Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

Илья сăмах пирĕн базăра пур.
Илья (тĕпĕ: Илья) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Лар лав ҫине, Илья.

— Сядь на повозку, Илья.

VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Ҫак ирхине Мускавран килекен пуйӑспа Новочеркасска Илья Бунчук пырса ҫитрӗ.

В это утро с московским поездом приехал в Новочеркасск Илья Бунчук.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Тата ҫаксем патне шӑнкӑртаттар: «Кожкоопремонт» эртелӗн председателӗ Есаулов Илья Григорьевич патне, унӑн тӑватӑ автомашина пур, унтан эпир пӗр ҫирӗм лаша илме пултаратпӑр.

Вот еще кому позвони: председателю артели «Кожкоопремонт» — Есаулов Илья Григорьевич, — у него есть четыре автомашины, и можно взять пар десять коней.

XXXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Илья Тутаринов ывӑлне пӗр мӑшӑр вӑкӑр, бричка, пӑру панӑ.

Илья Тутаринов выделил сыну пару быков, бричку и телку.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Илья Митрич, тӑхта!

— Илья Митрич, погоди!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Илья Митрич, Ленин мӗнле халӑхран тухнӑскер вӑл?

— Илья Митрич, а из каких народов Ленин будет?

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Эсӗ, Илья Митрич, пӗр хӑрамасӑрах выртатӑн пулӗ те, каҫар пире…

— Ты, Илья Митрич, может, без опаски ложишься, так ты извиняй…

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Тӑхта-ха, Илья Митрич! — терӗ пӗвӗпе ҫӳллех мар, анчах Бунчук пекех тапчам хул-ҫурӑмлӑ казак, хыҫалти ретрен тухса.

— Погоди трошки, Илья Митрич! — сказал, выходя из задних рядов, небольшой казак, такой же коренастый, как и Бунчук.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Малтан эпир вӗсене, Илья Митрич, ялан мӗн пуҫласа хӳрине ҫитиччен вуласа тухнӑ…

Вперед, Илья Митрич, мы их от головы до хвоста перечитаем, бывалоча.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

— Сан ҫырӑва, Илья Митрич, эпир нумай пулмасть илсе вуларӑмӑр.

— Письмо твою, Илья Митрич, мы надысь получили.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Казаксем, Бунчук патне пырса, хӑйсен пирчесе хытнӑ аллисене кӑнтарчӗҫ, хунар ҫутинче унӑн пысӑк та тӗксӗм сӑнлӑ питӗнчен пӗшкӗне-пӗшкӗне пӑхрӗҫ, ӑна е Бунчук, е Илья Митрич, е Илюша тесе чӗнчӗҫ.

Казаки подходили к Бунчуку, совали черствые краюхи ладоней, наклоняясь, вглядывались при свете фонаря в его большое, угрюмоватое лицо, называли то Бунчуком, то Ильей Митричем, то Илюшей.

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

 — Илья!

— Илья!

XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Илья тети, хӑйӗн тӗреклӗ асав шӑлӗсемпе така айӑк пӗрчийӗсене чӗрпӗклесе, Дарйӑна чыссӑр сӑмахсем пӑшӑлтатса ларать пулмалла, мӗншӗн тесессӗн лешӗ, куҫӗсене хӗссе, куҫхӑрпаххийӗсене чӗтрентеркелесе, пӗр хӗрелсе каять, пӗр кулса илет.

Дядя Илья, общипывая ядреными клыками баранье ребро, наверное, шептал Дарье непристойности, потому что та, суживая глаза, подрагивая бровями, краснела и посмеивалась.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Дарья Илья тетепе юнашар ҫисе ларать.

Дарья угощалась, сидя рядом с дядей Ильей.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эй, пӑрӑнӑр!.. — мӗкӗрсе ячӗ Илья Ожогин, Григорий куккӑшӗ, вӗсенчен иртсе кайса.

— Сто-ро-нись!.. — прогремел, обгоняя их, Илья Ожогин, дядя жениха по материнской линии.

21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унта Илья Крылатов Лозневой мӗнле ирсӗр тӗллевпе ҫаратса ҫӳрени ҫинчен колхозниксене каласа пачӗ, Сохнинӑра мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпе, вӑраха ямасӑр, кӳршӗ ялсене пӗлтерме ыйтрӗ.

Илья Крылатов рассказал колхозникам, с какой подлой целью Лозневой занимался грабежом, и просил, чтобы обо всем, что произошло в Сохнине, немедленно стало известно в соседних деревнях.

VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эй, Сусанин, ӑҫта илсе кӗтӗн пире? — тесе пӗр хутчен кӑна мар кӑшкӑрса ыйтрӗ Илья Крылатов хӑйсене ҫул кӑтартса пыракан вӑрӑм уссиллӗ, сунарҫӑ евӗр васкаман ҫынтан.

— Эй, Сусанин, куда ты нас завел? — Илья Крылов несколько раз крикнул человеку с длинными усами, похожему на охотника, который показывал им дорогу.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка чӑн-чӑн партизан пулма шутланӑшӑн Илья Крылатов хавасланчӗ.

Теперь Илья Крылатов был даже рад, что Марийка решила стать настоящей партизанкой.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах Илья Крылатов ҫакӑн пек сайра хутра кӑна калаҫкаларӗ: вӑл сыхланчӑк, вӑл ҫав кунсенче Марийка хай ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхнине ҫухатасран хӑранӑ.

Но такие разговоры Илья Крылатов допускал очень редко: он был осторожен, он боялся нарушить те добрые чувства, какие питала в эти дни к нему Марийка.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Марийка пархатарсӑр пулма пултараймарӗ, ҫавӑнпа та Илья Крылатова чӗререн кӑмӑлласа хисеплерӗ.

Марийка не могла быть неблагодарной и поэтому относилась к Илье Крылатову с той сердечностью, какой немало было в ее натуре.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней