Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XVIII

Раздел: Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем –> Иккӗмӗш пай

Автор: Александр Яндаш

Источник: Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Добавлен: 2020.01.26 18:05

Предложений: 109; Слово: 1559

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ҫил-таман вӗҫтерме чарӑнман, ҫил ҫеҫенхирти юра хӑваланӑ та хӑваланӑ; Рощенски делегацийӗ пырса ҫитнӗ пӗчӗк станцине тӗксӗм хупласа илнӗ. Сергей билетсем илме, Савва ҫав вӑхӑтра — Дорофейпа калаҫса, ӑна Усть-Невинскине паян тем пулсан та ан кай, Рощенскинче ҫӗр каҫ, тесе хушма кӑна ӗлкӗрнӗччӗ, ҫав станцӑри ҫурт-йӗрсене, рельсӑсене, юпасене хупӑрласа тӑракан тӗксӗм тӗтӗм витӗр поезд тухса пӑрланнӑ ураписемпе шатӑртаттарса чарӑнчӗ. Ӑна, такам тӑрӑшсах марлӗпе ҫыхнӑ пек, пӗтӗмпех юр хӗвсе кайнӑ…

Рощенецсем иккӗмӗш вагона кӗчӗҫ. Пятигорск делегацийӗ те унтах. Коридорта та, Глашӑпа Варвара Сергеевнӑна проводник кӑмӑллӑн илсе кӗнӗ куппере те ӑшӑ ҫеҫ мар, пӑчӑ та пулнӑ.

— Глаша, кунта ӑшӑнма та пулать, — терӗ Варвара Сергеевна, шаль тутрине салтса тата хӑйӗн куҫхӑрпӑхӗсемпе куҫхаршийӗсем самантрах йӗпенсе кайнине туйса.

Хывӑнсан тата ҫӳҫесене тураса пӗчӗк тутӑрсем ҫыхсан, Варвара Сергеевнӑпа Глаша йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗҫ: ҫӳлти лапкасене йышӑннӑ пӗр хӗрарӑмӗ ҫывӑрать пулмалла, вӑл питне стена ҫумнелле туса выртать, кӗскен каснӑ тата начар ҫивӗтленӗ хура ҫӳҫӗ сапаланса кайнӑ, тепри, шурӑ та кӑпӑшка питлӗскер, чавси ҫине таянса ҫӗкленчӗ те куппене халь кӗнисем ҫине, темскер пӗлесшӗн пулнӑ пек, йӑл кулса пӑхрӗ.

— Эсир те делегатка-и? — ыйтрӗ Варвара Сергеевна, апат-ҫимӗҫ тултарнӑ корзинкӑна пӗчӗк сӗтел ҫине лартса.

— Ҫапла, эпӗ те делегатка, — ҫавӑн пекех йӑл кулса ответлерӗ те хӗрарӑм, унӑн ҫамрӑк та таса сӑн-пичӗ кӑштах хӗрелсе кайрӗ.

— Учительница пулатӑр-и?

— Ҫук, эпӗ врач.

— Аван специальность, — халӗ ӗнтӗ Глаша калаҫма пуҫларӗ; ӑна ҫак, сӑнран чипер хӗрарӑмпа калаҫма та, ун ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ пулчӗ. — Мӗнле чирсенчен сывататӑр?

— Врач пулса, эпӗ санаторинчи чирлӗ ҫынсем епле асапланнине сӑнаса тӑратӑп, — халӗ ӗнтӗ кулмасӑр ответлерӗ хӗрарӑм, унтан кӑштах хӑюсӑртараххӑн хушса хучӗ:  — Эпӗ диэт-врач…

— Пирӗн станицӑра ун пек врачсем ҫук…

Варвара Сергеевна, калаҫнине итленӗ май корзинкӑран лайӑх ӑшаланӑ хур, салӑпа ыхра шӑрши кӗрекен килте тунӑ колбаса ҫаврашкисене, татӑкӑн-татӑкӑн каснӑ абрикос кукли, пуҫламан ҫӑкӑр сӗтел ҫине кӑларса хучӗ. Унтан вӑл хӑйӗн пысӑк та кӑмӑллӑ куҫӗсемпе хӗрарӑм ҫине ачашшӑн пӑхса ҫапла каларӗ:

— Ну, апла пулсан, эсир, каҫарӑр-ха, сирӗн ята та, аҫу ятне те пӗлместӗп-ха…

— Антонина Николаевна…

— Ҫапла, Антонина Николаевна, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Варвара Сергеевна, хаваслӑ сасӑпа — сирӗн апат-ҫимӗҫ енӗпе пӗлӳлӗх пур пулсан, эпир, Глашӑпа иксӗмӗр, сире пирӗнпе пӗрле каҫхи апат ҫиме чӗнетпӗр… Эпир ҫул ҫине илсе тухнӑ диэтӑна специалист пулса тутанса пӑхӑр-ха.

