Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Пулт 31

Раздел: Библи –> Пултарни

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.03.27 20:43

Предложений: 56; Слово: 1111

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Лаван ывӑлӗсем: пирӗн аттенӗн мӗн пуррине пурне те Иаков ярса илчӗ, ҫак пурлӑхне пӗтӗмпех пирӗн атте мулӗнчен пуҫтарса турӗ, тенӗ. [Иаков] ҫак сӑмахсене илтнӗ. 2. Иаков Лаванӑн сӑнне курнӑ та — акӑ вӑл уншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар. 3. Ҫӳлхуҫа Иакова каланӑ: аҫусен ҫӗрне, хӑв ҫуралнӑ ҫӗршыва, таврӑн; Эпӗ санпала пӗрле пулӑп, тенӗ. 4. Иаков Рахильпе Лийӑна хире, хӑйӗн вак выльӑхӗсен кӗтӗвӗ патне, чӗнтерсе илнӗ те 5. вӗсене каланӑ: эпӗ сирӗн аҫӑр сӑнне куратӑп та, вӑл маншӑн ӗнерхи пек, виҫӗмкунхи пек мар; анчах ман аттемӗн Турри манпа пӗрле пулчӗ; 6. эпӗ сирӗн аҫӑршӑн мӗнпур вӑйӑмпа ӗҫлесе тӑнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, 7. сирӗн аҫӑр вара мана улталаса пурӑнчӗ, мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӗ; анчах Турӑ ӑна мана усал тума памарӗ. 8. Вӑл мана чӑпар выльӑх сана парне пулӗ тесессӗн, пур выльӑх та чӑпар пӑранлама пуҫларӗ. Вӑл мана улисем сана парне пулӗҫ тесессӗн, пур выльӑх та ула пӑранлама пуҫларӗ. 9. Турӑ сирӗн аҫӑртан [мӗнпур] выльӑх-чӗрлӗхне туртса илсе [ӑна] мана пачӗ. 10. Пӗрре, выльӑхсем йӑхнӑ вӑхӑтра, эпӗ тӗлӗкре акӑ мӗн куртӑм: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] ула, чӑпар, хушка. 11. Турӑ Ангелӗ мана тӗлӗкре: Иаков! терӗ. Эпӗ: кунтах эпӗ, терӗм. 12. Вӑл каларӗ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] пурте ула, чӑпар, хушка, мӗншӗн тесессӗн Лаван сана мӗн тунине эпӗ пурне те куратӑп; 13. Эпӗ [сана] Вефильре [курӑннӑ] Турӑ, эсӗ унта палӑк ҫине ҫу юхтартӑн, эсӗ унта Мана сӑмах патӑн; халӗ ӗнтӗ тӑр та ҫак ҫӗртен тух, хӑвӑн ҫуралнӑ ҫӗршывна таврӑн, [Эпӗ санпала пӗрле пулӑп,] терӗ, тенӗ. 14. Рахильпе Лия ӑна хуравласа каланӑ: аттемӗр килӗнче пире пай, еткер пур-и тата? 15. пире вӑл ют вырӑнне хумасть-и-ха? вӑл пире сутрӗ, пирӗн кӗмӗле те ҫисе ячӗ; 16. ҫавӑнпа ӗнтӗ Турӑ пирӗн аттерен туртса илнӗ пӗтӗм пурлӑх [тата мул] — пирӗн, пирӗн ачасенӗн; ҫапла ӗнтӗ Турӑ хӑвна мӗн каланине пурне те ту, тенӗ.

17. Иаков вара хӑйӗн ачисене, арӑмӗсене тӗвесем ҫине лартнӑ, 18. хӑйӗн ашшӗ Исаак патне Ханаан ҫӗрне тухса кайнӑ чухне вӑл хӑйӗн мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, хӑй пуҫтарнӑ мӗнпур пурлӑхне, Месопотамире ӗҫлесе илнӗ выльӑх-чӗрлӗхне, [хӑйӗн мӗн пуррине йӑлтах] хӑйпе пӗрле илсе тухнӑ. 19. Лаван хӑй выльӑхӗн ҫӑмне касма кайсассӑн, Рахиль хӑйӗн ашшӗн йӗрӗхӗсене вӑрласа тухнӑ. 20. Хӑй тухса кайнине пӗлтермесӗр Иаков арамей ҫыннин Лаванӑн чӗрине хавшатса хӑварнӑ. 21. Вӑл хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе илсе тухса кайнӑ; вӑл, шыв урлӑ каҫса, Галаад тӑвӗ патнелле кайнӑ.

22. Виҫҫӗмӗш кунне [арамей ҫыннине] Лавана Иаков тухса кайни ҫинчен каласа панӑ.

23. Вара Лаван хӑйпе пӗрле [ывӑлӗсене тата] хурӑнташӗсене илнӗ те ун хыҫҫӑн ҫичӗ кун хӑваланӑ, ӑна Галаад тӑвӗ ҫинче хӑваласа ҫитнӗ. 24. Арамей ҫыннине Лавана ҫӗрле тӗлӗкре Турӑ курӑннӑ та ӑна каланӑ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, тенӗ.

25. Лаван Иакова хӑваласа ҫитнӗ; Иаков хӑйӗн чатӑрне ту ҫине карса лартнӑ пулнӑ, Лаван та хӑйӗн йӑхташӗсемпе Галаад тӑвӗ ҫине карса лартнӑ. 26. Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑралпа тыткӑна илнӗ ҫынсене илсе кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27. мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана каламарӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑттӑм; 28. эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн. 29. Аллӑмра сире усал тумалӑх вӑйӑм-халӑм пур, анчах сирӗн аҫӑр Турри ӗнер манпала калаҫнӑ чухне каларӗ: сыхлан, Иакова ырӑ та, усал та ан кала, терӗ. 30. Эсӗ кайнах пултӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн аҫу килне санӑн чӑтма ҫук каяссу килетчӗ, — мӗншӗн-ха эсӗ манӑн турӑсене вӑрларӑн? тенӗ. 31. Иаков Лавана хуравласа каланӑ: эпӗ хӑрарӑм, вӑл манран хӑйӗн хӗрӗсене [тата манӑн мӗн пуррине] туртса ан илтӗрччӗ терӗм, тенӗ. 32. [Иаков тата каланӑ:] туррусене камра тупӑн, вӑл чӗрӗ юлаймӗ; хамӑр хурӑнташсем умӗнче пӑхса тух, ман патӑмра [санӑнни] мӗн те пулин тупӑнсассӑн, илсе каях ӑна, тенӗ. [Анчах вӑл унран нимӗн те пӗлеймен.] Вӗсене [хӑйӗн арӑмӗ] Рахиль вӑрланине Иаков пӗлмен.

33. Лаван Иаков чатӑрне те, Лия чатӑрне те, икӗ хӑрхӑм чатӑрӗсене те кӗрсе пӑхнӑ, [ухтарнӑ,] анчах тупайман. Лия чатӑрӗнчен тухсассӑн, Рахиль чатӑрне кӗнӗ. 34. Рахиль вара йӗрӗхсене тӗве йӗнерӗ айне пытарса хунӑ та хӑй вӗсем ҫине улӑхса ларнӑ. Лаван пӗтӗм чатӑрне ухтарса тухнӑ, анчах тупайман. 35. Рахиль хӑйӗн ашшӗне каланӑ: эпӗ сан умӑнта ура ҫине тӑманшӑн манӑн хуҫам ан ҫиллентӗр, мана хӗрарӑма пулаканни пулнӑ, тенӗ. [Лаван пӗтӗм чатӑра] ухтарса тухнӑ, анчах йӗрӗхӗсене тупайман.

36. Иаков ҫилленсе ҫитнӗ те Лаванпа тавлаша пуҫланӑ. Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? 37. эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳнти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑтарт; иксӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр. 38. Акӑ эпӗ сан патӑнта ҫирӗм ҫул пурӑнтӑм; санӑн сурӑхусемпе качакусем пӑран пӑрахмарӗҫ; эпӗ санӑн кӗтӗвӳнти такасене пусса ҫимерӗм; 39. тискер кайӑк ҫурса пӑрахнине сан патна илсе пымарӑм, вӑл сиенӗ ӗнтӗ ман ҫие пулатчӗ; кӑнтӑрла мӗн ҫухалнине те, ҫӗрле мӗн ҫухалнине те эсӗ манран шыраса илеттӗн; 40. кӑнтӑрла шӑрӑхпа, ҫӗрле сивӗпе асапланаттӑм; ыйӑхӑм вӗҫнипе куҫ хупмастӑм. 41. Санӑн ҫуртунта манӑн ҫирӗм ҫул ҫапла иртрӗ. Икӗ хӗрӳшӗн эпӗ сана вунтӑватӑ ҫул ӗҫлесе тӑтӑм, санӑн выльӑхушӑн ултӑ ҫул ӗҫлерӗм; эсӗ мана парассине вунӑ хут та улӑштарса пӑхрӑн. 42. Манпала пӗрле аттемӗн Турри, Авраам Турри, пулман пулсассӑн тата Исаак Сехри пулман пулсассӑн, эсӗ мана нимӗнсӗр кӑларса яраттӑн. Манӑн асапӑмсене, манӑн аллӑм тунӑ ӗҫе Турӑ курчӗ те ӗнер манӑн хута кӗчӗ, тенӗ.

43. Лаван Иакова хуравласа каланӑ: хӗрсем — манӑн хӗрӗмсем; ачасем — манӑн ачамсем; выльӑхӗ — манӑн выльӑх; эсӗ мӗн кураканни пӗтӗмпех манӑн: халӗ хамӑн хӗрӗмсене, вӗсем ҫуратнӑ ачисене мӗн те пулин тума пултараятӑп-и? 44. Халӗ ӗнтӗ санпа иксӗмӗр килӗшӳ тӑвар, санпа манӑн хушшӑмӑрти кӳнтелен ҫакӑ пулӗ, тенӗ. [Ҫавӑн чухне Иаков ӑна каланӑ: акӑ пирӗнпе пӗрле никам та ҫук; асту, санпа манӑн хушшӑмӑрти кӳнтелен — Турӑ, тенӗ. 45. Иаков чул илнӗ те ӑна палӑк туса тӑратса лартнӑ. 46. Иаков хӑйӗн хурӑнташӗсене: чул пухӑр, тенӗ. Вӗсем чул пуҫтарса сӑрт туса хунӑ, ҫавӑнта, чул сӑрт ҫинче, [ӗҫнӗ те,] ҫинӗ те. [Лаван ӑна каланӑ: манпа сан хушшӑмӑрта паян ҫак сӑрт кӳнтелен пулчӗ, тенӗ.] 47. Лаван ҫав сӑрта Иегар-Сагадуфа ят панӑ; Иаков вара ӑна Галаад тенӗ. 48. Лаван [Иакова] каланӑ: паянтан ҫак сӑрт [тата хам лартнӑ палӑк] манпа сан хушшӑмӑрти кӳнтелен пулчӗ, тенӗ. Ҫавӑнпа ӑна Галаад тесе ят панӑ та, 49. тата ӑна Мицпа тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Лаван каланӑ: эпир пӗр-пӗрин куҫӗнчен ҫухалсассӑн, сана та, мана та Ҫӳлхуҫа тӗсесе тӑтӑр; 50. эсӗ манӑн хӗрӗмсене усал тӑвас пулсассӑн е манӑн хӗрӗмсемсӗр пуҫне татах арӑм илес пулсассӑн, асту, пирӗн хушшӑмӑрта [куракан] ҫын ҫук пулсассӑн та, манпа сан хушшӑмӑрта Турӑ кӳнтелен пулӗ, тенӗ.

51. Лаван Иакова татах каланӑ: акӑ сӑрт, акӑ эпӗ хампа сан хушшӑмӑра лартнӑ палӑк; 52. ҫак сӑрт та кӳнтелен, ҫак палӑк та кӳнтелен: усал тӑвас шухӑшпа эпӗ те сан патна ҫак сӑртран иртмӗп, эсӗ те ман патӑма ҫак сӑртран, ҫак палӑкран иртмӗн; 53. пирӗн хушшӑмӑрта Авраам Турри, Нахор Турри — вӗсенӗн ашшӗсен Турри — сут тутӑр, тенӗ. Иаков хӑйӗн ашшӗн Исаакӑн Сехрипе тупа тунӑ. 54. Иаков вара ту ҫинче парне выльӑхӗ пуснӑ та хӑйӗн хурӑнташӗсене ҫӑкӑр ҫиме чӗннӗ; вӗсем ҫӑкӑр ҫинӗ, [ӗҫнӗ,] ту ҫинчех ҫӗр каҫнӑ.

55. Лаван ирхине ирех тӑнӑ та хӑйӗн мӑнукӗсене, хӗрӗсене чуптуса вӗсене пилленӗ. Унтан Лаван каялла кайнӑ, хӑйӗн килне таврӑннӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней