Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: VI

Раздел: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Источник: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Добавлен: 2020.01.29 18:57

Предложений: 170; Слово: 1378

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Хӗвел йӑмӑххӑн ҫутатать, пӗрре те ноябрь уйӑхӗ вӗҫӗ пек мар. Вӑрманта лӑпкӑ та ҫутӑ. Хушӑран-хушӑ ҫеҫ йывӑҫсем турачӗсене силлентерсе ытлашши юра тӑкаҫҫӗ. Ӑсан аҫисем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе хурӑн ытларах уҫланкӑсемпе вӑрман хӗррисене вӗҫсе тухаҫҫӗ.

Лозневой тунката ҫине ларнӑ та юр ҫиет.

Ун хыҫӗнче ҫил хуҫса антарнӑ пысӑк типӗ хыр ҫинче, партизансем лараҫҫӗ. Вӗсем табак туртнӑ хушӑра хуллен калаҫаҫҫӗ:

— Ӑна ӑҫта хумалла-ха? Мӗншӗн илсе каятпӑр?

— Мӗн тумаллине командирсем пӗлеҫҫӗ…

— Ну, кайран, паллах, персе пӑрахатпӑр?

— Ҫук, персе вӗлерместпӗр…

— Апла пулсан, ҫакса вӗлеретпӗр-и?

— Ҫук, ҫакса та вӗлерместпӗр…

— Чӗрӗллех ҫӗре чавса чикетпӗр, ӗҫӗ те пӗтрӗ!

— Ҫук, тӑванӑм, ун пек юрамасть!

— Мӗншӗн тата? Мӗнрен начар?

— Ӑна чӗрӗлле ҫӗр йышӑнмасть!

Хӑйне партизансем тытнӑ минутранпа Лозневой хӑй тавра ҫӗр каҫа тата ирхине мӗн пулса иртнипе ним чухлӗ те интересленмерӗ… Вӑл кухньӑра, пӗр тӗттӗм кӗтесре, урайӗнче ним хускалмасӑр курпунне кӑларса ларчӗ, хӑй тавра кӗпӗрленсе тӑракан партизансем ҫине халиччен курман пек пӑхрӗ, ватӑ хӗрарӑм-хуҫа вӗсене тем ҫинчен шавлӑн каласа кӑтартнине итлерӗ те итлемерӗ те. Ирхине ирех ял варрине халӑх пуҫтарӑнчӗ. Унта Илья Крылатов Лозневой мӗнле ирсӗр тӗллевпе ҫаратса ҫӳрени ҫинчен колхозниксене каласа пачӗ, Сохнинӑра мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпе, вӑраха ямасӑр, кӳршӗ ялсене пӗлтерме ыйтрӗ. Ун хыҫҫӑн Ерофей Кузьмичпа Марийка вӑл мӗнле майпа сутӑнчӑк пулса тӑни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ… Анчах ҫак вӑхӑтра Лозневой лӑпкӑн тӑчӗ, пурин ҫине те ним курман пек пӑхрӗ, партизансен сӑмахне, калаҫу хӑй ҫинчен мар, темле палламан ҫын ҫинчен пулнӑ пек итлерӗ. Лозневой хӑйне пулӑшакан Сысоевпа Ярыгина персе вӗлернине те ним интересленмесӗр сӑнарӗ (Чикина каҫпа, тытӑҫу вӑхӑтӗнче, персе пӑрахнӑ). Хӑйне халлӗхе, отрядра, тӗплӗн ыйтса пӗличчен чӗрех хӑварасси ҫинчен пӗлтернӗ минутранпа Лозневойӑн пит-куҫӗ пӑртак та улшӑнмарӗ. Акӑ халӗ те вӑл, партизансем вӑрманти пӳрчӗ патне илсе пыракан сукмак хӗрринчи тунката ҫинче ларнӑ чух, партизансем унӑн ҫывӑх вилӗмӗ ҫинчен калаҫнине пӗр интересленмесӗр итлерӗ.

Ирхине Лозневой, хӑй ҫут тӗнчере пурӑннине туйман пекех, хӑй ҫинчен те шухӑшламарӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, вӑл нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӗ, ҫакӑн пек вӑхӑтра кирек мӗнле чӗрӗ ҫын та хӑй пушӑ вырӑнта пулнине туйнипе хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ. Шухӑшсем килсе тухрӗҫ пулсан та, хӑй ӗлӗк аса илмен пӗчӗк ӑпӑр-тапӑрсем ҫинчен кӑна пулчӗҫ, вӗсем те тӗлли-паллисӗр, уҫӑмсӑр пулчӗҫ… «Тӗлӗнмелле ҫак юр, — шухӑшларӗ вӑл халь, партизансен сӑмахне итленӗ хушӑра. — Халь хӗлле вӗт, питӗ сивӗ, вӑл вара алӑ ҫинче мӗнле хӑвӑрт ирӗлет… Акӑ халь юр мар ӗнтӗ, шыв… Алла сулса ярсан — ним те ҫук… Тӗлӗнмелле!»

Ҫул ҫинче ыттисенчен кая юлнӑ Крылатовпа Марийка ҫитсе тӑчӗҫ. Вӗсем тин ҫеҫ темле интереслӗ япала ҫинчен калаҫнӑ пулас: вӗсен ҫамрӑк сӑн-пичӗсем хаваслӑн ҫутӑлса тӑраҫҫӗ.

— Мӗншӗн ларатӑр? — васкавлӑн ыйтрӗ Крылатов.

Партизансем васкамасӑр хирӗҫ каларӗҫ:

— Утмасть, йӗксӗк!

— Урине аран-аран сӗтӗрет.

Лозневой сасӑсем еннелле ҫаврӑнчӗ те, унӑн куҫӗсем Марийка куҫӗсемпе хирӗҫ пулчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара Лозневой сасартӑк кӗркунне хӑй, гитлеровецсем хӗнесе пӗтернӗскер, тыткӑна лекнисемпе пӗрле Ольховкӑна мӗнле килсе ҫитнине, вилӗм кӗтсе, пусӑ пури патӗнче тусан ҫинче мӗнле ларнине, Марийка вара хӗрӳллӗн те татӑклӑн, пӗр хӑрамасӑр, конвой команди начальникӗнчен:
— Хӑвар ӑна, яр! — тесе ыйтнине аса илчӗ.

Халь Марийка шарламасть. Лозневой вара вӑл хӑйпе калаҫу пуҫарасса, тен, ҫиллес те хаяр сӑмах каласа хурӗ, тесе кӗтрӗ. «Ан тив калатӑр, — шухӑшларӗ вӑл, — эпӗ пурне те итлетӗп». Анчах Марийка ун ҫине, пушӑ вырӑна пӑхнӑ пек, пӑхрӗ те куҫӗсене хуллен ун ҫинчен илчӗ… Марийка ҫак минутран ӑна валли ҫилӗллӗ сӑмах та пулин тупайманнипе Лозневой сасартӑк чӗри сурса ыратнине туйса илчӗ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑха сирсе пӑрахрӗ, партизансем унӑн вилӗмӗ ҫинчен тахҫанах каланине астурӗ, ҫавӑнпа та ӑна тӑруках ҫав тери хӑрушӑ пулчӗ, вӑл кӑшкӑрса ячӗ те юр ҫине персе анчӗ…

— Чарӑнса ан тӑрӑр, — хушрӗ Крылатов.

Йӗлтӗрпе вӑрӑммӑн яра-яра пусакан Марийка хыҫҫӑн ҫӗр метра яхӑн кайсан, Крылатов ӑна кӑшкӑрса чӗнчӗ, хӑваласа ҫитрӗ, унтан асӑрханса:
— Сана юратасшӑн пулнӑ-и-ха вӑл? — тесе ыйтрӗ.

Марийка сасартӑк ҫиленсе кайрӗ, Крылатов ҫине кӳреннӗн пӑхса илчӗ те хӑвӑрттӑн малалла кайрӗ… «Вӑл ҫакӑн пек ҫынна юратма пултарнӑ-и вара? — шухӑшларӗ Крылатов, Марийка йӗлтӗрпе ҫӑмӑллӑн та илемлӗн пыни ҫине, унӑн малалла ӳпӗннӗ кӗлетки ҫине савӑнса пӑхса. — Ниме тӑман чун! Путсӗр! Ҫак пике унӑн мӑшӑрӗ пулма тивӗҫлӗ тесе шухӑшлама хӑйнӑ вӗт вӑл, ирсӗр!» Марийка лутра чӑрӑшсен хыҫне кӗрсе курӑнми пулчӗ. «Ҫук, эпӗ урӑх ҫын, — шухӑшларӗ Крылатов, Марийкӑна хӑваласа ҫитме васкамасӑр; унӑн хӑй шухӑшӗсемпе пӗр пӗччен пуласси килчӗ. — Ҫук, ҫук, ӗмӗте татмалла мар! Паллах, Марийка унӑн кӑмӑлне кайнӑ, анчах Лозневой юратман та пулас ӑна. Вӑл Марийка хыҫҫӑн юратнӑран ҫӳремен, ку паллах ӗнтӗ. Анчах Марийка ҫакна туйман-и вара? Паллах, туйнӑ… Ҫакӑнтан ытларах мӗн кӳрентертӗр-ха тата хӗрарӑма? Ҫитменнине, ӑҫтан юратма пултӑр-ха вӑл сутӑнчӑка? Ҫук, манӑн — пачах урӑх ӗҫ…» …Крылатов сасартӑк чӑмӑрӗпе хыра ҫатлаттарса ҫапрӗ, аллине хыр ҫумӗнчен илмесӗрех, хӗрӳллӗн те шанчӑклӑн хыттӑнах каласа хучӗ:

— Тӗрӗс мар, юрататех!

Партизансем аран-аран Лозневоя ура ҫине тӑратрӗҫ. Вӑл, виле пекех шуралнӑскер, темиҫе утӑм малалла ярса пусрӗ, чарӑнса тӑчӗ, унтан ялтӑртатса ларакан вӑрман ҫине, хӗллехи уяр тӳпе ҫине пӑхрӗ те, нӑхӑт тӗмӗ ҫине тӑрӑнса анса, питне хытӑ чӗртерсе илчӗ.

Ӑна ҫӗклесе тӑратсан, вӑл алли ҫинче юн курчӗ, вара тӑнне ҫухатрӗ… Пӳрт патне ӑна партизансем йӑтса ҫитерчӗҫ.

Вӑл хӑйне сӗтӗрсе кӗртсе пӑрахнӑ мунчара кӑна тӑна кӗрсе ҫитрӗ. Шошина курсан, шӑтӑк-шатӑк сивӗ урайӗнчен хӑвӑрттӑн ҫӗкленчӗ те ӑнсӑртран килсе кӗнӗ ӑс-тӑнлӑ шухӑш ӑна вӑй кӗртрӗ.

— Эсӗ-и ку? — терӗ вӑл, хӗрӳллӗн сывланине чарса.

— Шӑпрах! Шӑпрах — кӗтеселле сиксе ӳксе, йынӑшнӑ пек, шӑл витӗр пӑшӑлтатрӗ Шошин; вулӑсри полицин коменданчӗ ӑнсӑртран мунчана килсе лекни ӑна тӗлӗнтерсех пӑрахнӑ.

— Хӑтар! — сассине ҫемҫетсе каларӗ Лозневой. — Ҫӑл!

— Мӗнле ҫӑлам-ха? Мӗн эсӗ?..

— Мӗнле пулсан та хӑтар!

— Мӗнле хӑтарам-ха? Мӗнле?

— Шухӑшла! Хӑтар!

Хӑйӗн пурнӑҫӗшӗн кӗрешес шухӑш ҫилӗллӗн капланса килнипе вӑл чӗрнисемпе хӑмасене чӑрмалама пуҫларӗ. Вӑл пурӑнасшӑн пулчӗ, пурӑнасшӑн, пурӑнасшӑн… Куҫӗсем унӑн пурнӑҫшӑн, ирӗклӗхшӗн ӗмӗтленсе ҫунчӗҫ.

— Тӑхта! — пӑшӑлтатрӗ Шошин. — Чӑт!

Афанасий Шошин сивчир силленӗ пекех чӗтрерӗ. Вӑл алӑк патне пырса ӑна чӑмӑрӗпе шаккама тытӑнчӗ. Часовой ӑна часах илтрӗ: вӑл мунча ҫумӗпе, хӗвел питтинче уткаласа ҫӳренӗ иккен. Часовой, алӑка уҫмасӑрах, мунча ҫенӗкӗн алкумӗнчен кӑмӑлсӑррӑн кӑшкӑрчӗ:

— Кам ҫӗмӗрет унта? Мӗн кирлӗ?

— Пятышева чӗн! — кӑшкӑрчӗ Шошин.

— А-а, ку эсӗ иккен… Мӗн тума кирлӗ вӑл сана?

— Ҫак йӗксӗкпе пӗрле ларас килмест!

Часовой мунча ҫӗнӗкӗнчен тухрӗ те, пӳрнисене ҫӑварне чиксе, темиҫе хутчен шӑхӑрчӗ.

— Аван шухӑшласа кӑлартӑн! — хаваслӑ шанчӑк килсе тухнипе пӳлӗнсе пӑшӑлтатрӗ Лозневой. — Ҫине тӑрса ыйт! Ыйт! Кӑларса ярсанах мана хӑтар. Мӗн те пулин шухӑшласа кӑларӑн-и, а?

— Унта шухӑшласа тупатӑпах…

— Ҫурта вут тӗрт! Пурне те хӑратса пӑрахмалли май шыраса туп!

— Шӑплан, унта ман ӗҫ…

Пятышев ҫитрӗ. Вӑл ӗхлеткелесе лутра алӑкран кӗчӗ, тӳрленсе тӑрса, чи малтан Лозневой ҫине пӑхрӗ. Полицай утӑ сарнӑ урайӗнче, хура ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисене тӑсса, кӑмака ҫумӗнчи лапка ҫумне таянса ларать: унӑн типшӗм пичӗ тарланӑ, сӑмси ҫуначӗсем, йывӑррӑн сывланипе, кайӑк ҫуначӗсем евӗр сарӑла-сарӑла каяҫҫӗ, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ…

— Мӗн тӑвать вӑл? — ыйтрӗ Пятышев, Шошин ҫине пӑхма пуҫласа.

— Паллӑ, усал! — хӗрӳллӗн кӑшкӑрса хирӗҫ тавӑрчӗ Шошин. — Вилӗмӗ ҫитнине туять, ҫавӑнпа та тискер кайӑк пекех урса кайрӗ! Куратӑн-и, куҫӗсем мӗнле ялтӑртатаҫҫӗ? Вӑл, йӗксӗк, мана ирӗксӗрех полиция лартасшӑн пулчӗ, анчах ӗҫ тухмарӗ! Акӑ халь отрядра курчӗ те кӑшкӑрашма пуҫларӗ! Паллӑ ӗнтӗ, ирсӗр!

— Эсӗ ху ирсӗр! — ҫари ҫухӑрса ячӗ Лозневой.

— Чарӑн! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Пятышев.

— Вӑл яланах ҫапла кӑшкӑрашать! — Шошинӑн хӑй ҫулӗсене кура мар ватӑ та ҫӗр тӗслӗ пичӗ турткаланса илчӗ. — Вӑл яланах ҫапла кӑшкӑрашать! Эп вилетӗп, эсир те пӗтетӗр, тет. Тата ҫавнашкал сӑмахсемпе вӑрҫать. Халь калам ӗнтӗ: ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ унпа ларма пултараятӑп-и, э? Пултараймастӑп! Чӑтӑмлӑх пӗтрӗ! Ҫак путсӗрпе пӗр минут хушши те ларма пултараймастӑп!

— Тӑхта-ха, ан кӑшкӑр! — чарчӗ ӑна Пятышев. — Эсӗ пӗлетӗн вӗт хӑвна отряд командирӗ хупса лартнине. Ӑҫтан унӑн приказне улӑштарма пултарам-ха эпӗ?

— Мӗнле лармалла ман кунта? Партизана сутӑнчӑкпа пӗрле лартмалли закон пур-и вара? Ун пек закон ҫук! Вырӑн пушансан, хамӑн мӗн чухлӗ лармаллине ларса тултаратӑп. Ниҫта та каймастӑп вӗт эпӗ.

— Ҫук, Шошин, ан кӑшкӑр, пурпӗрех ним усси те ҫук!

— Апла пулсан мана урӑх ҫӗре лартӑр!

— Ӑҫта? Хам кӗсьене-и?

— Апла пулсан, ман тӳсмелле эппин?

— Тӳс, ҫӗр каҫиччен вилместӗн!

Пятышев каялла ҫаврӑнчӗ те мунчаран тухса кайрӗ.

— У-у, анкӑ-минкӗ! — ҫилессӗн пӑшӑлтатса каларӗ Лозневой.

Шошин кӑмака ҫумӗнчи лапка ҫине пырса ларчӗ. Унӑн хуралнӑ тути чӗтрет.

— Ма ҫапла калатӑн? — терӗ вӑл.

— Пултараймарӑн! Каланӑ пек тӑваймарӑн!

— Хам пултарнӑ таран пӗтӗмпех турӑм…

— Суятӑн, пурне те мар! Шухӑшла!

— Мӗн тӑвам-ха ӗнтӗ эпӗ?

— Шухӑшла! Мана хӑтармасан, сан ҫинчен пӗтӗмпех каласа паратӑп!

— Ман ҫинчен-и? — ҫӳҫенсе ыйтрӗ Шошин.

— Пӗтмелле-тӗк — пӗрле пӗтетпӗр!

Хӑйӗн те вилӗмӗ ҫитнине, кӗтмен ҫӗртен килсе тухнине ӑнланса хӑраса ӳкрӗ. «Тӗрӗс, тытса парать! Тытса паратех! — шутларӗ Шошин, хӑранине пула пӑр пекех шӑнса. — Уншӑн пулсан халь пурпӗрех…» Алӑк ҫине шиклӗн пӑхса, вӑл сассӑр та куҫҫуль витӗр тенӗ пекех тархасларӗ:

— Ан пӗтер! Мӗн усӑ пулать сана?

— Хӑтар! Хӑтармасан каласа паратӑп!

Хуйхӑллӑн йынӑшса, Шошин кӑмака ҫине йӑванса кайрӗ те ҫав секундрах кӗтмен ҫӗртен халь хӑй тума пултаракан пӗртен-пӗр ӗҫе тума шутласа хучӗ. Вӑл кӑкӑрӗ айӗнче ҫивӗч чул хыпашласа тупрӗ, унтан сасартӑк хӑвӑрттӑн ҫаврӑнчӗ те, тискеррӗн ҫухӑрса, хӑйне вилӗмрен хӑтарма пултаракан мӗнпур вӑйӗпе, Лозневой каялла чакма ӗлкӗриччен, ӑна пуҫран ҫапрӗ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней