Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: Вунҫиччӗмӗш сыпӑк

Раздел: Икӗ капитан –> Саккӑрмӗш пай. Саня Григорьев каласа пани. Кӗрешер те шырар

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Источник: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Добавлен: 2019.09.22 22:11

Предложений: 85; Слово: 1044

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Военное

Килӗнче пулман туссем

Самолетпа поезд хушшинчи хам иртнӗ ҫула, Мускав картти ҫине хурса пӑхсан, хамӑн пур кӑмӑлтан тӗл пулса курма ӗмӗтленнӗ ҫынсенчен, курнӑҫас мар-ха тесе, юри пӑрӑнтӑм тесе шутлама та пулать. Эпӗ «пур кӑмӑлтан та» терӗм, ку чӑнах та ҫаплахчӗ ӗнтӗ, хуть эпӗ хӑшне пӗр сӑлтавпа, ыттисене йӑлтах урӑхла сӑлтавпа курасшӑнччӗ. Лешсем те, кусем те Мускаврахчӗ-ха. Тен карттӑ ҫине тепӗр хут пӑхсан, ҫав кунхине вӗсен ҫулӗ те манӑннипе юнашарах иртнӗ пулӗ. Е икӗ минута ҫеҫ кая юлса ҫав ҫул урлах каҫрӑм пулӗ. Е кӳршӗри урампа ҫав ҫуртсен хӗррипе вӗсене хирӗҫех пытӑм пулӗ. Ӗнтӗ мӗнле пулсан та ҫулӑм манӑн ӑнӑҫмарӗ, эпӗ вӗсене пӗрне те кураймарӑм.

Аэродромран тӳрех Садовой урамне тухрӑм, Воротниковски урамӗпе Кораблев патнелле ҫул тытрӑм, — юрать-ха, пӗтӗм багажӑм та аллӑмри пӗчӗк чемоданӑм кӑна.

…Кивелнӗ йывӑҫ флигель тайӑлнӑ, хӑйпе юнашарах туса хунӑ ҫӳлӗ ҫуртсен хушшинче вӑл дача ҫурчӗ пек пӑхса тӑрать. Аялти хучӗн ҫурринче ӗнтӗ Иван Павлыч хӑй кӑна пурӑнмасть иккен; Мускав мана малтан темле пушаннӑ пек туйӑнчӗ, ҫапах та ҫак пӗчӗк ҫуртӑн кашни чӳречинченех пуҫсем курӑнчӗҫ. Крыльца ҫинчи хӗрарӑмсем панскн чӑлха ҫыхатчӗҫ, эпӗ пырса ҫитнӗ-ҫитмен ман ҫине сахалтан та пӗр ҫирӗм мӑшӑр куҫ пӗлес килнӗ кӑмӑлпа пикенсе пӑхрӗҫ, ку ӗнтӗ Энск хулинчи хамӑр картишӗнчи пекех пулса тухрӗ.

— Кам кирлӗ сире?

— Кораблев.

— Э, Иван Павлыч-и? Коридор тӑрӑх сулахай енчи иккӗмӗш алӑк.

— Пӗлетӗп эпӗ, — терӗм пусма тӑрӑх улӑхнӑ май. — Килте-ши вара вӑл?

— Шаккаса пӑхӑр, килтех пулма кирлӗ.

Иван Павлыча эпӗ юлашки хутчен вӑрҫӑ умӗн курнӑччӗ. Старике хамӑр Катьӑпа пырасса систермесӗрех тортпа та французсен эрехӗпе кучченеҫ хатӗрлесе сасартӑк ҫитсе кӗрсеттӗмӗр. Вӑл пирӗнпе юнашарти пӳлӗмрен калаҫса темӗнччен хырӑннӑччӗ, эпир вара тахҫан шкулта ӳкернӗ фотосене пӑхаттӑмӑр.

Иван Павлыч ҫӗнӗ костюмпаччӗ, лайӑх ҫуха тӑхӑннӑччӗ, мӑйӑхне те ҫамрӑкла пӗтӗрсе янӑччӗ. Халӗ те мана тӗттӗм коридорта ӑна ҫавӑн чухнехи асран кайми каҫхинехи пек курассӑн туйӑнчӗ:
«Саня, эсӗ-и ку?» тесе ыйтассӑн туйӑнчӗ.
Анчах эпӗ хам паллакан кӗҫҫепе витнӗ алӑка ик-виҫ хут та шаккарӑм. Шӑпах Иван Павлыч килӗнче ҫук.

«Хаклӑ Иван Павлыч! — ҫыртӑм эпӗ аяккинерех пӑрӑнса, мӗншӗн тесен ман ҫине хӗрарӑмсем пӑхатчӗҫ, эпӗ вара хам пӑлханнине вӗсене кӑтартасшӑнах марччӗ — пӗлместӗп ӗнтӗ, каллех сирӗн пата кӗрсе тухасси пулӗ-и. Паян эпӗ Ярославле каятӑп, унта манӑн Катя январь уйӑхӗнчех эвакуаципе тухса кайнӑ. Унтан тен ӑна шыраса тупиччен урӑх ҫӗре те ҫитесси пулӗ. Ҫак пӗчӗк ҫырура хама мӗн пулнине, мӗнле майпа пӗр-пӗрне ҫухатнине ӑнлантарса парас та ҫук. Эсир-и е Валя (ӑна паян курасса шанатӑп-ха) ун ҫинчен мӗн те пулин илтнӗ пулсан халех ҫак адреспа ҫырса пӗлтерме сӗнетӗп: Полярное, политуправление, Р. контрадмирала, мана пама, тейӗр. Хаклӑ Иван Павлыч, тен эпӗ вилни ҫинчен сарӑлнӑ хыпар сирӗн пата та ҫитнӗ пулӗ, анчах ку ҫырӑва шӑпах эпӗ хам ҫырнӑ, сирӗн Сашӑр».

Ҫак ҫырӑва илме тесе, пӗр харӑс вунӑ алӑ туртӑнчӗҫ…

Ӗлӗкхинчен те чечентерех, илемлӗрех курӑнакан метро тӑрӑх Советсен Дворецӗ патне ҫити ларса кайрӑм. Гогоель бульварӗнче хӑйсен хулӑн туйисем ҫине таяннӑ стариксем мирлӗ сӑн-сӑпатӑнах лараҫҫӗ, вӑрҫӑ тахҫан-тӑхҫан пулса иртнӗ тейӗн ҫав. Ачасем савӑнӑҫлӑн выляҫҫӗ — сак самантра эпӗ, хамӑн шухӑшӑмпа та ӗҫӗмпе тертленекенскер, чи малтанхи хут туйса илтӗм: ку — Мускав вӗт, Мускав ку!

Валя хваттерӗн алӑкӗ ҫинче пӑхӑр хӑма татӑкӗ ҫакӑнса тӑрать: «Профессор Валентин Николаевич Жуков». Кур-ха! Профессор! Шӑнкӑртаттартӑм эпӗ, шаккарӑм, унтан урапа тапса пӑхрӑм…

1942 ҫулта ҫуллахи вӑхӑтра, пӗтӗм Мускав халӑхӗ ӗҫленӗ ҫӗртех пурӑннӑ чух, ҫитменнине тата кӑнтӑр вӑхӑтӗнче, ӗҫленӗ кунхине Жуков профессор килте пулманнинчен тимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах Валька, манӑн Валька хама тем пекех кирлӗ вӑхӑтра таҫта кайса ҫӳрени мана питӗ кӳрентерчӗ. Эпӗ каллех алӑкне урапа тапса пӑхрӑм та алӑкӗ, чӗрӗ пекех, уҫӑлчӗ. Темӗн йӑнӑшса чӗриклетрӗ вӑл. Тыткӑчинчен тытрӑм та алӑк яриех уҫӑлчӗ.

Паллах ӗнтӗ, хваттер пушахчӗ. Вӑлька ҫывӑрмасть-ши, тесе шухӑшлани те ҫав самантрах йӑмрӗ. Эпӗ кухня патнелле иртрӗм, тахҫан вӑл пӗр вӑхӑтрах столовай та ачасем пурӑнакан пулӗм теччӗ. Мӗн тесен те ҫав кухьнӑна лайӑх тирпейленӗччӗ! Сӗтелсем ҫине ҫитӗсем витнӗччӗ, ҫӳлӗксене чӗнтӗрлесе каснӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑччӗ. Ҫак шӑлса тасатнӑ стенасем ҫине пахсан, чӳрече ҫинчи каҫхи фиалкӑсене, халӗ ҫеҫ татса килнӗ ландышсене курсан вӗсем ҫине хӗрарӑмах ал хунӑ тесе шутлама та пулатчӗ. Валька чечексем туянать, — ҫакна тавҫӑрса илес текенӗн аслӑ художник пулмалла.

Эпӗ кухня текен ҫӗре иртрӗм. Стена хӗрринче тӑвӑр кӑна тимӗр крават пурччӗ, ура вырнаҫтармалли енче хӗрарӑм кӗпи тирпейлӗн ҫакӑнса тӑрать. Тахҫан Катьӑн та ҫакӑн пек шурӑ пӑнча-пӑнчӑллӑ кӑвак кӗпе пурччӗ. Мӗнле хӗрарӑм пурӑнать-ши Валя хваттерӗнче? Кира вӑрҫӑ пуҫлансанах ачисемпе пӗрле тухса кайнӑччӗ, ун ҫинчен эпӗ Катьӑн пирвайхи ҫырӑвӗсенченех пӗлеттӗм ӗнтӗ. «Тусӑмҫӑм, кам сана ҫапла ҫавӑрса илме пултарнӑ иккен?» Вара эпӗ Кирӑна кӑштах тӑрӑхласа ҫырнӑ Катя ҫыруне аса илтӗм, унта епле Кира йӗпкӗм хура тилӗсен гибричӗсене ӳстерессипе тӑрмашакан хайӗн упӑшкине хӑнчӑр куҫлӑ Женька Колпакчи ҫине кӳлешсе тӑни ҫинчен ҫырнӑччӗ. Эппин Женька Калпакчи хӑнчӑр куҫлӑ пулин те вӑхӑтне ахаль ирттермен иккен.

Кирек мӗнле пулсан та эпӗ Вальӑна кураймарӑм.

«Хаклӑ Валечка тусӑм, — ҫыртӑм эп ӑна. — Катьӑна шыраса тупма ӗмӗтленсе, е ун ҫинчен мӗнле те пулин хыпар пӗлес тесе Ярославле тухса кайнӑ май, сан патна кӗрсе тухрӑм та, эсӗ килте пулманнишӗн питӗ кӳрентӗм. Катя ҫинчен пӗр хыпар-хӑнар илтменни ҫур ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ. Ленинградра чухне вӑл Кира патне ҫырсах тӑратчӗ, тен Кира е эсӗ хӑвах Катя ҫинчен мӗн те пулсан пӗлетӗр пулӗ? Эпӗ аманнӑччӗ. М-овра выртрӑм, сана ҫырсах тӑтӑм та ответ кӗтсе илеймерӗм. Тем те курса асаплантӑм, анчах Катьӑна курасси ҫинчен каламастӑп ӗнтӗ, пӗр-пӗринпе чӗрӗ иккенне пӗлсен те мана тем пек ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ! Ман пата ҫырас тесен эсӗ Ҫурҫӗр флотне ҫыр. Полярное, политуправление, Р. контрадмирала, ман валли тесе ҫыр. Ку шанчӑклӑрах адрес пулать, урӑх адрес ман халлӗхе ҫук-ха. Чипер юл, хаклӑ тусӑм. Алӑк хӑех уҫӑлчӗ. Халӗ сан ӑна ватмалла пулать ӗнтӗ, — вӑл ҫавах та хваттере уҫах хӑварнинчен лайӑхрах. Хам кайиччен сан пата тепӗр хут та кӗрсе тухма пулмӗ-и-ха, тетӗп».

Ҫак ҫырӑва эпӗ кухньӑри сӗтел ҫине хӑвартӑм. Унтан вара алӑк ҫаклатмаллине ҫаклатса хутӑм та, хупса кайнӑ май, хӑех сиксе питӗрмелле турӑм, алӑка шартлаттарса хупрӑм та вӑл шалтан питӗ лайӑх питӗрӗнчӗ.

Ҫак районра манӑн тата пӗр пысӑк ӗҫ пурччӗ-ха. Вальӑран катарах мар пӗр ҫын пурӑнатчӗ, хуҫи хапӑл тӑвӗ-и, ун ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑрах епле пулсан та ун патне кӗрсе тухасшӑнахчӗ эпӗ.

Тахҫанах ҫитесшӗнччӗ-ха эп ун патне!

Госпитальти куҫ хупман каҫсенче, аптраса аташнӑ чух, ҫак курнӑҫу ҫинчен шухӑшлаттӑм эпӗ. Питӗ кирлӗччӗ вӑл мана, ӑна куриччен ман вилессӗм те килместчӗ!

Хамӑр мӗнле майпа тӗл пуласси ҫинчен пӗрре мар шухӑшлаттӑм эпӗ. Ун патне манӑн е шӑпах кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, ӑҫта та пулин театрта чухне-и, хама курас тенине асне те илмен чухне кӗрес килетчӗ. Е пӗр-пӗр гостиницӑра, алӑка ҫӑраҫҫипе питӗрсе илсе, ун ҫине кулкаласа пӑхас килетчӗ. Хӑш чухне тата шурӑмпуҫ хӑпарнӑ чух ӑна эпӗ кӳршӗри койка ҫинче кураттӑм, вӑл куклетнӗ урисене хӑй айнелле туса ларатчӗ, ҫурма хупӑ тӑрӑхла куҫӗсем нимӗне уямасӑр чалӑратчӗҫ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней