Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

пӗчченех (тĕпĕ: пӗччен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, Эрне, — терӗм эпӗ, — эсӗ мансӑрах кай, эпӗ кунта пӗчченех юлӑп!

— Нет, Пятница, — сказал я, — поезжай без меня, а я останусь здесь один, без людей.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кашни минутрах мана килсе тапӑнма пултаракан тискер этемсенчен хӑрамасан, эпӗ хамӑн мӗнпур юлашки кунсене ҫакӑнта тӑр пӗчченех ирттерме те килӗшнӗ пулӑттӑм.

Если бы я не боялся дикарей, которые могли каждую минуту нагрянуть сюда, я охотно согласился бы провести здесь в заточении весь остаток моих дней.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

2 Эпӗ пӗтӗм этемлӗхрен уйрӑлса кайрӑм; эпӗ пӗчченех пурӑнакан ҫын, мана ҫынсен тӗнчинчен хӑваласа кӑларнӑ.

2 Я удален от всего человечества; я пустынник, изгнанный навсегда из мира людей.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Сасартӑк манӑн хуҫа пӗчченех пычӗ те, хӑнасем паян тинӗсе тухмаҫҫӗ, вӗсен ӗҫ пур, терӗ.

Вдруг хозяин пришел один и сказал, что его гости не поедут сегодня, так как их задержали дела.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Ҫук, эпӗ пӗчченех.

— Нет, я один.

III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Унта эп вӗсене пӗчченех каҫ пуличчен чарса тӑрӑп, эс ҫав хушӑра Радӑна ту ҫинелле илсе кайӑн.

— А там уж я один удержу их до вечера, пока ты отведешь Раду в горы.

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Мӗн пулса тӑрӗ вара вӗсем сана ҫакӑнта пӗчченех курсан?

— Что, если они найдут тебя одну в этих диких местах?

XV. Курнӑҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫак кивелсе юрӑхсӑра тухнӑ шыв арманӗ йӑлӑм вӗҫӗнчи катари сӑртра, канӑҫа пӗлмен кӗрленкӗ патӗнче, пӗчченех ларать, унран леререх пӗр хуралтӑ та ҫук.

Эта заброшенная полуразрушенная водяная мельница стояла одиноко на дальнем возвышенном конце долины, невдалеке от грохочущего водопада, и за нею не было больше никаких строений.

XI. Башибузук // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Урампа вӑл туйипе таклаттаркаласа пӗчченех пынӑ иккен.

Он один брел по улице, постукивая палкой по мостовой.

VII. Марийка ӗҫӗ ӑнӑҫмарӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Лиловица карчӑк ӑна пӗчченех ӑҫта пӑрахса хӑварнӑ ҫакӑн пек чухне?

Где же оставила ее бабка Лиловица, одну и в такое время?

XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ҫийӗнчех пӗр тарҫа Янели лекӗре чӗнтерме ячӗҫ те, чӗнме кайнӑ ҫын пӗчченех таврӑнчӗ: лекӗр К. хулине кайнӑ иккен.

Немедленно послали работника за лекарем Янелией, но посланный вернулся один — лекарь уехал в К.

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпӗ сана пӗчченех хӑварса Карнара кайса килем-ха…

Я тебя ненадолго оставлю одного, только схожу в Карнаре…

XXX. Шапӑлти пӗлӗш // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗчченех, Колчо бай, — терӗ Рада, куҫҫульпе пӳлӗнсе.

— Одна, Колчо, — ответила Рада, задыхаясь от слез.

XXVI. Чӗнмен хӑнасем // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Кай пӗчченех.

Иди один.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Игумен галерее пӗчченех кайрӗ.

Игумен один отправился на галерею.

VII. Паттӑрлӑх // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Пӗчченех, пурте ҫывӑраҫҫӗ.

— Один, все спят.

III. Мӑнастир // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

 — «Пӗчченех».

— «Один».

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Эсир пӗчченех пулатӑр-и?»

Вы будете одни?»

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Вера Павловна пӗчченех юлать-и?

— Вера Павловна остается одна?

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

И лаши ҫинчен сиксе анчӗ, хапхаран кӗрсен пӗр самант шухӑша кайса тӑчӗ, вара каялла ҫаврӑнчӗ те: — Кӗтсе илеймерӗ эппин? Ресторана пӗчченех кайрӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

Стрелок слез, наконец, с коня, шагнул в ворота, постоял в нерешительности и, оглянувшись, спросил: — А может, она не дождалась и пошла одна в трактир?

III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 90–106 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней