Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

суранӗ (тĕпĕ: суран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Унӑн суранӗ ыратать пулас.

Ему больно.

Шӑши ҫури тинӗс тӑрӑх ҫӳреме пуҫлани // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 45–72 с.

Суранӗ суран пек пулсан татахчӗ хӑть, ак ку, мӗн-иҫ — лӗпӗр-лепӗр кӑна!

Хоть бы рана сурьезная была, а то так, ерунда!

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пуласса пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулчӗ, суранӗ кӗҫех тӳрленчӗ.

Но все обошлось, палец зажил.

4 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл ун суранӗ ҫине пӑхмарӗ те, лаша темле хыпӑнчӑклӑн туртӑкаласа кӗлеткипе тӳрленсен тата хуҫинчен тем пирки каҫару ыйтнӑ пек пуҫне лашт усса сасартӑк чӗркуҫҫи ҫине ӳксен ҫеҫ пӑртак пӑрӑнса тӑчӗ.

Он даже не глянул на рану и только чуть посторонился, когда конь как-то неуверенно заторопился, выпрямился и вдруг упал на колени, низко склонив голову, словно прося у хозяина в чем-то прощения.

II // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Юхан шыв ӑна пурнӑҫ вӑйне кӑтартнӑ, вара ҫухату суранӗ питӗ хытах ыратман.

Река будто возвращала его к жизни, и острая боль недавной потери притуплялась.

2 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Унӑн ури аманнӑ та, халӗ суранӗ шыҫса пӳрленнӗ тет-и, хутор ҫыннисенчен лашине пырса пама каласа янӑ.

У него ранения в ногу была, а зараз вроде загноилась рана, он и переказал мне с хуторными, чтобы коня ему привела.

LIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр те пӗр суранӗ тӳрленсе тепӗр хут сотньӑна лекес пулсан, вӑл вӗренсе ҫитӗ вара пурне те тӑнч ӑнланма.

Но ежели заживет рана и снова попадет он в сотню, то уж тут-то научится окончательно понимать войну.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий лашине ун ҫине тытрӗ; суранӗ ҫинчен манса кайса, йӗнерӗ ҫинчен сикрӗ те пӗҫҫинче чӑтма ҫук ыратса килнипе месерле йӑванса кайрӗ.

Григорий тронул к нему коня, прыгнул, забыв про рану, с седла и, простреленный болью, упал навзничь.

XII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Вара ӑна больницӑран кӑларчӗҫ те Тверской урамри госпитале ячӗҫ, мӗншӗн тесен унӑн пуҫӗнчи тӳрленсе ҫитнӗ суранӗ, кӗтмен ҫӗртенех, тепӗр хут хусканчӗ, пӳрленме пуҫларӗ.

Его выписали и направили в госпиталь на Тверской, так как залеченная рана на голове неожиданно открылась, и появилось легкое нагноение.

23 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Суранӗ чӑтма ҫук ыратни ӑна халтан ярать, ураран ӳкерет.

Боль играла с ним, валила его навзничь…

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ашланса тӑракан сурана пӳрнипе пусрӗ, суранӗ вӗри кӑвар хунӑ евӗр пӗҫерсе илчӗ.

Тронул мякотную рану пальцем, будто горячий уголь прислонил.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Суранӗ Гришкӑн — сурмаллӑх кӑна, тӑшман ӑна палашпа сулса пуҫӗн тирне ҫеҫ шӑйӑрттарса илнӗ; ут ҫинчен ӳксен, ҫӗре ҫапӑннипе, Гриша ӑнтан ҫеҫ кайнӑ пулнӑ.

Ранение у Гришки пустяковое, скобленул его неприятель палашом в голову, кожу стесал; а упал он с коня, и омороком его вдарило.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Суранӗ ҫав тери таран, шӑтӑкӗ аллаппи кӗмеллӗх те пур, шалта сыпӑклӑ-сыпӑклӑ пыр, лаши сывланӑ май мӗнле чӗтренсе тӑни те курӑнать.

Глубокий, хоть ладонь суй, длинный порез, обнаженное коленчатое горло в судороге дыханья.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Такан Яккӑвӗ (вӑл службӑра лаша таканланӑ; лаши, ӗрӗхсе ӳксе, пӗррех Яккӑва питӗнчен шартлаттарнӑ, унӑн сӑмса кимӗрчекне хуҫнӑ, тутине ҫурса пӑрахнӑ, пит ҫине такан йӗрӗ хӑварнӑ; тӑрӑхла ункӑ пек ҫаврашка суранӗ кӑвакарса ҫӗвӗкленсе ларнӑ, икӗ енчен, икӗ пӑнчӑ пек, шӗвӗр такан вӗҫӗ тивнӗ вырӑнсем сӑр илсе ларнӑ, ҫавӑнпа ӑна Такан тесе хушамат панӑ та) — маттур та кӗре кӗлеткеллӗ батареец, ҫаннисене тавӑрса, алӑкран чупса тухрӗ.

Яков Подкова (на службе ковал коня; взыграв, стукнул тот копытом по лицу Якова, и, проломив нос, разрезав губы, вылегла на лице подкова; овальный шрам зарос, посинел, пятнышками чернели следы острых шипов, от этого и прозвище — Подкова), бравый, плотно сбитый батареец, выбежал из дверей, подсучивая рукава.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эх, язва эсӗ, Ҫӗпӗр суранӗ! —

— Эх, язва ты, Сибирская рана! —

XXIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ӑна ӑсатакан санитар вара лейтенантӑн суранӗ хӑрушӑ пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Санитар, провожавший его, рассказал, что ранение лейтенанта было опасным.

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Суранӗ ҫине темскер хунӑ.

На месте раны было что-то наложено.

XXVIII // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Йытӑ суранӗ пек! — Юргин йӑл кулса илчӗ.

Как на собаке! — Юргин улыбнулся.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Суранӗ ӑҫтине Андрей кураймарӗ те.

Андрей не смог разглядеть, где рана.

IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Корнилов Толя Ковалевӑн хул айӗнчи темӗн пысӑкӑш, хими кӑранташӗпе чӗре-чӗре тухнӑ пек, симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнакан суранӗ ҫине пӑхрӗ те, лӑпкӑ выртма, ҫар медицини хушнине итлеме хушрӗ.

Но Корнилов, взглянув на огромный фиолетовый, местами зеленый, словно растушеванный химическим карандашом, кровоподтек на боку у Толи Ковалева, строго приказал ему лежать смирно и подчиняться всем требованиям военной медицины.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней