Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрланине сиссен, мӗнле макӑрнӑ та кӑшкӑрнӑ пулӗччӗ вӑл!Можно себе представить, какие вопли поднял бы он, обнаружив покражу!
XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Вӑл писевсемпе шуралмаллисене ун комодӗнчен вӑрланине туйса илнӗ те, унӑн шуратнӑ пичӗ ҫилленнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ирӗкри юлташсем, унӑн кӑмӑлне хӑпартас тесе, вӗсен хваттерӗнчи сӗтел-пукансене кам вӑрланине пӗлни ҫинчен, вӑррине асӑрхасах тӑни ҫинчен пӗлтерчӗҫ.
1943 ҫулхи майӑн 22-мӗшӗ // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Анчах ҫыннӑн типӗтнӗ какайне, ҫыннӑн сысна ашне тата ытти ҫавӑн пек хаклӑ япалисене илни вӑл чӑнахах вӑрлани пекех туйӑнчӗ, ҫав вӑрланине хиреҫ библире те уйрӑм заповедь пур.
13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӗсем усал шухӑшлӑ ҫынсем кун пек майпа укҫа «вӑрланине» пӗлеҫҫӗ, апла пулин те ку инкек вӗсемпе пулса иртмессе шанаҫҫӗ.
Айванлӑха пула ултавҫӑсен тыткӑнне лекеҫҫӗ // Эльвира КУЗЬМИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.07.26
20. Акӑ Эпӗ ҫӗр ҫинчи пур патшана та — тухӑҫран та кӑнтӑртан, ҫурҫӗртен те анӑҫран — чӗнсе пуҫтаратӑп: вӗсем Манран хӑраса тӑччӑр, хӑйсем вӑрланине каялла тавӑрса паччӑр.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Тата: «ав ӗҫӗ мӗн чухлӗ!» тесе калатӑр та ҫав апата тиркетӗр, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, эсир парне кӳме вӑрланине, уксаххине, чирлине илсе килетӗр, ҫӑкӑр парни те сирӗн ҫавӑн йышшиех: ҫакна Эпӗ сирӗн аллӑртан кӑмӑлласа йышӑнма пултарӑп-и вара? тет Ҫӳлхуҫа.
Мал 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав путеке ман патӑма ҫӗклесе кӗчӗҫ те, вӑл макӑра пуҫларӗ; эпӗ арӑмран ыйтрӑм: мӗнле качака путекки ку? вӑрланӑскер мар-и? хуҫине леҫсе пар ӑна! вӑрланине ҫиме юрамасть, терӗм.
Тов 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, хӑйне шанса панине е хӑй патне хунине, е хӑй вӑрланине йӑхташӗ умӗнче тунсассӑн, е йӑхташне улталасассӑн, 3. е тата ҫухатнӑ япалана тупса унран тунсассӑн, е, суя тупа туса ҫылӑха кӗрекен ҫын пек, пӗр-пӗр ӗҫ тӗлӗшӗнчен суйса тупа тусассӑн, 4. ҫапла ҫылӑх туса айӑпа кӗрсессӗн, мӗн вӑрланине е мӗн туртса илнине, е хӑйне шанса панине, е хӑй тупнӑ япалине тавӑрса патӑр; 5. е мӗн ҫинчен те пулин суя тупа тунӑ пулсассӑн, вӑл пӗтӗмпех тавӑрса патӑр, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушса, япали камӑн пулнӑ, ҫав ҫынна ӳкӗнӗҫ парни кӳнӗ кун патӑр; 6. хӑйӗн айӑпӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне сурӑх кӗтӗвӗнчен, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр путек илсе пытӑр; 7. священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ, вара вӑл кирек мӗн тунӑ пулсассӑн та, унӑн айӑпӗ пӗтӗмпех каҫарӑнӗ, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене [хӑйӗн арӑмӗ] Рахиль вӑрланине Иаков пӗлмен.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.