫак шӑп-шӑпӑрт, йӑпшӑнса пытарӑннӑ тӑшманлӑх мана ывӑнтарса йӑлӑхтарма та тапратнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ, тивӗҫлӗ сӑлтав сиксе тухсан, Ярмола усси-пӑссинчен ҫийӗнчех тасалас пирки те шутлакалама пуҫланӑ… Мана пурӗ те унӑн йышӗпе йыт кӗтӗвӗ чухлӗ чухӑн ҫемйине шеллени ҫеҫ чарса тӑнӑ: Ярмолана тивӗҫекен тӑватӑ тенкӗ шалу ҫапах та ӑна выҫӑ вилесрен хӑтарса усраять-ҫке-ха.

Сайт:

 

Статистика

...подробней