Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 1 Фес 5

Раздел: Библи –> Сӑваплӑ Павел апостолӑн Фессалоника ҫыннисене янӑ пӗрремӗш ҫырӑвӗ

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.19 09:07

Предложений: 24; Слово: 326

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Эй тӑвансем, вӑхӑчӗ ҫинчен, хӑҫан пуласси ҫинчен сирӗн пата ҫырса яма кирлӗ те мар: 2. Ҫӳлхуҫа килес кун ҫӗрлехи вӑрӑ пек ҫитессине эсир хӑвӑр та лайӑх пӗлсе тӑратӑр. 3. «Халӗ тӑнӑҫлӑ, хӑрамалли ҫук» тесе тӑнӑ вӑхӑтрах вӗсем пӗтесси сасартӑк — ҫийӗнче пур арӑмӑн ача ҫуратас умӗн пилӗкӗ сасартӑк касса кайнӑ пек — персе ҫитӗ; вӗсем ӗнтӗ хӑтӑлаймӗҫ. 4. Эй тӑвансем, эсир сӗмлӗхре мар, сирӗншӗн ҫав кун вӑрӑ пек килсе ҫитмӗ. 5. Эсир пурсӑр та — ҫутӑ ывӑлӗсем, кун ывӑлӗсем; эпир — каҫ ывӑлӗсем мар, сӗмлӗх ывӑлӗсем мар. 6. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ыттисем пек ҫывӑрар мар, сыхӑ, урӑ пуҫлӑ тӑрар: 7. ҫывӑракансем ҫӗрле ҫывӑраҫҫӗ, ӳсӗрӗлекенӗсем те ҫӗрле ӳсӗрӗлеҫҫӗ. 8. Эпир ӗнтӗ, кун ывӑлӗсем, ӗненӳпе юратӑвӑн ҫапса витерейми тумтирне тӑхӑнса, ҫӑлӑнас ӗмӗтӗн нимӗн витейми калпакне тӑхӑнса урӑ пуҫпа тӑрар — 9-10. Турӑ пире ҫилӗ курмалла туман, Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — эпир чӗррисем те, вилнисем те Хӑйӗнпе пӗрле пулччӑр тесе, пирӗншӗн вилнӗ Ҫӳлхуҫамӑр урлӑ — ҫӑлӑнӑҫ илмелле тунӑ. 11. Ҫавӑнпа эсир пӗр-пӗрне пулӑшса тӑрӑр, пӗр-пӗрне ӑс парӑр, эсир ӗнтӗ халӗ те ҫапла тӑватӑр-ха.

12. Эй тӑвансем, эпир тата ҫакна тума ыйтатпӑр: хӑвӑрӑн ӗненекен ушкӑнӑршӑн Ҫӳлхуҫа умӗнче яваплӑ ҫынсене, хӑвӑр хушшӑрта тӑрӑшса ӗҫлекенсене, хӑвӑра ӑс паракансене хисеплӗр, 13. вӗсене эсир пуринчен ытла ӗҫӗсемшӗн юратса хисеплӗр; пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр. 14. Эй тӑвансем, сире тата тархаслатпӑр: йӗркерен тухакансене ӑса кӗртӗр, хуйха ӳкнисене лӑплантарӑр, вӑйсӑррисене пулӑшӑр, пур ҫыншӑн та вӑрах тӳсӗмлӗ пулӑр. 15. Астӑвӑр, кам та пулин усалшӑн усалпа ан тавӑртӑр; пӗрне-пӗри те, пур ҫынна та ялан ырӑ тума хатӗр пулӑр. 16. Ялан савӑнӑр. 17. Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр. 18. Пуриншӗн те тав тӑвӑр: Христос Иисус урлӑ Турӑ сире ҫапла тума хушать. 19. Сывлӑшӑр хӑватне ан сӳнтерӗр. 20. Пророк хастарне ан хурлӑр. 21. Пурне те сӑнаса пӑхӑр, ыррине тытса тӑрӑр. 22. Хӑвӑра хӑвӑр пур усалтан та чарса тӑрӑр. 23. Канӑҫлӑх паракан Турӑ Хӑй сире пӗтӗмпех тасаттӑр; Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр килнӗ тӗле сирӗн сывлӑшӑр та, чунӑр та, ӳтӗр те пӗтӗмпе тӗрӗс-тӗкел, пӗр айӑпсӑр упранса тӑтӑр. 24. Сире Чӗнсе Илекенӗ шанчӑклӑ, Вӑл ҫавна тӑвӗ. 25. Эй тӑвансем, пирӗншӗн кӗлтӑвӑр!

26. Пур тӑванӑмӑра та ырӑ кӑмӑлпа чуптуса салам калӑр. 27. Ҫӳлхуҫамӑр ячӗпе эпӗ сире ҫак ҫырӑва мӗнпур сӑваплӑ тӑванӑмӑра вуласа пама хушатӑп.

28. Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр тивлечӗ сирӗнпе пӗрле пултӑр. Аминь.

Сайт:

 

Статистика

...подробней