Двуязычный корпус чувашского языка

Текст: I

Раздел: Мӗн тумалла? –> Пиллӗкмӗш сыпӑк

Автор: Николай Сандров, Владимир Садай

Источник: Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Добавлен: 2019.12.01 17:25

Предложений: 23; Слово: 661

Тип текста: Прозаичное произведение

По-русски Тема: Не указано

Полозова тусӗ патне янӑ ҫырӑвӗнче хӑй Вера Павловна упӑшки умӗнче пысӑк парӑмра пулни ҫинчен каланӑччӗ. Ҫакна ӑнлантарса парас тесен, унӑн ашшӗ кам, мӗнле ҫын пулни ҫинчен каласа кӑтартас пулать.

Полозов отставкӑри ротмистр е штаб-ротмистр пулнӑ; службӑра, ун чухнехи кивӗ ӗмӗр йӑлипе, вӑл ӗҫнӗ, чупнӑ, вара ашшӗнчен юлнӑ самай пысӑк имениех ӗҫсе янӑ. Ӗҫсе ярсан вара тӑна кӗнӗ те, ҫӗнӗ мул-пурлӑх пухас тесе, отставкӑна тухнӑ. Юлнӑ пек пӗтӗм пурлӑхне пухнӑ та вӑл хӑй аллинче вунӑ пин — ҫав вӑхӑтри ассигнаципе — тӑрса юлнине курнӑ; ҫав укҫапа тырӑ туянса майӗпен суту-илӳ тума пуҫланӑ, кашни пӗчӗк ӗҫех йышӑннӑ, хӑйӗн вӑй-халӗ ҫитме пултаракан тӗрлӗрен ӗҫпе аппаланнӑ, тата вунӑ ҫултан вара самаях мул тытакан пулнӑ. Ятлӑ-сумлӑскер, ӗҫре вӑрт-вартскер, хӑйӗн чинӗпе те, хушамачӗпе те таврара паллӑ пулнипе вӑл хӑй суту-илӳ тӑвакан икӗ кӗпӗрнере кӑмӑлне кайнӑ кашни купца хӗрнех качча илме пултарнӑ, вара питӗ те лайӑх — ҫур миллионран (пурте ассигнаципе тата) тӑракан хулӑмлӑ хӗре суйласа илнӗ. Ун чухне вӑл ӗнтӗ аллӑра пулнӑ, ҫаксем вара пурте унӑн хӗрӗ Вера Павловнӑпа туслашиччен ҫирӗм ҫул малтан пулса иртнӗ. Укҫи ҫумне тата ҫакӑн чухлӗ пурлӑх хушӑнсан, Полозов хӑйӗн ӗҫӗсене пушшех те сарса янӑ, тата вунӑ ҫултан вара ун чухнехи пек, кӗмӗлпе хисеплесен те, миллион тытакан ҫын пулса тӑнӑ. Арӑмӗ унӑн вилсе кайнӑ; вӑл пысӑк хуласенчен аякра пурӑнма хӑнӑхнӑскер, упӑшкине Петербурга куҫасран чарса тӑнӑ; арӑмӗ вилсен, Полозов Петербурга куҫнӑ, унта ӳссех, ӳссех пынӑ, тата вунӑ ҫултан вара ӑна виҫ-тӑват миллион тытса тӑракан ҫын тесе шутлама пуҫланӑ. Ватӑ хӗрсем те, тӑлӑх арӑмсем те, ҫамрӑккисем те, ваттисем те, ӑна шак хурса пӑхнӑ, анчах вӑл иккӗмӗш хут авланма шутламан, — пӗр енчен, хӑйӗн вилнӗ арӑмне астуса, юратса пурӑннӑ, тепӗр енчен — ку сӑлтавӗ вара пысӑкрах та пулнӑ — хӑй питӗ юратакан Катя ятлӑ хӗрне амаҫури амӑшне парас килмен.

Полозов ӳссех, ӳссех пынӑ, — откупсемпе хӑтланнӑ пулсан, вӑл виҫ-тӑват миллион мар, вуннӑ та тума пултарнӑ, анчах откуп таврашне вӑл юратман, поставкӑсемпе подрядсене ҫеҫ тӳрӗ ӗҫ тесе шутланӑ. Ытти миллионерсем ӗҫсене ҫапла пайланинчен кулнӑ, кулса вӗсем тӗрӗс те тунӑ; Полозов вара, тӗрӗс мар шутланӑ пулин те, хӑйӗннех пенӗ: «Суту-илӳ тӑватӑп, ҫаратса пуяс килмест манӑн». Анчах та, унӑн хӗрӗ Вера Павловнӑпа паллашиччен пӗр ҫул-и, ҫул ҫурӑ-и маларах ун суту-илӗвӗ, хӑй шучӗпе нумай енчен уйрӑм пулин те, откупран нимпех те уйрӑлса тӑманни питӗ лайӑх палӑрнӑ. Унӑн сутса ямалли пир-авӑр-и, апат-ҫимӗҫ-и, атӑ-пушмак ҫӗлемелли тавар-и, — аванах пӗлместӗп, — питӗ нумай пулнӑ, вӑл вара, ватӑлнипе те, ӗҫӗсем яланах ӑнса пынипе те, хӑйне ҫынсем ытларах та ытларах хисеплеме пуҫланипе те ҫулсеренех ӳпремленсе, чӑркӑшланса килекенскер, пӗр кирлӗ ҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ытла хӗрсе кайнӑскер, ӑна ятласа пӗтернӗ те пӗр ырӑ мар ӗҫ сиксе тухнӑ. Эрнерен ӑна: «парӑн», теҫҫӗ, вӑл: — «парӑнмастӑп», — «пӗтетӗн», теҫҫӗ, вӑл: «пур-пӗрех парӑнмастӑп»; ӑна тата уйӑхран ҫапла калаҫҫӗ, вӑл ӗлӗкхиллех тавӑрать вара, чӑнах та: парӑнасса — парӑнман, пӗтессе вара — пӗтнӗ. Таварне пӑрахӑҫлаҫҫӗ-и, ырӑ мар ӗҫсем тума пуҫласа хунисене тупаҫҫӗ-и, ҫакӑнпа вара унӑн пӗтӗм виҫ-тӑват миллионӗ тухса каять, — утмӑлти Полозов ыйткалакана тӑрса юлать. Е, урӑхла каласан, хӑйӗн нумай пулмасть кӑна пулнӑ пурнӑҫӗпе танлаштарсан, ыйткалакан ӗнтӗ; анчах ҫапах та, ӗлӗкхипе танлаштарсан, лайӑх пурӑннӑ-ха: унӑн темле стеарин заводӗнче пай пулнӑ, вӑл вара, ытла кулянса ӳкмесӗр, лайӑх шалупа ҫав завода управляющие кӗнӗ. Унсӑр пуҫне тата, темле майпа, темиҫе теҫетке пин тенкӗ укҫи те тӑрса юлнӑ пулнӑ-ха унӑн. Ҫак укҫа унӑн пӗр вунпилӗк, е хуть вунӑ ҫул та пулин маларах пулнӑ пулсан, тепӗр хутчен ҫапла ӳссе кайма вӗсем те ҫитнӗ пулӗччӗҫ. Анчах 60 ҫулта ҫӳлелле ҫӗкленме йывӑр ҫав, Полозов вара: ку япалапа хӑтланса пӑхма кая юлнӑ, вӑй ҫитмӗ, тесе шутланӑ. Халӗ ӗнтӗ вӑл завода мӗнле часрах сутса яма май тупасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ: унӑн акцийӗсем тупӑш та, кредит та пачах та тенӗ пекех паман, завод ӗҫне вара майласа яма та пулман; вӑл тӗрӗс, ӑслӑ шухӑш тытнӑ, ытти пысӑк акцисем тытса тӑракан ҫынсене те акцисене чиксе хунӑ укҫана завода сутса ярсан ҫеҫ ҫӑлма пулни ҫинчен ӑнлантарса панӑ. Тата вӑл хӑйӗн хӗрне качча парасси ҫинчен шухӑшланӑ. Анчах чи пысӑк шухӑшӗ унӑн завода сутасси те мӗнпур укҫине (вӑл вӑхӑтра нумайӑшӗ тунӑ пек) пилӗк процентлӑ билетсем тӑвасси тата хӑй пысӑк ҫын чухнехи пурнӑҫа асӑнса (вӑл пурнӑҫа ҫухатни ӑна хуҫса пӑрахман, вӑл ун хыҫҫӑн та уҫӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ) хӑй ӗмӗрне лӑпкӑрах пурӑнса ирттересси пулнӑ.

Сайт:

 

Статистика

...подробней