Поиск
Шырав ĕçĕ:
Шурӑ юрпа витӗннӗ хирте те, ҫул ҫинче те пӗр чун курӑнмасть.Ни души не было видно ни в поле, устланном белым покрывалом, ни на дороге.
ХХХIII. Ҫӗнтерекенсем ҫӗннисене хӑналаҫҫӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Огнянов Овчери ялнелле васкарӗ, ялӗ ҫаплах курӑнмасть.
XXVII. Ҫӳрен ҫын // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Тӑвӑр та кукӑр-макӑр урамсенче ҫын курӑнмасть, сас-чӳ илтӗнмест.
XXII. Ставри пуп патӗнче хӑнара // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Халь те вӑл ҫунать те, тӗтӗмӗ кӑна курӑнмасть.
XVIII. Ганко кофейнинче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Кивӗ чиркӳпе паттӑр ватӑ яхтӑ ӑрӑс хӗнне чӑтайман, пӗлӗтелле ҫӗкленекен ҫӳллӗ яхтӑ та текех куҫа савӑнтарса курӑнмасть, стенасем ҫине ӳкернӗ таса аттесемпе архангелсен, турӑ ячӗшӗн хӗн-хур тӳссе курнӑ ҫынсен сӑнӗсем те сӑваплӑ чуна ҫӗклентереймеҫҫӗ.
III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хушӑкран та пулин ҫутӑ курӑнмасть, кунта пӗр чӗрӗ чун ҫук тейӗн.Через их щели не проникало ни луча света; нигде не было ни малейших признаков жизни.
II. Тӑвӑл // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах вӑл хӑйне хӑй хирӗҫленӗ; хӑв тупнӑ тӗрӗслӗхе вара нумайччен хирӗҫлесе тӑраймастӑн, — вӑл хӑвӑн, тӑван тӗрӗслӗхӳ; унта нимле чее япала та курӑнмасть сана.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Эпӗ ҫураличчен илеме курса кирлӗ чухлӗ киленеймен, мӗншӗн тесен чун-чӗресен ирӗклӗ туртӑмӗсене пула кӑна курӑнмасть пулсан, илемлӗх кӑмӑла ҫырлахтарма кирлӗ чухлӗ киленӳ памасть.
6 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Вӑл юлашки вӑхӑтра хӑйне нумай чухне кӳрентернине шутлама пуҫларӗ: «ҫыннӑн ҫӳҫӗ мӗн чухлӗ ҫутӑрах, ҫын ҫавӑн чухлӗ куҫа курӑнмасть», терӗн эсӗ, Вера Павловна: халӗ чей хакланчӗ, терӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ачаш ҫил варкӑшать, хӗвел хӗртет, ула курак е ҫерҫи вӗҫни те курӑнмасть.Дул ветерок, пригревало солнышко, но даже ворон и воробьев здесь не было.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Стрелока йӗри-таврах шӑна-ӳпресем хупӑрласа илчӗҫ: пӑвансем, лӗпӗшсем, нӑрӑсем сывлӑшра пӗлӗт пек явӑнаҫҫӗ, кайӑк-кӗшӗк кӑна ниҫта курӑнмасть.В лесу полно было ос и бабочек, кузнечиков и муравьев — но ни малейших следов птицы или зверя.
II // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.
Икӗ мужик иртсе пыраҫҫӗ, пырса пӑхаҫҫӗ те мухтаҫҫӗ; чиновник иртсе пырать, пырса пӑхать — мухтамасть, анчах йӑл кулса илет; экипажсем иртсе ҫӳреҫҫӗ, — вӗсенчен пӑхакансем ҫук: канавра мӗн выртни курӑнмасть.
VIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Чиновник тӗрмене лекет, ӗҫ пуҫланать, вӑл ӗҫ хӑҫан пӗтесси те курӑнмасть.Чиновник очутился в остроге, началось дело, и не предвиделось конца этому делу.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑт, епле кулӑшла пулать: пӳлӗме кӗреҫҫӗ те — нимӗн те курӑнмасть, шӑршӑ ҫеҫ тухса тулнӑ, тата сывлӑшӗ симӗс; хӑраса ӳкеҫҫӗ: мӗн япала?
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Куҫҫуль тухни курӑнмасть.
III // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ниҫта та Ши-чэн ятпа Чэнь иероглиф курӑнмасть.
Йӑлтӑр ҫутӑ // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67–76 стр.
Ҫӑрттан мучи лупас айне хыпаланса утса кайнӑ, унтан кайри хапха хыҫне чупса тухнӑ — Трофим ниҫта та курӑнмасть…Дед Щукарь торопливо пошел на сеновал, затем рысцой пробежал за ворота — нигде Трофима не было…
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тул ҫутӑлсан пӑхатӑп — кая юлнӑ икӗ пысӑк урапа ҫине пирӗн хамӑрӑн, ҫутҫанталӑк панӑ утта тиеҫҫӗ, йӗри-тавра вара — тап-тасах, пӗр купа курӑнмасть!
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Тепӗр сехетрен вӑл виҫҫӗмӗш бригада станӗ патне ҫитрӗ, анчах бригадӑра темскер аван мар ӗҫ пулса иртнине вӑл аякранах асӑрхарӗ: утӑ ҫулмалли машинӑсенчен ҫурри тенӗ пек ӗҫсӗр ларать, ҫеҫен хирте унта та кунта тӑлланӑ лашасем ҫӳреҫҫӗ, типнӗ утӑ валемӗсене никам та пуҫтармасть, тата тавракурӑм хӗррине ҫитичченех пӗр купа курӑнмасть.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫуртсен чӳрече хупписене тайнӑ; урамра пӗр чун курӑнмасть; иртенпех тӑкӑрлӑксенче сулланса ҫӳрекен пӑрусем те ҫырма хӗррине кайнӑ, хӑвапа ҫӳҫесен сулхӑнне пытаннӑ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.