Поиск
Шырав ĕçĕ:
Класра эпӗ шӑп лараттӑм: учительница мӗн каланине пӗр сӑмах сиктермесӗр итлесен, урока хатӗрлеме ҫӑмӑл пулать.
4. Шкула ҫӳреме тытӑнатӑп // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.
Яков чӑмласа ларать, унӑн суккӑрла пичӗ ҫинче кӑвак ҫӳҫ ункисем вылянса тӑраҫҫӗ, ҫӑмлӑ хӑлхисем тапранкалаҫҫӗ; повӑр хӑйне мӗн каланине итлесен, вӑл татах йӗркеллӗн те хӑвӑрттӑн калама тытӑнать:
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хуҫасем ҫын ҫинчен сӑмахланисене итлесен, яланах атӑ-пушмак сутакан магазин аса килетчӗ — унта ҫавӑн пекех калаҫатчӗҫ.Слушая беседы хозяев о людях, я всегда вспоминал магазин обуви — там говорили так же.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Княгиня сӑвва вӗҫне ҫитиех итлесен тата ӑна ҫыраканнине темиҫе хут мухтасан, кукамай кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, унпа французла калаҫма пуҫларӗ, ӑна эсир, савнӑ чунӑм, тесе калама пӑрахрӗ тата ачисемпе пӗрле каҫпа пирӗн пата килме сӗнчӗ, ҫакӑнпа княгиня килӗшрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Комендант япунла пӗр ҫирӗм сӑмах пӗлет, анчах японецсем хӑвӑрт-хӑвӑрт калаҫнӑ чухнехи пек мӑкӑртатнине итлесен те, хӑй ӑнланакан «си-дес» сӑмаха ҫеҫ ӑнкарса юлма пултарчӗ.
III // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 43–69 с.
Пӗр виҫӗ минут итлесен, Екатерина Ивановна ӑна хӗрхенчӗ:
26 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Хӑлхана ҫӗр ҫумне хурса итлесен, аякра тупӑсем кӗмсӗртетнипе ҫӗр ҫийӗ кисренсе кайнине туйса илме пулать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Армянла вырӑс, — лейтенант кулса ячӗ, — армянла питӗ таса калаҫатӑп, ытах тӑнласа итлесен, манӑн калаҫу та армян евӗрлӗ тухнине сисме пулать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Вӑл хӗпӗртесе кайнӑ, тӑлӑп ҫухине тавӑрнӑ та тӑрӑшса итле пуҫланӑ, анчах тем пек итлесен те нимӗн те илтӗнмен, — ҫил вӗрнипе турта ҫумӗнчи тутӑр вӑр-вӑр вӗҫсе тӑни тата юр ҫуна хупӗ сумне ҫапӑнса ҫӑтӑр-ҫатӑр туни кӑна илтӗннӗ.
VI // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
— Ҫапах та, вӑл сана ярас мар тесен, санӑн ӑна итлесен лайӑхрах пулӗччӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ.— Но если он будет серьезно противиться, я думаю, тебе лучше уступить.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ҫак самантра азербайджанецсен асӑннӑ пословицине итлесен авантарах пулӗ.В данном случае лучше всего придерживаться этой азербайджанской пословицы.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Виҫӗ кун хушшинче сводкӑсем пулман, вара фронтра пулма пултарнӑ улшӑнусем ҫинчен Шмелев калаҫнине итлесен, Алексей шикленнипе хӑйӗн чӗри каллех ыратса кайнине туйса илчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Врачсене итлесен, ман ал-ура ӗҫӗ тума, ҫырма, вулама, пӑлханма юрамасть.
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Унӑн ҫӑварӗнчен уйрӑм сӑмахсем туха-туха кайнине итлесен, унӑн чӑнах та ҫавӑн пек шухӑшсем пулнӑ темелле.
XLV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
— Динго мӗнле вӗрнине итлесен, Негоро пиртен инҫетрех мар пулмалла.— Послушать Динго, так Негоро должен быть где-то неподалеку.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Сутӑҫӑ ачи ҫак сӑмахсене итлесен, пӑртак хутланса ларчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Совинформбюро сводкисене итлесен, Шура шӑлӗсене шӑтӑртаттарать, чышкисене чӑмӑртаса, сиввӗн пӑхса, пӗр сӑмах чӗнмесӗр каялла-малалла уткаласа ҫӳрет.
Шура // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Пӑшал сассисене итлесен хӗр вырӑнтан сиксе тӑчӗ.
20. Шпиона тытни // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Майор каланисене итлесен, отделенири дежурнӑй задачӑна тӳрех ӑнланчӗ: шофер пурӑнакан ҫурта сыхласах тӑмалла, шоферпа арӑмӗ тухса тарма тӑрсан, вӗсене тытса хупмалла.
17. Сехет чеелӗхӗ // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.
Стёпка темӗнле тӑрӑшса итлесен те урӑх нимех те илтеймерӗ.
14. Чӗрӗллех пытарнӑскер // Леонид Агаков. Матвеев Г.И. Симӗс вӑчӑрасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 112 с.