Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вунпӗрмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Иккӗмӗш пай. Шухӑшламалли пурах ҫав

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.31 15:08

Предложений: 151; Слово: 1419

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Каятӑп

Пушахчӗ ачасен ҫуртӗнче, шкул та пушӑ. Пурте кайса пӗтнӗ — вырсарникун. Пушӑ пӳлӗмсем тӑрӑх Ромашка ҫеҫ сулланса ҫӳрет, темӗн шутлать вӑл, — хӑйӗн пулас пуянлӑхне пулӗ, — тата повар кухньӑра апат хатӗрленӗ май юрлать. Эпӗ плита хыҫӗнчи ӑшӑ кӗтессе вырнаҫса лартӑм та шухӑша кайрӑм.

Кӑна Кораблев тунӑ ӗнтӗ. Эпӗ ӑна пулӑшас тесе ҫеҫ ӗмӗтленсеттӗм, вӑл мана киревсӗр инкек кӑтартрӗ. Ӗнтӗ вӑл Николай Антоныч патне кайнӑ та мана пӗтӗмпех пӗтерсе хунӑ.

Лешсем тӗрӗс каланӑ-мӗн. Николай Антоныч та, немка-француженка та, Лихо та. Лихо каламарӗ-и вара Кораблев пухусенче «крокодилла куҫҫуль» тӑкать, тесе. Вӑл — ирсӗр ҫын иккен. Марья Васильевна унпа килӗшменшӗн ӑна хӗрхенсе тӑраттӑм-ха тата…

— Петя пичче, кала-ха эс, мӗн тени пулать вӑл «крокодилла куҫҫуль» тени?

— Соус пулма кирлӗ ҫавӑн пекки.

Ҫук, вӑл соус мар… Вӑл соус мар тесшӗнччӗ эпӗ, анчах ҫав самантра Петя пичче сасартӑк ҫӑварне купӑста хыпса ман патӑмран васкамасӑр иртрӗ, купӑстине вӑл, шӳрпе пиҫет-ши тесе, астивсе пӑхатчӗ иккен. Пуҫӑм ҫаврӑнчӗ манӑн. Эпӗ тарӑнӑн сывласа илтӗм те ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗтем.

Ромашка ку пӳлӗмре чӳрече умӗнче шутласа ларать.

— Халӗ ӗнтӗ ҫӗр пин пӗр пус хакнех тӑракан пулать, — терӗ вӑл мана. — Енчен улшӑннӑ укҫана пуҫтарса укҫа улӑштарнине пӗлмен ҫӗре инҫете-инҫете кайсан, унта тем те пӗр илмелле те, кунта ҫӗнӗ укҫапа сутмалла… Эпӗ шутласа пӑхрӑм та — пӗр ылтӑн тенкӗпе хӗрӗх пин процент тупӑш курма пулать.

— Сывпул, Ромашка, — терӗм ӑна эпӗ. — Эп каятӑп.

— Ӑҫта?

— Туркестана, — терӗм эп, ҫакӑн умӗн ним чухлӗ те Туркестан ҫинчен шухӑшламастӑмччӗ пулин те.

— Улталатӑн.

Чӗнмесӗр-тумасӑр минтер ҫиттине сӳсе хыврӑм та эпӗ, хамӑн мӗн пур пек пурлӑхӑма пӗтӗмпех ҫавӑнта чикрӗм: кӗпе, тепӗр йӗм, «Тӑваттӑмӗш шкул ачисем «Марат» спектакле лартаҫҫӗ» тенӗ афишӑна та, тахҫан хама Иван Иваныч доктор хӑварнӑ хура трубкӑна та илсе чикрӗм. Хамӑн пур шапасемпе мулкачсене ҫӗмӗрсе ҫӳп-ҫап тултаракан ешӗке пӑрахрӑм.

Ромашка ман ҫине интересленсе пӑхрӗ. Ҫаплах пӑшӑлтатса темӗн шутлатчӗ-ха хӑй, анчах екки кайни халь ӗнтӗ паҫӑрхи пекех марччӗ.

Пӗр тенке хӗрӗх пин иккен те, — эппин ҫӗр тенкӗ пулать…

Сывпул, шкул! Урӑх нихҫан та вӗренместӗп ӗнтӗ эпӗ. Мӗншӗн вӗренес? Ҫырма вӗрентӗм, вулама, шутлама вӗрентӗм. Ҫитрӗ мана. Капла та лайӑх. Эпӗ кайсан, кунта никам та салхуланса юлас ҫук, тунсӑхламӗҫ те. Валька пӗр хутчен асне илсен ҫеҫ, вӑл та манса кайӗ.

— Ҫӗр тенкӗрен тӑватҫӗр пулчӗ, — пӑшӑлтатрӗ Ромашка. — Ҫӗр тенкӗ пуҫне тӑватҫӗр пин процент.

Анчах эп таврӑнӑп-ха. Эпӗ пырӑп та Нина Капитоновна патне, умне укҫа пӑрахса калӑп: «Акӑ илӗр ҫакна сирӗн патӑрта ҫисе пурӑннӑшӑн», тейӗп. Шкултан хуса кӑларнӑ Кораблев та ман пата пырса ӳкӗнме тытӑнӗ, манран каҫару ыйтӗ. Ниепле те каҫарассӑм ҫук!

Сасартӑк вӑл кантӑк умӗнче епле тӑнине аса илтӗм, эп хӑй патне пырсан, вӑл картишнелле тинкерсе пӑхатчӗ, ытла салхуллӑччӗ хӑй, кӑшт хӗрӗнкӗрех те. Вӑлах-и вара? Ҫитӗ ӗнтӗ! Мӗншӗн суттӑр вӑл мана? Ҫав вӑрттӑн канашлу ҫинчен вӑл нимӗн пӗлмене те хывӗ-ха, пӗлнине кӑтартмӗ-ха. Нарастаран ятларӑм ҫав ӑна эпӗ. Ку унӑн ӗҫӗ мар. Камӑн эппин?

— Э, Валька-ҫке! — терӗм эпӗ хама сасартӑк. — Татариновсен патӗнчен таврӑнсанах эп пӗтӗмпех ӑна каласа патӑм-ҫке. Кӑна Валька тунӑ иккен!

Анчах Валька итлесе пӗтермесӗрех ҫаврӑнса кайнӑ пек астӑватӑп-ха. Валька ун пек ирсӗр ӗҫе нихҫан та тумасть.

Тен, Ромашка пулӗ? Эпӗ ун ҫине пӑхса илтӗм. Шурса кайнӑ вӑл, хӑлхисем хӗрлӗ, чӳрече ҫине ларнӑ, хисепсене вӗҫӗмсӗр ӳстере-ӳстере шутлать. Темшӗн вӑл мана хама сыхласа ларнӑ пек туйӑнчӗ, хӑрах куҫӑн, кайӑк пек, пулӑнни пек тухса тӑран ҫавра куҫӗпе сӑнаса пӑхнӑ пек туйӑнчӗ. Анчах вӑл нимӗн те пӗлеймен-ҫке…

Халӗ ӗнтӗ, ҫакна Кораблев туманнине пӗлсен, тухса каймасан та юратчӗ пулӗ. Анчах пуҫӑм манӑн ҫурӑлас пек ыратать, хӑлхара темӗн шавлать, Ромашка умӗнче те хам тухса каятӑп тенӗ хыҫҫӑн каймасан, темшӗн юрамасть пек туйӑнчӗ. Хам таврана юлашки хут пӑхса ҫаврӑннӑ чух чӗрене калама ҫук хуйхӑ пусрӗ. Акӑ шурӑ лампа, ӑна сӳнтернӗ чухне эпӗ тӗттӗмре темӗнччен ун ҫине пӑхса тӑраттӑм, клеткӑллӑ стенка — унта кӗпе-йӗм хураҫҫӗ, унта ман клетка та пур, юнашарах Валькӑн пур. Кроватьсем те кроватьсем…

Эпӗ сывлӑш ҫавӑртӑм, ҫыххӑма ҫӗклерӗм, Ромашка енне пуҫӑма сулса, тухрӑм. Ытла вӗриленсе ҫитнӗччӗ пулмалла эпӗ, мӗншӗн тесен урама тухсан хам сивӗпе чӗтресе ӳкнинчен тӗлӗнтӗм. Алӑк патӗнчех-ха курткӑна хывса кӗпе ҫийӗн пальто тӑхӑнсаттӑм, ҫавӑнпа та шӑна пуҫларӑм пулӗ. Курткӑна сутма шутланӑччӗ — хам шутланӑ тӑрӑх, уншӑн вунпилӗк миллион илме пулатчӗ пек.

Ҫав сӑлтавсене пула — ытла вӗриленсе ҫитнипе те пуҫ ыратнипе — Сухаревкӑра яра куна ирттертӗм пулин те мӗн пулнине астусах каймастӑп. Ӗннӗ сухан шӑрши кӗрекен ларек патӗнче тӑнине ҫеҫ астӑватӑп, аллӑма куртка тытса пули-пулми сассӑмпа:
— Ак ку кама кирлӗ… — тенине астӑватӑп.

Хамӑн сассӑм ытла начар илтӗннинчен хам тӗлӗннине астӑватӑп. Кӗпӗрленсе тӑнӑ халӑх хушшинче икӗ кӗрӗклӗ тем пысӑкӑш арҫын тӑратчӗ — ҫавна та астӑватӑп. Кӗрӗкне вара пӗрне тӑхӑннӑччӗ, тепӗрне — сутмаллине — хӑй ҫине уртса янӑччӗ. Хам таварӑмпа эпӗ ӑҫта кӑна каймарӑм пуль, пур ҫӗрте те ӑна кураттӑм… Вӑл хӑй вырӑнӗнчех хускалмасӑр тӑратчӗ-ха, кӗрӗс-мерӗсскер, сухаллӑ, икӗ кӗрӗклӗ, туянакансем унӑн кӗрӗк аркине ҫавӑркаласа пахатчӗҫ, ҫухине пӑхатчӗҫ, хӑй вӑл вӗсем ҫине пӑхмасӑрах салхуллӑн кӗрӗк хакне пӗлтеретчӗ.

Кунӗпех базар тӑрӑх сулланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, астӑватап-ха, хам кӗпеме кишӗр хурса пӗҫернӗ кукӑльпе улӑштартӑм та, ҫиессе пӗрре ҫеҫ ҫыртса пӑхрӑм, ҫиессӗм килмерӗ.

Таҫта ӑшӑнсаттӑмччӗ вара, хама сивех те марччӗ пек, анчах кӳтсе пӳрнесем кӑвакарнӑччӗ. Кукӑле минтер ҫитти ӑшне хутӑм, ванмасть-и тесе, тепӗр хут пӑхнине те астӑватӑп-ха. Тен, туйнӑ та пуль ҫав хам чирлесе ӳкессе. Тем пек ӗҫес килетчӗ, темиҫе хутчен те хама базар пӗтрӗ ӗнтӗ тесе ӗнентерме пӑхрӑм — тата ҫур сехет тӑрам та столовӑя кӗрсе пӗр стакан чейшӗн курткӑма парса тухас тесеттӗм. Анчах ҫав вӑхӑтрах туянакан килес пек туйӑнатчӗ те, ҫур сехет те пулин тӑрас теттӗм.

Ҫав ҫӳлӗ арҫын та хӑй кӗрӗкне сутайманни мана йӑпатса тӑчӗ…

Кӑштах эпӗ юр та ҫинӗ пулӑттӑм-и, анчах Сухаревкӑри юр таса мар, бульвар патне ҫитсе килме — ытла аякра. Ҫапах та эп кайса ҫирӗм, ҫирӗм те тӗлӗнтӗм, юр та ӑшӑ пек туйӑнчӗ мана. Хӑсрӑм пулас эпӗ, те хӑсмарӑм та-ши. Юр ҫинче ларса тӑнине ҫеҫ астӑватӑп, такам мана хулпуҫҫийӗмрен тытрӗ — эп ӳкесрен ӗнтӗ. Акӑ мана тытса тӑми те пулчӗҫ, эп выртрӑм та киленсе кайса урана тӑсрӑм. Тем калаҫрӗҫ мана куракансем. «Тытамак, тытамак…», терӗҫ. Унтан манӑнне минтер ҫиттине илесшӗн пулчӗҫ; «Эх, айван, пуҫу айне ҫеҫ хуратпӑр вӗт», тесе килӗштересшӗн пулчӗҫ вӗсем мана, анчах эп минтер ҫиттине ҫатӑрласа тытнӑ та паман. Ик кӗрӗклӗ арҫын ман ҫумранах майӗпен ҫеҫ иртрӗ те ҫавӑнтах пӗр кӗрӗкӗпе мана витрӗ. Анчах кунта эп аташаттӑмччӗ ӗнтӗ, хам аташнине питӗ лайӑх ӑнкараттӑм эпӗ… Минтер ҫиттине туртатчӗҫ-ха. Эпӗ хӗрарӑм сассине те илтрӗм:
— Ҫыххине парасшӑн мар, — терӗ вӑл.

Унтан арҫын сасси:

— Мӗн тӑвӑпӑр эппин, ҫыххипех ӑна ҫӗклесе хурӑр.

Унтан каллех арҫын сасси:

— Испанкапа чирлет пулмалла.

Пӗтӗмпех пуҫхӗрлӗн ҫаврӑннӑ пек пулса тӑчӗ… Халӗ те эпӗ ытла вӗрилене пуҫласан аташма тытӑнатӑп. Температура вӑтӑр саккӑра ҫити ҫӗкленсен, тем те пӗр сӳпӗлтетме пуҫлатӑп, тӑвансемпе палланӑ ҫынсем те вара вилес пек хӑраса ӳкеҫҫӗ. Анчах ун чухнехи пек пит илемлӗ аташу манӑн нихҫан та пулман. Акӑ эпӗ ирӗк те ҫутӑ пӳлӗмре картина ӳкеретӗп — шыв сикки. Чӑнкӑ чуллӑ ҫыранран шыв сирпӗнсе сикет, аялта чул. Ытармалла мар! Хӗвел ҫинче шыв ялкӑшать, тӗлӗнмелле симӗс чулсем йӑлтӑртатаҫҫӗ! Акӑ эпӗ тӑлӑппа витӗнсе ҫуна ҫинче выртса пыратӑп. Тӗттӗмленнӗ пек, анчах эпӗ куратӑп-ха ҫуна тупанӗ хушшипе юр епле чупса пынине — хамӑр тӑратпӑр пек эпир, юр чупать пек, аяккине юлакан йӗр тӑрӑх ҫеҫ эпир кайни палӑрать — каятпӑр та каятпӑр. Хама питӗ лайӑх туятӑп, ӑшӑ та — урӑх нимӗн те кирлӗ мар пек ӗнтӗ, ҫакӑн пек ялан, пӗтӗм ӗмӗр тӑршшипех ҫуна ҫинче выртса пырасчӗ.

Мӗншӗн манӑн ҫавӑн пек илемлӗ аташу пулчӗ-ши, пӗлместӗп. Эп вилессе те ҫитнӗ, ытти чирлӗ ҫынсенчен мана, ку пурпӗрех чӗрӗлеймест тесе, икӗ хутчен уйрӑм ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Кӑвакарса шурни — вилес умӗнхи тӗс ӗнтӗ — ман ытла паллӑ пулнӑ пулас, пӗр доктортан пуҫне ыттисем пурте аллисене сулнӑ, кашни ирсерен килсен вӗсем:
— Епле, халь те пурӑнать-и-ха? — тесе ыйтнӑ.

Ҫаксем ҫинчен эп тӑна кӗрсе ҫитсен ҫеҫ пӗлтӗм…

Кирек мӗнле пулсан та эп вилмесӗр юлнӑ. Вилме мар, тӳрленсе кайрӑм. Пӗррехинче, ҫапла куҫӑма уҫрӑм та, хам ачасен ҫуртӗнче пулӗ тесе, кровать ҫинчен сиксе тӑрасшӑн пултӑм. Такамӑн алли мана чарса тӑчӗ. Такам сӑнарӗ — маннӑ пек те, калама ҫук палланӑ пек — ман паталла пӗшкӗнчӗ. Ӗненессӗр килет-и, килмест-и — ку Иван Иваныч доктор пулчӗ.

— Доктор, — терӗм те эпӗ хавасланнипе, ытла пӗтсе кайнипе йӗрсе ятӑм. — Доктор. Ҫил-тӑман.

Вӑл мана тӳрех куҫран пӑхрӗ. Эпӗ аташатӑп тесе шухӑшларӗ пуль.

— Йӗнер, ешӗк, ҫил-тӑман, ӗҫеҫҫӗ, Абрам, — терӗм эпӗ, куҫҫулӗме ҫӑтса. — Эпӗ вӗт ку, доктор. Эпӗ — Санька. Астӑватӑр-и, ялта чухне, доктор? Эпир сире пытарса усраттӑмӑр. Эсир мана вӗрентрӗр.

Вӑл тепӗр хут та мана куҫран пӑхрӗ, унтан питҫӑмартисене вӗрсе хӑпартнӑ пек туса шавлӑн сывласа нлчӗ.

— Эге! — терӗ те вӑл, кулса ячӗ. — Епле астӑвас мар-ха? Йӑмӑку ӑҫта вара? Епле капла? Эсӗ ун чухне хӑлха тесе ҫеҫ калама пултараттӑн, вӑл та йытӑ вӗрнӗ пек тухатчӗ. Вӗрентӗн-им? Мускава та килтӗн-и-ха? Вилмешкӗн шухӑш тытрӑн-и-ха?

Вилме шухӑшламастӑп та тесшӗнччӗ эпӗ, пурӑнасшӑн тесшӗнччӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах ман ҫӑвара хӑй аллипе хупларӗ, кӗсйинчен хӑвӑрт кӑна тутӑрне кӑларчӗ те ман пит-куҫӑма, сӑмсама шӑлса илчӗ.

— Вырт-ха, шӑллӑм, мӑштах, — терӗ вӑл. — Санӑн калаҫма юрамасть-ха. Чӗлхесӗр-тӗк, чӗлхесӗр. Шуйттанӗ пӗлсе пӗтертӗр-и, эсӗ миҫе хут вилӗм умӗнче тӑнине шутласа та кӑлараймӑн: тем ытла сӑмах персе ярӑн та — хатӗр те. Туп унтан вара ятна.

Сайт:

 

Статистика

...подробней