Поиск
Шырав ĕçĕ:
41. Вара пурте пытаннӑ вӑрттӑнлӑха уҫса паракан сӑваплӑ Ҫӳлхуҫа Тӳрене мухтавланӑ, 42. вӗсем кӗлтунӑ, тунӑ ҫылӑх пачах ҫухалтӑрччӗ тесе тархасланӑ; мухтавлӑ Иуда пуҫ хунисен айӑпӗпе мӗн пулса иртнине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курнӑ халӑха ҫылӑхран сыхланса пурӑнма ӳкӗтленӗ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫырса хӑварнисенче тата ҫакӑн пек калани те пур: Турӑ уҫса панипе, ҫак пророк ту ҫине хӑпарнӑ чухне хӑй хыҫҫӑн кӗлӗ чатӑрӗпе саккун арчине ҫӗклесе пыма хушнӑ; Моисей шӑпах ҫак ту ҫине улӑхсассӑн Турӑ паракан еткере курнӑ пулнӑ.
2 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Кӗлли ҫапла пулнӑ: «Эй Ҫӳлхуҫа, эй Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр, Пурне те Пултарнӑ Турӑ, хӑрушӑ та вӑйлӑ, тӳрӗ те хӗрхенекен кӑмӑллӑ, пӗртен-пӗр Патша, ырӑлӑх кӑтартакан, 25. пӗртен-пӗрех пурне те паракан, пӗртен-пӗрех тӳрӗ те пурне те пултаракан, ӗмӗрех пур Турӑ, Израиле мӗнпур усаллӑхран ҫӑлса пыракан, аттемӗрсене суйласа илнӗ, вӗсене тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Туррӑмӑр!
2 Мак 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
88. Ҫав ӗҫсем ҫинчен илтсессӗн, Александр патша Ионафана тата ытларах чысланӑ, 89. вӑл ӑна ылтӑн тӑха — патша хурӑнташӗсене ҫеҫ паракан япала — ярса панӑ тата Аккарон хулипе унӑн пӗтӗм ҫӗрне еткерлӗхе парнеленӗ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
65. Акӑ Симон, сирӗн пӗртӑванӑр: пӗлетӗп, вӑл канаш паракан ҫын, яланах ӑна итлесе пурӑнӑр, вӑл сирӗншӗн аҫӑр вырӑнне пулӗ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун умне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесемпе, ҫулталӑкри пӑрусемпе, тӑрас-и?Предстать ли пред Ним со всесожжениями, с тельцами однолетними?
Мих 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Мана пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне е ҫӑкӑр парни кӳрес пулсан, Эпӗ вӗсене йышӑнмӑп, самӑртнӑ пӑрусем пусса кӳнӗ тав парни ҫине те ҫавӑрӑнса пӑхмӑп.
Ам 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Вара, ҫилленсе кайса, патша апӑссене тата вӗсен арӑмӗсемпе ачисене тытса килме хушнӑ; лешӗсем ӗнтӗ хӑйсене кӗрсе-тухса ҫӳреме, сӗтел ҫинчи ҫимӗҫе ӗҫсе-ҫисе тӑма май паракан вӑрттӑн алӑка кӑтартнӑ.
Дан 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Аслӑ пуҫлӑхсемпе сатрапсем вара патшалӑх ӗҫӗнче Даниила айӑплама май паракан сӑлтав шырама пикеннӗ; анчах нимӗнле сӑлтав та, ҫитменлӗх те тупайман, мӗншӗн тесессӗн Даниил шанчӑклӑ ҫын пулнӑ, унӑн ӗҫӗнче йӑнӑш туни те, улталани те пулман.
Дан 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Юхӑм шыв хӗррипе ку енче те, леш енче те ҫимӗҫ паракан тӗрлӗ йывӑҫ ӳсӗ: вӗсенӗн ҫулҫи шанмӗ, вӗсем вӗҫӗмсӗр ҫимӗҫ кӳрсе тӑрӗҫ; уйӑхсерен ҫӗнӗ ҫимӗҫ ҫитӗнӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем валли шыв Турӑ Ҫурчӗн сӑваплӑ пӳлӗмӗнчен юхать; вӗсенӗн ҫимӗҫӗ ҫиме, ҫулҫи эмеллеме пулӗ.
Иез 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫак уяв кунӗсенче, ҫичӗ кун хушши, кашни кун унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнене ҫичӗ пӑру тата айӑпсӑр ҫичӗ сурӑх таки кӳмелле, ҫылӑх парнине унӑн кашни кун качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки кӳмелле.
Иез 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Сирӗн малтан ӗлкӗрнӗ пӗтӗм ҫимӗҫӗр, кӑмӑлтан паракан тӗрлӗ парнӗрсем, — вӗсем кирек мӗн пулсассӑн та, — пурте священниксен пулать; хӑвӑр килӗр пиллӗхлӗ пултӑр тесен, малтан авӑртнине те священника парӑр.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫав ҫичӗ кун иртсен, саккӑрмӗш кунне тата малашне те, священниксем сирӗн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене, канӑҫлӑх парнисене парне сӗтелӗ ҫине ҫӗклесе хурӗҫ; Эпӗ сирӗншӗн ырӑлӑхлӑ пулӑп, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.
Иез 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫакна мӗн те пулин туса, сана ырӑлӑх паракан тупӑнман, никамӑн куҫӗ те сан ҫине хӗрхенсе пӑхман; санӑн пурӑнӑҫна ниме хумасӑр, ҫуралнӑ кунӑнтах сана хире кӑларса пӑрахнӑ.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра пирӗншӗн те кӗлтӑвӑр, эпир ӗнтӗ хамӑр Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр, Ҫӳлхуҫа хаярлӑхӗ, Унӑн ҫилли пирӗнтен паянхи кунчченех сирӗлмест; 14. хӑвӑра ярса паракан ҫак кӗнекене вуласа тухӑр: ӑна Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче уяв кунӗсенче, ятарлӑ кунсенче халӑха вуласа парӑр.
Вар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Давид йӑхӗнче Израиль килӗн патша пуканӗ ҫинче ларакан ар пӗтмӗ, 18. левит-священниксен те Ман куҫӑм умӗнче ӗмӗрӗпех пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парне кӳме, тырӑ-пулӑ парни ҫунтарма, кулленхи парнесене кӳме ар ҫитменни пулмӗ, тет.
Иер 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Эпӗ яман, Эпӗ хушман пулин те, хӑйсен суя тӗлӗкӗсене каласа паракан, Манӑн халӑхӑма улталаса-илӗртсе ҫӳрекен, хӑйсен халӑхне нимӗнле усӑ та кӳмен пророксене хирӗҫ тӑратӑп, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: вилнисене асӑнакан ҫурта ан кӗр, вӗсемпе пӗрле ан хӳхле, вӗсене хӗрхенсе ан хурлан, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ҫак халӑхран Хам паракан канӑҫлӑха, ырӑлӑха, хӗрхенӗве туртса илтӗм, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: парнесем кӳрӗр, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнӗрсене кӳрӗр, аш ҫийӗр; 22. сирӗн аҫӑрсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун Эпӗ вӗсене пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫинчен, ытти парне ҫинчен каламарӑм, ӳкӗтлемерӗм, 23. анчах вӗсене ҫакӑн пек ӳкӗтлерӗм: «Мана итлӗр, вара Эпӗ сирӗн Туррӑр пулатӑп, Эсир Манӑн халӑхӑм пулатӑр, хӑвӑра ырӑ пултӑр тесессӗн, Эпӗ вӗрентекен ҫулпа ҫӳрӗр» терӗм.
Иер 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ сире тулӑх ҫимӗҫ паракан ҫӗршыва илсе килтӗм, унӑн ҫимӗҫӗпе тӑранса, унӑн ырӑлӑхне курса пурӑнччӑр терӗм; эсир вара унта ҫитрӗр те Манӑн ҫӗрӗме вараларӑр, Манӑн еткере ирсӗре кӑлартӑр.
Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.