Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӗрӗссипе каласчӗ хуть, атту лӗпӗртетет, итлесен хӑсас килет!..Так бы и сказал по правде, а то разводит кисель сладкий — тошнить начинает!..
7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
— Шурлӑх чӑххи пекех эсӗ, лакса ларнӑ та хӑвӑн юррунах тӑсатӑн — итлесен хӑсас килет, пӗтӗм ӑш-чик пӑтранать!..
4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Усть-Невински ҫыннисем Прохор улшӑннинчен тӗлӗннӗ: гидростанци патнелле урампа ҫав Прохорах утнӑ пек, васкавлӑ утти те, пӗчӗк кӑвак куҫӗсем пӑхкалани те ҫавӑн пекех, кӑшт хӑрлатакан мӑн сасси те ҫавах, анчах тинкеререх пӑхсан, лайӑхрах итлесен: «Э-э! Ку пачах урӑх ҫын!» — темелле.
XXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тем тӑршшӗ тӑсӑлнӑ лавсем ҫине пӑхсан, каҫхи сасӑсене итлесен — чӗрере ҫав тери савӑнӑҫлӑ туйӑм ҫӗкленет, ҫеҫенхирти юрра илтсен ҫеҫ чӗре ҫавӑн пек савӑнӗ-и тен…
XIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫакӑн пек паттӑрлӑхсем ҫинчен итлесен, пирӗнте, ачасенче, темӗнле хӑпартлануллӑ туйӑмсем ҫуралатчӗҫ.Услышав о таких подвигах, у нас, в детях, рождались какие-то восторженные чувства.
Вӗсем Ҫӗнтерӳпе яла таврӑннӑ // Николай Воронцов. «Канаш», 2020.02.14
— Ҫав музыкӑна итлесен, иклетекен пулатӑн!
V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Музыка итлесен, ҫав музыкине ҫыракан ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмӗ мӗнле пулнӑ, манӑн кӑмӑл-туйӑм та тӳрех ҫавӑн пек пулса каять.
XXIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ҫиелтен пӑхсан, пурте яланхи пекех: вӗри сывлӑшра иртен пуҫласа каҫченех кайӑк-кӗшӗк ҫуйхашать; инҫете курӑнакан тавракурӑм хӗрринче ҫинҫе пурҫӑн карри пек ӑрша вылянса тӑрать; аякри тӗмесемпе сӑвӑр тӗмисем силлене-силлене таҫта шунӑ пек туйӑнаҫҫӗ; тавракурӑм хӗрринче бригада ҫурт-йӗрӗсем е трактористсен пӗчӗк вагонӗ аран-аран курӑнмалла тухса тӑрать; ҫулсем ҫинче тусан юпи ҫӗкленет те, вара унӑн пӗлӗчӗ темиҫе километрах хӳме пек карса илет; таҫта хӑяматра мотор кӗрлет — унӑн сасси хӑлхана ҫӗр ҫине хурса итлесен лайӑх илтӗнет; янк уҫӑ уй-хирте лаша ури тапӑртаттарни янӑраса каять — юланутҫӑн вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫӗ симӗс ҫулҫӑллӑ кукуруза хушшинче ҫӑмха пек чупса иртсе ҫухалать, — пӗр сӑмахпа каласан, пурте яланхи пекех, пурте шӑп та шай хальчченхи ҫулласенче пулнӑ пекех, анчах ҫакӑн пек кунсенче ҫӗрӗҫлекенӗн ҫивӗч хӑлхи темскер урӑххине — ҫуллахи ӗҫ пуҫланнине туйса илет.
XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Итлесен те намӑс мар…
XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах тепӗр кунне, ҫӗнӗ сводка итлесен, ҫӑмламас куҫхаршийӗсене пӗркелентернӗ те йывӑррӑн сывласа илнӗ:Но на другой день, прослушав новую сводку, хмурил лохматые брови и говорил вздыхая:
III // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах «Атӑл» секторӗн хурал ҫуртне пырса, тимлен итлесен, Жученков килӗшрӗ: чӑнах та такам стенана ҫӗмӗрет…
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Комиссар ку секторта пулса-иртни ҫинчен каланине итлесен Шустов, Москаленко, Сергеев пирки хурланса кайрӗ, унтан кӑшт чӗнмесӗр тӑчӗ те, пӗтӗмлетӳ турӗ:
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Аякран итлесен: «Ах, мӗнле тӳр кӑмӑллӑ ача!» теме те юрать.Послушать со стороны, так можно сказать: «Ах, какой прямодушный мальчик!»
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мавр кимӗрен чылай инҫе юлсан, эпӗ ача енне ҫаврӑнса: — Ксури, эсӗ мана итлесен, эпӗ саншӑн нумай ырӑ ӗҫ тӑвӑп. Итлетӗп, пӑхӑнатӑп тесе, сӑмах пар мана. Ҫавӑн пек сӑмах памасан, эпӗ сана та тинӗсе ывӑтатӑп, — терӗм.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Итлесен, яланах парнелеҫҫӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, хӑй итленипе итлеменнине Вера Павловна хӑй те пӗлмен; хуть те мӗнле пулсан та, итлесен итлемесен те, ӑна темскер илтӗнет, анчах унӑн хӑй мӗн илтнине ӑнланса илме вӑхӑт ҫук; ҫапах та илтӗнет-ҫке-ха, сӑмах ҫырупа пӗртте ҫыхӑнса тӑман темӗнле урӑх япала ҫинчен пырать, вара Вера Павловна майӗпен итлеме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн патнеллех туртать: нервисем ӑна ҫыру ҫинчен мар, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн; вӑл нумайччен нимӗн те ӑнланаймарӗ, ҫапах та упӑшкин сивӗ те кӑмӑллӑн илтӗнекен сасси ӑна лӑплантарма пуҫларӗ, унтан вара вӑл ӑнланма та тытӑнчӗ.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗмӗр-ӗмӗр итлесен те, итлесе тӑранман пулӑттӑм!
XXI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сана итлесен, эсӗ хӑвӑн пӗтӗм пурнӑҫна ху мар, кӳршӳсем тата иртен-ҫӳрекенсем туса панӑ пек пулса тухать.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
— Сана итлесен, эсӗ управӑна хутсем ҫырма та пӗлместӗн, кил хуҫи патне ҫыру ҫырма та пӗлместӗн, Ольга патне ҫыру ҫырнӑ-ҫке?
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирвайхи хут итлесен мӗн калӑн-ха?
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956