Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: IX

Раздел: Мӗн тумалла? –> Иккӗмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.11.26 21:29

Предложений: 44; Слово: 1309

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Марья Алексевна Лопухов ҫине мӗнле пӑхнине илсен, ку вӑл кулӑшла хӑтланни евӗр курӑнать. Вӑл та, ку та манран килекен япала мар. Илемлӗх текен япалашӑн тӑрӑшасшӑн пулнӑ пулсан, эпӗ Марья Алексевна Лопухов ҫине мӗнле пӑхнине пытарнӑ пулӑттӑм, вӗсем ҫинчен каласа панине пула романӑн ҫак пайӗ водевиль пекрех пулса тухать. Марья Алексевна Лопухов ҫине мӗнле пӑхнине пытарма ҫӑмӑл пулӗччӗ. Ӗҫ мӗнле пулса пынине унсӑрах ӑнлантарса пама пулӗччӗ. Марья Алексевнӑпа туслӑ пурӑнман пулсан та, учитель хӑй уроксем ирттерекен ҫемьери хӗрпе хутран-ситрен ик-виҫӗ сӑмах калаҫса илнинчен мӗн тӗлӗнмелли пур-ха унта? Юрату амаланса пытӑр тесен, нумай сӑмах кирлӗ-и вара? Верочкӑпа Лопухов тӗлпулӑвӗсем мӗнпе пӗтессишӗн Марья Алексевна пулӑшӑвӗ пӗртте кирлӗ пулман. Анчах эпе ӗҫ ҫинчен вӑл мӗнле пулнӑ, ҫапла каласа кӑтартатӑп, художник чапӗшӗн ҫырас пулсан, ман ӑна урӑхла ҫырмалла пулӗччӗ. Эпӗ ҫырнӑ темиҫе страница водевиль евӗрлех туйӑнаҫҫӗ, ҫакӑ мана, роман ҫыракана, пите кӳрентерет.

Эпӗ ӗҫе каласа кӑтартма мӗнле майлӑрах, ун пек мар, мӗнле пулнӑ, ҫапла кӑтартса парасшӑн, ҫакӑ вара маншӑн тепӗр лайӑх мар япала кӑларса тӑратать: мана Марья Алексевна кулӑшла курӑнни кӑмӑлсӑрлантарать. Марья Алексевна Лопухов ҫураҫнӑ хӗр ҫинчен шухӑшлать, ӑна Марья Алексевна, ҫук ҫӗртенех, хӑй шухӑшласа кӑларчӗ, Лопухов Верочкӑна паракан кӗнекесенче те мӗн каланӑ-ши тесе темӗн тӗрлӗ те шухӑшласа пӑхать, Филипп Эгалите ҫынсене папа тӗнне тытма ҫавӑрман-ши тата Людовик XIV мӗнле сочиненисем ҫырнӑ-ши тесе шухӑшлать. Кашниех йӑнӑшма пултарать; ҫын хӑй ӑнланман япаласем ҫинчен калаҫать пулсан, айван йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ; анчах Марья Алексевна Лопухова кӑмӑллать пулсан, вӑл ӑна хӑйӗн ҫав йӑнӑшӗсене пула кӑна кӑмӑллать тени тӗрӗс мар пулӗччӗ: Марья Алексевнӑна Лопуховӑн чӑн-чӑн ӗҫӗсемпе сӑмахӗсенче мӗн те пулин шанмалла марри курӑннӑ пулсан, пуян хӗр ҫинчен тата Филипп Эгалите ҫинчен пулма пултармалла мар тем тӗрлӗ шухӑшланисем те Марья Алексевнӑн сывӑ ӑс-тӑнне хупӑрласа хурайман пулӗччӗҫ. Марья Алексевна шутланӑ тӑрӑх, ун йышши ҫынсем ҫеҫ хӑйсене Лопухов пек тыткалама пултарнӑ; Лопухов ҫамрӑк та ҫивӗч ҫын, питӗ кӑмӑллӑ, хӗр корсечӗн ӑшнелле шӑтарас пек пӑха-пӑха илмен, ун хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳремен, ним турткаланса тӑмасӑрах Марья Алексевнӑпа картла вылянӑ, «луччӑ эпӗ Вера Павловнӑпа ларатӑп» тесе каламан, япаласем ҫинчен калаҫас пулсан, вӑл Марья Алексевнӑпа хӑй калаҫнӑ пекех калаҫнӑн туйӑннӑ; Марья Алексевна пекех, Лопухов та тӗнчере пур ӗҫе те тупӑш илесшӗн тӑваҫҫӗ, тенӗ, ултавҫӑ улталать пулсассӑн, кунта нимӗн хӗрсе кайма та, ҫав ултавҫа пӑхӑнса тӑмалли чыс принципӗсем ҫинчен кӑшкӑрма та кирлӗ мар, ултавҫӑ хӑй вӑл пӗртте ахалех ултавҫӑ мар, унӑн хӑйӗн условийӗсене кура ҫаван пек пулмалла, вӑл ултавҫӑ пулман пулсассӑн, ҫавна тума май ҫукки ҫинчен каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ — ку вӑл, уншӑн пулсассӑн, ҫав тери ухмах та айван ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫапла, Лопухова нумай енчен хӑй пек тесе, Марья Алексевна тӗрӗс шутланӑ.

Марья Алексевна Лопухов шухӑшӗсене, вӑл мӗнле шухӑшланисене килӗштерет, ҫакна пула вӗреннӗ ҫынсен куҫӗ умӗнче Лопухов ячӗ чылаях каяссине эпӗ ӑнланатӑн. Анчах эпӗ никама та хӗрхенсе тӑрасшӑн мар, тата, Лопухов Розальскисен ҫемйинче лайӑх мар хӑтланнине кӑтартса патӑм пулин те, Лопуховшӑн ҫав тери сиенлӗ ҫак условисене пытарса тӑмастӑп; эпӗ ытларах та тӑрӑшатӑп: Лопухов чӑнах та Марья Алексевна кӑмӑлне кайма тивӗҫ пулнине эпӗ хамах ӑнлантарса пама пуҫлатӑп.

Чӑнах та, Лопуховпа Вера калаҫӑвӗсенчен ҫакӑ курӑнать: Лопухов шухӑшӗсем тӗрлӗрен хитре идейӑсен ҫепӗҫ чӗлхеллӗ партизанӗсене мар, Марья Алексевна йышши ҫынсене ҫӑмӑллӑнах лайӑх шухӑшсем пек туйӑнма пултарнӑ. Япаласем Лопухова этем йӑхӗнчи мӗнпур ҫынсене курӑннӑ пекех курӑннӑ, вӗсем хитре идейӑсен партизанӗсене ҫеҫ урӑхла курӑннӑ. Марья Алексевна Сторешников сӗнӗвӗ пирки Лопухов мӗн каланине савӑнсах тепӗр хут калама пултарнӑ пулсан, Лопухов хӑй те Марья Алексевна Верочкӑна ӑса вӗрентни айне кӑмӑллӑнах «тӗрӗс» тесе алӑ пуснӑ пулӗччӗ. Вӗсен шухӑшӗсем ытла та пӗр пек пулнӑ, ҫавӑнпа вара нумай вӗреннӗ ырӑ кӑмӑллӑ романистсемпе журналистсем тата пирӗн халӑха вӗрентекен ытти ҫынсем: «Ку Лопухов йышши ҫынсем Марья Алексевна йышши ҫынсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ» тесе тахҫанах пӗлтернӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн чухлӗ вӗреннӗ ырӑ кӑмӑллӑ писательсем Лопухов йышши ҫынсене ҫавӑн пек ӑнланнӑ пулсан, невушлӗ эпир Марья Алексевнӑна вӑл Лопухов йышши ҫынсене пирӗн чи лайӑх писательсем, мыслительсемпе вӗрентекенсем ӑнланнинчен ытларах ӑнланайманшӑн вӑрҫӑпӑр?

Паллах ӗнтӗ, Марья Алексевна ҫак писательсем пӗлнине ҫуррине те пулин пӗлнӗ пулсан, унӑн Лопухов унпа ҫывӑх пулма пултарайманнине тавҫӑрса илме ӑс ҫитнӗ пулӗччӗ. Анчах вӗренмен хӗрарӑм пулнисӗр пуҫне, Марья Алексевна йӑнӑшне тата Лопухов ӑна хӑй шухӑшне йӑлтах каламан пирки те каҫарма пулать, Лопухов пропагандист пулнӑ, анчах чаплӑ идейӑсене юратакан пропагандист мар, чаплӑ идейӑсене юратакан пропагандистсем вӗсем яланах Марья Алексевнӑсене хӑйсене чунтан савӑнтаракан ырӑ кӑмӑллӑ идейӑсене вӗрентесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Лопухов тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын пулнӑ, вӑл 50 ҫул ларакан йывӑҫа тӳрлетме шутламан. Лопуховпа Марья Алексевна фактсене пӗр пекех ӑнланнӑ тата пӗр пекех ӑнлантарса панӑ. Лопухов, теорие пӗлекенскер, фактсенчен выводсем тума пултарнӑ, Марья Алексевна йышши ҫынсем, кулленех хӑйсемшӗн тӑрӑшнисӗр тата халӑх хушшинче ҫӳрекен сӑмахсемсӗр: пословицӑсемсӗр, поговоркӑсемсӗр тата ҫавӑн йышши ӗлӗкхи тата чи авалхи кӗске сӑмахсемсӗр пуҫне нимӗн те пӗлмен ҫынсем, выводсем тӑвайман. Тата вӗсем выводсем туса та аппаланман. Сӑмахран, Лопухов Верочкӑпа «тупӑш» ҫинчен калаҫать, вӑл ҫав «тупӑш» ҫинчен ӑнлантарса пама пуҫлас пулсан, Марья Алексевна, ҫак тупӑшӑн тупӑшӗ хӑйӗн тупӑшӗпе ытлашши пӗр пекех маррине курса, пит-куҫне те пӗркелентерсе илнӗ пулӗччӗ-и, тен, анчах Лопухов Марья Алексевнӑна ун ҫинчен ӑнлантарса паман, Верочкӑпа калаҫнӑ чухне те ун пек ӑнлантарни пулман, мӗншӗн тесен Верочка вӗсем калаҫакан кӗнекесенче вӑл сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ мӗнле пулнине пӗлнӗ. Паллах ӗнтӗ, Марья Алексевнӑн вӗрентсе каланӑ сӑмахӗ айӗнче «тӗрӗс» тесе ҫырса, Лопухов ҫапла хушса хунӑ пулӗччӗ: «Марья Алексевна, эсир хӑвӑр йышӑннӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ йӗркесем ӗлӗкхи йӗркесенчен лайӑхрах пулсан, вӗсене тунипе савӑнакан ҫынсене эпӗ ҫӗнӗ йӗрке тумашкӑн тӑрӑшма чармастӑп; халӑх айванлӑхне илес пулсан вара, — эсир ҫав айванлӑх ҫӗнӗ йӗркесем тума чӑрмантарать тесе шутлатӑр, — вӑл, чӑнах та, ӗҫе кансӗрлет; анчах, Марья Алексевна, эсир хӑвӑр та ҫынсем час ӑслӑланмаҫҫӗ тесе тавлашас ҫук, ӑслӑланни усӑллине кура пуҫласан, ҫынсем часах ӑслӑланаҫҫӗ, ӗлӗкрех вӗсем ӑслӑланни кирлине асӑрхамасӑр пурӑннӑ; ӗлӗк вӗсен тӑнлӑ-пуҫлӑ пулмашкӑн майӗ те пулайман, ҫав мая парӑр ҫеҫ вӗсене, вӗсем вӑл майпа усӑ та курӗҫ-и, тен, — эсир ҫакӑнпа та килӗшетӗр ӗнтӗ». Анчах та Лопухов Марья Алексевнӑна хӑй шухӑшне йӑлтах каласа паман, вӑл асӑрхануллӑ пулнӑ пулин те, ҫак вӑл асӑрхануллӑ пулнинчен килмен, Лопухов Марья Алексевнӑпа латинла калаҫман, ҫавӑн пекех вӑл ӑна хӑйӗн шухӑшне те йӑлтах каласа паман, ӑна медицинӑн питӗ интереслӗ чи ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен хӑй мӗн шухӑшланине каласа парса йӑлӑхтарман: Лопухов, ӑнланмалла мар сӑмахсем кӑшкӑра-кӑшкӑра, ҫынна асаплантарма пултарайман, ку тӗлӗшпе ун ӑс-тӑнӗ те, сӑпайӗ те ҫителӗклех пулнӑ.

Анчах эпӗ ҫаксене пурне те Лопухова тӳрре кӑларас тесе мар, Лопухов мӗнле ҫын иккенне вӑхӑтра туйса илеймен Марья Алексевнӑна тӳрре кӑларас тесе ҫеҫ калатӑп. Лопухова тӳрре кӑларни лайӑх мар пулӗччӗ, мӗншӗн лайӑх маррине каярахпа курӑн. Хӑйсем ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнине пула ӑна тӳрре кӑлармасӑрах каҫарас текен ҫынсем ӑна каҫарма пултарайман пулӗччӗҫ. Вӗсем, сӑмахран, ӑна каҫарас тесе, вӑл медик пулнӑ естественнӑй наукӑсене тӗпчесе вӗреннӗ, тейӗҫ, кунтан вара вӑл материалист тесе шухӑшлама пулать. Анчах та кун пек каҫару вӑл питӗ начар каҫару. Пӗр наука ҫеҫ ун пек шухӑшлаттарать-им? — математика наукисем те, истори наукисем те, общество наукисем те, кирек мӗнле ытти наукӑсем те ун пек шухӑшлаттараҫҫӗ. Анчах та геометрсем, астрономсем, пур историксем, политико-экономсем, юристсем, публицистсем тата кирек мӗнле ытти ученӑйсем — пурте материалистсем-и вӗсем? Пачах та апла мар. Ҫапла вара, Лопухов хӑйӗн айӑпӗнчен хӑтӑлаймасть. Ӑна хӗрхенекен, анчах та каҫарма пултарайман ҫынсем, унтан хӑйӗнчен каҫару ыйтса, ӑна унӑн хӑшпӗр лайӑх енӗсем ҫинчен те калама пултарнӑ. Лопухов, ытти ҫынсемшӗн усӑллӑ ӗҫ тӑвас тесе, пурнӑҫри тӗрлӗ ырлӑхсемсӗр, хисепсӗр юлма ҫирӗппӗн шут тытнӑ, ҫавӑн пек ӗҫпе киленсе пурӑнасси — уншӑн пулсан чи лайӑх тупӑш тесе шухӑшланӑ вӑл; хӑй юратса пӑрахнӑ хитре хӗр ҫине вӑл ҫав тери таса куҫсемпе пӑхнӑ; кашни пиччӗшӗ те хӑйӗн йӑмӑкӗ ҫине ун пек пӑхма пултарайман; анчах ун материализмне кун пек каҫарма хӑтланнине хирӗҫ ҫакна калас пулать: хӑш енчен те пулин лайӑх енсӗр ҫын пӗр ҫын та ҫук вӗт, материалистсем вара, вӗсем кирек мӗнле пулсан та, ҫапах та материалистсемех, ҫакӑ ӗнтӗ вӗсем путсӗр те таса кӑмӑллӑ маррине татӑклӑн кӑтартса парать, материалистсене каҫарма юрамасть, мӗншӗн тесен вӗсене каҫарни вӑл материализм майлӑ пулса, ӑна пулӑшнине пӗлтернӗ пулӗччӗ. Ҫапла ӗнтӗ, Лопухова тӳрре кӑлармасӑр, ӑна каҫарма юрамасть. Ӑна тӳрре кӑларма та юрамасть, мӗншӗн тесен хитре идейӑсене юратакансемпе таса кӑмӑл-туртӑмсене хӳтелекенсем, материалистсене путсӗр те таса кӑмӑллӑ мар ҫынсем тесе пӗлтернӗскерсем, юлашки вӑхӑтра хӑйсене ӑс-пуҫ енчен тата характер енчен те мӗнпур йӗркеллӗ ҫынсем умӗнче, материалистсем-и вӗсем е материалист мар-и — питӗ лайӑх кӑтартса пачӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем ятласран кама та пулин хӳтӗлесси ытлашши ӗҫ пулса тӑрать, вӗсем мӗн каланине итлесси лайӑх мар ӗҫ пулса тӑрать.

Сайт:

 

Статистика

...подробней