Поиск
Шырав ĕçĕ:
Мӗн шӑрши кӗрет сантан, Симочка.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
«Лӑпкӑ та мирлӗ чух Давыдов ҫинчен сас-хура та ҫук, вӑл ҫутӑ тӗнчере пулман пекех; анчах вӑрҫӑ шӑрши ҫеҫ тухтӑр — Давыдов унта, ӑна урӑх тӗлте ан шырӑр, вӑл хӗҫсен хушшинче казак сӑнни пек хаяррӑн ыткӑнать. Акӑ кам вӑл — Давыдов».
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗннӗ сухан шӑрши кӗрекен ларек патӗнче тӑнине ҫеҫ астӑватӑп, аллӑма куртка тытса пули-пулми сассӑмпа: — Ак ку кама кирлӗ… — тенине астӑватӑп.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ сӑрӑ шӑрши кӗрекен карлӑк ҫумне тӑтӑм.Я подошла к краю и остановилась у перил, еще пахнущих свежей краской.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнтӗ пӳрнисем хуп-хура пулатчӗҫ унӑн, хӑйӗнчен те, Петькӑнни пек, пистон шӑрши те тар тӗтӗмӗн шӑрши ҫапатчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Чӳрече хашакӗ айӗнчи шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, ҫырма шӑрши сӳлесе кӗрет.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Мӗншӗн тесен ҫил вӑл енчен вӗрчӗ, тӗтӗм шӑрши сисӗнчӗ: ял инҫере марри паллах, — терӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Чим-ха, мӗн кирлӗ тата сана, ахаль те санран розӑ помади шӑрши ҫапать.— Помилуй, чего тебе еще? от тебя и так уж несет розовой помадой…
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Паян ирхине 5 сехетре чӳречене уҫрӑм та ман пӳлӗме ҫурт умӗнче ӳсекен чечек шӑрши ҫапрӗ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кантӑк айӗнчи пысӑк шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, ҫырма шӑрши кӗрет.с большой щелью под окном, из которой тянет свежестью и пахнет рекою.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Аттерен сӳс шӑрши, хӑш-хӑш чух тата панулми, ҫӑкӑр, тепӗр чух лайӑхмарланнӑ машина ҫӑвӗн шӑрши кӗретчӗ.От него пахло пенькой, иногда яблоками, хлебом, а иногда каким—то протухшим машинным маслом,
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл хурӑн айне, кӑшт нӳрӗрех, кӑмпа шӑрши кӗрекен мӑк ҫине выртрӗ те, конверт ӑшӗнчен хуллен кӑна Оля ҫыруне кӑларчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пушарсен хӗрлӗ ҫутипе, ракетӑсен шурӑ ҫутипе, час-часах снарядсем ҫурӑлнӑ ҫутӑпа ҫуталакан вӑрманта, бензин шӑрши кӗрекен, йывӑҫсем айӗнче самолёт пытанса тӑракан вӑрманта шӑпчӑк юррисене итлесси тӗлӗнмеллерех пулчӗ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑрмантан сулхӑнтарах нӳрӗк сывлӑш, кӑмпа шӑрши туртӑнса тӑчӗ, ҫапӑҫу кӗрленине пула пӗр сассӑр пек вӗҫекен вӑрӑмтунасем лётчиксен пичӗсене, аллисене, мӑйӗсене сырса илсе ҫыртӗҫ.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Йӗри-тавра куҫа ҫиекен, ыхра шӑрши кӗрекен тӗтӗм йӑсӑрланнӑ; тӑрук ҫил вӗрни тӗтӗм пӗлӗтне сирсе ярсан вара Алексей пуҫ тӑрринче тӗлӗнмелле ҫутӑлса тӑракан темӗн пысӑкӑш ҫӑлтӑрсене курчӗ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ырхан, витӗрех нафталин шӑрши ҫапнӑ хӗрарӑм портсигара илсе аллинче тытса ҫавӑркаларӗ те, типсе ларнӑ пӳрнипе портсигар ҫинчи ҫырнӑ сӑмахсене кӑтартса: — Ятлӑ япаласене комиссине илместпӗр, — терӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл хӑй палланӑ винтӑллӑ пусма тӑрӑх утса хӑпарчӗ, сӑмсана каллех кушак, ҫунӑк краҫҫын, йӗпе кӗпе-йӗм шӑрши пырса ҫапрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах старик ҫаплах калаҫрӗ, ун сасси хӑлхара вӗҫӗмсӗр янраса тӑчӗ, хӑйӗнчен табак тата урпаран тунӑ кофе шӑрши кӗчӗ.Но старичок бубнил и бубнил у самого уха, обдавая летчика запахом табака и ячменного кофе.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн вӑл географиллӗ пӗчӗк пӑнчӑ кӑна мар, — лутра ҫуртсемлӗ пӗчӗк хула пулнӑ, ҫав хула хӗрринчи урамсем курӑкпа витӗнсе выртнӑ, ҫамрӑк топольсем тусанлӑ ҫулҫисемпе чӑштӑртатса, пӑшӑлтатса тӑнӑ, пахчасенчен укроп, петрушка шӑрши кӗнӗ, унтах йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбузсем выртнӑ, ҫеҫен хиртен ҫил вӗрнӗ, сарлака юханшыв тӗкӗр пек ҫутӑлса выртнӑ, унтах илемлӗ, кӑвак куҫлӑ, хӗвелпе пиҫнӗ хӗр тата шурӑ ҫӳҫлӗ, ялан хыпкаланакан амӑшӗ пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950