Поиск
Шырав ĕçĕ:
18. Ҫавӑн чухне эпӗ сире ҫапла хушса каларӑм: Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, ҫак ҫӗре сире еткерлӗхе пачӗ; ҫапӑҫма пултаракансем пурте, вӑрҫа хатӗрленсе, хӑвӑрӑн тӑванӑрсенчен — Израиль ывӑлӗсенчен — малта пырӑр; 19. арӑмӑрсемпе ачӑрсем анчах, выльӑх-чӗрлӗхӗр анчах [эпӗ сирӗн выльӑх нумаййине пӗлетӗп] эпӗ хӑвӑра панӑ хуласенче юлччӑр, 20. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] сирӗн тӑванӑрсене, сире хӑвӑра панӑ пек, тӑнӑҫлӑх париччен, вӗсем те Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр, хӑйсене Иордан леш енче паракан ҫӗре еткерлӗхе иличчен вӗсемпе пӗрле пулӑр; вара кашнийӗ эпӗ сире панӑ еткер ҫӗрӗре таврӑнӑр, терӗм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫакӑн хыҫҫӑн та Мана итлемесессӗн, Мана хирӗҫ пырсассӑн, 28. Эпӗ те хаяр ҫиллӗмпе сире хирӗҫ пырӑп, хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн ҫичӗ хут ытла хаса кӳрӗп, 29. эсир хӑвӑр ывӑлӑрсен ӳтне ҫийӗр, хӑвӑр хӗрӗрсен ӳтне те ҫийӗр; 30. сирӗн тӳпем вырӑнӑрсене ишсе пӑрахӑп, сирӗн юпӑрсене ҫӗмӗрӗп, сирӗн виллӗрсене хӑвӑр пуҫҫапакан йӗрӗхсен ванчӑкӗсем ҫине пӑрахӑп, Манӑн чунӑм сирӗнтен йӗрӗнӗ; 31. сирӗн хулӑрсене пушхир тӑвӑп, сирӗн сӑваплӑ теекен вырӑнӑрсене аркатӑп, сирӗн [парнӗрсенӗн] ырӑ шӑршине йышӑнмӑп; 32. [сирӗн] ҫӗрӗре пушӑ хӑварӑп, унта пырса вырӑнаҫнӑ тӑшманӑрсем те вӑл ҫавӑн пек пулнинчен тӗлӗнӗҫ; 33. сире тӗрлӗ халӑхсем хушшине салатса ярӑп, сирӗн хыҫран хӗҫӗме туртса кӑларӑп, сирӗн ҫӗрӗр пушӑ пулӗ, сирӗн хулӑрсене ҫӗмӗрсе пӗтерӗҫ.
Лев 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен кирек хӑш чӗрчун та сирӗншӗн ирсӗр, ӑна ҫиес пулмасть; 42. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен чӗрчунсене — хырӑмпа шӑваканнисене те, тӑватӑ уран ҫӳрекеннисене те, нумай ураллисене те — пӗрне те ан ҫийӗр, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ирсӗр; 43. ҫӗр ҫумӗн ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр, вӗсем урлӑ таса мар пулмашкӑн вӗсем урлӑ хӑвӑра хӑвӑр ан варалӑр; 44. Эпӗ — сирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑр: тасалӑх тивлетне илӗр, сӑваплӑ пулӑр, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ [Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр] сӑваплӑ; ҫӗр ҫийӗн шуса ҫӳрекен пӗр-пӗр чӗрчуна пула хӑвӑр чунӑра ан ирсӗрлетӗр; 45. Эпӗ — Ҫӳлхуҫа, сирӗн Туррӑр пулмашкӑн Эпӗ сире Египет ҫӗрӗнчен илсе тухрӑм.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Вара [фараон] Моисейпе Аарона ҫӗрлех чӗнтерсе илнӗ те [вӗсене] каланӑ: тӑрӑр та манӑн халӑхӑм хушшинчен тухса кайӑр, эсир хӑвӑр та, Израиль ывӑлӗсем те кайӑр, хӑвӑр каланӑ пек, Ҫӳлхуҫана [хӑвӑр Туррӑра] кайса кӗлтӑвӑр; 32. хӑвӑр каланӑ пекех, вак выльӑхӑра та, шултӑра выльӑхӑра та илӗр; кайӑр та мана та пиллӗх парӑр, тенӗ.
Тух 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
— Эхер те, — хӗрӳллӗн калаҫма пуҫларӗ Ольга, — эсир кӗнекерен, ӗҫрен, ҫынсенчен ывӑннӑ пекех юратуран ывӑнтӑр пулсан; эхер те вӑхӑт ҫитсен, манпа ӑмӑртса, хӑвӑра юратакансӑр, урӑх юратусӑр, хӑвӑр диванӑр ҫинчи пек, ман ҫумра сасартӑк ҫывӑрса кайсан, манӑн сасӑ сире вӑратаймасан; эхер те чӗре шыҫҫи иртет, урӑх хӗрарӑм пулмасан та, хӑвӑр халатӑр хаклӑ пулсан?..
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
32. Хӑвӑрӑн унчченхи кунӑрсене аса илӗр-ха: ун чухне эсир, чӑнлӑх ҫутине курнӑскерсем, мӗн чухлӗ асап куртӑр: 33. е хӑвӑра мӑшкӑл тунипе, хӗн-хур кӑтартнипе эсир ҫын кулли пултӑр, е ҫав асапсенех куракан ытти ҫынсемпе пӗрле тӳсрӗр; 34. эпӗ тӗрмере ларнӑ чухне эсир маншӑн та хуйхӑртӑр; хӑвӑр валли тӳпере паха та нихӑҫан пӗтми пурлӑх пуррине пӗлсе тӑрса, эсир кунти пурлӑхӑра турта-турта илнине савӑнса тӳсрӗр.
Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй тӑвансем, эпир тата ҫакна тума ыйтатпӑр: хӑвӑрӑн ӗненекен ушкӑнӑршӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче яваплӑ ҫынсене, хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене, хӑвӑра ӑс паракансене хисеплӗр, 13. вӗсене эсир пуринчен ытла ӗҫӗсемшӗн юратса хисеплӗр; пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр.
1 Фес 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эй тӑвансем, сире йӑлӑнатпӑр: пӗр-пӗрне хытӑран хытӑ юратма тӑрӑшӑр; 11. эпир хӑвӑра хушнӑ пек лӑпкӑ пурӑнма, хӑвӑр ӗҫӗре туса тӑма, хӑвӑр аллӑрпа ӗҫлесе пурӑнма тӑрӑшӑр.
1 Фес 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Хӑвӑр ӗненнипе сире тивлет парса ҫӑлнӑ; ҫӑлӑнасси хӑвӑртан килмен, вӑл — Турӑ панӑ ырӑлӑх: 9. эсир хӑвӑр ӗҫӗрсене пула ҫӑлӑнман, ҫавӑнпа никам та ан мухтантӑр.
Эф 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сирӗн ӳтӗр хӑвӑр ӑшӑрта пурӑнакан Таса Сывлӑш ҫурчӗ иккенне пӗлместӗр-и-мӗн эсир? Ҫав Сывлӑша эсир Турӑран илнӗ, эсир хӑвӑр та хӑвӑрӑн мар: 20. сире пысӑк хак парса илнӗ.
1 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Эй кӗнекеҫӗсем, фарисейсем, икӗ питлӗскерсем, хуйхӑ ҫитӗ сире! эсир пӗр ҫынна хӑвӑр тӗн енне ҫавӑрасшӑн тинӗс тавра, ҫӗр тавра кайса ҫӳретӗр; хӑвӑр енне ҫавӑрсан, ӑна эсир хӑвӑртан икӗ хут ытла усала кӑларатӑр, тамӑк ачи тӑватӑр.
Мф 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир вара эпӗ мӗн тунине тӑватӑр; сухалӑра хупламӑр, ют ҫынсем илсе килнӗ ҫӑкӑра ҫимӗр; 23. хӑвӑр пуҫ ҫыххи пуҫӑр ҫинче пулӗ, хӑвӑр ура сырри урӑрта пулӗ; ӳпкелешмӗр, йӗмӗр, анчах хӑвӑр ҫылӑхӑрсемшӗн хухса типетӗр, пӗр-пӗрин умӗнче ассӑн сывлатӑр, тесе каларӗ те.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Хӑвӑр парнӗрсене кӳрсе, хӑвӑр ывӑлӑрсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларса, эсир хӑвӑра паянхи кунчченех пӗтӗм йӗрӗхӗрпе ирсӗрлететӗр, эсир вара, Израиль килӗ, Манран ыйтасшӑн-и?
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Сире, Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа: «Египета ан кайӑр» тет; эпӗ паян хӑвӑра асӑрхаттарнине лайӑх пӗлсе тӑрӑр — 20. эсир хӑвӑра хӑвӑр ҫылӑха кӗртрӗр: эсир мана Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр патне ҫапла каласа ятӑр: «пирӗншӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра кӗлту, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр мӗн каланине пурне те пире пӗлтер, эпир Вӑл каланине тӑвӑпӑр» терӗр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эхер те эсир: «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнасшӑн мар» тесе Ҫӳлхуҫа Туррӑра итлеместӗр пулсассӑн, 14. «ҫук, эпир Египет ҫӗрне каятпӑр, унта вӑрҫӑ курмӑпӑр, трупа сассине илтмӗпӗр, выҫӑпа аптӑрамӑпӑр, унта пурӑнӑпӑр» тетӗр пулсассӑн, 15. Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетӗр пулсассӑн, унта ҫитсе вырӑнаҫатӑр пулсассӑн, 16. хӑвӑра хӑратса тӑракан хӗҫ сире унта та, Египет ҫӗрӗнче те, хӑваласа ҫитӗ, хӑвӑра сехӗрлентерсе тӑракан выҫлӑх та хӑвӑр хыҫҫӑнах унта, Египета, пырӗ, вара унтах вилсе пӗтетӗр.
Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: «халдейсем пирӗнтен пурӗпӗрех хӑпӗҫ-ха» тесе хӑвӑра хӑвӑр ан улталӑр: вӗсем хӑпас ҫук; 10. эсир хӑвӑра хирӗҫ ҫапӑҫакан халдейсен пӗтӗм ҫарне ҫапса аркатас пулсан та, вӗсенӗн аманнисем ҫеҫ юлас пулсан та, вӗсем те пулин кашнийӗ хӑйӗн чатӑрӗнчен тухса ҫак хулана ҫунтарса янӑ пулӗччӗҫ.
Иер 37 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене Турӑ ячӗпе тупа тутарса ҫапла каларӑм: хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсем валли, хӑвӑр валли ан илӗр.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара пӑхса ҫаврӑнтӑм та, тӑтӑм та аслӑ ҫынсемпе пуҫлӑхсене тата ытти халӑха ҫапла каларӑм: вӗсенчен ан хӑрӑр; аслӑ та хӑрушӑ Ҫӳлхуҫамӑра асра тытӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемшӗн, хӑвӑр ывӑлӑрсемпе хӗрӗрсемшӗн, хӑвӑр арӑмӑрсемпе килӗрсемшӗн ҫапӑҫӑр, терӗм.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир Санӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр, 11. Эсӗ вӗсене пире Хӑвӑн чурусем, пророкусем, урлӑ панӑ, Эсӗ каланӑ: «эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр таса ҫӗр мар, вӑл ют халӑхсен тасамарлӑхӗпе, вӗсен йӗрӗнчӗкӗсемпе вараланнӑ, вӗсем ҫӗре пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех ирсӗрлетнӗ. 12. Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр; ҫав ҫӗрӗн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ывӑлӑрсем валли еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, вӗсене ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сунӑр» тенӗ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Лешӗсем каланӑ: Филисти ҫӗрне тытса тӑракансем миҫен пулнине кура пилӗк ылтӑн мӑкӑль тата пилӗк ылтӑн шӑши памалла, мӗншӗн тесессӗн эсир те, сире тытса тӑракансем те пӗр асапах тӳснӗ; 5. ҫапла вара хӑвӑра асаплантарнӑ шыҫӑ-мӑкӑльсен тата ҫӗре ҫаратса хӑваракан шӑшисен кӗлеткисене шӑратса кӑларӑр та Израиль Туррине аслӑласа мухтӑр; тен, Вӑл хӑвӑр ҫинче, сирӗн туррӑрсем ҫинче тата сирӗн ҫӗрӗр ҫинче тытса тӑракан аллине ҫӑмӑллатӗ; 6. мӗншӗн-ха сирӗн хӑвӑр чӗрӗре Египет ҫыннисемпе фараон пек хаярлантармалла? ав ун чухне Ҫӳлхуҫа вӗсене Хӑйӗн вӑйне кӑтартрӗ те, вӗсем Израиль ҫыннисене кӑларса ячӗҫ, лешӗсем кайрӗҫ; 7. эсир тытӑр та пӗр ҫӗнӗ ҫар урапи тӑвӑр, пуҫласа пӑруланӑ икӗ ӗне суйласа илӗр, халиччен вӗсене хӑмӑт тивмен пултӑр, ҫав ӗнесене ҫар урапи кӳлӗр, пӑрушӗсене, вӗсенчен уйӑрса, килӗрте хӑварӑр; 8. унтан Ҫӳлхуҫа арчине илӗр те ӑна ҫар урапи ҫине лартӑр, Ӑна ӳкӗнӗҫ парни кӳме хатӗрленӗ ылтӑн япаласене ун айккине пӗр ещӗкпе лартса хурӑр; кӑларса ярӑр ӑна, кайтӑрах; 9. пӑхсах тӑрӑр, эхер те вӑл хӑйӗн ҫӗрӗ енне, Вефсамис енне, каять пулсассӑн, ҫак шутсӑр усал ӗҫе пире хирӗҫ вӑл тунӑ; эхер те унталла каймасть пулсассӑн, эпир пӗлсе тӑрӑпӑр, пире асаплантараканни унӑн алли пулман, ку асап пире ӑнсӑртран ҫитнӗ, тенӗ.
1 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.