Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ҫынсенчен (тĕпĕ: ҫын) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫапах та палламан ҫын хӑй ҫавӑн пек кӗтмен ҫӗртен пырса кӗнӗшӗн дилижанс ӑшӗнчи ҫынсенчен те ытларах пӑшӑрханнӑ.

Между тем неизвестный, как видно, был смущен своим внезапным вторжением не менее самих пассажиров.

V. Таркӑн // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Канма килнӗ ҫынсенчен халӗ ӗнтӗ фермӑра Одессӑран килнӗ Бачей хушаматлӑ учитель ҫемьи — ашшӗ тата унӑн икӗ ывӑлӗ ҫеҫ юлнӑ.

Сейчас из приезжих на ферме осталась только семья одесского учителя, по фамилии Бачей, — отец и два мальчика.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Самолетпа поезд хушшинчи хам иртнӗ ҫула, Мускав картти ҫине хурса пӑхсан, хамӑн пур кӑмӑлтан тӗл пулса курма ӗмӗтленнӗ ҫынсенчен, курнӑҫас мар-ха тесе, юри пӑрӑнтӑм тесе шутлама та пулать.

Если проложить на карте Москвы путь, который я прошёл в течение немногих часов между самолётом и поездом, можно подумать, что я нарочно сделал решительно всё, чтобы не встретиться с теми, кого я давно и страстно хотел увидеть.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам та чакатӑп, суранӑмсем сураҫҫӗ, шарӑх, шыв ӗҫес килни тарӑхтарать, вӗсенчен те кансӗрри — ниҫтан хӑтӑлайми салхуллӑ шухӑшсем, вӗсем те ҫав ҫынсенчен хӑпма пӗлмен йӗрӗнтерсе сӗрлекен хытӑ шӑнасем пек йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ.

Я сам отступал, измученный ранами, жаждой, жарой и ещё более — невесёлыми мыслями, от которых так же не мог отделаться, как от этих синих, твёрдых мух, садившихся на бинты с отвратительным, громким жужжаньем.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хам палланӑ ҫынсенчен ҫавӑн лек сухаллӑ та ҫӳлӗ ҫын халиччен нихҫан та пулман.

Но никогда у меня не было такого почтенного знакомого, длинного, бородатого,

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Вӑл тата та ҫывӑхарах шӑвӑнчӗ, хулпуҫҫи урлӑ уртӑнса тӑракан пиншакӗпе мана юри ҫынсенчен картларӗ.

Он придвинулся еще ближе, отгородил меня от всех пиджаком, свисавшим с плеча.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫырӑвӗ, чӑнах, питӗ лайӑхчӗ, чунӑм савӑнса кайрӗ: Эпир Александра Дмитриевнӑпа «ҫӗнӗ ҫынсенчен» вӑрттӑн питӗ лайӑх апат хатӗрлерӗмӗр, Валя юратса ҫиекен салата малтан эпӗ, унтан Александра Дмитриевна та черетлӗн тӑвар янӑ иккен, — ҫапах та ӑна пӗр минутрах ҫисе ятӑмӑр, мӗншӗн тесен Валя ӗнертенпе хырӑнман кӑна та мар, нимӗн те ҫимен те пулнӑ.

Вообще это было чудное письмо, от которого у меня стало весело и спокойно на душе: Тайком от «молодых» мы с Александрой Дмитриевной приготовили великолепный ужин с вином, и хотя любимый Валин салат с омарами мы посолили по очереди — сперва я, потом Александра Дмитриевна, — всё-таки он был съеден в одну минуту, потому что оказалось, что Валя со вчерашнего дня не только не брился, но и ничего не ел.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах акӑ председатель «хамӑр шкулта вӗреннӗ, халӗ актерсем пулнӑ ҫынсенчен Григорий Израилович Фабер калать» тесе пӗлтерсен, икӗ патвар йӗкӗт тӗлӗнсе каймалла пысӑк кунтӑк йӑтса кӗчӗҫ те, пурте куҫӗсене чарса пӑрахрӗҫ.

Но вот председатель объявил, что «от имени актеров, вышедших из стен нашей школы, сейчас выступит Григорий Иванович Фабер», и два здоровых парня принесли такую корзину, что все ахнули, — шепот так и побежал по рядам.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Эпӗ халӗ санӑн аҫу ҫинчен санран хӑвӑнтан та ытларах, ҫут тӗнчери мӗнпур ҫынсенчен ытларах пӗлетӗп.

— Я знаю теперь о твоём отце больше тебя, больше всех людей на свете.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫурҫӗрти чи кӑмӑла кайнӑ ҫынсенчен пӗри.

Один из самых уважаемых людей на Севере.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе, юлашки вӑхӑтра вӑл тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ: утма та аран-аран кӑна уткалать, пӗр вӗҫӗмренех ҫынсенчен уйрӑм ларать.

Да и вообще он стал какой-то странный: походка нетвёрдая и сидит всё время в стороне.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӗрӗссипе вӗсем — тӗрлӗ ҫынсенчен илнӗ тӗрлӗ ҫырусем, экспедици ҫинчен е ҫавӑн пекреххисем пулнӑ ӗнтӗ.

переписка, связанная с экспедицией, или что-нибудь в этом роде.

Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Хӑшпӗр ораторсем тава тивӗҫлӗ ҫынсенчен мӑшкӑллама хайсене ирӗк панине пӗлетпӗр эпир, — терӗ вӑл.

— Мы слышали, как некоторые ораторы позволяют себе оскорблять заслуженных людей, — сказал он.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Марья Ивановна хӑйӗн пулас кунҫулӗ ҫавӑнта кайса килнинчен килет тесе, вӑл, хӑй чӑн ӗҫшӗн хӗн курса вилнӗ ҫыннӑн хӗрӗ пулнӑ мӑй, вӑйлӑ ҫынсенчен хӳтӗлӗхпе пулӑшу шырама каясшӑн пулни ҫинчен пӗлтернӗ.

Марья Ивановна отвечала, что вся будущая судьба ее зависит от этого путешествия, что она едет искать покровительства и помощи у сильных людей, как дочь человека, пострадавшего за свою верность.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Паллах ӗнтӗ, ҫынсенчен сайрарах.

 — Хотя, разумеется, реже, чем люди.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кам ҫынсенчен уйрӑмрах ҫырма тӑрӑштӑр-ха?

Кто же станет претендовать на оригинальничанье?

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл вара тӳрех: «Ҫынсенчен уйрӑмрах ҫырма тӑрӑшан. Начар», тесе ҫырса хуратчӗ.

Он надписывал: «Претензия на оригинальничанье. Слабо!»

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп вилессе те ҫитнӗ, ытти чирлӗ ҫынсенчен мана, ку пурпӗрех чӗрӗлеймест тесе, икӗ хутчен уйрӑм ҫӗре вырнаҫтарнӑ.

Я был при смерти, дважды меня как безнадежного отгораживали от других больных ширмой.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех, хамӑра полкран кунта куҫарсассӑнах, эпӗ вӑл ылханлӑ, турра ӗненмен ҫынсенчен пит те хӑраттӑмччӗ.

Тому лет двадцать как нас из полка перевели сюда, и не приведи господи, как я боялась проклятых этих нехристей!

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫавӑн чухне ӗнтӗ «Эпӗ ҫынсенчен катӑк, анне те ман пирки вӑтанать» текен шухӑш манӑн пуҫӑма пырса кӗчӗ.

Тогда впервые пришла мне в голову горькая мысль, отравившая мои первые годы: «Я хуже всех, и она меня стыдится».

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней