Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XVII

Раздел: Лӑпкӑ Дон. 2-мӗш кӗнеке –> Тӑваттӑмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Источник: Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Добавлен: 2020.03.03 23:07

Предложений: 599; Слово: 5761

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Виҫҫӗмӗш утлӑ ҫар корпусӗпе Туземнӑй дивизин Петроград ҫине ывтӑнса пыракан чаҫӗсем сакӑр чукун ҫул тӑрӑх эшелонсемпе куҫаҫҫӗ: Ровель, Везенберг, Нарва, Ямбург, Гатчина, Сомрина, Вырица,Чудова, Гдов, Новгород, Дно, Псков, Луга хулисемпе вӗсен хушшинчи мӗн пур станцисемпе разъездсем майӗпен шӑвакан, ҫул пушӑ пулманнипе малалла каяймасӑр хӑшкӑлакан эшелонсемпе чыхланса тулнӑ. Полксенче аслӑ командирсем ӑс парса вӗрентнине хӑлхана та чикми пулнӑ; вакрах ушкӑнсене сапаланса кайнӑ сотньӑсен хушшинче ҫыхӑну ҫук. Корпуспа ун ҫумне хушса панӑ Туземнӑй дивизи поход вӑхӑтӗнче хӑйне уйрӑм ҫар пек сарӑлса кайнӑ. Халӗ унта, сапаланчӑк ҫар чаҫӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса вырнаҫтармасӑр тата эшелонсене ҫӗнӗрен ушкӑнласа тухмасӑр, мӗнле те пулин йӗрке пулса ҫитесси пӑхса та курӑнмасть. Ҫав тӑрлавсӑрлӑха пула корпуспа Туземнӑй дивизи чаҫӗсенче урӑм-сурӑм пӑтрашуллӑ пурнӑҫ тапраннӑ; тӗлсӗр, час-часах тата пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑман распоряженисем пани ахаль те хӗрсе ҫитнӗ лару-тӑрӑва пушшех ҫивӗчлетсе янӑ.

Чукун ҫул таврашӗнче ӗҫлекен рабочисемпе служащисем ҫул парас мар шутпа такӑнтарса тӑвакан пӑтӑрмахсене курса йӑлӑхнӑ эшелонсем, — Корнилов ҫарӗн эшелонӗсем, — тӗрлӗ чӑрмавсемпе халтан ӳксе, вӑраххӑн Петроград еннелле куҫаҫҫӗ, чукун ҫул узелӗсенче чыхланса, пӗчӗккӗн сӑрхӑнса хухаҫҫӗ.

Вакунсен хӗрлӗ клеткисенче, йӗнерӗсене хывса илнӗ ҫурма выҫӑ утсем патӗнче, выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурнӑҫ йӗрӗнтерсе ҫитернӗ Дон, Уссури, Оренбург, Нерчинск тата Амур казакӗсем, ингуш, черкес, кабардин, осетин, Дагестан салтакӗсем мӗшӗлтетеҫҫӗ. Малалла кайма ҫул уҫӑласса кӗтекен эшелонсем, станцисенче сехечӗ-сехечӗпе усӑсӑр тӑрса, вӑхӑта ҫухатаҫҫӗ. Утлӑ ҫар ҫыннисем, вакунсенчен кӗпӗрленсе тухаҫҫӗ те вокзалсенче саранча кӗтӗвӗ пек хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, ҫулсем ҫинче тӗркӗшеҫҫӗ, маларах иртсе кайнӑ эшелонсем пӑрахса хӑварнӑ апат юлашкисене пуҫтарса ҫиеҫҫӗ; сисмен чух вырӑнти халӑхӑнне вӑрлаҫҫӗ, апат-ҫимӗҫ склачӗсене ҫаратаҫҫӗ.

Казаксен сарӑ е хӗрлӗ лампассем, драгунсен капӑркка курткисем, Кавказ ҫыннисен черкес сӑхманӗсем… Тӗрлӗ-мерлӗ тӗссене хапӑлах мар ҫурҫӗр ҫутҫанталӑкӗ халиччен нихҫан та ҫавӑн чухлӗ сӑрсен ула-чӑла ярӑмне курманччӗ-ха.

Туземнӑй дивизин княҫ Гагарин ертсе пыракан 3-мӗш бригадине августӑн 29-мӗшӗнчех, Павловск хули патӗнче, тӑшман ҫулӑхма пуҫлать. Дивизи пуҫӗнче пынӑ Ингуш тата Черкес полкӗсем сӳтсе хунӑ ҫул ҫине тухаҫҫӗ, унтан, вакунсем ҫинчен анса, поход йӗркипе Патша Сали еннелле ҫул тытаҫҫӗ. Ингушсен юлан утлӑ разведчикӗсем Сомрина станцийӗ патне пырса ҫитеҫҫӗ. Полксем майӗпентереххӗн наступлени сарса яраҫҫӗ, дивизин ытти чаҫӗсем хӑваласа ҫитессе кӗтсе, васкамасӑр, гвардеецсене хӗссе пыраҫҫӗ. Ытти чаҫӗсем ҫав вӑхӑтра, хӑйсене малалла куҫма ҫул уҫса парасса кӗтсе, Дно станцийӗнчех лараҫҫӗ-ха. Хӑш-пӗр эшелонсем унта та ҫитеймен.

Туземнай дивизи командирӗ княҫ Багратион, Вырицы станцине поход йӗркипе кайма шикленсе, ытти чаҫсем пуҫтарӑнса ҫитессе кӗтет, хӑй станци ҫывӑхӗнчи пӗр именире чарӑнса тӑрать.

Августӑн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче вӑл Ҫурҫӗр фрончӗн штабӗнчен ҫапла телеграмма илет: 3-мӗш корпус командирне, 1-мӗш Донской, Уссурийски, Туземнӑй, Кавказ дивизийӗсен начальникӗсене главковерх приказне пӗлтерме ыйтатӑп. Чукун ҫул ҫинче эшелонсене куҫма кӗтмен чӑрмавсем сиксе тухас пулсан, главковерх дивизисене поход йӗркипе малалла кайма хушать.

1917 ҫулхи августӑн 27-мӗшӗ, 6411-мӗш номер. Романовский.

Ирхине 6 сехет те 40 минутра, Петроград округӗн штаб начальникӗ полковник Багратуни урлӑ, Багратион Керенский ярса панӑ приказа илет. Керенский ҫав распоряженире пур эшелонсене те каялла тавӑрса яма хушать иккен. Вӑхӑтлӑх правительствӑна итлесе, утлӑ ҫар корпусӗпе Туземнӑй дивизие, малалла кайма ҫул памасӑр, Гачки разъезчӗпе Оредеж станцийӗсем хушшинче чарса тӑратаҫҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен Багратион ирхине 9 сехет ҫитес умӗн Корнилова телеграфпа пӗлтерсе хурать. Анчах Корнилов хунӑ резолюцире:
Княҫ Багратиона.
Чукун ҫул тӑрӑхах малалла куҫса пымалла. Чукун ҫулпа май килмест пулсан, поход йӗркипе Луга станцине ҫитмелле те, генерал Крымов ҫарӗпе пӗрлешсе, пур енӗпе те Крымова пӑхӑнса тӑма пуҫламалла, — тесе ҫырнӑ пулин те, Багратион поход йӗркипе малалла кайма хӑяймасть, корпус штабне вакунсем ҫине тиенме хушать.

Ӗлӗкрех Евгений Листницкий службӑра тӑнӑ полка та, Дон казакӗсен 1-мӗш дивизине кӗрекен ытти полксемпе пӗрле, Ревель-Везенберг-Нарва линийӗ тӑрӑх Петроград еннелле куҫарма тытӑннӑ. Августӑн 28-мӗшӗнче, кӑнтӑрла иртсен пилӗк сехетре, икӗ сотньӑран тӑракан полк Нарвӑна пырса ҫитрӗ. Эшелон командирӗ станцӑран ҫӗрле тухса кайма май ҫукки ҫинчен пӗлчӗ: Нарвӑпа Ямбург хушшинчи ҫула пӑсса пӗтернӗ те, унта халӗ экстреннӑй пуйӑспа чукун ҫул батальонӗн пӗр шайӗ кӑларса янӑ. Ҫула тӳрлетсе ӗлкӗрсен тин, ир еннелле, полк малалла тапранса кайма пултарать. Эшелон командирӗн ирӗксӗр килӗшме тиврӗ. Вӑл сӑнсӑррӑн ятлаҫса хӑйсен вакунне пырса кӗчӗ те, офицерсене ҫӗнӗ хыпар пӗлтерсе, чей ӗҫме ларчӗ.

Каҫ тӗтреленсе килчӗ. Тинӗс кукринчен витӗр касакан нӳрӗ ҫил шӑхӑрса вӗрет. Чукун ҫул ҫинче те, вакунсенче те казаксем шӑппӑн сӑмахлани илтӗнет. Пӑравус хыттӑн кӑшкӑртнинчен хӑранипе шартах сикнӗ утсем чӗрнисемпе урайне кӑчӑртаттарса хыраҫҫӗ. Таҫта лере, эшелон хӳринче, пӗр ҫамрӑк казак юрӑ шӑрантарать, такама ҫӗрлехи тӗттӗмре хӑйӗн хурлӑхлӑ шӑпи ҫинчен каласа парать:

Сыв пул, хула, сыв пул, местечка.

Юратнӑ хутор, сывӑ пул!

Эс те, асран тухми пикеҫӗм, —
Кӗрен чечекӗм, сывӑ юл!

Мӗн пек эп ӗлӗк йӑпанаттӑм,
Юратнӑ тусӑм, сан ҫумра.

Халь ак хӑпма пӗлмест, мӑнтарӑн, —
Каймасть винтовка аллӑмран.

Пакгаузӑн тӗссӗр хура тӗмески хыҫӗнчен ҫын утса тухрӗ. Самантлӑха ҫамрӑк казак юррине итлесе тӑчӗ те, сарӑ пайӑркаллӑ ҫутӑпа ҫивӗтленнӗ чукун ҫул тӑрӑх пӑхкаласа, хӑюллӑн эшелон еннелле утса кайрӗ. Ун хыҫӗнчен, шпалсем ҫинче ҫемҫен янӑраса тата пусӑрӑнса хытнӑ тӑмлӑ тӑпра ҫинче патраккӑн татӑлса, ура сассисем илтӗнсе юлчӗҫ. Вӑл хӗрринчи вакун ҫывӑхӗнчен иртсе пычӗ. Алӑк патӗнче тӑракан казак юрлама чарӑнчӗ, кӑшкӑрса чӗнчӗ:

— Кам унта?

— Хӑвна кам кирлӗ? — кӑмӑлсӑррӑн хирӗҫ чӗнчӗ ҫын, малалла утсӑ.

— Мӗн ҫӗр хута ҫапкаланса ҫӳретӗн? Сире, жуликсене, кӑхлаттарнӑ та пӑрахнӑ ак! Ӑҫта мӗн йӑкӑртмалли пуррине шыраса ҫӳретӗн-им?

Ҫын сӑмах тавӑрса каламасӑр варринчи вакунсем патнелле утса кайрӗ, пӗр вакун алӑкӗнчен пуҫне чиксе пӑхрӗ те ыйтрӗ:

— Мӗнле сотня?

— Арестантсен, — ахӑлтатса илчӗҫ тӗттӗмре.

— Эпӗ кирлӗрен ыйтатӑп — хӑшӗ?

— Иккӗмӗш.

— Тӑваттӑмӗш взвод ӑҫтарахра?

— Умран улттӑмӗш вакун.

Виҫӗ казак пӑравус хыҫӗнчи улттӑмӗш вакун айккинче чӗлӗм йӑсӑрлантараҫҫӗ. Пӗри кукленнӗ, иккӗшӗ ун патӗнче тӑраҫҫӗ.

Хӑйсем патне пырса тӑнӑ ҫын ҫине вӗсем шӑпӑрт сасӑсӑр пӑхса илчӗҫ.

— Сывах-и станичниксем?

— Мухтав турра, пурӑнкалатпӑр, — хуравларӗ пӗри, тин ҫеҫ ҫитсе тӑнӑ ҫын ҫине питрен тинкерсе.

— Никита Дугин пурӑнать-и тата? Кунтах-и?

— Ҫынни эпӗ-ха вӑл, — сассине юрланӑ чухнехи пек чӗтрентерсе сӑмах хушрӗ те кукленсе ларнӑ ҫын, ура ҫине тӑрса, чикарккине атӑ кӗлипе пусса сӳнтерчӗ. — Уйӑрсах илеймерӗм сана. Кам пултӑн эсӗ? Хӑш таврашсем? — Шинель тата лучӗркенсе пӗтнӗ салтак карттусӗ тӑхӑнса янӑ ҫынна лайӑхрах курас тесе, вӑл сухаллӑ питне ун ҫывӑхнерех илсе пычӗ те тӗлӗннипе сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ:  — Илья! Бунчук? Тӑванӑм, мӗнле ҫил-тӑвӑл ҫавӑрса ҫитерчӗ сана?

Вӑл, Бунчукӑн ҫӑмламас аллине хӑйӗн кӑштӑркка ывӑҫ тупанӗпе ҫупӑрласа тытса, ун хӑлхи патнелле пӗшкӗнчӗ:

— Кусем хамӑр ачасем, ан хӑра вӗсенчен, — терӗ шӑппӑн. — Ӑҫтан килсе лекрӗн? Каласа парсам эсӗ, эсрел путекки!

Бунчук ытти казаксене алӑ тытса тухрӗ те ӗшенсе ӑша кайнӑ янӑравсӑр сасӑпа хуравларӗ:

— Питӗртен килтӗм. Аран шыраса тупрӑм сире. Ӗҫ пур-ха. Калаҫса илмелле пулать. Эпӗ, тӑванӑм, сана чипер сывӑ курнӑшӑн тем пекех хавас.

Вӑл кӑмӑллӑн кулкаларӗ; унӑн пысӑк ҫамкаллӑ, тӗксӗм кӑвак, сӑн-пичӗ шурӑ шӑлсемпе ейӗлчӗ, куҫӗсем хаваслӑ ҫутӑпа йӑлкӑшса ҫуталчӗҫ.

— Калаҫса илмелле, терӗн-и? — чӗтренсе чӳхенчӗ сухаллӑ ҫыннӑн уҫӑ сасси. — Офицер пулсан та, пирӗн йышши йӑх-яхсенчен йӗрӗнместӗн иккен-ха? Ну, тавах уншӑн, Илюша, турӑ сыхлатӑр сана. Эсӗ кайнӑранпа эпир тӗлӗкре те ӑшӑ сӑмах илтсе кураймарӑмӑр… — Унӑн сассинче тарават та хаваслӑ кулӑ чӳхенсе чӗтрерӗ.

Бунчук та ӑна ҫавнашкалах шӳтлӗн тавӑрса каларӗ:

— Ҫитӗ, ҫитӗ сана шыва пӑлхатма! Эсӗ ялан тӑрӑхласа калаҫатӑн! Сухалу кӑвапунтан та иртсе кайнӑ ав, ху ҫаплах шӳтлеме пӑрахаймастӑн.

— Сухалне ӑна халь тесен халь хырса пӑрахма пултарӑпӑр. Вӑл мар, каласа пар эсӗ пире: мӗн тӑваҫҫӗ унта Питӗрте! Пӑлхав тапранман пулӗ те?

— Кӗрӗр-ха вакуна, — тем каласса систерсе сӗнчӗ Бунчук.

Вӗсем, мӗштӗртеткелесе, вакун ҫине хӑпарчӗҫ. Дугин такамсене урипе тӗрткелесе, ҫурма сасӑпа пӑшӑлтатрӗ:

— Тӑрӑр, ача-пӑча! Кирлӗ ҫын пирӗн пата хӑнана килнӗ. Ну, вӑр-вартарах эсир, служивӑйсем, хӑвӑртрах йӑшаланӑр.

Казаксем, ӗхлеткелесе, тӑра-тӑра ларчӗҫ. Тахӑшӗ йӗнер ҫине пырса ларнӑ Бунчука чӗлӗм тӗтӗмӗпе лаша тарӗн шӑрши ҫапнӑ пысӑк аллипе питӗнчен хыпашласа пӑхрӗ, хӑркӑлтатса тухакан хулӑн сасӑпа ыйтрӗ:

— Бунчук?

— Ҫавӑ. Эсӗ пултӑн-и-ха ку, Чикамасов?

— Эпӗ, эпӗ. Сывах ҫӳретӗн-и, тусӑм?

— Сывах-ха.

— Эпӗ йӑпӑрт кӑна виҫҫӗмӗш взводри ачасене чӗнсе килем.

— Ну-ну… Яра пар.

Виҫҫӗмӗш взводран пурте пекех килсе ҫитрӗҫ, иккӗшӗ ҫеҫ учӗсем патӗнче юлнӑ. Казаксем, Бунчук патне пырса, хӑйсен пирчесе хытнӑ аллисене кӑнтарчӗҫ, хунар ҫутинче унӑн пысӑк та тӗксӗм сӑнлӑ питӗнчен пӗшкӗне-пӗшкӗне пӑхрӗҫ, ӑна е Бунчук, е Илья Митрич, е Илюша тесе чӗнчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах пурин сассинче те ӑна юлташла ӑшшӑн, тараватлӑн савса хапӑллани сисӗнчӗ.

Вакунра пӑчӑ пулса килчӗ. Хӑма стенасем ҫинче ҫутӑ пӑнчӑсем сиккелесе ташлаҫҫӗ, кӑнттам та илемсӗр мӗлкесем шӑвӑнса куҫаҫҫӗ, вӑйсӑррӑн мӗлтлетекен хунар турӑш умӗнчи ҫуллӑ лампада ҫутипе тӗтӗмленсе йӑсӑрланать.

Бунчука ҫутӑрах вырӑна лартрӗҫ. Малтисем кукленсе ларчӗҫ, ыттисем, ун йӗри-тавра кӑшӑл пек сырӑнса, ура ҫинче тӑчӗҫ. Уҫӑ саслӑ Дугин ӳсӗрсе илчӗ.

— Сан ҫырӑва, Илья Митрич, эпир нумай пулмасть илсе вуларӑмӑр. Ҫапах та эсӗ пире мӗнле канаш панине, мӗн тума хушса каланине хӑвӑн сӑмаххусемпе илтес килет. Куратӑн, Питӗрелле илсе каяҫҫӗ пире — мӗн тӑвӑн ӗнтӗ?

— Пӗлетӗн-и, Митрич, — калаҫма пуҫларӗ пӗркеленсе пӗтнӗ хӑлха ҫунатти вӗҫӗнчен алка тирсе янӑ казак, алӑк умӗнче тӑраканскер. Окоп хӳтлӗхӗ ҫинче чей вӗретме памасӑр пӗрре шӑпах ҫав казака Листницкий чӑтма ҫук тарӑхтарса янӑччӗ:  — Пирӗн ҫума кунта тӗрлӗрен агитаторсем килсе ҫулӑхаҫҫӗ. Укӗтлеҫҫӗ хӑйсем:  — Петрограда ан кайӑр, пирӗн нимшӗн те пӗр-пӗринпе ҫапӑҫмалли ҫук, теҫҫӗ; унтан татах тем те пӗр калаҫаҫҫӗ. Эпир итлессе итлетпӗр-ха, анчах пит шансах каймастпӑр. Ют ҫынсем-ҫке-ха. Тен, вӗсем юри пире масар шӑтӑкне тӳнтерсе яма шутлаҫҫӗ. Эпир килӗшмесӗр тӑрӑпӑр та, Корнилов пире хирӗҫ черкессене ярӗ — каллех юн тӑкмалла пулать. Эсӗ ак — хамӑр ҫын, казак, сана ытларах шанатпӑр. Тата пирӗн пата Питӗртен ҫырусем ҫырса, хаҫатсем ярса тӑнӑшӑн та сана питӗ пысӑк тав… Кунта, тӗрӗс калас-тӑк, хут енчен питӗ аптраса ҫитнӗччӗ… Эпир ав, кур-ха ӗнтӗ, хаҫатсем илсе тӑма пуҫларӑмӑр…

— Мӗн палкан, мӗн сӗмпӗлтетсе тӑран эсӗ, сӳтӗк ҫӑвар? — тарӑхса пӳлчӗ ӑна ҫавӑнтах тепӗр казак. — Ху хут пӗлместӗн те, пурте кунта сан пек тӗттӗм ҫынсем тесе шутлатни? Пӑх-халӗ, хаҫатсене чӗлӗм туртса яратпӑрччӗ пулать! Малтан эпир вӗсене, Илья Митрич, ялан мӗн пуҫласа хӳрине ҫитиччен вуласа тухнӑ…

— Суйса тултарчӗ, вӗри ҫӗлен!

— «Туртма» тет-ха — тупнӑ сӑмах!

— Ухмахшӑн мӗн, тӗнче тикӗс!

— Тӑвансем! Ун пек каласшӑн марччӗ-ха эпӗ, — хӑйне тӳрре кӑларма пӑхрӗ алкаллӑ казак. — Малтан, паллах, эпир хаҫатсене вуласа тухнӑ…

— Хаҫатнех вуларӑн-и-ха?

— Ман хутла вӗренме май пулман ҫав ӗлӗк… уншӑн мар, эпӗ: малтан вуланӑ, кайран тин чӗлӗм чӗркеме усӑ курнӑ тесе каласшӑнччӗ…

Бунчук, кулкаласа, йӗнер ҫинче ларчӗ, казаксем ҫине сӑнаса пӑхрӗ. Ларса калаҫма кансӗртерех пирки вӑл ура ҫине ҫӗкленчӗ те, ҫурӑмӗпе хунар еннелле тӑрса, ерипен те йывӑррӑн пуҫласа ячӗ:

— Петроградра сирӗн ним тумалли те ҫук. Нимле пӑлхав та пуҫланман унта. Пӗлетӗр-и, мӗншӗн сире унта яраҫҫӗ? Вӑхӑтлӑх правительствӑна сирпӗтсе антарас тесе… Ҫапла вӑт! Кам сире ертсе каять тетӗр эсир? Патша генералӗ Корнилов. Мӗншӗн вӑл Керенскине сӗтӗрсе антарасшӑн? — мӗншӗн тесен хӑйӗн ун ҫав вырӑна ларас килет! Ас тӑвӑр, станичниксем! Сирӗн мӑйсенчи йывӑҫ хӑмӑта хывса илесшӗн вӗсем, анчах такӑнтарас пулсан, ун вырӑнне хурҫӑран тӑхӑнтартса ярӗҫ! Икӗ инкекрен пӗрне, пӗчӗкреххине, суйласа илме пӗлмелле. Тӗрӗс калатӑп-и эпӗ? Шухӑшлӑр хӑвӑрах: патша вӑхӑтӗнче сире шӑл урлӑ янклаттарса пурӑнчӗҫ, вӑрҫӑ-харҫӑра сирӗн аллӑрсемпе кӑвар туртрӗҫ. Керенский вӑхӑтӗнче те ҫаплах тӑваҫҫӗ, анчах шӑл урлӑ ҫеҫ памаҫҫӗ. Керенский хыҫҫӑн вара, влаҫ большевиксен аллине куҫсан, пачах урӑхла пулать. Большевиксене вӑрҫӑ кирлӗ мар. Влаҫ вӗсен аллине куҫтӑр кӑна — тӳрех мир тӑваҫҫӗ. Эпӗ Керенский майлӑ мар, унпа шуйттан тӑванлашса пурӑнтӑр, — вӗсенчен пуринчен те пӗр шӑршах кӗрет! — Бунчук кулса илчӗ те, ҫаннипе ҫамки ҫинчи тарне сӑтӑрса, малалла каларӗ. — Анчах сире эпӗ рабочисен юнне ан юхтарӑр тесе чӗнетӗп. Влаҫ Корнилов аллине ҫакланас пулсан, Раҫҫей чӗркуҫҫи таран рабочисен юнӗ ӑшне анса ларӗ. Корнилов чухне влаҫа тӑпӑлтарса илсе халӑх аллине пама йывӑртарах пулать.

— Тӑхта-ха, Илья Митрич! — терӗ пӗвӗпе ҫӳллех мар, анчах Бунчук пекех тапчам хул-ҫурӑмлӑ казак, хыҫалти ретрен тухса. Вӑл ӳсӗркелесе илчӗ те, ватӑ юманӑн шыв ҫуса кайнӑ тымарӗ пек тӗреклӗ те вӑрӑм аллисене сӑтӑркаласа, Бунчук ҫине таса та ҫамрӑк ҫулҫӑ пек ҫутӑ симӗс куҫӗпе пӑхса ыйтрӗ:  — Эсӗ кунта хӑмӑт терӗн-ха… Большевиксем влаҫа ҫаклатса илес пулсан, ун чух мӗнле хӑмӑт тӑхӑнтарӗҫ тата пире?

— Эсӗ мӗн, хӑвна ху хӑмӑт тӑхӑнтарасшӑн-и?

— Мӗнле — хама хам?

— Ҫаплах. Большевиксен вӑхӑтӗнче влаҫа кам тытать тетӗн? Суйлаҫҫӗ сана — эсӗ тытатӑн е Дугин е, калӑпӑр, ҫак казак. Совет — халӑх суйлакан влаҫ вӑл. Ӑнлантӑн-и ӗнтӗ.

— Аслӑраххи кам пулать?

— Аслӑраххи те халӑх суйлакан ҫынах. Сана суйлаҫҫӗ ак — эсех пулатӑн.

— Ҫаплах-ши вӑл? Улталаса калаҫмастӑн-и эсӗ, Митрич?

Казаксем кулса ячӗҫ, пӗр харӑс калаҫма тытӑнчӗҫ; алӑк патӗнче тӑнӑ часовой та тӳсӗм ҫитереймерӗ — самантлӑха тесе пӑрӑнчӗ те хӑй те хӗрӳ калаҫӑва хутшӑнса кайрӗ:

— Ҫӗр пирки тата мӗнле?

— Пирӗнне туртса илес темеҫҫӗ-и? — Вӑрҫа чараҫҫех-ши вара? Е, тен, хӑйсемшӗн алӑ ҫӗклеттересшӗн ҫеҫ юптараҫҫӗ?

— Эсӗ пире пӗр пытармасӑр каласа пар.

— Эпир тӗттӗм ҫынсем кунта.

— Ют ҫынсене шанма хӑрушӑ. Суякансем нумай…

— Ӗнер, ав, кунта пӗр лапрашки матрос килчӗ те Керенскишӗн хӳхле пуҫларӗ. Эпир ӑна ҫӳҫрен ҫӑлса илнӗ те — вакунран.

— «Эсир — кондрсем!» — тесе йӗрмӗшет. — Тӑр-палтай ӗнтӗ!

— Эпир ун йышши сӑмахсене пит тӗшӗлемех пӗлместпӗр кунта.

Бунчук, куҫӗсемпе казаксене хыпашласа, енчен-енне ҫаврӑнса пӑхрӗ, шӑв-шав лӑпланасса кӗтрӗ. Хӑй шухӑшласа хунӑ ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленес пирки малтан иккӗленсе тӑни халӗ ун пӗтӗмпех иртсе кайрӗ. Вӑл, казаксен кӑмӑлӗ хӑй майлӑ ҫаврӑнса пынине курса, эшелона кирек мӗнле пулсан та Нарвӑрах тытса чарасса ҫирӗп пӗлчӗ. Пӗр кун маларах, партин Петроград районӗнчи комитетне пырса, хӑйне Петроград ҫине ҫывхарса килекен Дон казакӗсен 1-мӗш дивизи чаҫӗсене агитатор туса яма ыйтнӑ чух, вӑл ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласса ӗмӗтленнӗччӗ, анчах Нарвӑна ҫитрӗ те иккӗлене пуҫларӗ. Казаксемпе темӗнле урӑхларах сӑмахсемпе калаҫма кирлине Бунчук малтанах туйрӗ, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупаймасран шикленсе ҫӳрерӗ. Тӑхӑр уйӑх каялла, рабочисем патне таврӑнса, вӑл каллех рабочисемпе пӗр чӗлхе-ҫӑварлӑ, пӗр чунлӑ пулса ҫитме ӗлкӗрчӗ; вӗсемпе калаҫнӑ чух хӑйне ҫур сӑмахран ӑнланса илнине туйма хӑнӑхрӗ. Анчах, кунта, хӑйӗн ентешӗсем хушшинче, — вӗсен влаҫ умӗнчи темиҫе ӗмӗр капланса пынӑ шиклӗх туйӑмне аркатса яма, авалтан юлнӑ юрӑхсӑр йӑлисене салатса тӑкма, хӑйсен чӑн-чӑн тӗрӗс ӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарса пама тата пӗрле ертсе кайма, — ҫав манӑҫа пуҫланӑ урӑх чӗлхене лайӑхрах пӗлни, калаҫура пиҫӗрех пулни, калас сӑмахсен витерӳллӗ хӑватне малтан ӗненсе тӑни кирлӗ. Ҫавӑн чух кӑна сан сӑмаххусен ҫулӑмӗ казак чун-чӗрине ӗнтме мар, вут тивертсе яма пултарать.

Сӑмах пуҫламӑшӗнче, казаксене ӑнлантарса калама тытӑнсанах, Бунчук шанчӑксӑррӑн такӑнса калаҫрӗ, витӗмлӗ те кирлӗ сӑмахсем тупаймасӑр хӑшкӑлчӗ. Ҫавна хӑй те вӑл, ҫав сӗтексӗр сӑмахсене аякран тӑнлакан ҫын пек, хӑйӗн хӑлхипе илтрӗ. Вӑл, илсе кӑтартнӑ тӗслӗхсем ӗненӳсӗр тухасран сехӗрленсе, пуҫӗнче темле пысӑк та йывӑр сӑмахсен катрамӗсене ухтарчӗ, ҫав сӑмахсемпе казаксен ӑс-тӑнӗнчи иккӗленчӗк шухӑшсене аркатса тӗпретме пикенчӗ… Анчах чӗлхи ҫине супӑнь хӑмпи пек ҫӑмӑлҫах сӑмахсем ҫеҫ килсе тӑчӗҫ, пуҫра пушӑ та ӑшӑх шухӑшсем пӑтранса тӗвӗленчӗҫ. Ҫакна Бунчук чӑтма ҫук пӑшӑрханса сиссе илчӗ, лачкам вӗри тара ӳксе, пӑшӑхса сывларӗ. Калаҫнӑ вӑхӑтра унӑн пуҫӗнче пӗртен пӗр шухӑш кӑна вылярӗ: «Мана мӗн тери пысӑк ӗҫ шанса пачӗҫ. Эпӗ, ав, хам аллӑмпах путлантаратӑп ӑна… Сӑмах та ҫыхӑнтарса калаймастӑп… Мӗн пулнӑ-ха мана? Тепри ман вырӑнта пин хут лайӑхрах каласа ӳкӗте кӗртнӗ пулӗччӗ… Эх, эсрел пуҫӗ, мӗн тери тӑм писмен эпӗ!»

Йӑплака симӗс куҫлӑ казак хӑмӑт пирки ыйтсан тин Бунчукӑн ӑс-тӑнӗ уҫӑлса кайрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫланса кайнӑ калаҫу ӑна хӑвӑрт хӑйне хӑй алла илсе тӳрленме пулӑшрӗ. Вӑл чӗрине кӗтмен ҫӗртен ҫав тери хӑватлӑ вӑй, чӗлхе ҫине уҫӑмлӑ, вичкӗн сӑмахсем килсе капланнине туйрӗ. Чун-чӗрине ҫӗклентерсе янӑ хӗрӳлӗхе хӑйне лӑпкӑрах тытнипе пытарма тӑрӑшса, халӗ Бунчук шӑл йӗрсе ыйтнисене сулӑмлӑ та хаяр сӑмахсемпе касса татрӗ, халиччен утланса курман урхамаха кӑпӑка ӳкериччен чуптарса лӑплантарнӑ пек, казаксемпе ҫивӗччӗн, хӑюллӑн, сатуррӑн калаҫрӗ.

— Кала-ха эппин: Учредительнӑй пуху мӗнрен начар? — Сирӗн Ленина нимӗҫсем килсе янӑ-и… мӗнле? Ӑҫтан татӑлса аннӑ вӑл… йӑмра тӑрринчен мар-тӑр?

— Митрич, эсӗ кунта ху кӑмӑлупах килтӗн-и е сана вӑрттӑн ячӗҫ?

— Ҫар ҫӗрӗсем кам аллине куҫаҫҫӗ?

— Патша чухне пире мӗнрен начар пулнӑ?

— Меньшевиксем те халӑхшӑн тӑрӑшаҫҫӗ-ҫке?

— Пирӗн патра Ҫар канашӗ, вӑл хӑех халӑх влаҫӗ. Советсем мӗн тума кирлӗ пире? — ыйту ҫине ыйту пачӗҫ казаксем.

Ҫур ҫӗр тӗлӗнче тин саланса пӗтрӗҫ. Тепӗр ирхине икӗ сотнипе те митинга пухӑнма килӗшрӗҫ. Бунчук ҫӗр каҫма вакунрах юлчӗ. Чикамасов ӑна хӑйпе юнашар выртма сӗнчӗ. (Вӑл ҫывӑрас умӗн сӑхсӑхса илчӗ те майлашса выртнӑ хушӑра систерсе каларӗ:

— Эсӗ, Илья Митрич, пӗр хӑрамасӑрах выртатӑн пулӗ те, каҫар пире… Пирӗн кунта пыйтӑсем ӗрчесе кайрӗҫ-ха. Ертме пултаратӑн, ан кӳреннӗ пул. Кичем тенӗрен пыйтӑ хунаттарса ятӑмӑр та, чӗрӗллех ҫисе яраҫҫӗ, мурсем! Кашни холмогорски пӑру пысӑкӑш кӳпчесе кайнӑ. — Унтан кӑштах чӗнмесӗр выртрӗ те ыйтрӗ:

— Илья Митрич, Ленин мӗнле халӑхран тухнӑскер вӑл? Ӑҫта ҫуралса ӳснӗ?

— Ленина калатӑн-и? Вырӑс-ҫке.

— Хӑ?!

— Тӗрӗс калатӑп, вырӑс.

— Ҫук ҫав, шӑллӑм. Пӑхатӑп та сана, эсӗ ун пирки сахал пӗлетӗн пек туйӑнать, — хӑй ытларах пӗлнӗшӗн савӑннӑ пек хулӑн сасӑпа каласа хучӗ Чикамасов. — Пӗлетӗн-и, хӑш йӑхран вӑл? Пирӗн, казак юнӗнчен. Хӑй вӑл Дон казакех, Сальски округӗнчи Влекикожняжески станицӑра ҫуралса ӳснӗ. Ӑнлантӑн-и халӗ? Ҫарта чухне батареец пулнӑ, теҫҫӗ. Сӑнӗпе те маттурскер, — анатри казаксен пек: пит шӑммисем тӗреклӗ, куҫӗсем те вӗсен майлах.

— Куна ӑҫта илтнӗ эсӗ?

— Казаксем хамӑр хушӑра сӑмахлаҫҫӗ, хам хӑлхапах илтрӗм.

— Ҫук, Чикамасов! Вӑл — вырӑсах, Чӗмпӗр кӗпӗрнинче ҫуралнӑ.

Ҫук, ӗненместӗп. Хӑть мӗн кала — ӗненместӗп сана! Кала-ха эппин, Пугач казак-и, казак мар-и? Степан Разин тата? Ермак Тимофеевич? Тотӑ ҫав ҫапла! Чухӑн халӑха патшасене хирӗҫ илсе каякансем пурте казаксем пулнӑ. Эсӗ калатӑн тата: Чӗмпӗр кӗпернинчен, тетӗн. Унашкал сӑмаха, Митрич, хӑлхапа та илтес килмест ман, тарӑхтарса ярать…

— Казак теҫҫӗ эппин? — ыйтрӗ Бунчук, ӑшшӑн йӑл кулса.

— Вӑл казакӗ казаках, халӗ ҫеҫ халӑха пӗлтермест. Эпӗ ун сӑнне пӗрре курам — тӳрех палласа илетӗп. — Чикамасов чӗлӗм чӗркесе тивӗртрӗ те, Бунчук ҫинелле махорка шӑршиллӗ ҫӑра сывлӑш ярса, ӳсӗрсе илчӗ. — Тӗлӗнетӗп-ха эпӗ, кунта эпир ун пирки тавлашса тӳпелешсе те каяттӑмӑрччӗ: вӑл, Владимир Ильич, чӑнах та хамӑр йышши казак тата батареец пулсан, епле-ха ҫавӑн чул наукӑсене ӑса илсе ҫитерме пултарнӑ? Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла та сӑмахлаҫҫӗ: вӑл вӑрҫӑ пуҫлансанах нимӗҫсем патне тыткӑна лекнӗ те — унтах хутла вӗреннӗ, кайран мӗн пур наукӑсене ӑсласа тухнӑ, теҫҫӗ. Вара пуҫлать хайхискер вӗсен рабочийӗсене пӑлхатма, унти нумай вӗреннӗ ҫынсене ухмаха хӑварма, — лешсем пурте унран вилес пек хӑраса ӳкеҫҫӗ. «Каях, теҫҫӗ хайхине, — мӑн ҫамка, хӑвӑн ҫулупа, пирӗнтен таси паха пултӑр; кунта эсӗ тем те пӗр ҫавӑрттарса хурӑн та, кайран эпир ӗмӗр тӑршшӗпе те вӗҫне-хӗрне тупса ҫитереймӗпӗр». Ҫапла каларӗ пулать те ҫакна Раҫҫее кӑларса яраҫҫӗ. Вӗсем ахаль мар, хӑйсен рабочийӗсен пуҫӗсене ҫавӑрасран хӑранӑ унран. Охо! Вӑл, тӑванӑм, пӗтӗм тӗлӗшпе — пӗртен пӗр ӑс! — Чикамасов юлашки сӑмахӗсене мухтанчӑклӑн каласа хучӗ те тӗттӗмре савӑнӑҫлӑн кулса илчӗ. — Эсӗ кураймарӑн-и-ха ӑна, Митрич? Ҫук, тетӗн? Шел. Ҫамки ун питӗ пысӑк, теҫҫӗ. — Вӑл кӗххӗмлетсе ӳсӗрчӗ те, сӑмси шӑтӑкӗ витӗр хӗрлӗрех кӑвак тӗтӗм явӑнтарса кӑларса, чикарккине юлашки хут ӗмсе илчӗ, малалла калаҫрӗ:  — Вӑт хӗрарӑмсен кам пек ҫынсене нумайрах ҫуратмалла. Пуҫ тӑк пуҫ ӗнтӗ! Пӗр патшана ҫеҫ сӗтӗрсе антармӗ-ха вӑл… — Унтан хашлатса сывласа ячӗ. — Ҫук, ан тавлаш эсӗ манпа, Митрич: Ильгич — казахах.» Мӗн пӑтратмалла пур унта? Чӗмпӗр кӗпернинче ӗмӗрне ун пек ҫынсем пулман, пулмаҫҫӗ те.

Бунчук хирӗҫ нимӗн шарламасӑр ирттерсе ячӗ, кӑмӑллӑн кулкаласа, вӑрахчен куҫ хупмасӑр выртрӗ.

Час ҫывӑрса каяймарӗ вӑл. Ӑна чӑнах та пыйтӑсем йышлӑн сырӑнса тулчӗҫ, ҫан-ҫурӑма вӗтелентерсе кӗҫӗттерекен кӗҫӗ пек, кӗпе айӗпе йӑрӑлтатса ут тӑрӑх саланчӗҫ. Юнашарах Чикамасов, хашлата-хашлата сывласа, ӳтне кӑтӑрттарса выртрӗ. Тахӑшин учӗ, канӑҫсӑррӑн тулхӑра-тулхӑра ыйха вӗҫтерет. Бунчук пӗр вӑхӑтра ҫывӑрса каймах тӑнӑччӗ, анчах лашасем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр тапӑҫса кайрӗҫ те хаяррӑн кӗҫенсе тӑпӑртатса илчӗҫ.

— Ашкӑнма-и, эсрел!.. Тр-р-р! Тр-р-р, теҫҫӗ, аҫа ҫапманскер! — ыйхӑллӑ тенорпа ҫухӑрса ячӗ те Дугин, ура ҫине сиксе тӑрса, ҫывӑхри лашана темӗнле йывӑр япалапа туртса ҫапрӗ.

Пыйтӑсем апратса ҫитернӗ Бунчук пӗрех май канӑҫсӑррӑн йӑшаланчӗ, пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине ҫаврӑнса выртрӗ; унтан, ыйхи нумайлӑха сирӗлнӗшӗн кӳренсе, ыранхи митинг ҫинчен шухӑшла пуҫларӗ. Офицерсем хирӗҫ тӑма хӑтланни мӗнпе вӗҫленессе тавҫӑрма пикенсе, вӑл хӑй тӗллӗн кулкаласа илчӗ:  «Казаксем пӗр ҫӑвартан хирӗҫ тӑрас пулсан, тарса пӗтеҫҫӗ, ахӑр. Ҫапах та, кам шуйттанӗ пӗлсе ҫиттӗр вӗсене! Сыхлӑхшӑн тенӗ пек, гарнизон комитечӗпе калаҫса татӑлатӑп». Темӗнле пӗр шухӑшламан ҫӗртен ӑна вӑрҫӑри пӗр эпизод — 1915 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчи атака аса килчӗ. Унтан шухӑш ҫӑмхи, тахҫан ҫӳресе курнӑ лайӑх пӗлекен сукмак ҫине кустарса янӑшӑн савӑннӑ евӗр, хӑвӑрт та чӑртмаххӑн ҫавӑрӑнса сӳтӗлме, тӳссе ирттернӗ самантсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн аса илтерме тытӑнчӗ: ҫапӑҫура вилнӗ вырӑс тата нимӗҫ салтакӗсен пичӗ-куҫӗсем, нӗрсӗррӗн сапаланса выртакан кӗлеткесем; тӗрлӗ сасӑллӑ шӑв-шав, калаҫу; тахҫан курнӑ пейзажӑн вӑхӑт шӑлса кайнӑ тӗссӗр татӑкӗсем; никама каласа паман, анчах темле майпа упранса юлнӑ шухӑшсем; канонадӑн аса илсе ҫитермелле мар хӑрушӑ ахрӑмӗсем, пулемет шатӑртатнӑ тата лента кӑштӑртатса шунӑ сасӑсем, хаваслӑ музыка, тахҫан юратса пурӑннӑ хӗрарӑмӑн чуна ыраттармалла хитре те кӑшт шупкарах тути, унтан каллех тата — вӑрҫӑ таткаланчӑкӗсем, — вилнӗ ҫынсем, тӑвансен масарӗсен пусӑрӑнса кӗнӗ тӗмескисем… — ҫаксем пурте пуҫра ҫывӑрмасӑр курнӑ тӗлӗк пек умлӑн-хыҫлӑн шӑвӑна-шӑвӑна иртрӗҫ.

Бунчук вӗткеленсе ӳксе, тӑрса ларчӗ: «Ҫаксене пӗтӗмпех мӗн виличчен аса илсе ҫӳрӗп. Эпӗ ҫеҫ те мар, сывӑ юлнисем пурте ас туса пурӑнӗҫ. Ватса тӑкрӗҫ, мӑшкӑл турӗҫ пурнӑҫа!.. Пӗтмен, карӑнманскерсем!.. Эсир хӑвӑр вилӗмпе те тунӑ айӑпӑрсене витме пултараймӑр!..» — те сасӑпах каларӗ, те шухӑшларӗ ҫеҫ вӑл.

Унтан тата Петроградри рабочи-металлистӑн, тахҫан Тулӑ хулинче пӗрле ӗҫлесе пурӑннӑ, кайран вӑрҫӑра вилнӗ тусӗн хӗрне — вун икӗ ҫулхи Лушӑна аса илчӗ. Ҫав каҫхине Бунчук хула бульварӗпе иртсе пыратчӗ. Луша — шӑммипе тирӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ ырханкка хӗрача — ҫинҫе урисене чармакланӑ та хӗрринчи сак ҫинче пируска йӑсӑрлантарса ларать. Унӑн пичӗ лӗнчӗркесе шурӑхнӑ, куҫӗсем ӗшенчӗклӗн пӑхаҫҫӗ, сӗткенне вӑхӑтсӑр сӑрӑхтарма пуҫланӑран сарӑлса кайнӑ сӑрланчӑк тути хӗррипе пурнӑҫ йӳҫҫи тӗрленӗ хурлӑхлӑ йӗрсем выртнӑ. «Паллаймастӑр-и, тете?» — хӑйӗн профессилле хӑнӑхӑвне куланҫи туса, хӑйӑлтатса ыйтрӗ хӗрача. Унтан вӑл ура ҫине тӑчӗ, кӗлеткипе хутланса, Бунчук чавси ҫумне пуҫӗпе лӑпчӑнчӗ те пӗчӗкҫӗ ача пек вӑйсӑррӑн та хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ.

Ӑша наркӑмӑшлӑ газ пек курайманлӑх тӑвӑнса тулнипе Бунчук сывлӑш ҫавӑрайми пулса ҫитрӗ; вӑл сӑнран кӑвакарса кайса, шӑлӗсене кӑчӑртаттарчӗ, йывӑррӑн ахлатса илчӗ. Ун хыҫҫӑн чылайччен тутине чӗтретсе, ҫӑмлӑ кӑкӑрне сӑтӑркаласа выртрӗ: курайманлӑх ӑна вӗри шлак чӑмӑркки пулса капланнӑн, ҫав чӑмӑркка ӑшра йӑсӑрланса выртнипеле хӑйне сывлама йывӑр пулнӑн тата сулахай кӑкӑра чӗре айӗнчерехрен хыттӑн хӗссе ыраттарнӑн туйӑнчӗ.

Бунчук ирчченех тӗлӗрсе каяймарӗ. Тул ҫутӑласпа вӑл, ытти чухнехинчен салху та сарӑхса кайнӑ сӑн-питлӗскер, чукун ҫул ҫинче ӗҫлекенсен комитетне ҫитсе, казаксен эшелонне Нарвӑран кӑларса ярас мар пирки калаҫса татӑлчӗ, тепӗр сехетрен гарнизон комитечӗн членӗсене шырама тухрӗ.

Саккӑрмӗш сехетре тин вӑл каялла ҫаврӑнса ҫитрӗ. Вакуна таврӑннӑ чух ирхи ҫанталӑкӑн тӳлек сулхӑнне пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса пычӗ; хӑй кунта килни ӑнӑҫлӑ пулас пек туйӑннӑшӑн та, пакгаузӑн тутӑхнӑ ҫи виттийӗ урлӑ упаленсе каҫнӑ хӗвелшӗн те, таҫтан темле хӗрарӑм сасси юрланӑ пек кӗвӗллӗн янӑраса илтӗннӗшӗн те пӑлханса савӑнчӗ. Шурӑмпуҫ килес умӗн юхтарса ҫӑвакан тӑвӑллӑ ҫумӑр ҫуса иртрӗ те, чукун ҫул ҫинчи хӑйӑрлӑ ҫӗре шыв ҫие-ҫие кайнӑ, пӗчӗкҫӗ ланкашкасен кукӑр-макӑр йӗрӗсене урлӑ-пирлӗ таткаласа пӗтернӗ. Тулта ҫумӑр хыҫҫӑнхи уҫӑ сывлӑш шӑрши сарӑлнӑ.. Ҫумӑр тумламӗсем тирӗннӗ вырӑнсенче типе пуҫланӑ пӗчӗкҫӗ йӗрсем ҫаплах сыхланса юлнӑ-ха. Вӗсем ҫӗр питне чечче чирӗ вӗтӗ-вӗтӗ шатрасемпе тӗрлесе кайнӑ пек курӑнса выртаҫҫӗ.

Бунчука хирӗҫех шинель тата пылчӑкланса пӗтнӗ ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ офицер вакунсем айккипе ҫаврӑнса тухрӗ. Бунчук есаул Калмыкова тӳрех палласа илчӗ, асӑрханса майӗпентерех утрӗ. Вӗсем тӗлме-тӗл пулчӗҫ. Калмыков чарӑнса тӑчӗ те хура чапрас куҫӗсене сиввӗн ҫутӑлтарса илчӗ.

— Хорунжи Бунчук? Эсӗ ирӗкрех ҫӳретӗн-и? Каҫар. Сана алӑ тытмастӑп эпӗ…

Вӑл, тутине хӗстерсе ҫыртса, аллисене шинель кӗсйине чикрӗ.

— Эпӗ сана алӑ тытма шутламастӑп та… Эсӗ ытлашши васкарӑн, — тӑрӑхласа хуравларӗ Бунчук.

— Эсӗ, мӗн, хӑвӑн тирне кунта сыхласа пурӑнатӑн-и? Е… Петроградран килтӗн? Керенский кукку патӗнчен мар пулӗ?

— Ку мӗн — допрос-и?

— Ӗлӗкрех ҫартан тарнӑ сослуживец шӑпипе интересленетӗп.

Бунчук, куллине пытарса, хулпуҫҫисене сиктерсе илчӗ.

— Лӑплантарма пултаратӑп сана: эпӗ кунта Керенский янипе килмен.

— Хӑрушлӑх ҫывхарнине сиссе, эсир халь макӑра-макӑра пӗрлешетӗр вӗт-ха. Ҫапах та, кала, кам халӗ эсӗ? Пакун ҫук, шинелӗ салтакӑн… — Калмыков, сӑмси ҫунаттисене выляткаласа, Бунчукӑн кӑшт пӗкӗрӗлерех кӗнӗ пӗвӗ ҫине йӗрӗннӗ пек пӑхса илчӗ:  — Политикӑри коммивояжер? Пӗлтӗм-и? — унтан хирӗҫ каласса кӗтмесӗрех аяккалла ҫаврӑнчӗ те сарлака утӑмсемпе малалла утса кайрӗ.

Хӑйсен вакунӗ тӗлӗнче Бунчука Дугин кӗтсе илчӗ.

— Ӑҫта ҫӳретӗн эсӗ? Митинг пуҫланнӑ вӗт-ха.

— Мӗнле пуҫланнӑ?

— Ҫаплах. Пирӗн сотня есаулӗ Калмыков юлашки вӑхӑтра кунта пулмарӗ. Паян ҫеҫ вӑл пӑравуспа Питӗртен килсе ҫитрӗ те казаксене пуҫтарма хушрӗ. Хӑй халь кӑна вӗсемпе калаҫма кайрӗ.

Бунчук, Калмыков Петрограда хӑҫан командировкӑна кайни ҫинчен тӗпчекелесе, кӑштах тытӑнса тӑчӗ. Дугин сӑмахӗсенчен вӑл есаул пӗр уйӑха яхӑн сотньӑпа пӗрле пулманни ҫинчен пӗлчӗ.

«Корнилов — бомба пӑрахма вӗрентме тесе Питӗре пуҫтарнӑ революци тӑшманӗсенчен пӗри. Апла пулсан — шанчӑклӑ корниловец. Ну, юрӗ, курӑпӑр!» — татӑкӑн-кӗсӗкӗн шухӑшларӗ вӑл, халӑх митинга пуҫтарӑннӑ вырӑна Дугинпа юнашар утнӑ май.

Пакгауз хыҫӗнче — гимнастеркӑсемпе шинельсем тӑхӑннӑ казаксен кӑвакрах симӗс ушкӑнӗ карталанса тӑнӑ. Упне ҫавӑрса пӑрахнӑ пысӑк мар пичке ҫинче — офицерсем хупӑрласа илнӗ Калмыков; вӑл ҫивӗччӗн, сӑмахӗсене пат татса, уҫҫӑн кӑшкӑрса калаҫать.

— …Ҫӗнтерӳпе вӗҫлемелле! Пире шанаҫҫӗ — эпир ҫав шанчӑка тӳрре кӑларатпӑрах! — Халӗ эпӗ сире Корнилов казаксем патне янӑ телеграммӑна вуласа паратӑп.

Вӑл офицер френчӗн кӑкӑр кӗсйинчен, ниҫта кайса кӗрейми хыпаланса, лӳчӗркенсе пӗтнӗ хут листи туртса кӑларчӗ те эшелон начальникӗпе пӑшӑлтатса илчӗ.

Бунчукпа Дугин, унта шӑп ҫав самантра ҫитсе, казаксен ушкӑнӗпе хутшӑнса кайрӗҫ.

— «Казаксем, хаклӑ станичниксем! — сӑмахӗсене витӗмлӗн те ҫӗкленӳллӗн янӑратса вуларӗ Калмыков. — Россия патшалӑхӗн чиккисем сирӗн аслаҫӑрсемпе аҫӑрсен шӑммисем ҫинче ӳссе сарӑлман-и-ха? Аслӑ Россия ҫӗршывӗ сирӗн хастарлӑ хӑватӑра, улӑпла хӑюлӑхӑра, эсир кӗрешӳсенче хӑвӑра хӑвӑр шеллемесӗр юн юхтарнине тата чӑн-чӑн паттӑрлӑх кӑтартнине пула вӑйлӑ пулман-и? Эсир, лӑпкӑ Донӑн, илемлӗ Кубанӗн, тӑвӑллӑ Терекӗн ирӗклӗ ывӑлӗсем, Урал, Оренбург, Астрахань, Семиреченски, Ҫӗпӗр ҫеҫен хирӗсемпе сӑрт-тӑвӗсенчен тата инҫетри Байкал леш енчен, Амурпа Уссури тӑрӑхӗнчен вӗҫсе килнӗ ӑмӑрт кайӑксем, кирек хӑҫан та хӑвӑр ялавӑрсен чапӗпе чысне мухтавлӑн хӳтӗленӗ. Ахальтен мар вӑл, вырӑс ҫӗрӗ-шывӗ, сирӗн аслаҫӑрсемпе аҫӑрсен чаплӑ та паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен калакан легендӑсемпе калама ҫук пуян. Халӗ тӑван ҫӗршыва пулӑшма черет сире ҫитрӗ. Вӑхӑтлӑх правительствӑна эпӗ хӑюллӑ ӗҫсем туманшӑн, ҫӗршыва тытса пыма пӗлменшӗн тата пултарайманшӑн, нимӗҫсене хамӑр ҫӗршывра сӗмсӗррӗн хуҫаланма панӑшӑн айӑплатӑп. Ҫавӑн ҫинчен Хусанта пулса иртнӗ взрыв та ӗненмелле кӑтартса парать; взрыв вӑхӑтӗнче унта пӗр миллиона яхӑн снаряд ҫурӑлнӑ, 12.000 пулемет пӗтнӗ. Ку ҫеҫ те мар-ха. Эпӗ правительствӑн хӑш-пӗр членӗсене ҫӗршыва тӳрремӗнех сутнӑшӑн айӑплатӑп, ҫакна витӗмлӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе пама пултаратӑп. Августӑн виҫҫӗмӗшӗнче эпӗ Вӑхӑтлӑх правительствӑн Хӗллехи дворецӗнчи ларӑвӗнче пултӑм. Ҫавӑн чухне Керенскипе Савинков мана министрсем хушшинче шанчӑксӑр ҫынсем пур, ҫавӑнпа та ытлашши ирӗккӗн калаҫма юрамасть, тесе асӑрхаттарчӗҫ. Паллӑ ӗнтӗ, ҫавӑн пек правительство ҫӗршыва пӗтерсе хума ҫеҫ пултарать. Ҫавӑн пек правительствӑна шанса тӑма ҫук, унран телейсӗр Российӑшӑн нимӗнле ҫӑлӑнӑҫ та килме пултараймасть… Ҫавӑнпа та ӗнер, Вӑхӑтлӑх правительство тӑшмансене юрас тесе, мана верховнӑй главнокомандующи ӗҫӗсене хӑварма хушсан, эпӗ, чӑн-чӑн казак пек, чыс тата чӗре хушнине итлесе, ҫакна пурнӑҫлама килӗшмерӗм, хамшӑн ҫапӑҫу хирӗнче пуҫ хурасси ҫӗршыва намӑс кӑтартас тата сутас мӑшкӑлран лайӑхрах пулӗ тесе шутларӑм. Казаксем — вырӑс ҫӗрӗн рыцарӗсем. Эсир ҫӗршыва ҫӑлас тесе кирлӗ вӑхӑтра манпа пӗрле кӗрешӗве тухма сӑмах патӑр. Ҫав сехет ҫитрӗ — ҫӗршыв вилӗм умӗнче тӑрать! Эпӗ Вӑхӑтлӑх правительство хушнисене пӑхӑнмастӑп, ирӗклӗ Россия ҫӗршывне ҫӑлса хӑварас тесе, ҫав правительствӑна, ответлӑха ҫухатса ҫӗр-шыва сутас ҫул ҫине тӑнӑ советниксене хирӗҫ каятӑп. Казаксем! Калама ҫук хӑюллӑ та паттӑр казак ҫыннисен чысӗпе мухтавне ӳкме ан парӑр. Эсир тӑван ҫӗршыва тата революци тӑвӑлӗнче ҫӗнсе илнӗ ирӗклӗхе ҫавӑнпа кӑна ҫӑлса хӑварма пултаратӑр. Итлесемӗр эппин мана, эпӗ хушнисене пурнӑҫлӑр! Ман хыҫҫӑн пырӑр! 1917 ҫулхи августӑн 28-мӗшӗ. Верховнӑй главнокомандующи генерал Корнилов».

Калмыков пӗр самант чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан, хут листине хуҫлатса, кӑшкӑрса каларӗ:

— Большевиксен агенчӗсемпе Керенский агенчӗсем пирӗн чаҫсене чукун ҫул тӑрӑх куҫма тӗрлӗ майпа чӑрмантараҫҫӗ. Верховнӑй главнокомандующирен эпир ҫавӑн пек приказани илтӗмӗр: ҫар чаҫӗсен чукун ҫул тӑрах малалла куҫма май пулмасан, Петроград ҫине поход йӗркипе каймалла. Эпир паян ҫула тухатпӑр. Вакунсене пушатма хатӗр тӑрӑр!

Бунчук, чавсипе чӑртмаххӑн тӗрткеленсе, халӑх ушкӑнӗ варрине хирӗнсе тухрӗ. Вӑл офицерсем патне пырса тӑмасӑрах, митингсенче калаҫнӑ чухнехи йӑлапа, уҫҫӑн та янӑравлӑн кӑшкӑрса калама пуҫларӗ:

— Казак юлташсем!! Сирӗн пата эпӗ Петроградри рабочисемпе салтаксем хушса янипе килтӗм. Сире халӗ хамӑр халӑх юнне юхтармалли вӑрҫа — революцие аркатса тӑкма илсе каяҫҫӗ. Халӑха хирӗҫ каяс, тепӗр хут монархи туса хурас тетӗр пулсан, — кайӑр!.. Анчах Петроградри рабочисемпе салтаксем эсир каинсем пулмӑр тесе шанса тӑраҫҫӗ. Вӗсем сирӗн пата тӑванла хӗрӳллӗ салам яраҫҫӗ, сире кӗрешӳре тӑшмансем пулнине мар, союзниксем пулнине курма ӗмӗтленеҫҫӗ…

Ӑна каласа пӗтерме памарӗҫ. Йӗри-тавра урӑм-сурӑм шӑв-шав пуҫланса кайрӗ те, тӑвӑллӑ кӑшкӑрашу хумӗсем вара Калмыкова ҫав самантрах хӑй тӑракан пичке ҫинчен шӑлса антарчӗҫ, тейӗн. Вӑл, кӗлеткипе ӳпӗнсе, хӑвӑрттӑн Бунчук патнелле утрӗ; ун патне ҫитесси темиҫе утӑм пек юлсан, атӑ кӗлли ҫинче вӑрт кӑна ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Казаксем! Хорунжи Бунчук пӗлтӗр ҫартан тарса кайрӗ. Ун пирки эсир пӗлетӗр. Мӗнле-ха, нивушлӗ вара эпир ҫав хӑравҫӑ этеме, сутӑнчӑка, итлесе тӑрӑпӑр?

Улттӑмӗш сотня командирӗ, ҫар старшини Сукин хӑйӗн хулӑн та янӑравлӑ басӗпе Калмыков сассине хупласа хучӗ:

— Арестлемелле ӑна, ирсӗре! Эпир юн тӑкса ҫӳретпӗр, вӑл пур тылра тирне упраса пурӑннӑ!.. Тытӑр ӑна халех!

— Тытма тӑхта-а-атпӑр!

— Чарас мар, калатӑрах!

— Ҫын ҫӑварне неччӑвӑ тутӑр карса хума. Каласа патӑр хӑй мӗн шутланине.

— Арестлес пулать!

— Таркӑнсем кирлӗ мар пире!

— Кала, кала, Бунчук!

— Митрич! Кастар вӗсене лайӑхрах, анӑраса кайччӑр!

— До-ло-о-ой!..

— Хупла лаханна, йытӑ ҫӑварӗ!

— Ҫунтар лайӑхрах, Бунчук! Ҫунтар вӗсене! Касмалла хыҫ! Касмалла!

Пичке ҫине ҫӳллӗ, ҫӳҫне шакла кастарса янӑ карттуссӑр казак, полк ревкомӗн членӗ улӑхса тӑчӗ. Вӑл революцие пӑвса хума хатӗрленекен генерал Корнилова итлемелле мар тесе хӗрӳллӗн чӗнсе каларӗ, халӑха хирӗҫ вӑрҫӑпа кайни темрен те хӑрушӑ ӗҫ пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Унтан сӑмахне Бунчук ҫине пӑхса вӗҫлерӗ:

— Эсир, юлташӑмӑр, господин офицерсем пек, эпир те сире кураймастпӑр тесе ан шутлӑр. Эсир килнӗшӗн савӑнатпӑр ҫеҫ эпир, сире халӑх представителӗ вырӑнне йышӑнса сума сӑватпӑр. Тата ҫакӑншӑн та сире хисеплетпӗр: офицерта ҫӳренӗ чух эсир пире, казаксене, хӗсӗрлемерӗр, пирӗншӗн тӑван пичче вырӑнне пултӑр. Эпир сирӗнтен сивӗ сӑмах пӗрре те илтсе курман. Хут пӗлмен ҫынсем пулнӑран пире хамӑрпа лайӑх пулнине ӑнланмаҫҫӗ тесе ан шухӑшлӑр. Ӑшӑ сӑмаха ӑна этем кӑна мар, выльӑх та ӑнланать. Пуҫа тайсах сире тав тӑватпӑр тата Питӗрти рабочисене эпир вӗсем ҫине алӑ ҫӗклес ҫукки ҫинчен каласа пама ыйтса яратпӑр.

Ҫав самантра халӑх ушкӑнӗ, литаврӑсем кӗмсӗртетнӗ пек, хыттӑн кӗрлесе кайрӗ: ырласа кӑшкӑрашнӑ шӑв-шав ҫав тери хӑватлӑн ҫӗкленсе янӑрарӗ, чылай вӑхӑтран тин вара, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хухса, лӑпланса ҫитрӗ.

Пичке ҫинче каллех акӑ Калмыков хӑйӗн кӗрнеклӗ те пиҫӗ пӗвӗпе сулкаланса илчӗ. Вӑл пӳлӗне-пӳлӗне, сӑнӗпе вилес пек кӑвакарса кайса, кӑвак Донӑн чысӗпе мухтавӗ ҫинчен, казаксен историллӗ миссийӗ ҫинчен, офицерсемпе казаксем ҫапӑҫу хирӗсенче пайтах пӗрле юн юхтарни ҫинчен калаҫрӗ.

Калмыков вырӑнне пичке ҫине тапчам хул-ҫурӑмлӑ шурӑ ҫӳҫлӗ казак улӑхса тӑчӗ. Вӑл Бунчука хирӗҫ урса кайнӑ пек ҫилӗллӗн тӑвӑлса калаҫма тытӑнсан, ӑна ҫийӗнчех пӳлсе хучӗҫ те хӑйне аллинчен тытсах ҫӗре сӗтӗрсе антарчӗҫ. Пичке ҫине Чикамасов сиксе хӑпарчӗ. Вӑл, аллипе вутӑ ҫурнӑ чухнехи пек сулӑмлӑн сулкаласа, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Каймастпӑр! Ниҫта та каймастпӑр вакунсем ҫинчен! Телеграммӑра ав мӗнле ҫырнӑ: казаксем Корнилова пулӑшма пулнӑ иккен-ха. Хӑҫан, кам кун пирки пирӗнтен ыйтса тӑнӑ? Эпир ӑна нимӗн те шантарса каламан! Казак союзӗн Советӗнчи офицерсем — ав камсем шантарнӑ ӑна! Греков хӳрипе силлесе кӑтартнӑ пулсан, — вӑлах пулӑштӑр!..

Тухса калаҫакансем ҫине-ҫинех улшӑнса пычӗҫ. Бунчук пысӑк ҫамкаллӑ пуҫне кӑшт ҫӗрелле пӗксе пӑхса тӑчӗ. Сӑнран вӑл ҫӗр пек хуралса кайнӑ; мӑйӗпе тӑнлавӗ тӗлӗнче туртӑнса тӑракан юн тымарӗсем хӑвӑрт та хыттӑн сиксе тапаҫҫӗ. Ахаль те ҫивӗч лару-тӑру пушшех хӗрсе кайрӗ. Тепӗртакран ҫак хӗлӗх пек карӑнса ҫитнӗ лару-тӑру пӗр-пӗр ухмахла ӗҫпе, юнла ҫапӑҫупа вӗҫленесси сисӗнсе тӑчӗ.

Станцирен гарнизонти салтаксен пысӑк ушкӑнӗ кӗпӗрленсе ҫитрӗ те, офицерсем часах митингран пӑрахса кайрӗҫ.

Тепӗр ҫур сехетрен Бунчук патне хашкама ернӗ Дугин вӑркӑнса чупса пычӗ.

— Митрич, мӗн тӑвас пулать?.. Калмыков темле усал шут тытнӑ. Пулеметсене вакунсем ҫинчен антараҫҫӗ, хыпарҫӑна юлан утпа таҫта кӑларса ячӗҫ.

— Каяр унта. Пӗр ҫирӗм казака пухса пыр! Халех!

Эшелон начальникӗн вакунӗ патӗнче Калмыковпа виҫӗ офицер лашасем ҫине пулеметсем тиесе тӑраҫҫӗ. Бунчук чи малтан унта пычӗ те, казаксем ҫине ҫаврӑнса пӑхса, аллине шинель кӗсйине чиксе ячӗ, унтан вӗр-ҫӗнӗ те лайӑх тасатнӑ офицер наганне туртса кӑларчӗ.

— Калмыков, сана арестленӗ! Аллуна!..

Калмыков учӗ патӗнчен аяккалла сиксе ӳкрӗ те, кӗлеткипе авӑнса илсе, кабурине ярса тытрӗ. Анчах револьверне кӑларма ӗлкӗреймерӗ: ун пуҫӗ тӗлӗнчен пуля ҫивӗччӗн шӑхӑрса вӗҫсе иртрӗ. Бунчук пӑшал сасси янӑраса ӗлкӗричченех ӑна кӗскен те ырра систермен сасӑпа тепӗр хут татса каларӗ:

— Аллуна!..

Бунчук аллинчи наган алтанӗ, боек вӗҫне кӑтартса, майӗпен ҫурри таран ҫӗкленчӗ. Калмыков пӗчӗкленсе хӗсӗннӗ куҫӗпе ун ҫине тинкерсе пӑхса йывӑррӑн аллисене ҫӗклерӗ те пӳрнисене хуллен вылянтарса илчӗ.

Офицерсем хӑйсен хӗҫ-пӑшалӗсене кӑмӑлсӑррӑн пыра-пыра хучӗҫ.

— Хӗҫсене те хумалла-и? — хисеплесе калаҫнӑ пек ыйтрӗ унран ҫамрӑк кӑна хорунжи-пулеметчик.

— Хурӑр.

Казаксем утсем ҫине тиенӗ пулеметсене илсе вакуна кӗртсе хучӗҫ.

— Кусем патне часовойсем тӑратӑр, — терӗ Бунчук Дугина. — Чикамасов ыттисене арестлет те кунта илсе килет. Илтрӗн-и, Чикамасов? Иксӗмӗр санпа Калмыкова гарнизон ревкомне илсе каятпӑр. Есаул, ут малтан.

— Вӑйлӑ! Вӑйлӑ турӗҫ! — тӗлӗнсе каларӗ пӗр офицерӗ, вакуна сиксе кӗрсе, аяккалла кайса пыракан Бунчука Дугин тата Калмыков ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ май.

— Господа! Намӑс, господа! Эпир хамӑра пӗчӗк ачасем пек тыткаларӑмӑр. Ҫав йытта вӑхӑтра леш тӗнчене ӑсатма нихӑшӗ те ӑс ҫитереймерӗмӗр! Вӑл Калмыкова револьверпа тӗллесе тӑнӑ хушӑра хӑйне ҫеҫ кӑхлаттармаллаччӗ — ӗҫӗ те пӗтнӗччӗ! — Ҫар старшини Сукин офицерсем ҫине тарӑхнӑ куҫпа сӑнаса пӑхрӗ, чӗтреме ернӗ пӳрнисемпе чылайччен портсигарти пирусне кӑлараймасӑр асапланчӗ.

— Вӗсем взвочӗпех вӗт-ха… пурсӑмӑра та пере-пере пӑрахатчӗҫ, — айӑпа кӗнӗ пек ас тутарса каларӗ хорунжи-пулеметчик.

Офицерсем, хушӑран пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа, чӗмсӗррӗн пирус паклаттарчӗҫ, ӗҫ ытла та сасартӑк пулса иртнипе вӗсем пурте анӑраса кайнӑ.

Калмыков, хура майӑхне ҫырткаласа, пӗр хушӑ шӑпӑрт утрӗ. Сарлака шӑмӑллӑ сулахай пит ҫӑмарти ун тахӑшӗ ҫупса янӑ пек ҫатӑртатса пӗҫерсе пычӗ. Ҫул ҫинче тӗл пулакан хула ҫыннисем, тӗлӗнсе кайнипе, вӗсем ҫине чарӑна-чарӑна пӑхаҫҫӗ, хӑйсем хушшинче тем пӑшӑлтатса сӑмахлаҫҫӗ. Нарва ҫинче каҫ пулас умӗнхи тӗссӗр тӳпе тӗтреленет. Чукун ҫул тӑрӑх, шӑратнӑ пӑхӑр чӑмӑрккисем пек хӗрлӗн курӑнса, ҫилпе тӑкӑннӑ хурӑн ҫулҫисем сапаланнӑ — август ҫухатса хӑварнӑ вӗсене хӑй тухса каяс умӗн. Симӗс сӑрпа сӑрланӑ чиркӳ тӑрри урлӑ чанасем вӗҫе-вӗҫе каҫаҫҫӗ. Таҫта лере, станци хыҫӗнче, каҫ пулас умӗнхи ӗнтерӗкпе витӗннӗ уй-хирсем хыҫӗнче, паҫӑрах тӗттӗмленсе килнӗ. Нарвӑран Псков тата Луга хулисен еннелле ҫеҫ, аслӑ тӳпен вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлакан кӑвак ҫеремӗ тӑрӑх, каҫ умӗнхи тӑхлан тӗсӗпе хытса ларнӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк пӗлӗтсем ҫулсӑр-мӗнсӗр ыткӑнса шӑваҫҫӗ; куҫа курӑнман чике урлӑ каҫсанах вара ҫав тӗссӗр кӑвак ӗнтӗрӗке ҫӗрлехи тӗттӗм чаршав хупласа хурать.

Станци патне ҫитерехпе Калмыков, хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑрса, Бунчука питӗнчен лачлаттарса сурчӗ:

— Под-лец!..

Бунчук, сурчӑкран пӑрӑнма хӑтланса, куҫ харшийӗсене хӑвӑрт ҫӗклентерсе илчӗ, кӗсйинелле кӗме туртӑнакан сылтӑм аллине сулахай аллипе чӑмӑртаса тытса пычӗ. — Ут!.. — аран каласа хучӗ вӑл.

Калмыков, киревсӗррӗн ятлаҫса, ҫӑварӗнчен йӗрӗнчӗк те ирсӗр сӑмахсем сирпӗнтерсе, малалла утрӗ.

— Сутӑнчӑк эсӗ! Путсӗр этем! Куншӑн лайӑх лекӗ-ха сана, ас ту! — чарӑнса тӑрса, Бунчука хирӗҫ хӑлаҫланса ҫухӑрашрӗ вӑл.

— Ут, тенӗ сана! Ыррӑн калатӑп… — кашнинчех ӳкетлеме пӑхрӗ ӑна Бунчук.

Калмыковӗ, чышкисене чӑмӑртаса, каллех вырӑнтан тапранчӗ, чупса халтан кайнӑ лаша чӑхӑмлама пуҫланӑ пек чарӑнкаласа малалла утрӗ. Вӗсем водокачка патне ҫывхарса пычӗҫ.

— Эсир парти мар, обществӑран татӑлса юлнӑ чи ирсӗр банда! — шӑлӗсене кӑчӑртаттарса кӑшкӑрчӗ Калмыков. — Кам ертсе пырать сире? Нимӗҫсен тӗп штабӗ! Боль-ше-вик-сем… х-х-ха! Анра-сухрасем! Сирӗн партие, ҫав йӑх-ях ушкӑна, аскӑн хӗрарӑмпа пӗрех сутӑн илеҫҫӗ… Эх, кӗлмӗҫсем, кӗлмӗҫсем!.. сутса ятӑр ҫӗршыва!.. Хам пулсан сире пурне те пӗр кашта ҫине… О-о-о-о! Вӑхӑт ҫитет ак! Сирӗн Ленинӑр Российӑна нимӗҫсен вӑтӑр маркишӗнех сутса яман пулӗ-ха?! Пӗтерсе чикнӗ те пӗр миллионне — кайран туп ӑна… каттӑршнӑя, шыраса!..

— Тӑр стена ҫумне! — сӑмахсене тӑсса та тытӑнчӑклӑн кӑшкӑрса ячӗ Бунчук.

Дугин хӑранипе вӗткеленсе ӳкрӗ.

— Илья Митрич, тӑхта! Мӗн эсӗ? Тӑхта-а!..

Ҫав тери хаярланнипе пушшех хуралса тискерленсе кайнӑ Бунчук Калмыков ҫине сиксе ӳкрӗ те ӑна хӑлха чиккинчен хыттӑн янлаттарса ячӗ. Калмыковӑн хывӑнса ӳкнӗ карттусне урипе тапта-тапта, ӑна кирпӗч водокачкӑн тӗттӗм стени патнелле сӗтӗрчӗ.

— Тӑ-ӑр ҫакӑнта!

— Эсӗ мӗн?! Эсӗ!.. Ан ҫап!.. Ан ҫап мана! — тискеррӗн хӑрӑлтатрӗ Калмыков, хирӗҫ тӑрса.

Вӑл водокачкӑн тӗттӗм стени ҫумне ҫурӑмӗпе хыттӑн нӑчлатса пырса ҫапӑнчӗ те ҫавӑнтах тӳрленсе тӑчӗ, ӑнланчӗ:

— Вӗлерес тетӗн?

Бунчук, ниҫта кайса кӗрейми хыпаланса, пӗвӗпе авӑнса илсе, курокӗпе шинель кӗсйинчен ҫыхланса ларнӑ револьверне тӑпӑлтарса кӑларма тӗрмешрӗ.

Калмыков, шинелӗн пӗтӗм тӳмисене хӑвӑрт вӗҫерсе хурса, пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ.

— Вӗлер персе, йытӑ! Пер! Кур, вырӑс офицерӗсем мӗнле вилме пӗлеҫҫӗ… Эпӗ вилес умӗн те-е…

Пуля ун ҫӑварӗнчен кӗрсе кайрӗ. Водокачка хыҫӗнче, пӗр картлашка ҫӳллӗш ҫӗкленсе, вӑл йывӑррӑн хӑркӑлтатса сывласа ячӗ. Иккӗмӗш утӑм ярса пусма хатӗрленнӗ чух Калмыков такӑнчӗ те сулахай аллипе пуҫӗнчен ярса тытса, ҫӗре персе анчӗ. Унтан, пӗкӗ пек авӑнса илсе, юнланса хуралнӑ шӑлне кӑкӑрӗ ҫине сурса пӑрахрӗ, чӗлхипе тутлӑн чаплаттарса илчӗ. Вӑл, выртнӑ ҫӗртех кӗлеткине тӳрлетсе ҫурӑмӗпе йӗпе чул катӑкӗсене сӗртӗнме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ — Бунчук тепӗр хут персе ячӗ. Калмыков, айӑккӑн ҫаврӑнса, кӗлеткипе туртӑнса илчӗ, пуҫне ыйхӑласа ҫитнӗ кайӑк пек хулпуҫҫийӗ ҫумне хучӗ те кӗскен ӗсӗклесе илчӗ.

Бунчука Дугин ҫул тӑваткалӗнче хӑваласа ҫитрӗ.

— Митрич… Мӗнле-ха эсӗ, Митрич?.. Мӗншӗн ӑна? Бунчук Дугина хулпуҫҫийӗнчен чӑмӑртаса тытрӗ, хурҫӑран шӑратса тунӑ пек куҫӗсемпе ун куҫӗнчен ҫирӗппӗн, вичкӗннӗн шӑтарса пӑхса, тӗлӗнмелле лӑпкӑ та сӳрӗк сасӑпа каласа хучӗ:

— Е вӗсем пире, е эпир вӗсене!.. Урӑхла май ҫук. Юншӑн — юнпа. Кам кама… ӑнлантӑн-и? Калмыков йышшисене, ҫӗлен ҫурисене таптанӑ пек, таптаса лапчӑтас пулать. Вӗсене хӗрхенсе сӗлеке юхтарса тӑракансене те персе пӑрахмалла… ӑнлантӑн-и? Мӗн кӗҫ-вӗҫ йӗрсе ярас пек тӑратӑн? Ҫирӗплен! Хаяр пул! Калмыков, хӑйӗн влаҫӗ пулас пулсан, ҫӑварӗнчен пирус кӑлармасӑр пире пере-пере пӑрахнӑ пулӗччӗ, эсӗ ав… Эх, йӗпе сӑмса!

Дугинӑн пуҫӗ вӑрахчен чӗтресе ыратрӗ, — шӑлӗсем шакӑртатрӗҫ, сарӑрах тусанпа витӗннӗ аттинчи пысӑк урисем килӗшӳсӗррӗн, ӳсӗр ҫыннӑнни пек тайкаланса пусрӗҫ.

Ҫын сахал ҫӳрекен ансӑр урампа вӗсем нимӗн шарламасӑр утса кайрӗҫ. Бунчук вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Вӗсем тӗлӗпе ҫӗрлехи тӗттӗмре хура пӗлӗтсем хӗвелтухӑҫнелле васкаса юхаҫҫӗ. Август тӳпин пӗчӗкҫӗ кӑна хушӑкӗнчен катӑк уйӑх, ӗнерхи ҫумӑрпа ҫӑвӑнса исленнӗскер, симӗс куҫӗпе чалӑшшӑн тӗмсӗлсе пӑхать. Ҫывӑхри урам тӑваткалӗнче темле салтакпа хулпуҫҫи урлӑ шурӑ тутӑр уртса янӑ хӗрарӑм чӑмӑртанса тӑраҫҫӗ. Салтакӗ хӗрарӑма ыталать, хай ҫумнелле туртса илме тӗрмешет, ҫавӑнтах темӗн пӑшӑлтата-пӑшӑлтата калать; хӗрарӑмӗ, аллисемпе ун кӑкӑрне тӗкӗлесе тытнӑ та пуҫне ҫӳлелле каҫӑртнӑ, антӑхса кайнӑ евӗр: «Ӗненместӗп! Ӗненместӗп», — текелесе, вӑйсӑрланнӑ ҫамрӑк сасӑпа кулать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней