Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: III

Раздел: Эмел

Автор: Николай Григорьев

Источник: Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.

Добавлен: 2019.11.15 03:37

Предложений: 81; Слово: 680

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Здоровье

Халь ӗнтӗ чайнӑйра халӑх туллиех. Лао-шуань кускаласа ҫеҫ ҫӳрет. Вӑл, хӑнисем патне пыра-пыра, вӗсене пӑхӑр чейникрен чей тултарса парать. Куҫ айӗнче тем хуралса тӑрать хӑйӗн.

— Лао-шуань, чирлӗ мар пулӗ вӗт эс? — ыйтрӗ унран пӗри, тӗл-тӗл кӑвакара пуҫланӑ сухалли.

— Ҫук-ҫке.

— Ҫук? Шӳт тӑватӑп ҫеҫ, пачах та чирлӗ ҫын пек мар эс, — терӗ кӑвак сухалли сӑмаха пӑрса ярас шутпа.

— Лао-шуанӗн ларса канма та вӑхӑт ҫук. Ывӑлӗ…

Курпӑн сӑмахне каласа та пӗтереймерӗ — чайнӑя сарлака та илемсӗр сӑн-питлӗ, хура пир кӗпеллӗ ҫын вирхӗнсе кӗчӗ. Кӗпине йӳле янӑ, ярханах хӑй, сарлака хура пиҫиххийӗ тирпейсӗр сулланать. Алӑк урлӑ каҫнӑ-каҫманах вӑл хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ:

— Ну, мӗнле? Ҫирӗр-и? Ҫӑмӑлрах пек-и? Пит аван пулчӗ сана, Лао-шуань! Телейлӗ пултӑн, эп лайӑх хыпар пӗлтермен пулсан вӑт…

Лао-шуань ӑна, хисеплесе пуҫне уха-уха, кӑмӑллӑн кулкаласа итлет. Чайнӑйри ытти ҫынсем те вӗсен калаҫӑвне лӑпкӑн итлесе лараҫҫӗ. Кӑвакарнӑ куҫайлӑ Хуа Да-ма чей чашки илсе тухрӗ, ун ҫине ганьлань вӑрри ячӗ, Лао-шуань васкаса чейне тултарса пачӗ.

— Вӑл сываласса шантарсах калатӑп. Питӗ лайӑх эмел. Шутла-ха эс, вӗрилле тытса вӗрилле ҫимелле! — кӑшкӑрчӗ илемсӗр сӑн-питли.

— Тӗрӗс, тӗрӗс, Кан мучи пулӑшман пулсан, мӗн тунӑ пулӑттӑмӑр-ши эпир, — тав турӗ ӑна Хуа Да-ма.

— Шантарса калатӑп! Вӗриллерех ҫимелле… Ҫын юнӗпе ҫӑрса пӗҫернӗ пампушка, шантарса калатӑп, кирек мӗнле чахоткӑран та сиплеме пултарать…

«Чахотка» сӑмаха илтсен, Хуа Да-ма сасартӑках сӑнран улшӑнчӗ, вара кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе, ирӗксӗртен кулам пекки туса, пӳлӗмрен тухрӗ. Кан мучи ҫакна асӑрхаймарӗ, малтанхинчен те хытӑрах кӑшкӑра пуҫларӗ. Кӑшкӑрашнине пула шалти пӳлӗмре ҫывӑракан Сяо-шуань те вӑранчӗ, каҫса кайсах ӳсӗрме тытӑнчӗ.

— Лао-шуань, сан ывӑлу телейлӗ пулчӗ. Ун чирӗ епле пулсан та иртетех… Лао-шуань кунӗ-кунӗпе савӑннинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук, — терӗ кӑвак сухалли, Кан мучи патне пырса. Вара ҫурма шӑппӑн хушса хучӗ:  — Кан Да-шу, паян вӗлернӗ йӗкӗт Ся ҫемйинчен теҫҫӗ, апла кам ывӑлӗ-ши вара вӑл? Мӗн пулнӑ унта?

— Кам ывӑлӗ? Шӑпах тӑваттӑмӗш Ся госпожан. Йӗксӗк те вара хӑй… — Кан мучи пурте хӑйне итленипе хӗпӗртет. Илемсӗр пит-куҫӗ кулӑпа ҫиҫет, хӑй тата хытӑрах калаҫать:

— Йӗксӗк пуҫӗ пурӑнасшӑн пулмарӗ, пурӑнас килмест-тӗк — килмест пултӑр, ҫав кӑна. Ку хутӗнче мана валли тупӑш пулмарӗ, хывса илнӗ тумтирне те тӗрме хуралҫи А-и Хӗрлӗ куҫ туртса илчӗ. Ун вырӑнне, пӗрремӗшӗнчен, пирӗн Шуань мучи эмеллӗ пулчӗ, иккӗмӗшӗнчен, Ся-сань господина ҫирӗм пилӗк лань кӗмӗл шӑнкӑрт ҫеҫ тыттарчӗҫ.

Пӗчӗк пӳлӗмрен майӗпен Сяо-шуань утса тухрӗ, кӑкрине тытса чӗтрешсех ӳсӗрет хӑй. Вучах патне пырса, чашӑк ҫине рис хучӗ те унта вӗри шыв ячӗ, вара ҫиме тытӑнчӗ.

Хуа Да-ма та ун хыҫҫӑнах тухрӗ:

— Мӗнле, лайӑхрах пек-и ҫана? Е халӗ те выҫӑ аптратать-и?

— Шантарсах калатӑп! — терӗ те каллех Кан мучи, Сяо-шуань енне пӑхса: — Ся-сань господин чӑнахах чее пулчӗ. Влаҫрисене хӑй систермен пулсан, вӗсене ҫемйипех вӗлеретчӗҫ. Халь мӗн ӗнтӗ? Кӗмӗл! Ку йӗкӗт чӑннипех йӗксӗк! Хӑйне тытса хупсан, вӑл тӗрме хуралҫине влаҫа хирӗҫ кайма илӗрте пуҫланӑ, — терӗ пухӑнса ларнисене.

— Ку вара, шуйттан пӗлет-и мӗнне, — тӗлӗнсе сӑмах хушрӗ кайри кӗтесре ларакан ҫамрӑк, ҫирӗмелле ҫитнӗскер.

— Ҫапла ҫав, А-и Хӗрлӗ куҫ унран ӗҫ мӗнлине тӗпчесе пӗлесшӗн пулнӑ, вӑл пур — рожон ҫине хӑпарса тӑнӑ та: «Ҫӗр ҫинчи аслӑ Цин династийӗ тытса тӑракан пурнӑҫ ун мар, пирӗн, пӗтӗм халӑхӑн пулмалла», — тенӗ. Шутлӑр-ха, йӗркеллӗ ҫын ҫапла калать-и вара?

— Пӗлетӗр-и, ун амӑшӗсӗр пуҫне урӑх никам та ҫуккине Хӗрлӗ куҫ малтанах пӗлнӗ, анчах вӑл кассан та пӗр тумлам юн тухми чухӑн пулнине чухлайман. Хаярланса кайнӑ вара, лешӗ, юмахра каланӑ пек, тигра ҫамкинчен хыҫма сӗмленсен, Хӗрлӗ куҫ ӑна икӗ енчен те ҫупкӑ ҫитернӗ.

— А-и чышма, патакпа ҫапма ӑста вӗт. Вӑл икӗ хутчен ҫупни те самаях витет, — сасартӑк чун-чӗрӗлчӗ кайри кӗтесре ларакан Курпӑн.

— Ӑна, йӗрӗнчӗке, хӗненипе хӑратас пур-и вара? «Хӗрхенӗр! Хӗрхенӗр!» тенӗ-ха тата хӑй. Мӗнле хӗрхенӗн-ха ун пек йӗксӗке! — хутшӑнчӗ кӑвак сухалли.

Кан мучи ун ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ те ҫапла каларӗ:

— Ӑнланмарӑн эс мана, хӑйне хӗрхенме ыйтман вӗт вӑл, «хӑвна хӗрхенӗр, А-и!» тенӗ.

Итлесе ларакансен сӑн-пичӗсем улшӑнчӗҫ, калаҫу татӑлчӗ. Сяо-шуань ҫиме чарӑнчӗ. Вӑл тара ӳкичченех ҫисе тултарнӑ, ҫӳҫӗ пӑсланаканах пулнӑ.

— Мӗнле апла, вӑл А-ине хӗрхеннӗ пулать-и? Ухмахах ернӗ-им вара вӑл, — хушса хучӗ кӑвак сухалли, сасартӑк тавҫӑрса илнӗ евӗр.

— Ухмаха ернӗ, — терӗ кӗтесре ларакан ҫамрӑк ҫын, ӗҫ мӗнре иккенне тин кӑна туйса илнӗ пек.

Чайнӑйри хӑнасем каллех чӗрӗлчӗҫ: калаҫса кайрӗҫ, кулкалама тытӑнчӗҫ. Ҫак шав витӗр Сяо-шуань чарӑнайми ӳсӗрни илтӗнет. Кан мучи ун патне пычӗ те, ӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса, ҫапла каларӗ:

— Шантарсах калатӑп! Эс ку териех ӳсӗрме пӑрахӑн. Пурте лайӑх пулӗ!

— Ухмаха-ернӗ, — терӗ Курпӑн пуҫне ухса.

Сайт:

 

Статистика

...подробней