Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Иез 45

Раздел: Библи –> Иезекииль пророк кӗнеки

Автор: Библи

Источник: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Добавлен: 2016.04.17 13:58

Предложений: 25; Слово: 602

Тип текста: Религия

По-русски Тема: Религия

1. Шӑпа ярса пай ҫӗрӗ валеҫнӗ чухне Ҫӳлхуҫа валли парне ҫӗр — сӑваплӑ лаптӑк — уйӑрӑр, унӑн тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин шалча, сарлакӑшӗ вунӑ пин пултӑр; ҫак вырӑн пӗтӗмпе, йӗри-тавра сӑваплӑ пултӑр. 2. Ҫак лаптӑкран пур енчен те пилӗкҫӗр шалча чухлӗ тӑваткал ҫӗр Турӑ Ҫурчӗ валли пулать, унӑн тавра аллӑ чике сарлакӑш уҫӑ вырӑн пулмалла. 3. Ҫак шутран ҫирӗм пилӗк пин шалча тӑршшӗ, вунӑ пин сарлакӑш ҫӗр виҫсе ил, ҫакӑнта Сӑваплӑ вырӑн, Сӑваплӑран Сӑваплӑ пӳлӗм, вырӑнаҫӗ. 4. Ку вӑл — ҫӗршывӑн сӑваплӑ ҫӗрӗ. Вӑл священниксене — Турӑ Ҫуртӗнче кӗлӗ туса тӑракансене, Ҫӳлхуҫана ӗҫлесе тӑмашкӑн Ун патне ҫывӑхаракансене — пулӗ. Вӑл вӗсен ҫурчӗсене лартмалли вырӑн пулӗ, Сӑваплӑ вырӑн та ҫакӑнта пулӗ. 5. Ҫирӗм пилӗк пин шалча тӑршшӗ, вунӑ пин шалча сарлакӑш ҫӗр Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан левитсен ҫӗрӗ пулӗ, вӗсем ҫавӑнта пурӑнӗҫ.

6. Хулана та ҫӗр парӑр, унӑн сарлакӑшӗ пилӗк пин, тӑршшӗ ҫирӗм пилӗк пин пултӑр; вӑл Ҫӳлхуҫана уйӑрса панӑ сӑваплӑ вырӑна хирӗҫ пулмалла; ҫак ҫӗр пӗтӗм Израиль килне пулмалла.

7. Аслӑ пуҫлӑха ку енне те, тепӗр енне те пай парӑр, вӑл Ҫӳлхуҫана уйӑрса панӑ сӑваплӑ ҫӗр ҫумӗнче тата хула ҫӗрӗ ҫумӗнче — анӑҫ енче анӑҫ еннелле, тухӑҫ енче тухӑҫ еннелле — пултӑр, унӑн тӑршшӗ анӑҫ чиккинчен тухӑҫ чиккине ҫитиччен ытти пай ҫӗрсен тӑршшӗпе танлашмалла. 8. Ку вӑл — унӑн ҫӗрӗ, унӑн Израильри пайӗ, ӗнтӗ малашне Израиль пуҫлӑхӗсем Манӑн халӑхӑма ан хӗсӗрлеччӗр, вӗсем Израиль килне йӑхӑн-йӑхӑн ҫӗр уйӑрса паччӑр.

9. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: Израиль пуҫлӑхӗсем, ҫитӗ ӗнтӗ сире! кӳрентерме, пусмӑрлама пӑрахӑр, тӗрӗс сут тӑвӑр, тӳррине тӑвӑр, Манӑн халӑхӑма хӑй ҫӗрӗнчен хӗстерсе кӑларма чарӑнӑр, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ.

10. Сирӗн тӗрӗс виҫе, тӗрӗс ефа, тӗрӗс бат пултӑр. 11. Ефапа бат пӗр виҫеллӗ пулмалла, апла пӗр бата хомерӑн вуннӑмӗш пайӗ, ефана та хомерӑн вуннӑмӗш пайӗ кӗмелле; вӗсен виҫине хомер тӑрӑх шутламалла. 12. Пӗр сикль ҫирӗм герӑпа танлашать; сирӗн ҫирӗм сикль, ҫирӗм пилӗк сикль тата вунпилӗк сикль вара пӗр мина шутланать.

13. Аслӑ пуҫлӑха сирӗн акӑ мӗнле хырҫӑ парса тӑмалла: пӗр хомер тулӑран ефан улттӑмӗш пайне, пӗр хомер урпаран ефан улттӑмӗш пайне парас пулать; 14. йывӑҫ ҫӑвӗ памалли йӗрке: пӗр кор чухлӗ йывӑҫ ҫӑвӗнчен батӑн вуннӑмӗш пайне памалла; вунӑ бат пӗр хомер пулать, мӗншӗн тесен пӗр хомерта вунӑ бат шутланать; 15. Израилӗн тулӑх кӗтӳлӗхӗнче ҫӳрекен икҫӗр пуҫ сурӑх кӗтӗвӗнчен пӗр сурӑх памалла: ҫакӑ пурте — тырӑ-пулӑ парни валли, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни валли, ку сире тасатма пулӗ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ. 16. Ҫак парнесене ҫӗрӗн пӗтӗм халӑхӗ Израилӗн аслӑ пуҫлӑхне пама тивӗҫ. 17. Аслӑ пуҫлӑх вара пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне тата тырӑ-пулӑ парни парса тӑма тивӗҫлӗ, уявсенче тата ҫӗнӗ уйӑх тунӑ кунсенче, шӑматкунсенче, Израиль килӗн пӗтӗм чаплӑ кунӗсенче ҫу юхтарса парне пама тивӗҫлӗ; вӑл Израиль килне тасатмашкӑн ҫылӑх парни, тырӑ-пулӑ парни, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне, тав туса кӳрекен канӑҫлӑх парни пама тивӗҫ.

18. Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать: малтанхи уйӑхра, уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗнче, вӑкӑр кӗтӗвӗнчен айӑпсӑр пӑру ил те Турӑ Ҫуртне тасат. 19. Священник ҫылӑхшӑн кӳмелли парне юнне илтӗр те ӑна Турӑ Ҫурчӗ алӑкӗн янахӗсем ҫине, парне сӗтелӗн тӑватӑ кӗтесне, шалти картиш хапхин янахӗсем ҫине сирпӗттӗр. 20. Уйӑхӑн ҫиччӗмӗш кунӗнче те пӗлсе тата пӗлмесӗр ҫылӑха кӗнисемшӗн ҫапла ту, Турӑ Ҫуртне ҫапла тасатӑр.

21. Малтанхи уйӑхра, уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче, сирӗн Пасха пулать, вӑл ҫичӗ куна тӑсӑлать, ҫавӑн чухне тутлӑлла пӗҫернӗ ҫӑкӑр ҫимелле. 22. Ҫав кун аслӑ пуҫлӑх хӑйшӗн тата пӗтӗм халӑхшӑн ҫылӑх парнине пӑру кӳрет. 23. Ҫак уяв кунӗсенче, ҫичӗ кун хушши, кашни кун унӑн пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнене ҫичӗ пӑру тата айӑпсӑр ҫичӗ сурӑх таки кӳмелле, ҫылӑх парнине унӑн кашни кун качака кӗтӗвӗнчен пӗр качака таки кӳмелле. 24. Тата унӑн тырӑ-пулӑ парни — пӑру пуҫне пӗр ефа, сурӑх таки пуҫне пӗр ефа, ефа пуҫне пӗр гин йывӑҫ ҫӑвӗ — кӳмелле. 25. Ҫиччӗмӗш уйӑхра, уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, уявра, унӑн ҫичӗ кун хушши ҫакӑн пек парнех памалла: ҫылӑх парни те ҫавӑн пекех, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парни те ҫавӑн пекех, тырӑ-пулӑ парни те ҫавӑн чухлех, йывӑҫ ҫӑвӗ те ҫавӑн чухлех пулмалла.

Сайт:

 

Статистика

...подробней