— Апла пулсан мӗнех-ха, куратӑп эпӗ: сирӗн диэта пӗрремӗш сортлӑскер.

— Эсир малтан тутанса пӑхӑр-ха, куҫпа пӑхнипе ҫеҫ йӑнӑшма та пулать.

— Ыйтатпӑр, пирӗн пата анӑр.

Тутлӑн ӑшаланӑ хур ҫине те, колбасан хӗрлӗрех ҫаврашкисем ҫине те тата Варвара Сергеевнӑн тӗксӗмрех ҫутӑра хурарах курӑнакан пит-куҫӗ ҫине те именсе пӑхкаласа илсе, Антонина Николаевна нимӗн калама та хӑяймарӗ, йӑл кулса ҫапла шухӑшларӗ:

«Пирӗн куппене епле аван хӗрарӑмсем ларчӗҫ, епле кӑмӑллӑн калаҫаҫҫӗ вӗсем, апат-ҫимӗҫне те лайӑххине илсе тухнӑ: ҫук, лапка ҫинче выртмастӑп эпӗ!..»

Ҫил уланипе пӗрле пӑравус кӑшкӑрни янӑраса кайрӗ, ҫав самантрах вагон тапранчӗ, шӑннӑ буферсем чӗтресе, чанкӑртатса илчӗҫ, вара поезд, пӑспа витӗнсе тата тупан ҫине лартнӑ пек чӗриклетсе, тапранса кайрӗ. Вӑл, хӑвӑрттӑн чупма пуҫласа, станцӑри юлашки ҫуртсенчен иртсен тата анлӑ вырӑна чупса тухсан, вагон тӑрринче ҫил кашлама пуҫласан, коридорпа иртсе пыракан Сергей хӑйсен делегаткисем патне кӗме шутларӗ те алӑка сыхлануллӑн уҫрӗ. Пӗчӗк сӗтел умӗнче виҫӗ хӗрарӑм тем ҫинчен хӗрӳллӗн калаҫса лараҫҫӗ. «Калаҫма юлташ тупма та ӗлкӗрнӗ», — шухӑшларӗ Сергей, вара, вӗсене кансӗрлес мар тесе, алӑкне ерипен хупрӗ.

Сергей мачча ҫумне кайӑк йӑви пек ҫыпӑҫса ларнӑ репродуктор умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Хӗрачан уҫӑ та илемлӗ сасси пӗтӗм вагонӗпех янӑрать; ҫав сасӑра ӑшӑ та паха тата ҫепӗҫ туйӑм нумай пулнипе Сергей ирӗксӗрех Кубань ҫыран хӗррине, кӑтра вӑрмана, хӗп-хӗрлӗ те кукша ҫамкаллӑ вӑкӑрсем кӳлнӗ урапана тата кулса тӑракан Иринӑна курчӗ. Вагон чӳречи леш енче сивӗ те, ҫил-тӑман та ҫук пек, хӗвел хӗртсе пӑхать, пирвайхи ҫумӑрпа ҫемҫелсе симӗсленнӗ ҫӗр ҫийӗпе пур ҫӗрте те тӗксӗм-кӑвак тӗтре пӗлӗчӗсем шуса иртеҫҫӗ пек туйӑнать ӑна… «Юрӑн вӑйӗ авӑ мӗн тери пысӑк! Хӗллерен пӗр самантра ҫуркунне туса хучӗ», — шухӑшларӗ Сергей.

— Сережа, мӗншӗн ҫавӑн пекех тунсӑхлатӑн? — ыйтрӗ Кондратьев, «Казбек» коробкине уҫса, Сергее те пирус пачӗ.

— Итлетӗп… Мӗн тери илемлӗ сасӑ!

Коридорта шавлӑ; хӗр юрланӑ сасӑпа кустӑрмасем шакӑртатса чупнин шавӗ ҫумне пассажирсем тӗрлӗ сасӑпа калаҫни хутшӑнать; уҫӑ куппесенчен пирус тӗтӗмӗ мӑкӑрланса тухать, калаҫни-кулни, хулӑм сасӑсем янӑраса каяҫҫӗ. Чи хӗрринчи куппере уйрӑмах тӑвӑр та шавлӑ, унта шахматистсем ҫапӑҫу пуҫланӑ, темле делегат, темле тӗлӗнмелле хыпара пӗлтересшӗн пулнӑ пек, пӗтӗм вагона кӑшкӑрать: «Ан васка, пешкӑпа ҫӳре».

— Сергей Тимофеевич, — терӗ Кондратьев, халь хулӑн сасӑпа янракан репродуктор ҫине пӑхса, — сана пӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтересшӗн эпӗ.

— Мӗнле ҫӗнӗ хыпар вӑл?

— Вӑл халь пурри мар-ха, пуласси кӑна. — Хулӑм сасӑпа киленнӗ пек пулса Кондратьев каллех тимлӗн итлерӗ — Тен, Сережа, ҫапла пулма пултарать: эпӗ Рощенскине таврӑнмӑп.

— Эсӗ мӗн, Николай Петрович? — Сергей кулса ячӗ. — Мӗншӗн таврӑнмастӑн вара?

— Виҫӗмкун эпӗ телефон тӑрӑх Бойченкӑпа калаҫрӑм. Сергее пӗтӗмпех тӗрӗссине каласа памалла-ши, е мӗне те пулин пытарса хӑварас, тесе шухӑшланӑ пек, Кондратьев чӗнмесӗр тӑчӗ; пирус ҫинчи кӗле майӗпен чӗрнипе тасатрӗ, унтан пирус ҫине те, чӗрне ҫине те вӗрсе илчӗ.

— Куратӑн-и, Сережа, манӑн сана ӳстерес шухӑш пур… Эпир конференцине каятпӑр, конференци мӗннине эсӗ пӗлетӗн — вӑл хуҫа, вӑл пирӗнпе пурне те тума пултарать…

— Ӑнланатӑп, — чарчӗ унӑн сӑмахне Сергей, пирусне ҫӑткӑннӑн ӗмсе — сана крайкома илеҫҫӗ-и?

— Пулма пултарать — Кондратьев: «Ну, Сережа, мӗн тума пултарӑп-ха эпӗ — илеҫҫӗ те каяҫҫӗ»… тенӗ пек аллисене сарса айӑплӑн кулса илчӗ.

— Сансӑр… эпир епле пулӑпӑр-ха?

«Эпир» сӑмах умӗн вӑл тытӑнса тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра унӑн пуҫӗнче урӑх сӑмахсем ҫавӑрӑнса ҫӳренӗ, тути те: «Мӗн тӑватӑн эсӗ? Эпӗ мӗнле пурӑнӑп?» тенӗ сӑмахсене кӑштах каласа хумарӗ.

— Николай Петрович, — пуҫларӗ вӑл, палӑрмаллах хумханса, — ун пек пулас пулсан, эсӗ кайсан, вара пирӗн пӗтӗм… мӗнле пулӗ-ха, пирӗн унта мӗнле плансем пуррине эсӗ пӗлетӗн вӗт-ха, — ку тӗлте вӑл район планӗсем ҫинчен Кондратьев пирвайхи хут илтмелле пекех хӗрӳллӗн калама пуҫларӗ; ҫутҫанталӑка улӑштарса ҫӗнетесси ҫинчен, электрификаци ҫинчен каларӗ, анчах каллех хӑй ҫинчен, Кондратьевсӑр епле ӗҫлесси ҫинчен шухӑшларӗ; Кондратьев Рощенски районӗнчен нихӑҫан та, конференци решенийӗ пулсан та каяс ҫуккине хӑйне ӳкӗте кӗртесшӗн пулчӗ.

