Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Паян юриех каймастӑн, — чӑрсӑррӑн, анчах хевтесӗррӗн шутларӗ вӑл. — Ҫынсене кашни кун йӑлӑхтарма май ҫук, ҫитменнине… мана унта пач та хавас мар пулмалла».
III // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Рада Госпожинӑран пулсан мӗн вара? — чӑрсӑррӑн сӑмах хушрӗ Стефчов.Ну, а если к Раде Госпожиной, что тогда? — вызывающе ответил Стефчов.
XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Йӗрӗп те кирлех пулсан, — терӗ вӑл чӑрсӑррӑн, — ыттисем савӑннӑ чух пӗри те пулсан йӗтӗр.— И буду плакать, — ответила она дерзко, — пусть хоть один человек плачет, когда другие радуются…
XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗр-ик хутчен, пичӗсем пӗр-пӗрне перӗнсен, Давыдов хӗрелнӗ пит ҫӑмартине, чӑрсӑррӑн ҫиҫекен куҫа курчӗ, шӑппӑн пӑшӑлтатнине илтрӗ: «Атя, атя, рабочи класс!
VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ун куҫне ҫӗршер пин сивлек те шурӑ ҫутӑ пайӑркисем ӳкеҫҫӗ; ҫакӑ йӑлтӑрти хӗлхемре вара вӑл вӑрахчен ним ӑнланми пулса тӑрать; ун тавра — пур япаласем те кӑпӑк пек ҫулӑмпа пӗрле чӑрсӑррӑн варкӑшса тӑраҫҫӗ, пур япаласем те ялтӑртатаҫҫӗ, илӗртеҫҫӗ.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Хӗрарӑм кӳлленчӗк тӑрӑх чӑрсӑррӑн уткаласа кӑшкӑрать:
Инкер-синкер // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 191–208 стр.
Хирсенче ӗнтӗ хӗрлӗ кӗпҫе те чӑрсӑррӑн хунама пуҫларӗ, ачасем унӑн ӳт тӗслӗ тунисене кӑмӑлласах чӑмлаҫҫӗ.На полях бойко пробивался из земли хвощ, и мальчишки охотно жевали его водянистые розовые стебли.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн сана ҫак аллея тӑрӑх вӑрттӑн мар, пӗтӗм халӑх умӗнче мӑнкӑмӑллӑн ҫавӑтса пырас килет, ҫынсене сан ҫине чӑрсӑррӑн та чеен мар, хисеплӗн пӑхтарас килет; эсӗ мӑнкӑмӑллӑ хӗр, ним шухӑшламасӑр, намӑса та, хӑвна мӗнле пӑхса ӳстернине те манса, юратушӑн ху тивӗҫне ҫухатнӑ, тесе никам та ан шухӑшлатӑр…
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Вара курӑн, — терӗ Обломов, — санӑн инкӳне мӗнле аван мар пулнӑ пулӗччӗ, дамӑсем тухса тарӗччӗҫ, арҫынсем сан ҫине чеен те чӑрсӑррӑн пӑхнӑ пулӗччӗҫ..»
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ юриюх алӑк анинче чарӑнса тӑтӑм та Ярмола енне ҫаврӑнса чӑрсӑррӑн тинкертӗм.Я нарочно задержался в дверях и с вызовом оглянулся на Ярмолу.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Кунран-кун вӑйлӑрах ҫирӗпленсе пычӗ авланас шухӑш ман чунра, юлашкинчен вара эпӗ ҫак япала обществӑна чӑрсӑррӑн хирӗҫ тӑни иккенне те курми-туйми пултӑм.
XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Теприсем ҫав тери чӑрсӑррӑн пӑхаҫҫӗ…
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ӗнер ӗмӗтлентӗн, чӗререн, халтан кайичченех кӑмӑлу туртнине паян алла илетӗн, тепӗр кунне вара ҫавна ӗмӗтленнишӗн хӗрелетӗн, унтан мӗншӗн пурнӑҫланчӗ тесе, пурнӑҫа ылханатӑн, — акӑ мӗн пулса тухать вӗт пурнӑҫра ху тӗллӗн те чӑрсӑррӑн ярса пуснинчен, ху ирӗкӳпе ӗмӗтленнинчен; хыпашласа утас пулать, нумайӑшне курсан та, куҫа хупмалла тата телейпе суйланмалла мар, телей вӗҫерӗнес пулсан та, ӳпкелешмелле мар, — ку пурнӑҫ!
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Ну мӗнех, — юратӑп та! — куҫӗсене ялтӑртаттарса, чӑрсӑррӑн тавӑрчӗ Олеся.— Ну что ж — и полюблю! — сверкнув глазами, с вызовом ответила Олеся.
VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Сасартӑк унӑн куҫӗсем чӑрсӑррӑн ҫуталса каяҫҫӗ.
Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Лешӗ ыратакан аллине тепринпе тытса тӳрленсе тӑчӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл чӑрсӑррӑн мар, хӑравҫӑллӑн пӑхать.
Пӗрремӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑл самаях чӑрсӑррӑн пӑхса илчӗ, галстукне турлетрӗ те пӑрӑнчӗ, ун умӗнчен иртсе пыракан армянин ҫеҫ, кулкаласа: «тӗрӗс, окази килчӗ, ыран ирпе каялла каять», — терӗ уншӑн.
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Алексей ҫине вӑл тӑмана куҫӗсем пек ҫаврака та ҫутӑ куҫӗсемпе чӑрсӑррӑн тӗлӗнсе пӑхрӗ.Она смотрела на Алексея с веселым удивлением круглыми, как у совы, светлыми нагловатыми глазами.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Григори Ивановичӑн расхучӗсем нумай сахалланнӑ пулине те, тупӑшӗсем хушӑнман; вӑл ялта пурӑнса та ҫӗнӗрен парӑма кӗмелли майсем тупнӑ; ҫапах та ухмах ҫын хисепӗнче пулман, мӗншӗн тесен хӑйсен кӗпӗрнинчи помещиксем хушшинче хӑйӗн именине Опекун советне хума чи малтан ӑс тупаканни вӑл пулнӑ; ҫавӑн пек ҫавӑрса яма пӗлни вӑл вӑхӑтра ытах та хӑюллӑн тата чӑрсӑррӑн туйӑннӑ.
Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Кам, ҫилӗ капланса ҫитне вӑхӑтра, вӗсем хӗсӗрлени, вӗсем чӑрсӑррӑн калаҫни, хушнӑ ӗҫе тӗрӗс туманни ҫинчен усӑсӑр жалоба ҫырма хӑямат кӗнекине ыйтман-ши?
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936