Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эсир ҫав вӑхӑтрах виҫсӗр те, ҫулталӑк каялла пурӑннӑ пекех, питӗ лӑпкӑ пурӑнма пултарнӑ, е пурте пӗр хваттере куҫма, е урӑхла куҫса вырнаҫма, е мӗнле май килнӗ, ҫавӑн пек майлашса, нимӗн тулашмасӑр-тумасӑр пурӑнма, ӗлӗкхи пекех виҫҫӗн пӗрле чей ӗҫме, ӗлӗкхи пекех виҫҫӗн пӗрле оперӑна ҫӳреме пултарнӑ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗҫ кунта — ӗлӗкхи пурнӑҫ килӗшми пулни: килӗшменнин сӑлтавӗ — характерсем пӗр пек мар пулнинче.Сущность дела — недовольство прежним положением; причина недовольства — несходство характеров.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак калаҫу ытла тӗлӗнмелле пулчӗ пулин те, Рахметов йӑлтах тӗп-тӗрӗс тунӑ: калаҫма пуҫланӑ чухне те, калаҫса пӗтернӗ чухне те, — вӑл малтан ман ҫинчен лайӑх ыйтса пӗлсен кӑна ӗҫе тытӑннӑ; эпӗ ӑна чӑнах та хам мӗн шухӑшланине каламан, ҫавӑнпа вӑл мана суеҫ теме те пултарнӑ, ҫакӑ вӑл маншӑн нимӗн чухлӗ те кӳренмелле пулман, Рахметов каланӑ пек, «хальхинче» тесен, мана вӑл пӗртте вӗчӗлтеттермен, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек ӗҫ пулнӑ, вӑл хӑй те мана ӗлӗкхи пекех шанма, тен, хисеплеме те пултарнӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫапла вара калавӑн тӗп пӗлтерӗшӗ тата вӗҫӗ Лопуховшӑн акӑ мӗн пулчӗ: вӑл завод управляющин помощникӗ вырӑнне йышӑнать, управляющи вара фирма юлташӗсенчен пулать, ӑна хисеплӗ шалу параҫҫӗ, хӑй те хисеплӗ ҫын ҫеҫ пулать; ертсе пырасса ӗҫе Лопухов ертсе пырӗ; фирма юлташӗ управляющи вырӑнне ҫак условипе кӑна илчӗ, «эпӗ пултараймастӑп, ӑҫта манран» — «ара, эсир вырӑн ҫеҫ йышӑнӑр, унта тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынна лартӑр, ӗҫе хутшӑнма кирлӗ мар сирӗн, эпӗ ӗҫе хам тӑвӑп», «ҫапла пулсан, юрать, вырӑн йышӑнатӑп», анчах чи кирли власть та-мар-ха, чи кирли вӑл 3500 т. илни, ӗлӗк ӑнсӑртран литературӑпа, уроксемпе, заводри ӗлӗкхи ӗҫпе тупнинчен 1 000 т. яхӑн ытларах илни, апла пулсан, халӗ, заводсӑр пуҫне, пӗтӗмпех пӑрахма та юрать, — питӗ лайӑх.
XXVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр енчен, Кирсанов хӑйне ӗлӗкхи пекех питӗ ӑста тыткаланӑ.И, с другой стороны, Кирсанов выдерживал свою роль с прежнею безукоризненною артистичностью.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах, сывпуллашнӑ май, эпӗ сана пирӗн пата ӗлӗкхи пекех час-час пырса ҫӳреме ыйтатӑп.
XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫакӑ вара, ӗлӗкхи ҫӗнӗрен пуҫланни, уншӑн пурпӗрех мар: вӑл ун кӑмӑлне каймасть, вӑл тата пур ҫынсене тенӗ пек кӑмӑлӗсене каяс ҫук.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Халӗ каллех ӗлӗкхи ҫӗнӗрен пуҫланать.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Санӑн ӗлӗкхи сар пикесӗр пуҫне тата ҫӗнӗ юлташ-хӗр пур-и?
XX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чӑнах та, Кирсанов ӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫларӗ; хӑйӗн шухӑшне вӑл нимӗнпе те пӗлтермерӗ: пӗр сӑмах та ытлашши каламарӗ, пӗр сӑмахпа тытӑнса тӑмарӗ, пӑхса илсе те пӗлтермерӗ; вӑл ӗлӗкхи пекех Вера Павловнӑпа шӳт турӗ, хӑйне ирӗклӗн тыткаларӗ, ӑна Вера Павловнӑпа вӑхӑт ирттерме ӗлӗкхи пекех лайӑх пулчӗ; анчах ӑна Лопуховсем патӗнче ӗлӗкхи пек час-часах пулма, ӗлӗкхи пек ҫӗрӗпех ларса ирттерме кансӗрлекен чӑрмавсем тӗл пула пуҫларӗҫ, халӗ ӑна Лопухов аллинчен е сюртук лацканӗнчен час-часах ярса тытса: «ҫук, тусӑм, эсӗ ку тавлашуран халех каяймӑн», тет; ҫапла вара, Кирсановӑп Лопуховсем патӗнче ирттерекен вӑхӑтне нумайрах та нумайрах юлташӗн диванӗ патӗнче ларса ирттермелле пулчӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ӗлӗкхи пек, кӳреннӗ пек пулса, хӑйне хӑш енчен те пулин лайӑх мар кӑтартма юрамасть: пӗр япалапах икӗ хут улталаймӑн; иккӗмӗш хут та ун пек туни вӑл пӗрремӗш хут туни мӗне пӗлтернине ҫеҫ уҫса панӑ пулӗччӗ, Кирсанов халӗ ҫеҫ мар, ун чухне те герой пулнине кӑтартса панӑ пулӗччӗ.
XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Унӑн ӗлӗкхи юратӑвӗ вӑл — йӗкӗт кама та пулин, кирек кама та пулин юратасшӑн ҫунни ҫеҫ пулнӑ.Прежняя любовь его к ней была только жаждой юноши полюбить кого-нибудь, хоть кого-нибудь.
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Е вӑл малтанхи минутра Кирсанов сӑмахӗсем мӗне пӗлтернине ӑнланмарӗ е, ӑнланчӗ пулсан, ҫак сӑмахсем ҫинчен шухӑшласа пӑхма унӑн вӑхӑт пулмарӗ, вӑл, юрату ҫӗнӗрен пуҫланнипе хавасланса, вилӗмӗ ҫывхарса ҫитни ҫинчен пачах манчӗ, — хуть те мӗнле пулсан та, вӑл хавасланчӗ кӑна: — Епле ырӑ кӑмӑллӑ эсӗ, эсӗ мана ӗлӗкхи пекех юрататӑн, — терӗ.
XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Туятӑп: унччен пурӑннӑ пек пурӑнма пултараймастӑп эпӗ; чиксе вӗлерӗр мана, выҫӑ вилме пултаратӑп, анчах ӗлӗкхи пек пурӑнма пултараймастӑп.Чувствую: не могу я делать того, чем жила; зарежьте меня, с голоду буду умирать, не стану делать.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫиелтен пӑхсан, Кирсановпа Лопухов каллех туссем пек курӑнчӗҫ, Лопухов ӑна, чӑнах та, ӗлӗкхи пекех хисеплерӗ, ун патне час-часах кӗрсе тухрӗ; Вера Павловна та ун ҫине кӑштах ӗлӗкхи пек пӑхма пуҫларӗ, анчах вӑл ӑна хутран-ситрен кӑна куркаларӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тепӗр ҫултан Кирсанов каллех Лопуховсем патне ҫӳреме тытӑнчӗ, халӗ вӑл ӗлӗкхи пекех ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ Кирсанов ӗнтӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Паллах ӗнтӗ, Марья Алексевнӑн вӗрентсе каланӑ сӑмахӗ айӗнче «тӗрӗс» тесе ҫырса, Лопухов ҫапла хушса хунӑ пулӗччӗ: «Марья Алексевна, эсир хӑвӑр йышӑннӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗркесем ӗлӗкхи йӗркесенчен лайӑхрах пулсан, вӗсене тунипе савӑнакан ҫынсене эпӗ ҫӗнӗ йӗрке тумашкӑн тӑрӑшма чармастӑп; халӑх айванлӑхне илес пулсан вара, — эсир ҫав айванлӑх ҫӗнӗ йӗркесем тума чӑрмантарать тесе шутлатӑр, — вӑл, чӑнах та, ӗҫе кансӗрлет; анчах, Марья Алексевна, эсир хӑвӑр та ҫынсем час ӑслӑланмаҫҫӗ тесе тавлашас ҫук, ӑслӑланни усӑллине кура пуҫласан, ҫынсем часах ӑслӑланаҫҫӗ, ӗлӗкрех вӗсем ӑслӑланни кирлине асӑрхамасӑр пурӑннӑ; ӗлӗк вӗсен тӑнлӑ-пуҫлӑ пулмашкӑн майӗ те пулайман, ҫав мая парӑр ҫеҫ вӗсене, вӗсем вӑл майпа усӑ та курӗҫ-и, тен, — эсир ҫакӑнпа та килӗшетӗр ӗнтӗ».
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Лопухов, теорие пӗлекенскер, фактсенчен выводсем тума пултарнӑ, Марья Алексевна йышши ҫынсем, кулленех хӑйсемшӗн тӑрӑшнисӗр тата халӑх хушшинче ҫӳрекен сӑмахсемсӗр: пословицӑсемсӗр, поговоркӑсемсӗр тата ҫавӑн йышши ӗлӗкхи тата чи авалхи кӗске сӑмахсемсӗр пуҫне нимӗн те пӗлмен ҫынсем, выводсем тӑвайман.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ирсӗр ҫемьере лайӑх хӗр ӳснӗ чухне ӗлӗкхи вӑхӑтра ӗҫ мӗнле пӗтни паллӑ.Известно, как в прежние времена оканчивались подобные положения.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Кунсӑр пуҫне тата акӑ мӗн хутшӑннӑ: Сторешников Верочкӑпа ӗлӗкхи пек тӗл пулма пултарайман, анчах унӑн ӑна питӗ курас килнӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.