— Эпир епле пулӑпӑр-ха? — Сережа ыйтӑвне тепӗр хут каларӗ Кондратьев. — Ӑнланатӑп: сана район планӗ мӗнле пурнӑҫа кӗртесси пӑшӑрхантарать. Аван, калас пулать, ырламалла пӑшӑрхану. Анчах эсӗ шутланӑ пек ҫапла тухать: Рощенскинче Кондратьев пулмасан пӗтӗм план пӗтсе ларать. Ҫук, Сергей, пурнӑҫра вӑл ун пек пулмасть. Пирӗн плана кам туса ҫирӗплетнӗ? Рощенскинче, Усть-Невинскинче, Родниковскинче, Белая Мечетьре пурӑнакан ҫынсем хӑйсем ҫирӗплетнӗ, вӗсем ниҫта та каймаҫҫӗ-ҫке. План вӑл вӗсен, ҫавӑнпа районта Кондратьевпа Тутаринов е камсем те пулин урӑххисем пулсан-пулмасан та халӑх хӑй планне пурнӑҫлатех… Ку — пӗрремӗшӗ. Иккӗмӗшӗ: духовнӑй вӑйсем партире те, государствӑра та куллен-кунах хутшӑнса пыраҫҫӗ, государствӑна ертсе пыма ҫӗнӗ, пултаруллӑ ҫынсем ӳсеҫҫӗ. — Кондратьев кӑвакарнӑ тӑнлавне сӑтӑрса, кулса илчӗ. — Эсӗ триер ӗҫленине асӑрханӑ-и? Ещӗкне, эсӗ пӗлетӗн, кирек мӗнле тырӑпа та тултараҫҫӗ, анчах вӑл триер витӗр тухсанах хӑшӗ пушӑ, хӑшне вӗри тивнӗ, хӑшӗ шултра та пысӑк виҫеллӗ пулни курӑнать… Пурнӑҫра та ҫавӑн пекех, Сережа… Ҫӑмӑлттай ҫынсем ӗҫре часах хӑйсене палӑртаҫҫӗ те вӗсене вара вӑйсӑр ҫил те вӗҫтерсе каять… Тӗрӗс, ӑҫта та пулсан кӗтессе, ҫил кӗмен ҫӗре, пушӑ ҫынсем хӗсӗнсе юлма пултараҫҫӗ, анчах ун пекки — сайра хутра ҫеҫ пулать… Пысӑк ирӗк-кӑмӑллӑ, пуҫаруллӑ, тӳрӗ ҫынсем хӑйсен тӳрӗ ҫулӗпе пыраҫҫӗ, ун пек пулман пулсан, эпир пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑнӑ пулӑттӑмӑр, ку — кӗрешме ҫӑмӑл мар киревсӗр япала… Эпӗ кӑна акӑ мӗншӗн калатӑп: вӑхӑт ҫитсен эсӗ те Рощенскинчен каятӑн, вара шеллекенсем те тупӑнаҫҫӗ, анчах шеллеме кирлӗ мар. Шеллемелле мар, савӑнмалла. — Вӑл Сергее ыталарӗ, унӑн хулпуҫҫине хӑйӗн шӑмӑллӑрах та вӑйлӑ аллипе чӑмӑртаса, ҫапла каларӗ:  — Ну, ну, пуҫна ан ус, сана килӗшмест ку!

Купперен Савва тухрӗ те коридор тӑрӑх тайкаланса утса:
— Мӗншӗн пымастӑр-ха эсир? Эпӗ пурне те хатӗрлерӗм, хырӑм тем пекех выҫса кайрӗ, анчах эсир ҫаплах тӑратӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Каҫхи апат хыҫҫӑн Савва полка ҫине улӑхса кайрӗ, килти пек хывӑнса пуҫ ҫинченех витӗнчӗ те шӑхӑрсах харлаттарма пуҫларӗ — мӗскӗне сӑпкари ачана ярӑнтарнӑ пек силлентерет. Кондратьев гимнастеркӑна хыврӗ, кӑвакарнӑ хытӑ ҫӳҫне тураса якатрӗ те выртрӗ, унтан, сӗтел ҫинчи лампӑна хӑй патнерех туртса, куҫлӑхне тӑхӑнса хаҫат саркаласа тытрӗ.

Сергей, пирус туртса пӗтерсен те хӑй вырӑнӗнчех ларса, чарӑннӑ калаҫӑва тепӗр хут пуҫлама тӑнӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра куппене тӑваттӑмӗш пассажир кӗчӗ — вӑл таҫта, кӳршӗсем патӗнче, пулнӑ пулмалла: вал чылай ҫула ҫитнӗ кӗрнеклӗ, сарлака питлӗ, пысӑк та чакӑр куҫсемлӗ арҫын; илемлӗн касса айккисене хырса тасатнӑ ҫутӑрах хӗрлӗ сухаллӑ, уссисӗр; хӳхӗм ҫар тумне тӑхӑннӑ, сарлака хулпуҫҫи ҫинче полковник погонӗсем илемлӗн выртаҫҫӗ.

— Эсир пуҫтарӑнса та выртрӑр-и? — ыйтрӗ вӑл ҫинҫерех те уҫӑ сасӑпа. — Эпӗ хытӑ тавлашрӑм-ха, анчах эсир мӗн ҫинчен тесе шутлатӑр? Кашнинех физкультура тутарасси пирки! Эпӗ ахаль физкультурӑшӑн мар, кашни ҫын хӑйне уйрӑм физкультура тӑвасси пирки калатӑп, анчах вӑл ытти япаласем ҫинчен сӳпӗлтетет. — Полковник ларчӗ, сухалне якатрӗ. — Шутлӑр-ха хӑвӑрах. Ку вагонра ертсе пыракан работниксем ытларах. Вӗсем массӑллӑ физкультура юхӑмне аталантараҫҫӗ, вӗсем стадионшӑн тата волейболла вылямалли площадкӑшӑн тӑраҫҫӗ, анчах кашнине физкультура тутарассинчен вутран хӑранӑ пек хӑраҫҫӗ! Мӗншӗн хӑраҫҫӗ-ха? Ирӗк-кӑмӑл ҫитеймест хӑйсене хӑйсем ҫултан-ҫул кашни кунах физкультура тутарма пултараймаҫҫӗ. — Ку тӗлте полковник ҫӑмӑллӑн та кӑмӑллӑн кулса ячӗ, унӑн хӗрлӗрех сухалӗ чӗтренсе илчӗ — Эпӗ ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ ирхине зарядка тӑватӑп. Ыйтӑр-ха эсир манран, чир мӗннине пӗлетӗп-и эпӗ? Ҫук, чун-чӗререн тупа туса калатӑп: пӗлместӗп! Вӑрҫӑна ирттертӗм — гриппа та чирлемерӗм… Акӑ манӑн алсем! — вара вӑл Сергей аллине хӑйӗн кушӑркаса, хытса кайнӑ алтупанне тыттарчӗ. — Тимӗр алтупанӗ! Кашни ирех пӗр сехет зарядка тӑвасси — манӑн закон. Шел, анчах пирӗн хӑшпӗр ответлӑ работниксем ҫак закона пӑхӑнмаҫҫӗ, вӗсем ҫитменнине ҫуран ҫӳреме те хӑраҫҫӗ — ӗҫе машинӑпа каяҫҫӗ. Акӑ мӗн мана чун-чӗрене тивичченех кӳрентерет!.. Куллен физкультура туни ӳт-пӗве ҫӑмӑллатать, санӑн шӑнӑрусене сывлӑх кӗртет…

— Эсир епле шутлатӑр, полковник, — калаҫма пуҫларӗ Кондратьев, куҫлӑхне хывса, — пирӗнтен кама та пулин, пирӗнтен нумайӑшӗсене тесе калӑпӑр, ӑс-пуҫ зарядки, кулленех, пӗр татти-сыпписӗр зарядка туни кирлӗ-и? Ҫакӑ та, паллӑ ӗнтӗ, ҫӑмӑллатать те, шанчӑклӑх та парать…

— Килӗшетӗп, анчах сывлӑх, — хӗрӳленчӗ полковник, ҫӗнӗ тавлашу пуласса туйса пулмалла, Кондратьев ҫывӑхне ларса.

— Эсир ялхуҫалӑхлӑ райкомӑн секретарӗ — пит лайӑх! Эпӗ ахаль ҫар инженерӗ, анчах эпӗ мана итлеме ыйтатӑп сирӗнтен…

«…Вӑхӑт ҫитсен эсӗ те Рощенскинчен кайӑн… анчах шеллеме кирлӗ мар», — шухӑшланӑ Сергей. Вӑл тунсӑхланӑ, хӑйӗн шухӑшӗсемпе пӗчченех тӑрса юлас килнӗ, ҫавӑнпа вӑл полковник ыйтнине итлесшӗн пулмарӗ, хулпуҫҫи ҫине шинель ҫакса ячӗ те купперен тухрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней