Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 2 сыпӑк

Раздел: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Пӗрремӗш кӗнеке. Манӑн Устя

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Источник: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Добавлен: 2019.08.31 11:23

Предложений: 269; Слово: 2348

Тип текста: Проза

По-русски Тема: Военное

«Эсир кам пек?»

— Ачасем, Крупицына ҫитрӗ! Кӑтрисем, кӑтрисем! Кукӑр-макӑр, штопор пек!

Ачасем, малти пӳлӗме кӗпӗрленсе тухса, мана ҫавӑрса илчӗҫ. Кунтах Ромка Каштан, хайхи куштан, ҫавна ӗнтӗ эп ӗнер, нимӗҫ урокӗ хыҫҫӑн, янклаттарса ятӑм. Акӑ Катя Ваточкина, Миша Костылев, Соня Крук — пурте хамӑр ачасем. Тятюк ҫинче вӗр ҫӗнӗ платье, куна вӑл халиччен тӑхӑнманччӗ-ха. Тятюк мана икӗ аллипе икӗ чавсаран ярса тытрӗ те ҫавӑрма пуҫларӗ.

— Симочка, Симочка, сывлӑх сунатӑп!

— Эпӗ те сана!

— Ну ман иртсе кайнӑ ӗнтӗ. Атя, тӗпелелле ирт. Санӑн та, Сима, мана сума суса, мӗн те пулин ҫырмалла пулать.

Эпир, алӑк хушшинче тӗркӗшкелесе, апат пӳлӗмне кӗрсе кайрӑмӑр. Ромка Каштан ман хыҫра шӑл витӗр виртлешсе пынине эпӗ аванах илтрӗм:

— Кӑтрашка… Хӑй тата галстук ҫакнӑ, сбора каяс пек. Ҫитӗ сана йӗкӗлтеме! — тахши, Катя пулас, пӑшӑлтатса каларӗ ӑна.

Диван ҫумӗнчи кӗҫӗн сӗтел ҫинче хулӑн тетрадь выртать. Эпир, пӗрне пӗри тӗрткелешсе, ҫав сӗтеле ҫавӑрса илтӗмӗр.

— Крупицына, ҫыр!

Эпӗ тетраде алла илтӗм. Унӑн пӗрремӗш страници ҫине шултӑран ҫапла ҫырса хунӑ: «Калас шухӑшӑра тӳррипе калӑр».

Эпӗ ҫакна унчченех илтнӗччӗ, — кун пек вопроснике пирӗн шкулти аслӑ класра вӗренекен ачасем тунӑ. Вӗсем тӗрлӗрен ыйтусем ҫырнӑ; хамӑр пурнӑҫ ҫинчен, шухаш-кӑмӑл, тус йышлӑх, юрату тата ытти тем-тем ҫинчен те. Пурне те ҫав ыйтусем ҫине тӳррӗн, уҫӑмлӑн, ним пытармасӑр ҫырмалла пулнӑ. Акӑ, пыр та кур, пирӗн ачасем те, аслисене кура, упӑтеленме пӑхаҫҫӗ иккен.

«Сире хӑҫан кичем пулать?» вуларӑм эп пӗрремӗш ыйтуне. Ҫак ыйту айне тӗрлӗ алӑпа тӗрлӗ сӑмахсем ҫырнӑ хӑшӗн-пӗрин почеркне эпӗ часах палласа илтӗм.

«Хӑҫан кӑмӑл начар, ҫавӑн чух кичем».

«Пирен государствӑра кичемлӗх ҫук».

«Соня Крукӑн — кичемлӗх ҫук ун».

Такам мана алла черниллӑ карандаш тыттарчӗ.

— Пирӗн микрофон умӗнче Крупицына! — терӗ Ромка. Эпӗ те ҫырса хутӑм:

«Юлташсем хисеплемен чух мана кичем. Тата пули-пулми сӑмах та кичем ҫеҫ кӳрет».

— Ого! — нумай пӗлтерӗшлӗн сасӑ пачӗ Ромка.

«Камран е мӗнтен пуринчен ытла хӑратӑр?» — ҫакӑн пек ыйту лартнӑ иккӗмӗш страницӑра.

«Никамран та, нимӗнтен те хӑрамастӑп».

«Манӑн хӑрас-тӑвас мӗскӗн туйӑм ҫук».

«Хӑратӑп — ӳсӗрсенчен, зачетсенчен тата шӑшисенчен».

«Хӑш чухне йытӑ-качкаран хӑратӑп, пысӑкланнӑ пулсан та».

— Кам пысӑкланнӑ? — ыйтрӑм эпӗ. — Ҫыраканни-и е йытти?

Катя хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, вара куна кам ҫырнине эп ӑнлантӑм.

«Никамран та, нимӗнтен те хӑрамастӑп, мӗн пурӗ те элекрен тата элекҫӗ хӗрсенчен анчах» вуларӑм эпӗ малалла. Куна, тем тесен те, Ромка Каштан ҫырнӑ, ҫавӑн алли.

«Эсир ҫилӗллӗ-и е ҫук-и?»

«Хама кура, ҫиллӗм пур. Мӗншӗн тата кам ҫине — ҫавӑнтан килет. Тавӑратӑп сайра, анчах питӗ авра. Тавӑрмаллисем татах пур, пурне те ӗлкӗреймен-ха…»

Ку ӗнтӗ каллех Ромка алли.

Эпӗ тетраде хӑвӑрт уҫса тухрӑм. Ҫак ыйтусем ҫине халех, пурин умӗнче ответ парас килмерӗ ман.

«Эсир хӑвӑр пурнӑҫа шеллемесӗр пама пултаратӑр-и?»

«Ытах ҫакна ҫывӑх этем е аслӑ ӗҫ ыйтать пулсан, иккӗленсе тӑмастӑп».

«Кирлӗ пулсан пултарӑп, тесе шухӑшлатӑп».

«Тӑван ҫӗршывшӑн, юратнӑ туссемшӗн кирек хӑҫан та нимӗн те хӗрхенес ҫук, пурнӑҫа та (тӑван ҫӗршывшӑн)».

Ман хамӑн та ҫак ответах ҫырас килсе кайрӗ, анчах, ҫырас пулсан, пӗр тытӑннӑ япала, пур ыйтусене те пӗр сиктермесӗр ответ парса тухмалла пек. Апла тума вӑхӑт кирлӗ — ыйтусем темӗн чухлех. Мӗн-мӗн ҫинчен ҫеҫ ыйтса тӗпчемест тетрадь: эпӗ ҫутӑ тӗнчере кама пуринчен ытларах юратни, ҫакӑ тетрадӗн хуҫинче, тӳрӗрех каласан — Тятюкра, мана мӗн-мӗн ытларах кӑмӑла кайни, — ку страница вара пӗтӗмӗшпех Тятюка мухтаса пӗтернипе тулса ларнӑ: ӑсӗ, илемӗ, куҫӗ, ҫӳҫӗ, савӑк кӑмӑлӗ, лайӑх характерӗ — пурте пур кунта. Ҫитменнине тата хамӑн характер ҫинчен те ҫырмалла иккен — мӗнле вӑл ман (питӗ путсӗр), мӗн лайӑхрах — тӳррӗн калани е ҫынтан пытарни (юлашки), мӗне чун туртать (пӗлместӗп-ха), кампа тус пулӑттӑн (Тятюкпа), тӑшману пур-и (Пур! Ромка кам пултӑр?..), кама чун савать (ҫук ха), пурнӑҫ килӗшет-и сана (хамӑн пурнӑҫ питех мар), мӗн ҫинчен ӗмӗтленетӗн (ҫынсемшӗн мӗнле те пулин паттӑр ӗҫ тӑвасчӗ тата Тятюкӑнни пек мамӑк берет илесчӗ).

— Эпӗ ӳлӗмрен ҫырӑп.

— Ҫук, ҫук, халех ҫырмалла! — кӑшкӑрса ячӗҫ ачасем.

Тятюк ман хута кӗчӗ:

— Вӑл питӗ вӑрах ҫырать, ачасем. Атьӑр луччӗ мӗнле те пулин вӑйӑ выляр е ташӑсем пуҫлар.

Тятюк пианино калама ларчӗ. Хӗр ачасем пӗр-пӗринпе ташлама пуҫларӗҫ, арҫын ачасем, аллисене хыҫалалла тытса, стена ҫумне сӗртӗнкелесе, вӗсем ҫине куҫ хӳрипе пӑхкаласа тӑчӗҫ.

Ромка учительсем майлӑ хӑтланма пикенчӗ. Уйрӑмах ун математик сӑнарӗ лайӑх тухать.

— А ну-ка, калӑпӑр, ҫакӑ выражение, калӑпӑр, Крупицына Серафима ҫӑмӑллатса патӑр.

Паллах ӗнтӗ, вӑл юри мана суйласа илчӗ, эпӗ ӗнер ҫеҫ математикӑпа тапаҫланнине астутарас, терӗ.

Унтан шухӑшлав выляма пуҫларӑмӑр. Кунта та, паллах, урӑх пӳлӗме чи малтан манӑн тухмалла пулчӗ.

Эпӗ малти пӳлӗме тухса тӑтӑм. Хупнӑ алӑк хыҫӗнче йӑшӑлтатни, пӗр-пӗринпе каварлашни, пулас кулӑшӑн малтанах хӗпӗртесе кулни илтӗнет.

— Кирлӗ мар, ҫиленӗ тата, — илтрӗм эпӗ такамӑн сассине.

— Апла пулсан, выляс та пулмасть…

Каллех пӑшӑл-пӑшӑл сас, ӗхӗлтетӳ. Акӑ мана чӗнчӗҫ. Кӗретӗп. Пукансене ҫурма ҫаврашкан лартса, пурте мӑнаҫлан лараҫҫӗ. Калаканни — Ромка Каштан.

— Ну с, — пуҫларӗ вӑл, — иртӗр-ха кунта. Пултӑм эп туйра, унтан — уйра, ҫирӗм сӑмах, илтрӗм сӑмах… Эсир — «точка, точка, запятая, минус — рожица кривая» пек теҫҫӗ. Ку пӗрре. Теприсем каланӑ тӑрӑх, эсир… эсир «неправильный глагол» пек иккен. Тата ҫапла калакансем те пур: вӑл кам пекки паллӑ мар, мӗншӗн тесен паян вӑл хӑй те хӑй пек мар, теҫҫӗ.

«Куна Ромка хӑй шухӑшласа кӑларнӑ ӗнтӗ», шухӑшларӑм эп.

— Хӑш-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, эсир сӑпса йӑви пек.

«Ҫук, Ромка ҫакна каланӑ пулӗ, — тесе шухӑшласа илтӗм эп. — Юрӗ-ха, мана та черет ҫитӗ, тавӑрӑп!»

— Туйра пулнисенчен хӑшӗсем ҫапла та калаҫҫӗ — эсир варланнӑ типӗтмелли хут пек, теҫҫӗ. Чӑпар чӑх пек, текеннисем те пур. Ҫерҫи ҫӑмарти пек, теҫҫӗ. Пушӑ ала та, теҫҫӗ. Хура-хӑмӑр-сар ача, пичӗ-куҫӗ улача, текенни те тупӑнчӗ.

— Куна эс ху, Ромка, никам та мар! — кӑшкӑрса ятӑм эп.

— Ҫук, ҫук, пӗлмерӗн! Тепӗр хут кай!

Пурте сиксе тӑчӗҫ, алӑ ҫупса ячӗҫ. Сасартӑк ман кӑмӑлӑм хуҫӑлчӗ, сассӑм ӑша кайрӗ, эпӗ аран-аран:

— Апла пулсан, чур, вылямастӑп. Эсир юриех каварлашнӑ… Намӑс та мар-и сире… — терӗм.

Эпӗ татах та темскер каласшӑнччӗ, анчах кӳренӳ ман тута-ҫӑвара хутлатса лартрӗ.

— Пӑрах, Симка, вӑйӑ-ҫке! Шӳте пӗлместӗн.

— Ку вӑл — шӳт мар.

Тятюк ман пата чупса пычӗ, алӑран ярса тытрӗ, анчах эп унран хирӗнчӗклӗн туртӑнса вӗҫерӗнтӗм те малти пӳлӗмӗ тухрӑм. Тятюк — ман хыҫран.

— Мӗскер эс, Симочка! Чӑнах та ҫилентӗн-и?

Эпӗ, уласа ярасран хӑраса, нимӗн те калаймарӑм, Тятюкп вара, пӗр хӗрринелле пӑрса, алӑк питӗркӗчне часрах уҫрӑм та пӑлтӑралла чупса тухрӑм, пусма тӑрӑх тӗк татнӑ пек урамалла сирпӗнтӗм. Килте никам та ҫук, пурте хӑнана кайнӑ. Эпӗ пӳлӗме уҫса кӗтӗм, унтан, аптӑранӑ енне, хама хам ниҫта хураймасӑр, нимӗн тума пӗлмесӗр, кӗтесрен кӗтессе хутлама пуҫларӑм.

Акӑ ҫитӗ эп хамӑн тус-хӗрсемпе пӑсӑлтӑм. Ҫав кирлӗ те, тепӗр тесен! Ытах та ман ҫине унашкал пӑхаҫҫӗ пулсан тус пулма та кирлӗ мар.

Ҫапла айван, кичем, кӳренмелле иртрӗ манӑн ҫуралнӑ кун. Тӗкӗр ҫинчен ман ҫине пӗр кӗрнексӗр хӗр ача пӑхса тӑрать, тутине тӑснӑ, ҫамкине мӑкӑртнӑ. Хӑй капӑр платьепе, кӑтра тӑнлавлӑ, ҫинҫешке ҫивӗт тунисем ҫинче элес-мелес хӑюсем. Хӑҫан ҫак ача вӑйӑ ҫине ҫиленме пӑрахӗ-ши? Эпӗ этажерка ҫинчен хамӑн юратнӑ папкӑна илтӗм. Ҫакӑ мӑн папкӑра хаҫат-журналсенчен касса пуҫтарнӑ портретсем — чапа тухнӑ хӗрсен сӑнӗсем. Ку вӑл манӑн коллекци. Кунта такам та пур: паттӑр парашютисткӑсем, мухтавлӑ вӗҫевҫӗ-хӗрсем, паллӑ дояркӑсем, премиленӗ бригадирсем, паллӑ киноартисткӑсем, учительницӑсем, ҫар фельдшерицисем. Эпӗ вӗсене сӗтел ҫине салатса, чылайччен ҫав чаплӑ хӗрсен кулса тӑракан сӑнӗсем ҫине пӑхса лартӑм. Акӑ вӗсем те кашниех илемлӗ пике мар. Пӗри — каҫӑр сӑмсаллӑ, теприн — куҫӗсем пӗчӗк, ку вара ытла мӑнтӑркка. Ҫапах вӗсем телейлӗ пулас, пурнӑҫ начар мар, сӑнӗсене хаҫатра пичетлеҫҫӗ, халӑх вӗсене хисеплет, кил-йышра та вӗсемпе мухтанаҫҫӗ. Ҫук, вӗсем хушшинче хитре хӗрсем нумай мар.

Яр уҫнӑ кантӑкран каҫхи урамӑн шавӗ кӗрет, васкавсӑр утса, хыттӑн пусса ҫӳрени илтӗнет — ҫынсем тротуарсем тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ. Манӑн та ҫынсем хушшинче тӗрткелешес, иртен-ҫӳренсемпе пӗрле пулас килчӗ. Хӑвӑртрах пальто уртса ятӑм, алӑка питӗртӗм, ҫӑра уҫҫине хамӑр пӗлекен ҫӗре хутӑм та чупса тухрӑм.

Каҫ кӑн-кӑвак, ӑшӑ. Ҫынсем анаталла, Мускав шывӗ еннелле, ҫӗнӗ кӗпере курма утаҫҫӗ. Манӑн та унта каяс килчӗ.

Ӗнер ҫеҫ кунта, урама картласа, тӗксӗм хӳме тӑратчӗ. Ун хыҫӗнче пӗр ҫулталӑка яхӑн пӑс мӑлатукӗ ҫапса, халтлатса тӑчӗ, электричество моторӗсем сӗрлерӗҫ. Кунтан, йӗпе тӑма ҫӑртарса, грузовиксем тухатчӗҫ, вӗсем ҫинче брезент спецовка тӑхӑннӑ ҫынсем ларса ҫӳретчӗҫ. Каҫсерен унта тем чухлӗ лампа ҫунатчӗ, вӗсен ҫуттипе ҫырма тӗлӗнче ҫӑлтӑрсем те палӑрмастчӗҫ. Татти-сыпписӗр строительство пычӗ.

Ӗлӗк ҫак тӗлте пирӗн урам, майсӑр пӑрӑнса, тӑвӑр кӗпер тоннельне хӗсӗнсе кӗрсе, аран-аран леш еннелле каҫса каятчӗ. Паян ку вырӑна паллас та ҫук. Хайхи илемсӗр хӳмене пуҫтарнӑ, анлӑ урам такӑр, унта таса хӑйӑр сапнӑ, вӑл ку тӗлте сасартӑк ҫӗкленсе, нимӗн хуҫкаланмасӑр ҫырма урлӑ ярӑнса ҫеҫ каҫать. Ҫак вӑл — Мускав шывӗ урлӑ авӑнса выртнӑ тем пысӑкӑш ҫӗнӗ кӗпер.

Эпӗ кӗпер ҫине кӗрсе тӑнине сисмерӗм те — ҫав тери анлӑ та ирӗк пек курӑнчӗ мана аслӑ урам.

Кӗпер ҫинче шупка чӑмӑр хунарсем ҫунаҫҫӗ; вӗсен чугун юписене хӑмачпа яваланӑ. Кунтан малярсем те ӑсансах пӗтеймен-ха. Вӗсем чӗнтӗрлӗ хулӑм карлӑка тин ҫеҫ сӑрласа пӗтереҫҫӗ; милиционерсем те халӑха тилмӗрсех тӑраҫҫӗ, кӗпӗрленмесӗр, чарӑнса тӑмасӑр, тӗрткелешмесӗр иртсе ҫӳреме асӑрхаттараҫҫӗ; ҫуланса хӑрӑмланнӑ хура каччӑ та, йывӑр утюгне утланса, каллӗ-маллӗ ҫӳреме пӑрахман-ха кунта, — машина ҫынсем умӗнче вӑйӗпе мухтанса, пӑсланса тӑракан асфальта якатать; ҫав вӑхӑтрах кӗпер варрипе машинӑсем иртеҫҫӗ, кӗпер ик хӗррипе утма ҫулсем тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫын хӗвӗшет.

Эпӗ сӑрӑ шӑрши кӗрекен карлӑк ҫумне тӑтӑм. Аялти ҫыран хӗррипе машинӑсем чупаҫҫӗ. Кӑшт сулахайра, аялта-аялта, шыв ҫуталса выртать. Унта хисепсӗр тарӑн пулас. Пӗлӗт ҫап-ҫутӑ, шывран та ҫутӑрах; ҫырма кукӑрӗнче, пӗлӗт анӗ ҫинче тем ҫӳллӗш башньӑсем палӑрса тӑраҫҫӗ — вӑл Кремль. Хула кунтан лайӑх курӑнать, унӑн ҫутисем кашни минутӑра йышлӑланса пыраҫҫӗ, тӳпене кӗрен тӗс ҫапрӗ. Ӗнтӗ Мускав ҫине уяв шурӑмпуҫӗ тухать — пӗрремӗш май иллюминацийӗ ҫуталать.

Эпӗ карлӑк умӗнче аялалла пӑхса тӑратӑп: «Эх, сикесчӗ ҫакӑнтан… Мӗнле кӑна шавлӗччӗ ыран пирӗн шкул! Лекӗччӗ вара ачасене юлташне чипер пӑхма пӗлмен, тесе». Анчах сикес кӑмӑл ним чухлӗ те ҫук — каҫӗ ытла та чипер, кӗперӗ анлӑ, шанчӑклӑ, тӗреклӗ… Акӑ йывӑр тиенӗ икӗ грузовик, пилӗкшер тонлисем, иртсе кайрӗҫ, кӗпер хӑнк та тумарӗ, карлӑксем чӗтренмерӗҫ те.

Акӑ кӗперӗн леш енӗпе пӗр илемлӗ лутра машина хуллен шӑвать, эпӗ темӗншӗн ӑна уйрӑмах асӑрхарӑм. Вӑл, йӗс нӑрри евӗр, симӗсрех: йӑлтӑркка ӑмӑрӗ ансӑр; сӗвек ҫуначӗсем машина айккине ҫӑт ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ; вӑрӑм фарисем ун ҫумне тымарланса ларнӑ тейӗн. Вӑл кӗпер ҫийӗпе хуллен ӗҫ пырать, ун ҫинче икӗ ҫын. Пысӑк хунар тӗлӗнче, машина ман умма ҫитсен, — те чӑн, те ахаль, — ларса пыракан икӗ ҫын ман ҫине тӗллесе пӑхнине асӑрхарӑм. Машина майӗпен малалла шуса иртрӗ, унтан сасартӑк ҫаврӑнса илсе, тепӗр еннелле кусса кайрӗ, тӳрех мана хирӗҫ ҫул тытрӗ. Чӗре ман сиксе тапа пуҫларӗ. Машина, ним сасӑсӑр юхса пырса, манран инҫе мар, хунар тӗлне чарӑнчӗ. Ларса пыракансем, нимӗн церемонисӗр, мана пӑхма пуҫларӗҫ.

— Ҫавӑ-и? — илтрӗм эп, пӗрин сассине.

— Ҫавӑ, ҫавӑ, Сан Дмич. Устя — хӑех!

— Пур ҫӗрте те сирӗн куҫӑра Устя ҫеҫ курӑнать.

— Куҫ харшисӗр, куҫ харшисӗр, пӑхӑр-ха: мӗн тери куҫ харшисӗр!

— Шатрисем те… пӗр кашӑк шывпа ҫӑтса ямалла! Маттур! Тупсах тупрӑмӑр-ши?

Эпӗ, кӗпер карлӑкӗнчен ярса тытса, нимӗн сывламасӑр тӑратӑп, хускалма та хӑратӑп, машина ҫине тепре пӑхса илме те халӑм ҫитмест. Акӑ машина алӑкӗ шаклатни илтӗнчӗ. Такӑшӗ, шӑппӑн утса, ман паталла ҫывхарчӗ.

«Шпионсем мар-ши?» — шухӑшласа илтӗм эп.

Шпионсем ҫинчен эпир шкулта нумай вуланӑ. Ҫавӑн пек пуҫлаҫҫӗ те ӗнтӗ вӗсем. Малтан йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ, паллашаҫҫӗ, унтан вара… — «Юрӗ, — терӗм эпӗ, — кирлӗ чух хамӑр пурнӑҫа та шеллеместпӗр тесе тетрадь ҫине ҫыракансенчен, эпӗ пӗртте кая мар… Малтан парӑннӑ пек пулас, чухламан пек, кайран вара — тӳрех тӑрӑ шыв ҫине…»

Урасем ман лӑштӑрах кайрӗҫ, алӑсем карлӑк ҫумне ҫыпҫӑнса ларчӗҫ: тимӗр решетке тӑрӑх электричество янӑнах туйӑнчӗ, — пӗрре ҫапла хамӑрӑн кайри пусма ҫинче эпӗ ӑнсӑртран татӑлнӑ провода ярса тытнӑччӗ.

Хайхисем ҫитсе тӑчӗҫ. Эпӗ — хӑраса ӳкнипе тата ытла та пӗлес килнипе — ни вилӗ, ни чӗрӗ. Ҫапах та, калас пулать, хӑрушлӑх умӗнче ҫухалса каяс ҫуккине ӗненни, кирек мӗн пулсан та, ӑна тивӗҫлӗн, хӑюллӑн кӗтсе илме тӑрӑшни мана пӑрахмарӗ.

Эпӗ, асӑрханарах кӑна, хулпуҫҫи урлӑ кӗпер леш енне куҫ хыврӑм — унта милиционер. Ҫумрах, ҫырантан ҫырана, уҫӑлма тухнӑ савӑнӑҫлӑ ҫынсем васкамасӑр утса ҫӳреҫҫӗ. Пӗрре ҫеҫ кӑшкӑр!.. Анчах эпӗ кӗтес терӗм: мӗн пулать те, мӗн килет…

— Хӗрӗм, чипер пулса калӑр-ха, ӑҫтан Зацепӑна иртме пулать.

Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм. Вӗсем — ман ҫумрах. Пӗри — хура та вӑрӑмми, пысӑк куҫли, спорт шалаварӗ тӑхӑннӑ, — ӗнерхи «американец», эпӗ ӑна часах палласа илтӗм. Тепри — сарри, мӑнтӑрри, лутра кӗлеткелли, ҫар ҫынни пек кӗрнеклӗ ҫын, кӗске сӑран куртки ҫинчен пиҫиххи ҫыхнӑскер, халиччен эп курман ҫын, вӑл ман ҫине шӑтарас пек пӑхать. Пит-куҫӗ ун пӗрре те ватӑ мар, анчах ҫӳҫӗсем сайралнӑ, кӑвакарнӑ. Вӑл ҫара пуҫӑн, ҫӳҫӗ вӗлкӗшсе ҫеҫ тӑрать, акӑ вӗсем халь-халь пӗр кас ҫилпеле ҫӗкленсе каяс пек, сар чечек мамӑкӗ пек вӗҫсе, пуҫне кукшалатса хӑварас пек. Вӑл, урисене сарлакан тытса, кӗлӗ ҫинчен пӳрнисем ҫинелле ерипен сулӑнса-вылянса тӑрать, кӗске сӑмсине кулӑшла пӗркелентерет. Куҫӗсем ун, темӗнле, хӑйне уйрӑм тӗслӗ, мӗнле тӗслӗ — лайӑх уйӑрма ҫук, хунар кансӗрлет.

— Калӑр-ха эппин, Зацепӑна епле каймалла? — тата тепӗр хут ыйтрӗ ҫав ҫын.

Эпӗ ӑнлантарса патӑм.

— Аван, сасси те килет, — шӑппӑн каларӗ вӑл. — Каснӑ лартнӑ! Эккей, хам куҫа хам ӗненместӗп! — темле хӗпӗртесе хушса хучӗ вӑлах, ҫӳлӗ юлташӗ ҫине пуҫне савӑнӑҫлӑн ҫӗклесе.

— Хӗрӗм, героиня пулас килет-и сан? — ыйтрӗ тепри, хунар ҫуттипе асамлӑн ялтӑраса тӑракан пысӑк куҫӗсене вылятса.

— Мӗн? — нимӗн калама аптӑраса, ответлерӗм эп. — Мӗн калаҫатӑр кирлӗ мара!..

Вӗсем юри манран тӑрӑхласа кулнӑн туйӑнчӗ мана. Эпӗ туртӑнса илтӗм, кайма пикеннӗ пек турӑм.

— Чим-ха, чим! — кӑшкӑрса ячӗ ҫӳлли. — Пиртен эс ниҫта та шӑвӑнаймастӑн, пурӗпӗр тупатпӑр: Вунҫиччӗмӗш ҫурт, тӑваттӑмӗш хваттер — Ҫапла-и?

Эпӗ чарантӑм.

— Тӑхтӑр, Лабардан, — шӑппӑн каларӗ лутри, — вут тар пӑрӑҫ! Апла мар… Ан васкӑр. Тӳрех — кӗпҫе-барабан! Тен, нимӗн те тухмӗ… Акӑ мӗн… Эсир пире, хӗр ача, тен питӗ те кирлӗ пулӑр, — калама тытӑнчӗ вӑл мана, — хӑвӑршӑн та интерес пысӑк пулӗ. Анчах халлӗхе ун ҫинчен никама та ан шарлӑр. Илтрӗр-и? Кирлӗ мар! Иртерех-ха. Малтан пирӗн сӑнаса пӑхмалла. Ӗҫ тухсан, вара татӑклӑн пӗлтерӗпӗр. Калӑр-ха мана… Ман хыҫҫӑн каласа пырӑр; «Мон шер ами».

— Ку, «савнӑ тусӑм» пулать французла, ҫапла-и?

— Тӗрӗс, савнӑ тусӑм. Ну-ка, калӑр.

— Мон шер ами.

— Пырать. Шкулта эсир француз чӗлхине вӗренетӗр-им?

— Ҫук, нимӗҫ чӗлхине.

— Шел. Ну юрӗ. Вӑл ытлах кирлӗ мар… Ну, мӗнле, килӗшетӗр-и вара? Эпир уяв хыҫҫӑн сирӗн пата машина ярӑпӑр. Хӑш сменӑра вӗренетӗр? Малтанхинче? Ку питӗ аван. Виҫӗ сехете ярӑпӑр. Лабардан, сирӗн бирка пур-и? Парӑр пӗрне, чӑрмавсӑр-мӗнсӗр пултӑр.

Хури хӑйӗн кӗсйинчен темӗнле кӗнеке, блокнот еверлӗскер, туртса кӑларчӗ, унтан пӗр листине татса, кӑвакара пуҫланӑ ҫынна пачӗ.

— Числине лартӑр эппин.

— Ҫапла ӗнтӗ, калаҫса татӑлнӑ, тейӗпӗр, — кулкаласа каларӗ кӑвакара пуҫланӑ; вӑл кӗсйинчен хулӑм та чӑпар саламандра евӗр ручка кӑларчӗ, унтан, тепри тыттарнӑ хут ҫине темскер ҫырса, ҫав хута мана пачӗ. — Куна ан ҫухатӑр, шофера кӑтартма кирлӗ пулӗ.

Вара вӑл сасартӑк, куҫ хӗссе илсе, темӗнле тӗлӗнтермӗш сасӑ парса «бреке-ке-кекс» тесе, мана хулпуҫҫирен тытса лӑпкарӗ. Машина алӑкӗ каллех шаклатрӗ. Кӑвакара пуҫланӑ ҫын руль патне ларчӗ, мана тепӗр хут пуҫ тайрӗ, алӑ сулчӗ, вара машина, чӑшлатса илсе, ҫӑмӑллӑн хускалчӗ, унтан хӑвӑртлӑх илсе, вӗҫтере пачӗ.

Эпӗ нимӗн ӑнланмасӑр тӑрса юлтӑм. Алӑсем ҫумне темӗн ҫыпҫӑннӑ, пӑхатӑп — сӑрӑ, эпӗ паҫӑр, аптӑранӑ енне, тин ҫеҫ сӗрсе кайнӑ карлӑкран ярса илнӗ-мӗн, ҫакна халӗ ҫеҫ астурӑм. Аллӑмсене шӑлам кӑна тенӗччӗ, сылтӑм алӑра хайхи хута курах кайрӑм. Хунар патне пырса куҫ умнерех тытатӑп: «384 № бирка. 1938 ҫул, майӑн З» тенине вулатӑп. Пӗр хӗрринче ҫыруллӑ пичет. Мӗн ҫырнине малтанах уйӑрса илеймерӗм, анчах кайран, вуласа кӑларсан, хама хам ӗненмерӗм. Пичет ҫине «Хаяр мужик» тесе ҫырнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней