Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

илтсен (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах ҫак сӑмахсене илтсен, вӑл алӑка шалт! хупса хӑварчӗ те, эпӗ унӑн йӗм тӗпне вӗри шыв янӑ пекех пӳртрен чупса тухса кайрӗ.

Но тут он хлопнул дверью и выскочил из хаты, как, скажи, я ему кипятку в шаровары плеснул!

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун сӑмахӗсене илтсен, Куприяновна вут лекнӗ типӗ тар пекех пулса кайрӗ:

От его слов Куприяновна вспыхнула, как сухой порох:

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ун чух, ҫуркунне, Атаманчукова колхозран кӑларнине илтсен, Половцев ӑна ҫӗрле хӑй патне чӗнтерсе, хӑйӗн пысӑк янахне хӗссе тытса, ӑна ҫапла каланине пӗлмен, пӗлме пултарайман ҫав Давыдов:

Не знал, не мог знать Давыдов о том, что тогда, весной, Половцев, прослышав об исключении Атаманчукова из колхоза, ночью вызвал его к себе и, сжав массивные челюсти, сквозь зубы сказал:

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хӑйӗн тусӗ тӗлӗнмелле хӑтланни ҫинчен илтсен, вӑл пӗтӗмпех хӑй тӗрӗслеме шут тытать, каҫхине, вӑхӑт нумая кайсан, вӑл Нагульнов патне хваттере пырса кӗрет.

Услышав о диковинной причуде своего друга, он решил все проверить самолично и поздним вечером заявился на квартиру к Нагульнову.

IV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Ҫак хыпара илтсен, Половцев урса кайӗ, ӑшӗ каниччен ислетӗ, тесе шутларӗ вӑл, хӑйне хытӑ хӗнессе йытӑ пек чӗтресе кӗтсе тӑчӗ.

Он думал, что Половцев, услышав о случившемся, взбесится, даст волю кулакам, и ждал расправы, по-собачьи покорный и дрожащий.

II сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

«Чахотка» сӑмаха илтсен, Хуа Да-ма сасартӑках сӑнран улшӑнчӗ, вара кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе, ирӗксӗртен кулам пекки туса, пӳлӗмрен тухрӗ.

При слове «чахотка» старуха сразу изменилась в лице, она натянуто улыбнулась и, расстроенная, поспешно ушла.

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Ыттисем хӑйсен вӑрттӑн шухӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларасран хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та ман сӑмахсене илтсен вӗсем, хӑйсене тыткалама манса, ҫаплипех ҫӑварӗсене уҫмасӑр сиввӗн йӗлпӗрсе кулаҫҫӗ.

Только они боятся, как бы не разгадали их тайного желания, и потому, услышав мои слова, все более раздражаясь, продолжают холодно усмехаться, не разжимая при этом губ.

X // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Половцевӑн уҫӑмсӑррӑн тухакан хулӑнрах сассине илтсен, Яков Лукич лӑштӑрах халран кайса, ҫурӑмӗпе стена ҫумне таянчӗ, аллисемпе пуҫне ярса тытрӗ…

Заслышав глухой половцевский басок, Яков Лукич обессиленно прислонился спиной к стене, схватился за голову…

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Давыдов Гаева колхоза илме шухӑшлать тенине илтсен.

Прослышав о том, что Давыдов намерен принять Гаева в колхоз.

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Марина хӑйӗн ҫӗнӗ упӑшкипе мӗн тери кӑмӑллӑ пулни ҫинчен ҫӳрекен сӑмахсем Андрей хӑлхине те ҫитсе кӗчӗҫ, вӗсене илтсен Андрей хӑй ӑшӗнче салхуллӑн пӑшӑлтатса илет:

И Андрей, до которого доходили слухи о том, что довольна Марина новым мужем, тоскливо шептал про себя:

37-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӗлетсем енчен пӗр вӗҫӗмсӗр тата хаяррӑн кӗрлесе тӑракан шӑв-шава илтсен, Давыдов ирӗксӗрех утӑмне чакарчӗ.

Давыдов невольно замедлил шаг, услышав доносившийся от амбаров сплошной и грозный рев:

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Алӑк чӗриклетнине илтсен, Половцевӗ ҫамки ҫине тытнӑ алтупанне илчӗ, сӑн-питне кил хуҫи еннелле ҫавӑрчӗ те, Яков Лукич акӑ мӗн курчӗ: есаулӑн тарӑн путса кӗнӗ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ куҫӗсенчен шӑпӑртатсах куҫҫулӗ юхать иккен, куҫҫулӗпе йӗп-йӗпех пулнӑ анлӑ сӑмса кӑкӗ йӑлтӑртатса тӑрать…

А Половцев на скрип двери отнял ото лба ладонь, повернулся к Якову Лукичу лицом, и тот впервые увидел, как бегут из глубоко запавших, покрасневших глаз есаула слезы, блестит смоченная слезами широкая переносица…

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ашшӗ ҫапла шӳт тунине илтсен, хӗр хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ, питне алтупанӗпе хупласа, сӗтел хушшинчен тӑрса тухрӗ, Найденов та, ҫынсен савӑк кӑмӑлне тата ытларах ҫӗклентерсе, шӳтлесе илчӗ:

Девка от отцовской шутки вспыхнула; закрывая лицо ладонью, встала из-за стола, а Найденов, усугубляя веселое настроение, отшучивался:

25-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Анчах Давыдовӑн юлашки сӑмахӗсене илтсен, вӑл ун ҫинелле пӑхса илчӗ…

Но при последних словах Давыдова он взглянул на него…

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫав самантрах Давыдов мӗн кӗмсӗртетни пирки ыйтнине илтсен, Половцев шӑлӗсене шатӑртаттарса илчӗ.

Половцев скрипнул зубами, услышав, как Давыдов спросил:

14-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Давыдовӑн лӑпкӑ та ҫинҫерех сассине илтсен, Андрей урсах кайрӗ, вӑл, пӳлӗне-пӳлӗне, пӑлханнипе кӑшкӑрса калаҫма пуҫларӗ:

От спокойного тенорка Давыдова Андрей взбесился, заикаясь, в волнении закричал:

9-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫакна илтсен Андрей тин асӑрхаса илчӗ; хӗр, ҫынсем тӗпӗртетнӗ хушӑра, малти пӳлӗмрен пӗр тӗрке ҫи-пуҫ тӑхӑнмалли илсе тухнӑ та, хӑй ҫине купипех ҫӑм платьесем тӑхӑнса тултарма ӗлкӗрнӗ.

Тут только Андрей доглядел, что девка, под шумок вытащившая из горницы узел с нарядами, и в самом деле уже успела натянуть на себя ворох шерстяных платьев.

7-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫынсем калаҫнине тата ҫуна тупанӗсем чӗриклетнине илтсен юланутҫӑ каллех лашине чарчӗ.

Заслышав встречь себе говор и скрип полозьев, всадник снова остановил коня.

1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ачашшӑн каланӑ чӑрсӑр сӑмахсене илтсен, пурте пӗр саманта шӑпланчӗҫ, Нунча, аллисемпе ҫинҫе пилӗкне тытса, ҫилленсе кӑшкӑрса илчӗ:

Все, кто слышал дерзкие слова, сказанные ласково, замолчали на секунду, а Нунча в ярости крикнула, подпирая руками стройные бока:

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

О, унта, ҫӗр айӗнче, тӗттӗмре урӑх ҫынсем ӗҫленине, ҫӗр айӗпе пире хирӗҫ килекен ӗҫ шавне илтсен — ӑнланайӑр-ши эсир ҫакна, синьор! — Пире, пӗчӗккӗскерсене, пурсӑмӑра та пӗр харӑс лапчӑтса хума пултармалла, калама ҫук йывӑр ҫӗр айӗнче ӑна илтсен!

О, когда мы услыхали там, под землею, во тьме, шум другой работы, шум идущих встречу нам под землею — вы поймите, синьор, — под огромною тяжестью земли, которая могла бы раздавить нас, маленьких, всех сразу!

Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней