Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ун чухне вӑл шалт тӗлӗннипе шантарса калама та пултарайман, Огнянова урӑх курмашкӑн та ӑна май килмен.В первую минуту она была так ошеломлена, что не смогла оправдаться, а больше она не видела Огнянова.
XXXVI. Рада // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
— Эпир кунта шӑхӑрнине те алӑ ҫупнине итлеме килмен! — тесе кӑшкӑрчӗ Селямсӑз, вӑл Каблешков мӗншӗн алӑ ҫупнине ӑнланмарӗ.
XVII. Спектакль // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Вӑл Петербурга килмен пулсан, эпир мӗнле паллашнӑ пулӑттӑмӑр вара?А если б он не приехал в Петербург, как же мы с ним познакомились бы?
XIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ҫук, ҫителӗклӗ, m-r Бьюмонт, сирӗн хӑвӑр кӑмӑлӑрти мана тӗлӗнмелле пек туйӑннӑ япаласем ҫинчен ӑнлантарса парас килмен пулсан, сирӗн ӑна калама юраман; ҫынна пӗлтерме юраман япаласем пулаҫҫӗ вӗт.
XIV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Те, американецсем пек, ҫын хӑвӑрт пуйса кайнинче те, чухӑнланса юлнинче те ним тӗлӗнмелли те ҫук тесе шутланипе, те хӑй ҫавӑн пек ҫын пулнипе Бьюмонтӑн Полозов виҫ-тӑват миллион пухма пултарнинчен тӗлӗнесси те, кайран ҫапла юхӑнса юлнишӗн (пурлӑхӗ лайӑх повар тытса тӑмалӑх юлнӑ-ха тата) кулянасси те килмен; ҫапах та итлесе ларнине, ӑна ӑнланнине пӗлтерсе, старик калакан нумай япаласенчен пӗрне те пулин асӑрхамалла пулнӑ вӗт-ха; ҫавӑнпа та вӑл: — Ҫапла, инкек-синкеке ҫемье пӗр канашлӑ пулса тӳссе ирттерни чылай ҫӑмӑллӑх кӳрет, — тесе хучӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ватӑ хӗрсем те, тӑлӑх арӑмсем те, ҫамрӑккисем те, ваттисем те, ӑна шак хурса пӑхнӑ, анчах вӑл иккӗмӗш хут авланма шутламан, — пӗр енчен, хӑйӗн вилнӗ арӑмне астуса, юратса пурӑннӑ, тепӗр енчен — ку сӑлтавӗ вара пысӑкрах та пулнӑ — хӑй питӗ юратакан Катя ятлӑ хӗрне амаҫури амӑшне парас килмен.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл хӑй вырӑнне ҫапла пани ун вӑйсӑрлӑхӗнчен килмен — ҫук, пачах апла мар.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Дмитрий Сергеич илсе кӑтартакан тепӗр сӑлтав, — эпӗ Александр ҫине мӗнле пӑхнине общество та йышӑнать, тесе калас килни, — эпӗ ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен пӗрре те килмен, вӑл общество шухӑш-кӑмӑлӗнчен килнӗ.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах, тусӑм, итлӗр-ха, ҫав шухӑш-кӑмӑл тӗрӗсех мар вӑл, пачах тӗрӗс мар: Дмитрий Сергеич хӑй питӗ йывӑр тесе шутланӑ япалана тӳссе ирттересси ман йӑнӑшран та, эпӗ хӑраса пурӑннинчен те килмен вӑл.
II // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ку ӗҫехчӗ ӗнтӗ; анчах ҫӑмӑл та чуна уҫакан ӗҫчӗ, ӑна тунӑ вӑхӑтра урӑххисене тунӑ чух ывӑннишӗн канма пулатчӗ, анчах ҫапах та вӑл ӗҫчӗ; ҫавӑнпа та манӑн канассӑмах килмен.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Сахалтарах вӗреннӗ ҫынсем вара ӑна-кӑна пӑхса тӑмаҫҫӗ: сирӗн уйрӑм пӳлӗм пур-тӑк — унта кашниех сӗкӗнет, темскер сӑнас е сирӗн ҫумма ҫулӑхас тесе мар, ҫук, ахалех, ҫак япалапа сире кансӗрлеме пултарнине чухламаннипе ҫеҫ; вӑл хӑй сирӗншӗн кирлӗ мар, курас килмен этем пулсан ҫеҫ эсир вӑл пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен хӑвӑр ума килсе тухнине кӑмӑлламан пулӑттӑмӑр, тесе шутлать; вӑл, ҫын ӑна юп курать пулсан та, хӑй ҫав ҫынна йӑлӑхтарса ҫитерессине, ӑна кансӗрлессине пӗлмест, ӑнланмасть.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Витӗр курса вулакан, ун пекки нимӗн те пулмасть; Рахметов каҫпа Вера Павловнӑпа калаҫать ӗнтӗ, вӗсем калаҫнине эпӗ санран пӗр сӑмах та пытарса хӑвармастӑп, вара эсӗ часах, манӑн ҫав калаҫӑва сана пӗлтерес килмен пулсан, эпӗ ӑна ҫӑмӑллӑнах пӗлтермесӗр хӑварма та пултарнине курӑн, шарламасӑр хӑварнӑ пулсан та, эпӗ каласа кӑтартакан ӗҫсем мӗнле пулса пырасси пӗртте улшӑнман пулӗччӗ, эпӗ сана малтанах ҫакна калатӑп: Вера Павловнӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Рахметов тухса каять те вара ҫак кӗнекерен пачах тухса ӳкет, ман романра вал тӗп герой та, ахаль герой та, нимӗнле герой та пулмасть.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Рахметов курнинчен тата ҫакӑ та паллӑ: хозяйка ун ҫинчен нумай тӗлӗнмелле япаласем каласа пама пултарнӑ пулас; анчах та хозяйка Рахметовшӑн каҫсах кайнӑ пирки унран нимех те ыйтса пӗлме май килмен.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫавӑнпа ӑна нимӗнле те Маколей ҫырнисене вулаттарма май килмен; пӗр вунпилӗк минут хушши тӗрлӗрен страницӑсем ҫине пӑхса ларсан, вӑл: «ку ҫӗтӗк-ҫурӑка мӗнрен пухнине пӗлетӗп эпӗ» тесе шутланӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах вӑл хӑйӗн ролӗнче ытла та ӑста артист пулнӑ, унӑн Вера Павловнӑпа ташлас килмен, вӑл ҫавӑнтах ҫавна асӑрхама пултарнине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа вара кӑшт иккӗленсе тӑнинчен, Вера асӗнче, — ку иккӗленӳ; Вера Павловнӑна та, никама та пырса тивмен, — пӗчӗк, чи ҫӑмӑл ыйту кӑна тӑрса юлчӗ, хӑй тӗллӗн ҫеҫ илсен, ҫав ыйту, хӑна-юрӑҫӑ пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатнине пӑхмасӑр, ҫав хӑех ҫавӑн пек чи пӗчӗк, ниме те тӑман ыйтусем шутсӑр нумай пӑшӑлтатман пулсан та, Верӑшӑн хӑйӗншӗн те паллӑ мар пулса юлнӑ пулӗччӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Тимсӗр пулнӑ пирки вӑл хӑй улталанма пултарать, пулса иртнӗ ӗҫе асӑрхамасӑр хӑварма пултарать: Лопухов та, Кирсанов пӗрремӗш хут ҫӳреме пӑрахсассӑн, ҫавӑн пек улталанчӗ; ун чухне, тӗп-тӗрӗс каласан, Кирсанов мӗншӗн ҫӳреме пӑрахнине ҫине тӑрсах шыраса тупни усӑллах та пулман, апла пулсан, шырасах та килмен; туслӑх пӗтнӗшӗн Кирсанов айӑплӑ-и е айӑплӑ мар-и, унӑн ҫавна ҫеҫ пӗлмелле пулнӑ, паллӑ пулнӑ — айӑплӑ мар, апла пулсан, урӑх нимӗн ҫинчен шухӑшламалли те ҫук; япаласене унтан начар ӑнланман ҫынна чӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑратмашкӑн вӑл Кирсановшӑн куккӑшӗ те мар, учителӗ те мар.
XXI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах Вера Павловна ӑна ҫаплах тухтӑр чӗнтесе анратрӗ, вара Дмитрий Сергеич Кирсанов патне записка ҫырса ячӗ, чир нимӗн те мар, эпӗ сан патна арӑма вӑрҫтарас килмен пирки ҫеҫ ҫыратӑп, тесе ҫырчӗ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Пулӑшма май килмен чухне йӑпатма юрать-и вара?
XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Ҫак тӗп япала, вӗсен час-часах пулман вӑрӑм калаҫӑвӗсенче вырӑн питӗ сахал йышӑнса тӑраканскер, кӗске калаҫӑвӗсенче те кӑшт ҫеҫ палӑрса тӑраканскер, ҫак япала вӑл вӗсен пӗр-пӗрин хушшинчи туйӑм пулман, — ҫук, уяв каҫхине хӑйсен пӗрремӗш калаҫӑвӗнче пуҫласа паллӑ мар сӑмахсем калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсем туйӑм ҫинчен пӗр сӑмах та каламан: ун ҫинчен калаҫма вӗсен вӑхӑт пулман; итлессинчен хӑрамасӑр калаҫмалли 2–3 минут хушшинче вӗсем урӑх япала ҫинчен калаҫса илме аран кӑна ӗлкӗрнӗ, — туйӑм ҫинчен калаҫмалӑх вӑхӑт та пулман, калаҫас та килмен, — ку вӑл Верочка хӑйӗн хӑрушӑ пурнӑҫӗнчен хӑҫан тата мӗнле хӑтӑлса тухасси пирки шухӑшлани, ҫавӑн пирки тӑрӑшни пулнӑ.
X // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та Лопухов Марья Алексевнӑна хӑй шухӑшне йӑлтах каласа паман, вӑл асӑрхануллӑ пулнӑ пулин те, ҫак вӑл асӑрхануллӑ пулнинчен килмен, Лопухов Марья Алексевнӑпа латинла калаҫман, ҫавӑн пекех вӑл ӑна хӑйӗн шухӑшне те йӑлтах каласа паман, ӑна медицинӑн питӗ интереслӗ чи ҫӗнӗ ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен хӑй мӗн шухӑшланине каласа парса йӑлӑхтарман: Лопухов, ӑнланмалла мар сӑмахсем кӑшкӑра-кӑшкӑра, ҫынна асаплантарма пултарайман, ку тӗлӗшпе ун ӑс-тӑнӗ те, сӑпайӗ те ҫителӗклех пулнӑ.
IX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.