Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: X

Раздел: Ухмаха ернӗ ҫын ҫырса пынисем –> Ҫиччӗмӗш ҫулхи тӑваттӑмӗш уйӑхӑн иккӗмӗш кунӗ

Автор: Николай Григорьев

Источник: Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.

Добавлен: 2019.11.14 03:21

Предложений: 57; Слово: 621

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Здоровье

Ирпе ирех пиччене шырама кайрӑм. Вӑл картишӗнче ҫутҫанталӑкпа киленсе тӑратчӗ. Эп ун патне хыҫран пырса тӑтӑм та:
— Пичче, ман сана каламалли пур, — терӗм ҫав тери тӳлек те кӑмӑллӑ сасӑпа.

— Кала, тархасшӑн, — килӗшрӗ вӑл, тӳрех ман паталла ҫаврӑнчӗ те пуҫне усрӗ.

— Ман каламалли нумай мар, анчах вӗсене ниепле те каласа яраймастӑп. Пичче, малтан дикарсем пурте ҫын какайне ҫисе ырӑ курнӑ пулмалла. Каярах, шухӑш-кӑмӑлӗсем улшӑнса пынӑ май, хӑшпӗрисем ҫын какайне ҫиме пӑрахнӑ, мӗн пурӗ те хӑйсем юсанасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ пулмалла та, вӗсенчен вара ҫын, чӑн-чӑн ҫын, пулса тӑнӑ пулӗ, ыттисем ҫаплипех ҫын ҫисе пурӑннӑ пулӗ. Кӑпшанкӑсем пекех: вӗсенчен хӑшӗсем пулӑ, кайӑк, упӑте пулса кайнӑ, вара ҫынна куҫнӑ, ыттисем юсанасси ҫинчен шухӑшламан та, ҫавна пула паян кунчченех кӑпшанкӑ пулса юлнӑ. Упӑтесемпе танлаштарсан кӑпшанкӑсем те ҫынна ҫиекен ҫынсемпе ҫынна ҫимен ҫынсене танлаштарнинчен тасарах.

И Я хӑйӗн ывӑлне пӗҫернӗ те Цзепе Чжоуна ҫиме панӑ, ку ӗнтӗ авалтан пыракан ӗҫе малалла тӑсни пулать. Кам пӗлет, Пань Гу пӗлӗте ҫӗртен уйӑрнӑран пуҫласа И Я ывӑлне ҫинӗ вӑхӑтчен, И Я ывӑлне ҫинӗрен Сюй Си-линь патне ҫитиччен, Сюй Си-линьрен «Кашкӑрсем» ялӗнче тытнӑ ҫынна ҫинӗ кунччен тата миҫешер ҫынна тытса ҫинӗ-ши? Пӗлтӗр, хулара пӗр айӑпа кӗнӗ ҫынна касса вӗлернӗ чух, чахотка чирӗпе асапланакан темле ҫын ҫӑкӑр чӗллине вилнӗ ҫын юнӗ ҫине пуҫса илетчӗ те ӗметчӗ.

Вӗсем мана ҫиесшӗн. Эс пӗччен нимех те тӑвайрас ҫук пуль ҫав. Ҫапах та мӗншӗн вӗсен ушкӑнне ермешрӗн-ха эсӗ? Ҫынҫиенсенчен ним ыррине те ан кӗт: вӗсем мана та, сана та ҫисе яма пултараҫҫӗ, хӑйсене хӑйсем ҫиме те именсех тӑмӗҫ. Юсанмалла кӑна вӗсен, вара халӑх хушшинче канлӗ пурнӑҫ пуҫланӗччӗ. Авалтанах ҫапла пулин те, эпир пурте пӗрле юсанма тӑрӑшса пӑхма пултараймастпӑр-и вара? Кала-ха капла пулма пултараймасть тесе. Пичче, ӗненетӗп, калама пултаратӑн эс апла та. Темиҫе кун каялла аренда укҫине чакарас шутпа килнӗ ҫынна эс капла пулма пултараймасть терӗн вӗт.

Малтанах пичче сиввӗн кулса илчӗ, эп каланӑҫемӗн хаяртарах та хаяртарах пӑхма тытӑнчӗ, эп вӗсен вӑрттӑн шухӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларма пикенсен, ун сӑн-пичӗ тӗксӗмленчӗ. Хапха умӗнче халӑх кӗпӗрленет, Чжао Гуй-вэнпе йытти те пур унта. Тем курасшӑн мӑйӗсене тӑсса пӑхаҫҫӗ. Хӑшпӗрисен питне-куҫне уйӑрса та илес ҫук, виткӗч карса янӑ пекех. Теприсен, пӗркуннехи пекех, сӑн-пичӗсем тӗксӗм, асав шӑлӗсем тухса тӑраҫҫӗ. Хӑйсем ҫӑварӗсене уҫмасӑр йӗлпӗрсе кулаҫҫӗ. Пӗлетӗп, пурте пӗр урапа ҫинчех вӗсем, пурте ҫынҫиенсем. Апла пулин те шухӑшӗсем пӗрешкел мар, ӑна та пӗлетӗп эп. Пӗрисем ҫынна, авалтан йӑли ҫапла пулнӑран, ҫимелле теҫҫӗ; теприсем, ҫынна ҫиме юраманнине пӗлеҫҫӗ пулин те, ҫиесшӗн. Ыттисем хӑйсен вӑрттӑн шухӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларасран хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та ман сӑмахсене илтсен вӗсем, хӑйсене тыткалама манса, ҫаплипех ҫӑварӗсене уҫмасӑр сиввӗн йӗлпӗрсе кулаҫҫӗ. Унччен те пулмарӗ — ман пичче сӑн-пичӗ хаярланса кайрӗ:

— Кайӑр кунтан! Ухмаха ернӗ ҫын ҫине мӗн пӑхмалли пур! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вара.

Ун чух эп вӗсен тепӗр чеелӗхне туйса илтӗм. Вӗсем юсанма мар, тахҫанах мана ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хума хатӗрленнӗ иккен. Мана ҫисе ярсан, йӗр юлмасть кӑна мар, тен, уншӑн кам та пулин мухтама та пултарӗ вӗсене. Арендаторӑн хураха ҫини ҫинчен пыракан калавӗ шӑпах ҫав меслет ҫинчен калать те ӗнтӗ. Ку веҫех кив юрра юрлани пулать!

Чэнь Лао-у та тӗлӗнсе ман пата чупса пычӗ. Ҫӑвара хупласшӑн тем тери тӑрӑшрӗҫ пулин те, ман вӗсене ҫапла калас килчӗ: «Эсир юсанма пултаратӑр, таса чӗререн юсанма тытӑнӑр! Малашне ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче ҫынҫиенсене тӳсме пултараймӗҫ, ҫакна пӗлме тивӗҫ эсир! Юсанмасан эсир хӑвӑра хӑвӑр ҫисе яратӑр. Тем чухлӗ ҫуралса тулсан та чӑн-чӑн ҫынсем сире, сунарҫӑсем кашкӑрсене вӗлерсе пӗтернӗ пек, пӗтерӗҫ. Кӑпшанкӑсене лапчӑтнӑ пек лапчӑтӗҫ!»

Чэнь Лао-у вӗсене ушкӑнӗпех хуса кӑларчӗ. Пичче те таҫта тухрӗ. Чэнь Лао-у мана пӳлӗме таврӑнма ӳкӗтлерӗ. Пӳлӗмре куҫ курми тӗттӗм. Ман пуҫ тӑрринчи каштасемпе стропиласем силленсе илчӗҫ, майӗпен пысӑклана пуҫларӗҫ… Ман ҫине ишӗлсе анчӗҫ…

Тӳсме ҫук йывӑр, хускалма та памаҫҫӗ: вӗсем мана вӗлересшӗн, кӗҫех ку асап чӑн маррине туйса илтӗм те, йӗп-йӗпе тара ӳксе, тапаланса тухрӑм. Ҫапла пулин те эп вӗсене каласшӑн: «Часрах юсанӑр, таса чӗререн юсанма тытӑнӑр! Малашлӑх ҫынҫиенсене тӳсме пултараймасть… Эсир ҫакна пӗлме тивӗҫ!..»

Сайт:

 

Статистика

...подробней