Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йытӑсем (тĕпĕ: йытӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Огнянов умне хӑйӗн чернил кӗленчине лартрӗ те: — Эс ҫыруна ҫыр, эпӗ хупаха кайса килем, — ҫак йытӑсем мӗн те пулин пӗҫертсе тухса ан кайччӑр, вӗсем чӑн-чӑн вӑрӑ-хурахсем-ҫке, — терӗ.

Поставил перед Огняновым свою чернильницу и сказал: — Ты напиши записочку, а я заскочу в корчму, — как бы эти собаки чего не стянули — сущие грабители!

XXXII. Аврам // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йытӑ йӑхӗнчен-ҫке вӗсем, эппин йытӑсем кӑшласа яччӑрах.

Они собачке отродье, так пускай их собаки сожрут.

XXXV. Хӗл каҫмалли вырӑнта // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йытӑсем туласа пӗтерӗҫинччӗ вӗсене!

Чтоб их собаки загрызли!

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Картишӗнче йытӑсем вӗрсе ячӗҫ, пӳртрен ҫурт хуҫи — Марин йыснӑшӗ хӑех тухрӗ.

Во дворе залаяли собаки, из дома вышел сам хозяин, дядя Марин.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӗтлӗхре выртакан ҫынна асӑрханӑ йытӑсем Огнянов патне пычӗҫ те шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн малалла юртса кайрӗҫ.

Заметив человека, притаившегося в кустах, гончие подошли, обнюхали его и побежали дальше.

XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Вӑл ҫаплах тӑрӑшнине пула урамра ҫӳрекен йытӑсем те хирӗҫ вӗрме тытӑнаҫҫӗ.

Он проявляет такое усердие, что на его лай отзываются собаки с улицы.

XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук, ун йышши йытӑсем манмаҫҫӗ ҫав, — терӗ вӑл.

— Что правда, то правда, собаки этой породы очень злопамятны, — сказал он.

XVI. Ҫӑва калаҫать // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Йытӑсем чӗлхисене тӑсса кӑларнӑ, пашкаса сывлаҫҫӗ.

Несколько собак, высунув языки, прерывисто дышали.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Чӗлхине тӑсса кӑларнӑ йытӑсем йӑртлаттарса чупаҫҫӗ, ват ула кураксем те йывӑҫ ҫинче ҫӑварӗсене каркаласа лараҫҫӗ.

Собаки брели, высунув языки, и даже старые вороны на деревьях разевали клювы, с трудом дыша.

Халӑха кӑтартма // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 107–114 стр.

Таҫта пӑру мӗкӗрсе илчӗ, хутор вӗҫӗнче йытӑсем хӑр-хар туни илтӗнчӗ, кӳршӗре, сехет шутне ҫухатса, автан ыйхӑ тӗлӗшпе вӑхӑтсӑр авӑтса ячӗ.

Где-то мыкнул теленок, где-то в конце хутора взлаяли собаки, по соседству, потеряв счет часам, не ко времени прокричал одуревший спросонок петух.

XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йытӑсем унӑн сехрине хӑпартнӑ пулмалла, ҫавӑнпа вӑл пусӑ урлӑ тӑнне ҫухатсах сикнӗ.

Не иначе — разжелудили его эти собаки так, что он без ума летел через этот колодезь.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫӑрттан Мучи, хӑйӗн ватӑлла тирпейсӗрлӗхне пула, каҫхине пуссӑн виткӗҫне хупмасӑр хӑварнӑ пулнӑ, йытӑсем урса кайса хӑваланипе сехри хӑпнӑ ватӑ качака таки пусӑ урлӑ сикнӗ, анчах ватӑ чӗрнисем шуса кайнӑ курӑнать: вӑл аялалла персе аннӑ та путса вилнӗ.

Створка, прикрывавшая устье колодца, по стариковской небрежности деда Щукаря была не прикрыта с вечера, старый козел, напуганный собаками, их злой погоней, прыгнул через колодец и — видно, скользнули старые копыта — сорвался вниз и утонул.

XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн эрне иртсен — намӑс курнипе те, йытӑсем сехрине хӑпартнипе те, хӗрӗ пӑрахнипе те, вӗсен пӗтӗм юратӑвӗ таҫта хӑямата кайса кӗнипе те — каччӑ сасартӑк ӳпке чирӗпе чирленӗ те вилсе выртнӑ.

А через неделю от такого пришествия — тут тебе и страмá, тут и страх от собак, тут тебе и невеста бросила, и вся любовь их рухнулась к едрене-фене — получил парень скоротечную чахотку и помер.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Учитель урама тухсанах, кустӑрмисемпе йӑлтӑртаттарма пуҫласанах, ылханлӑ йытӑсем ухмаха еретчӗҫ.

Как только учитель появится на улице, заблестит колесами, так проклятые собаки прямо с ума сходят.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун чухне пуҫласа курнӑччӗ эпир ӑна, ҫав пирвайхи велосипед хуторти ҫынсемшӗн те тӗлӗнмелле япала пулнӑ пулсан, йытӑсем ҫинчен каламалли те ҫук.

Тогда они только что появились, и уж ежели в хуторе был этот первый велосипед всем людям в диковинку, то про собак и говорить нечего.

XXV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗтӗм урамсемпе тӑкӑрлӑксем тӑрӑх, васкамасӑр, шавлӑн калаҫса, ҫынсем утаҫҫӗ; кашни килтех калинкке чӗриклетет, ҫӗрлехи шӑплӑхра хыттӑн алӑк шашулккисем шалтлатаҫҫӗ; сайра хутра унта та кунта кулни илтӗнет, ҫӗрле урамсемпе ҫын нумай ҫӳренине, шавласа калаҫнине хӑнӑхман йытӑсем, вӑранса, пӗтӗм Шырланпуҫа янратса вӗрме пуҫларӗҫ.

По всем улицам и переулкам медленно шли люди, оживленно переговаривались; в каждом дворе скрипели калитки, резко в ночной тишине звякали дверные щеколды; изредка то здесь, то там звучал смех, и — непривычные к такому многолюдству и гомону в ночное время — по всему Гремячему Логу подняли неистовый брех проснувшиеся хуторские собаки.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Йытӑсем тӗлӗшпе эсӗ ӑста, факт!

— По собакам ты специалист, факт!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Акӑ сан аҫу выртать, ун виллине йытӑсем ҫуркаласа тӑкма пултараҫҫӗ…

— Вот лежит твой отец, собаки могут растерзать его труп…

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Виле шӑршине сиссе пухӑннӑскерсем, ун таврашӗнче йытӑсем, выҫӑлӑхпа та ҫӑткӑнлӑха пула, ҫунса ялтӑракан куҫсемпе явӑнса ҫӳренӗ ӗнтӗ.

Собаки, привлеченные запахом падали, уже бродили вокруг него с горящими от голода и жадности глазами.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Тӑхӑр ҫула ҫитиччен мана йытӑсем те туланӑ, хур аҫи те тӳсме ҫук хытӑ сӑхнӑ.

До девяти годов меня и собаки рвали, и гусак шшипал до невозможности.

31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней