Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: 4

Раздел: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Источник: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Добавлен: 2020.04.06 21:13

Предложений: 342; Слово: 2740

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Ноябрь пуҫламӑшӗнче Сергей Харьковри протез завочӗ чӗнсе янӑ хута илчӗ. Кирлӗ документсене унта Донецкранах ярса панӑччӗ. Канӑҫсӑр шухӑшпа пурӑнчӗ Сергей: протезсем тума килӗшӗ-ши завод, ҫук-ши? «Вӗсене ниҫтан ҫыхса хума та ҫук-ҫке, хулпуҫҫирен е мӑйран хӑтланса пӑхсан кӑна ӗнтӗ… Больницӑра калатчӗҫ-ха: «Кунашкал ҫӳлтен каснисем валли протезсем тумаҫҫӗ», — тетчӗҫ. Хайхискер ак мӗнешкел хыпар: «Хулпуҫҫи протезӗсене тӑвас тӗлӗшпе ыйтӑва татса пама сире Харьков хулине килме сӗнетпӗр».

Тухса каяс умӗн Сергейпе Таня ҫӗр каҫа куҫ хупмарӗҫ. Искусствӑлла майпа тунӑ алӑсем мӗнле пулма, вӗсемпе мӗн ӗҫлеме пултарасси пирки калаҫрӗҫ, пӗр-пӗрне шухӑшӗсене кала-кала пачӗҫ, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах хӑраса та ӳкрӗҫ: сасартӑк унта, пӗр пӗлмен хулара, тытӗҫ те калӗҫ — ахалех килнӗ, нимӗнпе те пулӑшма пултараймастпӑр…

Ирхине, шуҫӑм кӑшт палӑра пуҫласанах, Петровсем чӑтӑмсӑрлӑхне лӑплантарса, вокзала тухса утрӗҫ.

Харькова вӗсем кӑнтӑрла сулӑнсан пырса ҫитрӗҫ. Завод вокзала хирӗҫех, пӗр пилӗкҫӗр метрсенче вырнаҫнӑ иккен.

Сергей пӗтӗмпе те ҫакна ҫеҫ асӑрхарӗ: ӗлӗкхи пек, пӗчӗк чӳречеллӗ икӗ хутлӑ тӗксӗмтерех ҫурт, хӑмӑр алӑк, ун умӗнче чечекӗсем типсе кайнӑ пысӑк мар сквер та пушӑ тенкелсем. Пӗрре пӑхсах курчӗ вӑл ҫаксене. Пӑхасса вара ҫӑткӑнла пӑхрӗ. Куҫӗнче ун темӗн кӗтни, шанманлӑхпа хӑраса пӑлханни палӑратчӗ.

Алӑкран пӗр пилӗк метрсенче пулӗ, вӑл чарӑнчӗ. Таня ҫаннинчен тытса туртрӗ:

— Мӗн эс, Сережа?

— Тӑхта, сывласа ярам-ха…

— Хӑрушӑ-и? — тӳрех ыйтрӗ арӑмӗ.

— Ҫапларах, — ним пытармасӑр тавӑрчӗ вӑл.

— Ӑҫта ҫухални пур вара эпир! — хавассӑн кулса ячӗ Таня.

— Мӗн кӗтет ҫак алӑк хыҫӗнче? Е мӗнпур шанӑҫа пӗтерсе лартаҫҫӗ, е… — шӑппӑн каласа хучӗ Сергей.

Врач, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ те куҫлӑхлӑскер, пуҫне хутсем ҫинчен ҫӗклемесӗрех:
— Салтӑнӑр! — хушрӗ хӑнӑхнӑ йӑлипе.
— Мӗнччӗ сирӗн?

— Ик алла та чавсаран ҫӳлерех ампутациленӗ, нумай ҫуннипе сылтӑм ура тупанӗ ӗҫлесех каймасть, — пӗр сывлами тенӗ пекех персе ячӗ Сергей.

— Эсир Луганскран? — куҫлӑхне хывса, сӗтел хушшинчен ҫӗкленчӗ врач.

— Ҫапла. Халь ҫеҫ поездран-ха, — ҫирӗплетрӗ Таня.

— Аван, — такама тем каланӑ пек, мӑкӑртатса илчӗ протезист. — Ӑҫта ҫапла лектерсе илнӗ вара сире?

— Шахтӑра, — ӳсӗркелерӗ Сергей.

— Сылтӑм хул валли протез эпир сире туса парӑпӑр. Сулахаййи пирки вара калаҫу та пулма пултараймасть. Ампутацине ытла ҫӳлтен тунӑ. Сирӗн малтанах ҫӗнӗрен операци тутармалла. Шӑмӑ йӗркеллӗ мар, нерва вӗҫӗсем те ӳт ҫине тухса тӑраҫҫӗ. Кун пек халпа эсир протезпа усӑ курма пултараймастӑр.

— Операцисӗр юрамасть-ши вара? — пӑшӑрханса ӳкрӗ Таня.

— Таня! — кӑмӑлсӑррӑн пӳлчӗ Сергей. — Ҫапла кирлӗ-тӗк, ҫапла пулмаллах ӗнтӗ. — Унтан тухтӑра:  — Эпӗ тем тума та килӗшетӗп, — пӗлтерчӗ хӑй шухӑшне ҫирӗппӗн.

Каҫ тӗлне Сергей блЛьницӑраччӗ вара. Таня Луганска таврӑнма килӗшмерӗ кӑна мар, пач хирӗҫлерӗ, клиника ҫывӑхнерех хваттер тупрӗ те Харьковрах пурӑнма юлчӗ.

Каллех больницӑри йӑлӑхтаракан вӑрӑм кунсем пуҫланса кайрӗҫ. Пулас операцирен Сергей, паллах ӗнтӗ, ним хӑраман теме ҫук. Хӑранӑ. Иртнисем ҫаплах умра-ха, асрах: пысӑк лампӑсен куҫа шартакан хӑватлӑ ҫутисем, операционнӑйри чуна пырса тивекен шӑплӑх, новокаин ярса тултарнипе ҫӗкленекен юн хумӗсемпе ырату сӗрӗмӗ… Кун пек чух сӗтел ҫинчен сиксе тӑрас та пӗтӗм вӑйран: «Ҫитет\ Этем тӳсӗмлӗхӗн те вӗҫӗ пур-ҫке!» — тесе кӑшкӑрса ярас килет. Ҫаксене аса илсен Сергейӑн халӗ те ӑш-чикки чӗтреме пуҫлать.

Хӑранине ҫӗнтерме, пусарса лартма ӑна протез илес шанӑҫ вӑйлӑ пулӑшать. Сергей ҫак юлашки операци мӗнлерех кирлине, ун пӗлтерӗшӗ калама ҫук пысӑккине халь нихҫанхинчен те лайӑхрах ӑнланать. Пӗр вӑл ҫеҫ мӗн те пулин тума юрӑхлӑ ҫын пулма май уҫса парать-ҫке ӑна. Ҫавӑнпа мар-и вӑхӑта васкатрӗ те Сергей. Халь вӑл, протез часрах илес тесе, операционнӑйне ним тӑхтаса тӑмасӑрах кайса сӗтел ҫине выртма та, ыратупа шикленӳ витӗр пӗр сӑмахсӑрах тепӗр хут тухма та хатӗр.

Больницӑра чирлисем патне эрнере икӗ хут кӗртеҫҫӗ, унта та палӑртнӑ сехетсенче кӑна. Таня, ҫак йӗркене пӑстарсах, хӑйне куллен килсе ҫӳреме ирӗк илчӗ.

Сергей кунӗ-кунӗпе больница умӗнчи тротуар тӑрӑх шӑвакан йышлӑ халӑх юхӑмне палата чӳречи витӗр пӑхса тӑратчӗ. Мӗн кӑна шутламастчӗ пулӗ вӑл ҫав сехетсенче! Ушкӑнра хӑй вӗҫӗмсӗрех арӑмне шыратчӗ. Хӑйпе хӑех пулатчӗ ҫакӑ, сисӗнмесӗрех. Ҫынсем авӑрти пек ҫак пӑлханӑвӗнче симӗс тутӑр мӗлтлетнине курсан вара, — ӑна вӑл, ҫавнашкал тӗсли темиҫе ҫӗр пулсан та, ҫийӗнчех тупатчӗ, — куҫӗсем савӑнӑҫпа хыпса ҫунатчӗҫ, чӗри хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн тапма пуҫлатчӗ. Кун пек чух вӑл ҫут тӗнчере мӗн пуррипе мӗн ҫуккине те манса каятчӗ, ун умӗнче пурӗ те сӑмсине ҫӳлелле илемлӗн каҫӑртнӑ хаклӑ ҫынни кӑначчӗ.

Палатӑна Таня шурӑ халатпа кӗрет, тути ҫинче хӑйӗн яланах вӑтанчӑк кулӑ, Сергее вара унпа пӗрле кашнинчех стенасене мӑнаҫлӑн сарса-анлӑлатса та урайӗнчен пуҫласа маччана ҫити ӑшӑпа тата ҫутӑпа тултаракан нихӑҫан пулман ялтӑр хӗвел килсе кӗнӗн туйӑнатчӗ. Тӗл пулнипе ниҫта шӑнӑҫайми хӗпӗртенӗ ҫак мӑшӑра пӑхсан, вӗсем ҫийӗпе пурнӑҫӑн аскӑнчӑк тӑвӑлӗ иртсе кайнӑ тесе никам та шутлама пултараймӗ. Чӑн та телӗнмелле ӗнтӗ. Ҫак кӑвакрах ҫӳҫлӗ ҫамрӑкпа ҫирӗме кӑна ҫитейнӗ хӗрарӑм, этем тӳсмелле мар хӗнпе асап урлӑ иртсе те, пӗр-пӗрин патне тап-таса та ҫав тери ҫепӗҫ, ҫакӑнпа пӗрлех тата ҫӳле-ҫӳле хӑпартакан туйӑм ҫыхласа хӑварма пултарнине ӗненес те килмест.

— Телейлӗ ҫын эсӗ, Сергей! — ӑмсанса каланӑ ӑна ҫӗнӗ юлташӗсем.

— Мӗскер-мӗскер те, телейӗ вара ман ӑраскалӑма ытлашшипех тивӗҫрӗ, пилӗк ҫынна та ҫитет пулӗ! — ӑмсанӑвӗн сӑлтавне ӑнланаймасӑр, куларах тавӑрнӑ Сергей.

— Алӑсем мӗн… Пирӗн куҫпа пӑхӑсӑнччӗ эсӗ хӑвпа Таня ҫине. Юрату та — телей-ҫке-ха вӑл. — Калаҫаканни шӑпланса шухӑша кайса тӑнӑ, унтан хушса хунӑ:  — Хӑшӗсен алли-урисем те пӗтӗмпех пур, тӗрӗс-тӗкелех, пӗр чӗлхе вара ҫаплах тупаймаҫҫӗ, пӗр-пӗрин пурнӑҫне пӑсса чӑлахлатаҫҫӗ… мӗнлерех пӑсаҫҫӗ-ха… ҫакна вара хӑйсем туймаҫҫӗ те…

Операци тума палӑртнӑ кунпа сехет ҫывхарнӑҫем ҫывхарса пычӗҫ. Ӗнтӗ юлашки анализсене те илнӗ, тивӗҫлӗ таран сӑнаса тӗрӗсленӗ, Сергей вара операци хӑш вӑхӑтра пулассине Таньӑна калама ҫаплах хӑват ҫитереймест. Арӑмӗ ахаль те нумай ӑшаланнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа ун ӑна татах пӑшӑрхантарса ӳкерес килмест. Ҫав вӑхӑтрах Сергей каламасан кӳрентерессе те лайӑх чухланӑ. «Операционнӑй алӑкӗ патӗнче хӑлхине хупласа тӑриччен, антив, кӳрентӗрех ман ҫине», — шутларӗ вӑл юлашкинчен.

Операци кунӗ Таня клиникӑна ытти чухнехинчен ир пычӗ. Палатӑна кулкаласа вӑркӑнса кӗчӗ те алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Сергей вырӑн ҫинче яланхи пекех выртать, хӑй вара шурса кайнӑ, кӑкӑрне бинтсемпе хӗреслӗ тӑва-тӑва ҫыхса лартнӑ.

— Мӗн пулнӑ, Сережа? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Таня.

— Пӗтӗмпех йӗркеллӗ! Халь ҫеҫ операцинчен… — вӑйсӑррӑн кулчӗ Сергей.

— Ҫаплах пулӗ терӗм ҫав. Иртенпех мана больницӑна магнит пек туртать. Тем аван маррине сисрӗм эпӗ.

— Мӗн аван марри пур вара? Чӗрех… кулма та пултаратӑп-ха…

— Операци… мӗнле?..

— Лайӑх, Танечка, лайӑх. Начар пулма пултарать-и вара?

— Ыратрӗ-и?

— Хама хам тӗрӗслерӗм — сасӑ кӑлармасӑр чӑтаятӑп-и, ҫук-и. Ассистенчӗ, шуйттан мар-и, новокаин яма кашнинчех манса хӑварчӗ.

— Эс каласчӗ ӑна…

— Каланӑ. Кулать: «Пӑх-ха, доктор, паян сан икӗ ассистент», — тет. Леш ӑна хирӗҫ: «Кунашкал чирлисем, коллега, медицинӑра санпа манран кая мар чухлаҫҫӗ. Мӗнпур практикӑна хӑйсен ӳчӗ ҫинче ирттернӗ».

Больницӑра апатлану саманчӗ. Таня Сергейпе юнашар ларнӑ та ӑна ҫитерет. Вӗсем, пӗрле вӑрахрах пулас, калаҫас тесе, мӗн унта, пӗр-пӗрин ҫине ним чӗнмесӗр кӑна пӑхассишӗн те, апат вӑхӑтне яланах юри тӑсаҫҫӗ.

Алӑкран тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм кӗчӗ те чирлисем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Петров пур-и кунта?

— Пур, эпӗ… — Сергей темшӗн хӑраса кайрӗ.

— Сире аяла анса килме ыйтаҫҫӗ, протез виҫме.

— Мӗн?

— Протез.

— Хатӗр те-и? — хӑй илтнине ӗненмесӗр ыйтрӗ Сергей.

— Пуҫласа заказ паратӑн-и-мӗн?

— Пӗтӗм ӗмӗрӗме протезсем тума хушса кӑна ларнӑ, — мӑкӑртатса илчӗ Сергей.

Ӗненес те килмест, ара, халех, тепӗр минутран, вӑл аяла, пӗрремӗш хута, анать те алӑ курать. Чӗрӗ мар, паллах, искусствӑлла майпа тунӑскер. Ҫапах та вӑл паянтан лешӗн, — вӑйлӑ та ҫирӗпскер, — вырӑнне пуламалла, унӑн ӑна йышӑнмалла, хӑй ӳт-пӗвӗн пек курса хӑнӑхмалла. Сергей Таня ҫине хӑра-хӑра пӑхса илчӗ, тытӑнчӑклӑн ыйтрӗ:

— Мӗн тумалла, Таня?

Тунине хура перчетке тӑхӑнтартнӑ протез, чавси тӗлӗнчен хутланса, сӗтел ҫинче выртать. Чамасӑр вӑрӑм пуҫ пӳрни, темӗнле чӗпӗтсе тытнӑн, вӗҫӗпе ҫеҫ шӗвӗрри ҫумне ҫыпӑҫнӑ та илемсӗррӗн курӑнать. Чавса патӗнчен пӗрешкесем тӑсӑлса кайнӑ, хулпуҫҫи тӗлнелле вӗсем, ҫыхланнӑ евӗр, пӗр ҫӑмхана пухӑннӑ. Ҫиел енче, чавса хутламӗнче, никель сӑрнӑ гайка ялтӑрать.

«Ҫавӑ пӑрӑнса тухсан вара?» — вӗҫсе илчӗ вӑркӑнчӑк шухӑш.

Хура саппун ҫакнӑ ҫын пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ, протеза аллине тытрӗ. Лешӗ чӑлтлатса илчӗ те чавси тӗлӗнчен тӑсӑлса тӳрленчӗ. Аллаппи ҫавӑнтах ҫӳлелле пулса выртрӗ. Сергейӑн чунӗ ҫӳҫенсе кайрӗ. «Манӑн пӳрнесем кӗскерехчӗ…» — палӑртрӗ вӑл.

— Виҫсе пӑх-ха! Тивӗҫтерменни пулсан, кала, вӑтанса ан тӑр. Кайран ҫӗнӗрен тутарасшӑн хӑшкӑлни ан пултӑр. Атту эсир ҫавнашкал халӑх!.. Малтан часрах илес те каяс, унтан — кунта апла мар та лере кун пек мар, сӑтӑрнать, хӗсет, кайрӗ вара темтепӗр…

— Эпӗ пӗрремӗш хут…

— Нихҫан та курман-и вара?

— Тӳр килмен…

— Апла пулсан асӑрха. Ак ҫак турттаркӑҫӗ пӳрнене пушатать. Ак мӗнлерех, — протезист чӗн шнуртан туртрӗ те, пуҫ пӳрне шӗвӗрринчен уйрӑлчӗ, вара, йӑвашшӑн чӑлтлатса, ҫӗнӗрен чӗпӗтсе тытнӑ пек пулса тӑчӗ. — Чавса тӗлӗнчен протез хулпуҫҫи малалла сулӑннӑ май хутланать. Мӗнпур механики те ҫакӑ ҫеҫ.

Нимӗн ӑнланмарӗ пулин те:
— Пӗлтӗм, — терӗ Сергей, хӑй ҫавӑнтах кӑмӑлсӑрланчӗ.

Операци хыҫҫӑнхи вӑрӑм каҫсенче ум умне час-часах енчен еннелле вылянма пултаракан искусствӑлла хитре алӑ туха-туха тӑратчӗ, халӗ вара ҫакӑ ӗмӗт кӑна пулса юласса вӑл пит лайӑх курчӗ. «Ҫапах та ал-ура вӗҫне лартакан прибор ятлӑ ҫак хӑлтӑркка, тен, мӗнле те пулин пулӑшу пама пултарӗ…»

Протез тӑхӑнсан, Сергей чӗрӗ мар, темӗнле тӗрттерсе ывӑттаракан металл сиввипе вӑкӑрӑн хулӑн тирне туйса илчӗ. Сивӗ мимӗн чи аякри пайӗсене те ҫитет, чӗрене шӑнтать, хыттӑн чыша-чыша ярать хӑй ҫумӗнчен. Ҫак тивӗҫсӗрлӗхпе курайманлӑха тата шӑнӑҫманлӑха ӑнланнӑ пек, Сергей ӳт-пӗвӗнчи пур клетка та ҫавӑнтах протеза хирӗҫ тӑчӗ, хӑй евӗрех, хыттӑн тӗрте-тӗрте ячӗ ӑна, йышӑнма мар, ҫывӑхне те пыртарасшӑн пулмарӗ. Унӑн ҫак инструмента часрах хывса пӑрахас та куҫ курман ҫӗре тарас килсе кайрӗ. «Мӗн тӑвӑн-ха ӗнтӗ, урӑххи ҫук-ҫке, тен, хӑнӑхӑп…»

— Меллӗ мар-им? — хута кӗрсе ыйтрӗ мастер. — Ҫапла вӑл, тусӑм, малтанлӑха кашнийӗнех. Протезпа пурӑнма хӑнӑхас пулать.

— Вӑрахчен-и?

— Кам мӗнле. Хӑшӗсем часах, теприсем вӑрах. Пач хӑнӑхайманнисем те пур. Асапланаҫҫӗ-асапланаҫҫӗ те, тарӑхса ҫитсе, пере параҫҫӗ протезне кӑмакана.

— Кайран вара?

— Мӗн пултӑр кайран! Пире, протезистсене айӑплаҫҫӗ. Хӑвах шутла ӗнтӗ: мӗншӗн айӑплӑ вара эпир? Ҫутҫанталӑк йӗрки ҫавнашкал-ҫке-ха.

— Эп кӑларса пемӗп. Ман ӗҫлемелле. Унсӑрӑн мӗн тесе килмеллеччӗ-ха кунта?

— Эсӗ куна тӗрӗс каларӑн: ӗҫлемелле. Ӗҫсӗр ухмаха та тухса кайма пултарӑн. Пулсаччӗ пирӗн виҫ уйӑх каялларах пӗр гастролер. Алли тунисем ҫук. Тур ҫырлах! Мӗн-мӗн кӑна туса кӑтартмарӗ пуль вӑл! Кулленех ӗҫкӗ те ҫапӑҫу-харкашу. Больницӑран кутран тапсах кӑларса ячӗҫ! Протезӗ патне завода та кӗрсе пӑхмарӗ вара. Эпӗ ҫапла ӑнланатӑп, — вӗсем ӑна пачах кирлӗ мар. Ним ҫукран пуҫа кӑна ҫавӑрса ҫӳрерӗ!

— Ал туни ҫеҫ ҫитмест пулсанччӗ мана… Йӑлт каскаласа тураса пӗтерӗҫ те… текех ним касмалли те ҫук, — ассӑн сывларӗ Сергей.

— Эс пуҫна ан ус! — ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа пӳлчӗ ӑна мастер. — Чи хакли вӑл — алли-урипе пӗрле этем хӑйне пӗтерменни. Акӑ мӗнре ун тӗп ыйтӑвӗ! Алӑсем-тӗк… Ӗҫӗ яланах тупӑнӗ. Кӑмӑл ҫеҫ пултӑр, ытти, — мастер ҫӗкленӗ чышкине сулкаласа чӗтӗретрӗ, — ӑнлантӑн-и… каламасӑрах паллӑ!

Сергей килнелле таврӑнать. Шухӑшпа вӑл протезне вакунрах хӑнӑхма пуҫларӗ.

Таня юнашар ларнӑ та телейлӗн ҫиҫекен куҫӗсемпе ун ҫине пӑхать, савӑнӑҫне ниепле те пытараймасть. «Операци хыҫа юлнӑ ӗнтӗ, эпир киле каятпӑр, протез пур, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулӗ!» — тет ун ҫиҫекен сӑнӗ.

Луганска поезд каҫхине ҫитрӗ. Хула ҫийӗнче кӗрхи йывӑр пӗлӗтсем тӑраҫрӗ, сивӗ ҫумӑр вӗтӗртетсе ҫӑвать. Таньӑн, Харькова кайнӑ кунхи пекех, ҫуран утас килетчӗ, анчах, Сергей киле ҫитме васканине асӑрхарӗ те, шухӑшне улӑштарчӗ, такси тытрӗ.

Сергейӑн чӑнласах та киле хӑвӑрт, питӗ хӑвӑрт ҫитес килетчӗ.

Ҫук алӑсенчех чӑтмалла мар ыратусем пула-пула кайни малтан палӑртнӑ пекех, протеза хӑнӑхма, унпа килӗштерме ҫӑмӑл пулмассине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗ. Ӑна ним тӑхтаса тӑмасӑрах, ҫийӗнчех хытса пӑрахас кӑмӑл минутсеренех ӳсрӗ, вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пычӗ. Ҫакна хирӗҫ тӑма нимӗнле хал та ҫитереймӗн. Вӑхӑт-вӑхӑт ҫапларах та туйӑнчӗ: хывса ывӑт протеза ҫакӑнта — вара пӳрнесенчи, чавсасенчи, мышцӑсенчи ҫунтарса чӗпӗтекен ырату туххӑмрах лӑпланӗ, ҫук сыпӑксем пӗтӗрӗнсе турткалашма чарӑнӗҫ, пӗтӗм шӑмшака ҫыхса лартнӑ йывӑрлӑх та иртсе кайӗ, ҫухалӗ.

«Ак мӗнле хаяр иккен эсӗ!» — шухӑшларӗ Сергей.

Ҫӗрле вӑл вӑрахчен ҫывӑрса каяймарӗ. Канлӗх тупаймасӑр, пӗр вӗҫӗмсӗр енчен-еннелле ҫаврӑнкаларӗ. Ыратнисем лӑпланасса кӗтрӗ, вӗсем ҫаплах лӑпланмарӗҫ. Шухӑшӗпе чышкисене чӑмӑрта-чӑмӑрта вӗҫертрӗ, хӑйӗн вара, ӳте тӑстарса, хулпуҫҫи патӗнчи мышцӑсем турткаланчӗҫ.

Харьковра тунӑ операци хыҫҫӑн пуринчен ытла сылтӑм алӑри шухӑшпа ҫуратнӑ вӑта пӳрне итлеми пулчӗ. Вӑл, пуҫ пӳрне ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ тейӗн, Сергей тем тери тӑрӑшсан та хӑпмасть. Ятсӑррийӗн чӗрни пуррине те уйӑрса илме ҫук. Юлашки кунсенче вӑл, хуллен-хуллен, васкамасӑр хӑйпӑтса илнӗ чухнехи евӗр, ҫав тери хытӑ ыратрӗ, унтан ыратни пӗтрӗ, ҫакӑнпа пӗрле чӗрни хӑй те ҫухалчӗ. Ампутациленӗ алӑ туйӑмӗ пачах, яланлӑхах пӗтсе ларма пултарасси ҫинчен Сергей врачсем каласа панӑ тӑрӑх лайӑх пӗлнӗ. Пӗлнӗ те ҫакӑнтан хӑранӑ. Аллисем ҫукки акӑ ҫур ҫул ӗнтӗ, апла пулин те вӑл вӗсене туять, вӗсем ун сӑн-пуҫӗнче пурӑнаҫҫӗ, тӗлӗксенче курӑнаҫҫӗ, сураҫҫӗ-ыратаҫҫӗ те. Сергей ытларах сулахай аллин шӗвӗр пӳрнине лайӑх чухлать. Унта унӑн, хутланакан ҫӗртен кӑшт аяларахра, ҫӗвӗ те пур.

Саккӑрсенчеччӗ пулас, пекӗпе вылянӑ чух, вӑл аллине кастарчӗ. Сережа ҫакна курчӗ те хӑраса ӳкрӗ, амӑшӗ патне хӑлхана ҫурасла ахӑрса килсе ҫитрӗ.

— Пӳрнене касса татрӑм, мӗн пулать ӗнтӗ?!

Пуласса пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулчӗ, суранӗ кӗҫех тӳрленчӗ. Каснӑ вырӑнта кӑна ҫӗвӗ ӗмӗрлӗхе кумккаланса хытса юлчӗ.

Халӗ вара, аллисене ампутациленӗ хыҫҫӑн ҫур ҫултан, вӗсене тепӗр хут ҫухатма ҫав тери хӑрушӑ. Пӗррехинче вӑл аллисене пур пек туйнине Таньӑна каласа пама тӑчӗ. Лешӗ кӗтмен ҫӗртенех йӗрсе ячӗ, ун кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнсе тархасларӗ: «Кирлӗ мар, Сережа, эп хӑратӑп…»

Халь ак, унпа юнашар выртать пулин те, Сергей ӑна хӑйне пӑшӑрхантаракан, канӑҫсӑрлатакан шухӑшсене каласа пама ниепле те хӑюлӑх ҫитереймест.

— Мӗншӗн ҫывӑрмастӑн, Сережа? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Таня.

— Эсӗ хӑв?..

— Эпӗ…

Таня сӑмахне вӗҫлемерӗ. Кантӑк тӑрӑх ҫумӑр чӑшӑлтатса юхрӗ, таҫта ҫӗрлехи инҫелӗхре пӑравус йывӑррӑн хашлатса сывларӗ, такамран пулӑшу ним усӑсӑр кӗтнӗ евӗр, вӑраххӑн та эрлӗклӗн кӑшкӑртрӗ.

— Упана та ташлама вӗрентме пулать, теҫҫӗ халӑхра. Тытӑнса пӑхӑпӑр! — терӗ сасартӑк Сергей.

Петровсен ҫемье дневникӗ.

Дневникри малтанхи ҫырусем ӑнсӑртран пулнӑскерсем, вӗсене хӑҫан ҫырнине те кӑтартман, ҫырасса вара Сергей каласа пынӑ тӑрӑх Таня ҫырнӑ, ытларахӑш пайне чернилпа.

Вӑрҫӑ ҫинчен нумай кӗнеке вуланӑ. Аваннисемех леккеленӗ. Анчах вӑрҫа эпӗ хамӑн куҫӑмпа пуҫласа К. Симоновӑн «Салтак пулса ҫуралмаҫҫӗ» тата «Чӗррисемпе вилнисем» кӗнекисенче куртӑм. Ӗмӗр манмалла мар аса юлчӗҫ тыткӑна лекнӗ салтаксен мӗскӗн шеренгисемпе «Казалось, что всю Россию взяли в плен» тенӗ сӑмахсем.

* * *

— «Хам ирӗкпе борт тулашӗнче». Хӑюллӑ йӗкӗт Ален Бомбар! Пӗрехҫех хут туса пӑхасчӗ ҫавнашкал! Мӗнле пек, Таня, а?

— Ҫӗрле хӑрушӑ. Акулӑсем…

— Чухлатӑн-и, карап инкек тӳсет, ҫынсем тинӗсре… Пӑлханас-пӑтранас пек ӗнтӗ, ун вырӑнне — шанӑҫ! Вӑл океанра утмӑл пилӗк талӑк пулма пултарнӑ-ҫке, мӗнрен кая эпир?! Ҫапла, шанӑҫ — пысӑк вӑй!

* * *

Куприн — ҫав тери чаплӑ писатель. Пӗтӗмпех вуласа тухрӑм. Анчах ма-ха питӗ хевтесӗр ун геройӗсем? Капкӑна лекнӗ шӑшисем пек, кӗтесрен кӗтесе вирхӗнеҫҫӗ, хӑйсем ним тума та пӗлмеҫҫӗ.

* * *

Мӗнешкел нумай лайӑх сӑвӑсем!

Эс эсӗ, модӑна кӑмӑллакан усал ҫамрӑклӑх,
Куллу ҫинче — кӑвак ҫӳҫӳ.

Ку ытла киревсӗр-ҫке —
Полтиннишӑнах кӑвакарса ларма!

Е тата:

Мӑшкӑлласа кулса кама юрасшӑн пулнӑ,
Кам айӑпне лартмалла ӑна?

Хуйхӑна мода шайне хӑпартас ҫук,
Кӑвакарнӑ ҫӳҫе те юрамасть кӗртме.

Ман ентешӗм — Румянцева ҫырнӑ. Маттур, Майя!

* * *

Проходчик тусӑмсем пӗтӗм ҫӗршыв рекордне тунӑ. Бригадирӗ — ман ҫывӑх юлташ, эпир пӗрле техникум пӗтернӗ. Эх, Витька, Витька!.. Хуть пӗр кунлӑха кӑна пырасчӗ сан пата забоя… Ӗҫлеттӗмччӗ ҫитмӗл ҫичӗ тар персе тухиччен, шахта сывлӑшӗпе сывлӑттӑм, тупата турӑшӑн, кӑшт ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ… Тӗлӗксем чуна кӑлараҫҫӗ манне, тусӑм… ухмахах тухса каятӑп-и ӗнтӗ… Ҫӗрӗпех куҫ умӗнче коперсем, терриконсем…

* * *

Сережа! Мӗнешкел хӑват!

Ӑна ҫил-тӑвӑлӗ силлерӗ
Вуллинчен тымар таран,
Вӑл ҫавах ӳкмен.

Хӑр ҫил ҫунтарнӑ.

Вӑл тӑнӑ ҫав-ҫавах.

Чӗпӗтнӗ сивӗ
Хӗл шӑмми таран сивӗтнӗ,
Вӑл ҫавах ӳкмен.

Ҫулӑмлӑ пушӑпа
Вуллине ҫӗр ҫиҫӗм ҫапнӑ,
Вӑл ҫавах ӳкмен.

Хаяртарах ҫеҫ пулса тӑна та
ҫавах ӳкмен.

В. Харьюзов. Ҫырма пӗлеҫҫӗ ҫынсем…

* * *

Кашни ҫыншӑнах пурнӑҫ хаклӑ. Кирек кам пулсан та. Пурнӑҫ — ялан лайӑххине ӗмӗтлентерекен шанӑҫ. Пӗрисем ҫак лайӑххине пуянлӑх тесе ӑнлантараҫҫӗ, теприсем — мораль теме пӑхаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем вара, вӗсем нумайӑн, иккӗш те пӗрех, теҫҫӗ. Ҫынсене пӗр ыйту уйӑрса тӑрать: пурнӑҫра мӗн вӑл пӗрремӗшӗ, чи пуҫламӑшӗ — мораль тивӗҫлӗхӗ е мул-пуянлӑх. Ҫакӑнтан ҫапла тухса тӑрать: пӗрисем пурӑнма юратаҫҫӗ, теприсем — пурнӑҫа. Пӗрисем калаҫҫӗ: эпӗ сывлатӑп пулсан, пурнатӑп, теҫҫӗ; теприсем урӑхларах ӑнланма хушаҫҫӗ: эпӗ ҫынсене усӑ кӳретӗп, апла-тӑк пурӑнатӑп, теҫҫӗ. Анчах вӗсенчен нихӑшӗн те вилес килмест. Пӗрремӗшӗ пурӑнса юласшӑн тӑрӑшать, иккӗмӗшӗ — хӑй ҫынсене юрӑхлӑ пулнипе хӗпӗртесе савӑнасшӑн. Виҫҫӗмӗшне паман-мӗн.

* * *

Ноябрӗн 1-мӗшӗ. Кӗркуннен юлашки уйӑхӗ, урамра вара ӑшӑ-ӑшӑ. Часах уяв… Мӗн парнелес сана, Танечка?

— Парнеле мана ҫеҫенхирӗн анлӑ-анлӑ ывӑҫи ҫинчи хулана!

— Пултарайсассӑн, тӳпери чи-чи ҫутӑ ҫӑлтӑра парнеленӗ пулӑттӑм. Эсӗ мана пурӑнӑҫ парнелерӗн-ҫке-ха! Хӑвӑнне те хамӑнне.

— Ҫук. Юрату!

— Вӗсем пӗрешкелех.

* * *

Хула Совечӗ Ҫӗнӗ ҫул тӗлне пӳлӗм парас пек шантарать. Ҫапах та унччен ку ҫӗтӗк-ҫатӑк хӳшше мӗн хутса ӑшӑтмалла-ха? Каҫ-каҫ самаях сивӗ ӗнтӗ. Кӗтессе хӗсӗннӗ шӑрчӑк ачалӑха аса илтерет. Аттен ялти ҫуртӗнче ҫакнашкалах юрӑҫ ҫӗр каҫа ҫӑварне хупмастчӗ вара. Миллион ҫул иртнӗ унтанпа. Тепӗр чух пире темле хум урӑх планета ҫине кайса пӑрахнӑнах туйӑнать — ыратупа тулнӑ шанӑҫ ҫук планетӑна.

— Сӑррусене ытла ан ҫӑралат, Сережа.

— Хаваспахчӗ… Анчах хӗвелпе ҫынсен куллинчен ӑста тарса пытанӑн?.. Эпӗ те ҫын-ҫке-ха…

* * *

«Комсомольская правда» пӗр ҫамрӑк ҫын ҫыруне ҫапса кӑларнӑ. Ӗҫлесшӗн мар иккен вӑл, ӗҫлекенсене кураймасть, хӑй вара хитре тӑхӑнма, тӗрлӗ лакӑш-лакӑш ташӑсемпе ресторансене питӗ хавас… Ҫавӑнтах, ун ҫырӑвӗпе юнашарах, йышӑннӑ йӑламӑр тӑрӑх, ара, ӑна панӑ хуравсене пичетленӗ. Ӑс кӗртеҫҫӗ, намӑслантараҫҫӗ! Мур тӗплесе кайтӑрах ҫавӑнта, нивушлӗ вара кама-тӑр татах ӗҫпе пурнӑҫ пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑман ӑнлану пулнине, этеме вӑл мимепе чӗре пекех кирлине тепӗр хут ӑнлантарса памалла ӗнтӗ, ӳкӗтлемелле! Упӑтесем те пӗлнӗ-ҫке ҫакна!.. Тӗрӗссипе, ҫав ниҫтиҫука ҫухаран ҫулса илмелле те лайӑх кӑна тытса силлемелле.

Тӑван ҫӗршывӗнчен вӑрах хушӑ аякра пурӑннӑ ҫын ностальгипе чирлет, теҫҫӗ. Ҫак мӗнле чир иккенне пӗлейместӗн. Анчах ку вӑл ӗҫе тунсӑхласа тарӑхнӑ пекех пулма кирлӗ. Ҫакӑ мӗнешкел йывӑр асап иккенне кӑшт та пулин пӗлеесчӗ ҫав кӑпӑк ҫӑварӑн!

* * *

— Таня, ман шухӑшсене тавҫӑрасшӑн ан хӑтлан.

— Эпӗ хӑтланмастӑп, эпӗ пӗлетӗп.

— Вара мӗн?

— Пӗркун ҫыру ҫырайманнине инкек вырӑнне ан шутла. Уру сывӑ пулнӑ пулсан, пӗтӗм чӗремпе шанса тӑратӑп, эсӗ ҫырма вӗренеттӗнччех. Анчах мӗн тӑвайӑпӑр?.. Тепӗр тесен, эпӗ начар секретарь-им вара?!

— Ҫав тери лайӑх секретарь. Анчах ман хам мӗн те пулса тума пултарнине ӗнентерекен шанӑҫа ӑҫтан илмелле?

* * *

Ӗнер пер арҫын автобус патне васкать. Хашкать, йӗп-йӗпе хӑй, ӗҫе ҫитме каярах юлнӑ пулмалла. Чупса ҫитейрӗ ҫеҫ… алӑк хупӑнса ларчӗ, машина тапранса кайрӗ. Эх, мӗнлерех ятлаҫрӗ вара вӑл? Эпӗ юнашарах тӑраттӑм, ӑмсаннипе кӑшт ҫеҫ макӑрса ямарӑм. Манӑн нимӗнрен кая юласси те ҫук ӗнтӗ, мана никам ниҫта кӗтмест.

Сайт:

 

Статистика

...подробней