Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Ҫиччӗмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Иккӗмӗш пай. Шухӑшламалли пурах ҫав

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.08.30 12:21

Предложений: 121; Слово: 1549

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Татариновсем

Татариновсем ҫуртра ӗҫлекен работница тытмастчӗҫ, ҫавӑнпа ватӑлса ҫитнӗ Нина Капитоновнӑна ӗҫлемешкӗн йывӑрччӗ. Эпӗ ӑна пулӑшма тытӑнтӑм. Пӗрле кӑмака хутаттӑмӑр, вутӑ ҫураттӑмӑр, савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те пулӑшкалаттӑм. Ҫуртра вӑл кӗве таврашне питӗ кураймастчӗ, вара сасартӑк пӗр сӑлтавсӑрах картишне тумтир ҫакса тултаратчӗ — кунта, паллах, мансӑр ӗҫ тухмастчӗ. Эпӗ унтан-кунтаи кирпӗч тупкаласа килтӗм те столовӑйри тӗтӗм кӑларакан кӑмакана юсарӑм. Пӗр сӑмахпа каласан, хама ҫак карчӑк пулӑпа та вир пӑттипе ҫитернӗ апатшӑн эпӗ ытлашшипех ӗҫлеттӗм. Ҫав апатсем кирлӗ те марччӗ мана! Мана вӗсем патӗнче пурӑнма лайӑхчӗ. Маншӑн пулсан ҫав хваттер Али-Бабан пуян пещери пек туйӑнатчӗ. Унта хӑрушлӑх та, пӗлес килни те нумай пекчӗ. Хӑрушлӑхӗ ӗнтӗ — Николай Антоныч, пӗлес килни вара — Марья Васильевна.

Марья Васильевна инке арӑмччӗ, тен инке арӑм та марччӗ пулӗ: пӗррехинче ҫапла Нина Капитоновна ун ҫинчен ахлатса каланине илтсеттӗм: «Инке арӑм та мар, арҫынлӑ арӑм та мар», терӗ вӑл. Ҫитменне упӑшки пирки те татӑлса хуйхӑратчӗ. Ялан вӑл, монашка пек, хура кӗпепе ҫӳретчӗ, Медицински институтра вӗренетчӗ. Ун чухне тӗлӗнмелле пек пулса тухатчӗ маншӑн: аннесен вӗренмелле мар тесе шухӑшлаттӑм эпӗ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен калаҫма чарӑнатчӗ, сасартӑк ниҫта та каймастчӗ, института та, ӗҫлеме те каймастчӗ (хӑй вӑл ӗҫлетчӗ-ха), кушетка ҫине ури-мӗнӗпех хӑпарса ларатчӗ те пирус туртатчӗ. Ун пек чухне вара Катя: «Анне хуйхӑрать», тетчӗ, ҫуртра пурте пӗр-пӗрин ҫине ҫилленсе, ҫӗткеленсе ҫӳретчӗҫ.

Николай Антоныч ун упӑшки маррине часах пӗлтӗм эпӗ, вӑл хӗрӗх пилӗк ҫула ҫитнӗччӗ пулин те нихҫан та авланман иккен.

— Саншӑн кам пулать вара вӑл? — тесе ыйтрӑм эп пӗррехинче Катьӑран.

— Никам та мар.

Катя мана улталани паллахчӗ ӗнтӗ, ун амӑшӗпе Николай Антоныч хушамачӗсем пӗр пекех-ҫке. Катьӑн пиччӗшӗ пулнӑ иккен вӑл, пӗр тӑванах мар, аслашшӗпе пӗр тӑван пулнӑ-мӗн.

Ҫапла пулин те, Николай Антоныча питех хисеплесе каймастчӗҫ. Ку та тӗлӗнмелле пулса тухатчӗ, мӗншӗн тесен хӑй вӑл пурне те ытлашшипех хисеп кӑтартма тӑрӑшатчӗ.

Ватӑ карчӑкӗ кинона ҫӳреме юрататчӗ, вӑл пӗр картинӑна та курмасӑр сиктермен, Николай Антоныч унпа ҫӳретчӗ, тахҫан малтан билет та илсе хуратчӗ. Каҫхине, апатланнӑ чух вара, Нина Капитоновна кинора мӗн курнине савӑнса каласа паратчӗ (ҫакӑн пек самантсенче ун пит-куҫӗнче Катя сӑнарӗ те пурччӗ), Николай Антоныч, унпа пӗрлех киноран таврӑннӑ пулин те, каласа кӑтартнине итлетчӗ.

Нина Капитоновна хӗрхенетчӗ те пулӗ ӑна. Пӗррехинче ҫапла вӑл пасьянс патне ларнӑччӗ, пуҫне сӗнкнӗччӗ, пӳрнипе сӗтеле тӑкӑртаттаратчӗ, карчӑк ун ҫине ытла хӗрхеннӗн пӑхса тӑчӗ.

Ӑна чи хӗрхенменни ӗнтӗ Марья Васильевнӑччӗ! Николай Антоныч мӗн кӑна тумастчӗ-ши ун валли. Театра кайма ун валли билет илсе килетчӗ те хӑй киле юлатчӗ, чечек ҫыххисем паратчӗ. Сывлӑхне упратӑр тесе, вӑл ӑна ӗҫлеме пӑрахма сӗннине те илтсеттӗм эпӗ. Марья Васильевна патне пыракан хӑнасене те лайӑх йышӑнатчӗ вара. Марья Васильевна патне кам та пулин килтӗр ҫеҫ, Николай Антоныч та персе ҫитетчӗ. Вӑл, савӑнӑҫлӑ та тараватлӑскер, килнӗ хӑнапа темӗнччен калаҫатчӗ, Марья Васильевна вара кушетка ҫинче ларатчӗ, куҫ харшине салхуллӑн пӗрӗнтерсе пирус туртатчӗ.

Кораблев пырсан, Николай Антоныч кӑмӑлӗ уҫӑлсах каятчӗ. «Мӑйӑхлине» хӑйӗн хӑни тесех шутлатчӗ ҫав ӗнтӗ вӑл, мӗншӗн тесен леш кӗрсессӗнех вӑл ӑна хӑй пӳлӗмне илсе каятчӗ е столовӑя ертсе кӗретчӗ, ӗҫ ҫинчен сӑмах та уҫтармастчӗ. Кораблев пырсан ҫуртра пурте хӗпӗртетчӗҫ, Марья Васильевна уйрӑммӑнах савӑнатчӗ. Шурӑ ҫухаллӑ ҫӗнӗ кӗпипе ҫӳретчӗ вара, хӑех сетеле тирпейлетчӗ, ӗҫлетчӗ, чипертерех курӑнатчӗ. Ко-ра6лев куҫкӗски умне тӑрса мӑйӑхне туранӑ чух е кар-чӑк хутне кӗресшӗн пулнӑ чух, Марья Васильевна хӑш-пӗр чухне кулкаласа та илетчӗ. Николай Антоныч та кулатчӗ те шуралатчӗ, унӑн тӗлӗнмелле енӗ пур — кулнӑ хыҫҫӑн шураласси.

Мана юратмастчӗ ӗнтӗ Николай Антоныч — ун ҫинчен часах пӗлеймерӗм эпӗ. Малтанласа вӑл, мана тӗл пулсан, тӗлӗннӗ пек пулатчӗ, унтан вара ҫамкине пӗркелентерсе сӑмсипе кӑмӑлсӑр нӑш-наш тутарса сывлӑш туртакан пулчӗ. Каярахпа ӑса кӗртесси те пуҫланчӗ:

— Мӗн терӗн-ха эс — «спасибо» терӗн-и? — Илтнӗ иккен вӑл эпӗ карчӑка темшӗн спасибо тенине. — Эс пӗлетен-и вара спасибо тени мӗне пӗлтернине? Эппин пӗлсе тӑр, пӗлетӗн-и эс ҫавна, пӗлместӗн-и, ӑнланатӑн-и, ӑнланмастӑн-и, сан пурнӑҫу та мӗнле те пулин ҫулпа кайма пултарать. Эпир этем обществинче пурӑнатпӑр, обществӑна тытакан вӑйран пӗри вӑл — тав тума пӗлес туйам. Тен, пӗлетӗн те пуль-ха эсӗ, тахҫан ман тӑван пурччӗ. Ӑна эпӗ пурнӑҫӗнче кӑмӑлпа та укҫапа та те темӗн чухлех пулӑшса тӑтӑм. Вӑл тав тума пӗлмерӗ. Мӗн пулчӗ вара ӑна? Ҫав тав тума пӗлменнипех ун шӑпи киревсӗр килсе тухрӗ.

Ӑна итлесе тӑнӑ май эпӗ, темле, хамӑн йӗмӗм ҫинчи саплӑксем пуррине туйма пуҫларӑм. Ҫаплах ӗнтӗ, ман аттӑм та начар, эпӗ — пӗчӗккӗ те тирпейсӗр, ытла шуранка ача. Эпӗ вӑл — пӗр йышши ҫын, вӗсем вара, Татариновсем, урӑхла йышшисем. Вӗсем пуян, эпӗ чухӑн. Вӗсем ӑслӑ та вӗреннӗ ҫынсем, эпӗ вара тӑр ухмахскер. Пурах ҫав мӗн пирки шухӑшламалли!

Сӑмах май каласан, Николай Антоныч хӑйпе пӗр тӑванӗ ҫинчен манпа ҫеҫ мар калаҫатчӗ. Ун ҫинчен калаҫасси унӑн чи юратнӑ сӑмахӗччӗ. Мӗн ачаранпах, Азов тинӗс хӗрринчи Геническра пурӑннӑ чухнех, вӑл хӑй тӑванӗшӗн тӑрӑшнӑ пулать. Тӑванӗ чухӑн пулӑҫ ҫемйинчен имӗш. Николай Антоныч пулӑшман пулсан вӑл, хӑй ашшӗ-аслашшӗ пек, унччен ҫичӗ сыпӑк мӗнле пурӑннӑ, ҫавсем пекех пулӑ тытса ҫеҫ пурӑннӑ пулӗччӗ. Николай Антоныч хӑйӗн ҫамрӑк тӑванӗ кӗнеке вулама юратнине асӑрхасан, ӑна Геническран Дон ҫинчи Ростова куҫарать, унтах тинӗс ӗҫне вӗрентекен класа кӗме те ӗҫ ҫӳретет. Хӗлле вӑл «кашни уйӑхсерен уншӑн пособи» тӳлесе тӑнӑ пулать, ҫуллахи вӑхӑтра Батумпа Новороссийск хушшинче ҫӳрекен карап ҫине ӗҫе вырнаҫтарать. Вӑл пулӑшса тӑнипех ун тӑванӗ флота хай ирӗкӗпе кӗрет, вара тинӗс прапорщикне тухма экзамен парать. Николай Антоныч тем пек тертленнипе ӑна тинӗс училищи курсне пӗтерсе тухма та май параҫҫӗ иккен, унтан вара та, училищӗрен вӗренсе тухсан, ҫӗнӗ формӑлӑ тумтир ҫӗлетмелле пулнӑ чух, Николай Антоныч ӑна укҫан пулӑшать. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл уншӑн питӗ нумай тунӑ пулать, эппин, паллах ӗнтӗ, вӑл мӗншӗн ун ҫинчен асӑнма юратни. Калаҫасса вӑл васкамасӑр калаҫать, тӗплӗн каласа парать, хӗрарӑмсем вара ӑна тӗлӗнсе итлеҫҫӗ.

Ҫавӑн пек чухне темшӗн вӗсем хӑйсене хӑйсем ӑна парӑмлӑ пек, вӑл хӑй тӑванӗшӗн мӗн тунине ӑна нихҫан та тӳлесе татас ҫук пек тыткалатчӗҫ.

Вӗсем, чӑн та, парӑмра пулнӑ ӗнтӗ — тӳлесе те татайман, мӗншӗн тесен унӑн тӑванӗ, Марья Васильевна упӑшки, эппин Катя ашшӗ пулнӑ. Николай Антоныч ӑна хӑш чухне «вилнӗ» тет, хӑш чухне «ҫухалнӑ» тет. Хваттерти пӗтӗм пурлӑх малтан ҫавӑн пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Марья Васильевнӑпа Катьӑн. «Третьяковка тем пек пысӑк хак паракан» картинӑсем те (карчӑк ҫапла калать), Париж банкӗнче сакӑр пин тенкӗ таранччен илме юрӑхлӑ темле «страховой полис» та халь хӑйсемпех.

Ун пек кӑткӑс ӗҫсемпе те пысӑккисен ӗҫӗсемпе пуринчен сахал интересленекенӗ пӗр ҫын кӑна пулнӑ, вӑл — Катя. Унӑн хӑйӗн кирлӗрех ӗҫӗсем пур. Вӑл Энскра юлнӑ хӑйӗн икӗ тусӗпе ҫыру ҫӳретет те хӑй ҫырӑвӗсене ӑҫта ҫитнӗ унта пӑрахса ҫӳрет, вӗсене вара кашниех вулатчӗ, хӑнасем пырсан, вӗсем те пулин вулатчӗҫ. Тусӗсем хӑйне мӗнле ҫыратчӗҫ, вӑл та ҫавсем пекех ҫырса яратчӗ. Сӑмахран, тусӗ ҫырать ун патне: «Тӗлӗк куртӑм, тӗлӗкре сумка ҫухатрӑм пек те ӑна ҫавӑнтах Мишка Купцов — астӑватӑн-и, сана эп ун ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ — ҫавӑ мана хирӗҫ киле парать, ун аллинче манӑн сумка». Катя та вара хӑйӗн тусне ҫырать, вӑл та тӗлӗк курнӑ имӗш, вӑл та пӗр-пӗр япала ҫухатнӑ иккен те, анчах сумка мар, пӗр-пӗр хӑю-и унта, ҫакса ямалли-и, Шурка Голубенцов — «астӑватӑн-и, эп ун ҫинчен ҫырсаттӑм» — тупнӑ та кӳрсе пачӗ пек, тет. Тусӗ кинора пултӑм тесе ҫырать, Катя, кинора пулман пулин те, пултӑм тесе ҫырать. Кайран ҫеҫ тӗшмӗртрӗм вара эпӗ, тусӗсем унтан аслӑрах пулнӑ иккен те, Катя вӗсен ҫырӑвӗ майлӑ ҫырма вӗреннӗ иккен.

Хӑйпе пӗр класра вӗренекеннисем ҫине вӑл хаяртарах пӑхатчӗ. Пуринчен ытла Кирен ятлӑ хӗрачана вара хушса кӑна тӑратчӗ — Кирен теекенне Татариновсем пурте ҫаплах чӗнетчӗҫ. Кирен кӗнеке вулама юратманшӑн Катя питӗ ҫилленетчӗ.

— Кирка, эсӗ «Дубровские» вуланӑ-и?

— Вуланӑ.

— Улталатӑн!

— Куҫӑмран сур мана.

— Апла пулсан, кала-ха, мӗншӗн Маша Ду6ровскине качча тухман?

— Тухнӑ.

— Акӑ сана!

— Тухнӑ тесе вуларӑм-ҫке!

Эпӗ «Елена Робинзона» илсе пырсан, Катя мана та ҫав майлӑ тӗрӗслесшӗн пулчӗ те, апла ан пултӑр! Кирек хӑш вырӑнтан пуҫласан та пӑхмасӑр каланӑ пек тӑкӑр-таттартӑм. Катя тӗлӗнме юратмасть, кӗскен кӑна:
— Вӗреннӗ, шӑнкӑрчӑ пек, — терӗ.

Хӑйне вӑл Елена Робинзонран кая хумастчӗ те пулӗ, унӑнни пек шӑпа ӳксен, вӑл та хӑйне паттӑр тытасса шансах тӑратчӗ пулас. Ман шутпа вара ҫавӑн пек паттӑр пулас тесен куҫкӗски умӗнче темӗнччен тӑма кирлех те мар пек, ҫитменнине тата никам пурӑнман утравра куҫкӗски те пулмасть, Катька вара темӗнччен куҫкӗскирен пӑхатчӗ.

Татариновсем патӗнче хам пурӑннӑ вӑхӑтра, хӗлле, Катька взрывсене юратма пуҫларӗ. Ӗнтӗ пӳрнисем хуп-хура пулатчӗҫ унӑн, хӑйӗнчен те, Петькӑнни пек, пистон шӑрши те тар тӗтӗмӗн шӑрши ҫапатчӗ. Мана панӑ кӗнекесен хутламӗнче час-часах Бертолет тӑварӗ курӑнкалатчӗ. Часах вӑл-ку иртрӗ, Катя «Столетие открытий» ятлӑ кӗнеке вулама тытӑнчӗ.

Кӗнеки, чӑн та, питӗ лайӑхчӗ вара — унта авалхи чаплӑ ҫулҫӳревҫӗсен пурнӑҫӗсем ҫинчен каланӑ, — Христофор Колумб ҫинчен, Фердинанд Кортес ҫинчен тата ыттисем ҫинчен те питӗ нумай.

Ҫырасса та ӑна ҫак аслӑ ҫынсене юратса, чӗрене ҫӗклентерес хӑватпа ҫырнӑ — инҫетри-инҫетри каравеллӑсем ҫийӗн вӗсен ункӑлатса вырнаҫтарнӑ портречӗсене эпӗ халӗ те пулин курса тӑратӑп пек.

Америго Веспуччи — ӑна хисеплесе Америкӑна ят панӑ — портретне глобус умӗнче тунӑ, уҫнӑ кӗнеке ҫинче хӑй вӑл циркуль тытса тӑрать, — хӑйне сухал пуснӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хӑюллӑ. Васко Нуньес Бальбоа — питлӗхпе те тимӗр кӗпепе, шлемӗ ҫине тӗк тирнӗ, чӗркуҫҫи таран шывра тӑрать. Ку вара Лӑпкӑ океана ҫитме пултарнӑ пирӗн пӗр-пӗр вырӑс Ваҫка пек. Ку кӗнекене эпӗ те юратрӑм. Анчах Катя тесен! Вӑл тӗлӗкӗнче те ҫав кӗнекепех аташакан пулчӗ. Ҫӳрессе те ҫывӑрнӑ пек ҫӳрекен пулчӗ, ыйӑхран вӑрансан та ак ҫакна пӗлтермешкӗн ҫеҫ: «Тлакскаланцӑсем пархатарлӑ ҫул суннӑ хыҫҫӑн, Кортес тухса кайрӗ те тата темиҫе кунтан инксен йышлӑ халӑхлӑ столицине пырса кӗчӗ», темешкӗн ҫеҫ вӑранать тейӗн ҫав.

Ҫав кӗнекене вуличчен, кушака та Васена тесе ҫеҫ йыхӑратчӗҫ, Катя ӑна Иптакчухуатль ят пачӗ — Мексикӑра ҫавӑн пек ятлӑ ту тӑрри пур иккен. Тепӗр ту тӑррине Попокатепетль теҫҫӗ, унпа вара Нина Капитоновнӑна чӗнесшӗнччӗ, анчах Катьӑн ку ӗҫӗ тухмарӗ. Нина Капитоновна хӑйне «кукамай» тенинчен урах нимӗне те итлемерӗ.

Пӗр сӑмахпа каласан, енчен Катя мӗншӗн те пулин кӳреннӗ пулсан, ӗнтӗ мӗн тусан та Мексикӑна хӑй тупманнишӗн те Перу таврашне хӑйне пӑхӑнтарайманшӑн ҫеҫ кӑмӑлсӑр пулчӗ. Анчах мӗн пуласси малта-ха. Ун шухӑшне пӗлетӗп эпӗ. Вӑл капитан пуласшӑн.

Сайт:

 

Статистика

...подробней