Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: XXVIII

Раздел: Крейцер сонати

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Источник: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Добавлен: 2020.01.20 05:26

Предложений: 76; Слово: 669

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

— Тӗлӗнмелле япала вара! Пӳлӗмрен тухса, хӑнӑхнӑ пӳлӗмсем витӗр утнӑ май манра каллех шанчӑк ҫуралчӗ — мана каллех нимӗн те пулман пек туйӑнчӗ, анчах тухтӑрсен ҫав йӗрӗнчӗк япалисен — иодоформ, карболка шӑрши мана тӳрех ҫапса хуҫрӗ. Ҫук, йӑлтах пулнӑ. Ачасен пӳлӗмӗ патӗнчен иртнӗ чухне эпӗ Лизанькӑна куртӑм. Ман ҫине вӑл хӑраса кайнӑ куҫпа пӑхрӗ. Кунта мана пилӗк ача та пур пек, вӗсем пурте ман ҫине пӑхаҫҫӗ пек туйӑнчӗ. Эпӗ алӑк патне пытӑм та, мана шалтан горничнӑй уҫса кӗртрӗ, хӑй тухса кайрӗ. Чи малтан ман куҫа унӑн тенкел ҫинче выртакан ҫутӑ кӑвак платйи, йӑлтах юнпа вараланса пӗтнӗскер, курӑнса кайрӗ. Вӑл хамӑрӑн иккӗн выртмалли вырӑн ҫинче, ман вырӑн ҫинчех — ун патне пырса ҫӳреме майлӑрахчӗ — чӗркуҫҫийӗсене ҫӳлелле туса выртать. Унӑн кофти тӳмисене вӗҫертнӗ, вӑл минтерсем ҫинче ҫеҫ пуҫӗпе питӗ сӗвеккӗн выртать. Суранӗ ҫине темскер хунӑ. Пӳлӗме иодоформ шӑрши туллиех сарӑлнӑ. Унӑн пичӗ, сӑмсин пӗр пайӗ тата куҫ айӗ шыҫӑнса кайнӑ, кӑвакара пуҫланӑ — ҫакӑ мана пуринчен те ытларах тӗлӗнтерсе ӑнран ячӗ. Вӑл мана тытса чарма хӑтланнӑ чух эпӗ чавсапа ҫапнипе ҫапла пулнӑ вӑл. Нимӗнле хитрелӗх те ҫук. Темле йӗрӗнчӗклӗх ҫеҫ куртӑм эпӗ унра.

— Ҫывӑхнерех, ҫывӑхнерех пыр, — терӗ мана аппӑшӗ.

«Ҫапла, пымалла, вӑл ман умра ӳкӗнесшӗн пулас», — шухӑшларӑм эпӗ. «Каҫармалла-и? Ҫапла, вӑл вилет, ӑна каҫарма пулать», — хӗрхенекен ыр кӑмӑллӑ ҫын пулма тӑрӑшса шухӑшларӑм эпӗ. Эпӗ ҫывӑхах пытӑм. Вӑл аран-аран ман ҫине куҫ уҫса пӑхрӗ те (пӗр куҫне ҫапса суранлатнӑ), аран-аран, такӑна-такӑна ҫапла каларӗ:

— Ху тӑвас тенине турӑн, вӗлертӗн… — Ыратнипе асапланакан сӑн-питӗнче вара, вилес умӗнхи сӑн витӗрех, эпӗ вӑл мана унчченхи пекех сиввӗн те выльӑхла кураймасӑр пӑхнине куртӑм. — Ачасене… сана эпӗ… пур-пӗрех памастӑп… Вӑл (унӑн аппӑшӗ) илет…

Маншӑн чи кирли пирки калаҫма вара, — хӑйӗн айӑпӗ, хӑй мана улталани пирки, — вӑл шутламарӗ те.

— Кур ӗнтӗ халь, ху мӗн туни ҫине пӑхса савӑн, — алӑк енне пӑхса каларӗ те вӑл, ӗсӗклесе илчӗ. Алӑк патӗнче унӑн аппӑшӗпе ачасем тӑратчӗҫ.

— Акӑ мӗн туса хутӑн эсӗ.

Эпӗ ачасем ҫине, унӑн аманса-шыҫӑнса пӗтнӗ пичӗ ҫине пӑхрӑм та пӗрремӗш хут хам ҫинчен, хамӑн правасем ҫинчен, хамӑн мӑнкӑмӑллӑх ҫинчен манса кайрӑм, пӗрремӗш хут унра этеме куртӑм. Хама мӗн кӳрентерни, халичченхи мӗнпур кӗвӗҫӳ пӗрремӗш хут мана ниме тӑман япала пек, хам мӗн туса хуни вара — питӗ пысӑк япала пек туйӑнчӗ, манӑн ун алли патне ӳксе: «Каҫар» теес килчӗ, анчах эпӗ пултараймарӑм.

Вӑл куҫне хупса чӗнмесӗр выртрӗ, ахӑртнех, калаҫма пултараймарӗ пулас. Унтан унӑн ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ пит-куҫӗ чӗтренсе пӗркеленсе илчӗ. Вӑл мана вӑйсӑррӑн тӗртсе ячӗ.

— Мӗншӗн турӑн эсӗ ҫакна? Мӗншӗн?

— Каҫар мана, — терӗм эпӗ.

— Каҫар? Пӗтӗмпех ку пуш сӑмах!.. Вилес марччӗ ҫеҫ! — кӑшкӑрчӗ те вӑл кӑштах ҫӗкленчӗ, сив чир чухнехи пек ҫунса тӑракан куҫӗсемпе мана тӗллерӗ. — Ҫапла, ху тӑвас тенине турӑн эсӗ! Кураймастӑп!.. Ай! Ах! — ахӑртнех, аташма пуҫласа, темрен хӑраса, кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ну, вӗлер, вӗлер, эпӗ хӑрамастӑп… Анчах пурне те, пурне те… ӑна та. Кайрӗ, кайрӗ!

Вӑл тӑршшӗпех аташма пӑрахаймарӗ. Никама та паллаймарӗ. Ҫав кунах кӑнтӑрла тӗлне вӑл вилчӗ. Мана ун умӗн, сакӑр сехетре, чаҫа илсе кайрӗҫ, унтан — тӗрмене. Унта эпӗ суд пулассине кӗтсе вунпӗр уйӑх лартӑм, хам ҫинчен, хамӑн иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа, йӑлтах ӑнлантӑм. Ӑнланма эпӗ виҫҫӗмӗш кун тытӑнтӑм. Мана унта виҫҫӗмӗш кунне илсе кайрӗҫ.

Вӑл темскер каласшӑнчӗ, анчах ӗсӗклесе макӑрса ячӗ те калаймарӗ. Вӑйне пухса, вӑл малалла калама пуҫларӗ.

— Ӑна тупӑкра курсан ҫеҫ эпӗ ӑнлана пуҫларӑм. — Вӑл каллех ӗсӗклесе илчӗ, анчах ҫавӑнтах васкаса малалла каларӗ. — Унӑн вилӗ сӑн-питне курсан ҫеҫ эпӗ хам мӗн туса хунине йӑлтах ӑнлантӑм. Эпӗ ӑнлантӑм: ӑна эпӗ, эпӗ вӗлертӗм. Вӑл чӗрӗччӗ, утса ҫӳретчӗ, ӑшӑччӗ, халь вара хускалмасть, тӗссӗр, сивӗ, ӑна ӗнтӗ нихҫан та, ниҫта та, нимпе те чӗртме май ҫук. Ҫакна пӗтӗмпех эпӗ тунӑ. Кам ҫакна хӑй курнӑ, ҫавӑ ҫеҫ ӑнланма пултарать… У! у! у! — темиҫе хут кӑшкӑрчӗ те вӑл шӑпланса ларчӗ.

Эпир чылайччен чӗнмесӗр лартӑмӑр. Вӑл ман умра ӗсӗклет, чӗтре-чӗтре илет.

— Ну, каҫарӑр…

Вӑл ҫаврӑнчӗ те сентре ҫине пысӑк ӑшӑ тутӑрпа витӗнсе выртрӗ. Ирхине сакӑр сехетре хам анмалли станцӑра эпӗ, сывпуллашас тесе, ун патне пытӑм. Ҫывӑратчӗ-и вӑл е ахаль ҫеҫ ҫыврам пек тӑватчӗ-и — анчах хӑй хускалмарӗ. Эпӗ ӑна алӑпа тӗкӗнтӗм. Вӑл тутӑрне сирчӗ. Вӑл ҫывӑрман пулнӑ иккен.

Вӑл мана алӑ пачӗ те кӑшт ҫеҫ кулса илчӗ, анчах питӗ хурлӑхлӑн кулчӗ, ҫакна курсан, манӑн йӗрсе ярас килчӗ.

— Каҫарӑр ӗнтӗ, — хӑй калавне вӗҫленӗ сӑмахпа тавӑрчӗ вӑл.

Сайт:

 

Статистика

...подробней